Вулакансен ыйтӑвӗсем
Павел апостол «эпӗ саккун урлӑ саккуншӑн вилнӗ» тесе мӗн каласшӑн пулнӑ? (Гал. 2:19).
Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Турӑшӑн пурӑнмашкӑн эпӗ саккун урлӑ саккуншӑн вилнӗ» (Гал. 2:19).
Ҫак сӑмахсене ӑнланас тесе Павел Рим провинцинчи Галатири христиансене мӗнле тӗп шухӑша уҫса парасшӑн пулнине пӗлмелле. Унти хӑш-пӗр христиансем суя вӗрентекенсене ӗненсе лартнӑ. Ҫав суя вӗрентекенсем ҫӑлӑнас тесен Моисей саккунне тытса тӑмалла тесе каланӑ. Уйрӑмах вӗсем ӳт кастармалла тесе вӗрентнӗ. Анчах та Павел апостол Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен ҫакна тума урӑх ыйтманнине пӗлнӗ. Хӑйӗн ҫырӑвӗнче Павел ҫирӗплетӳсем илсе парса ҫав суя вӗрентекенсем мӗн калани тӗрӗс мар пулнине кӑтартнӑ тата тӑвансене Христосӑн тӳлесе илме панӑ парнине хытӑрах ӗненме пулӑшнӑ (Гал. 2:4; 5:2).
Библире каланӑ тӑрӑх, ҫын вилсен вӑл нимӗн те пӗлмест тата ун ҫине урӑх нимӗн те витӗм кӳме пултараймасть (Еккл. 9:5). Апла пулсан, Павел хӑй пирки «саккуншӑн вилнӗ» тесе Моисей саккунӗ унӑн пурнӑҫӗ ҫине урӑх витӗм кӳменнине кӑтартнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл тӳлесе илме панӑ парнене ӗненнипе «Турӑшӑн пурӑнмашкӑн» чӗрӗлсе тӑнине ӑнланнӑ.
Мӗншӗн Павел ҫакӑ «саккун урлӑ» пулнӑ тенӗ? Кӑшт маларах Павел «этем саккуна пурӑнӑҫласа пынипе мар, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ» тӳрре тухма пултарать тесе ҫырнӑ (Гал. 2:16). Паллах, Моисей саккунӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Ун пирки Павел: «Ӑна усал ӗҫсене ҫиеле кӑлармашкӑн... панӑ, вӑл Ҫураласси — пире пама Пулнӑскерӗ — киличчен кирлӗ пулнӑ»,— тесе ҫырнӑ (Гал. 3:19). Саккун ҫылӑхлӑ ҫынсем Туррӑн нормисене пур енчен те тытса тӑма пултарайманнине тата ҫылӑхсене каҫарттарас тесе пӗр ҫитменлӗхсӗр парне кирлӗ пулнине кӑтартнӑ. Ҫапла майпа Саккун ҫынсене «пама Пулнӑскерӗ» патне — Христос патне илсе пынӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа ҫын Иисус Христоса ӗненсен ҫеҫ Турӑ ун пирки тӳрӗ ҫын тесе шутланӑ (Гал. 3:24). Павел та тӳрӗ ҫын пулнӑ, мӗншӗн тесен Саккуна ӑнланнине пула вӑл Иисус Мессия пулнине ӗненнӗ. Ҫапла вара Павел «саккуншӑн вилнӗ» те «Турӑшӑн пурӑнмашкӑн» чӗрӗлсе тӑнӑ. Вӑл ӗнтӗ малалла Саккуна мар, Турра пӑхӑнса пурӑннӑ.
Ҫавӑн евӗрлӗ шухӑшах Павел Римри христиансем патне янӑ ҫырура та палӑртнӑ: «Эй тӑванӑмсем, эсир те... саккун тӗлӗшӗнчен Христос Ӳчӗпе пӗрле вилнӗ. Халӗ вара эпир хамӑра ҫыхса тӑракан ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилсе саккунран хӑтӑлнӑ» (Рим 7:4, 6). Ҫак сӑвӑ йӗркисенче те, Галати 2:19-мӗшӗнче пекех, Павел Моисей саккунне тытса тӑманшӑн вилни ҫинчен каламасть. Павел каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑй те, ытти христиансем те ҫак Саккунран хӑтӑлаҫҫӗ. Хӑтӑласса та вӗсем Иисус Христос тӳлесе илме панӑ парнене ӗненнине пула хӑтӑлаҫҫӗ.