35-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Пӗр-пӗрне тӗреклетсе тӑрӑр
«Пӗр-пӗрне хавхалантарса, тӗреклетсе тӑрӑр» (1 ФЕС. 5:11, ҪТ).
90-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр
ҪАК СТАТЬЯРА *
1. 1 Фессалоника 5:11-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?
СИРӖН пуху Патшалӑх залне туса е юсаса курнӑ-и? Ҫапла пулсан, Патшалӑх залӗнче пӗрремӗш хут тӗл пулнине эсир нихӑҫан та манса каймастӑр пулӗ. Эсир Иеговӑна чун-чӗререн тав тунӑ пулӗ. Юрӑ юрланӑ чухне хумханса кайнӑран сирӗн, тен, куҫсем те шывланнӑ. Пирӗн Патшалӑх залӗсем Иеговӑна мухтав кӳреҫҫӗ. Анчах та эпир туса тӑракан тепӗр ӗҫ Иеговӑна тата ытларах мухтава кӑларать. Ҫав ӗҫ ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫрен те пӗлтерӗшлӗрех. Ҫакӑ вӑл — Патшалӑх залӗсене килекенсене тӗреклетесси. Шӑп ҫакӑн ҫинчен Павел апостол ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинче каланӑ *. (1 Фессалоника 5:11 [ҪТ] вуласа парӑр.) *
2. Эпир ҫак статьяран мӗн пӗлӗпӗр?
2 Павел апостол ыттисене хавхалантарас тата тӗреклетес тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл хӗрхенекен ҫын пулнӑ. Ҫак статьяра эпир вӑл тӑвансене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма тата хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме мӗнле пулӑшнине курӑпӑр. Айтӑр, Павел пекех, тӑвансене хавхалантарас тата тӗреклетес тесен пирӗн мӗн тумаллине пӗлер (1 Кор. 11:1).
ПАВЕЛ ТӐВАНСЕНЕ ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ ЧӐТСА ИРТТЕРМЕ ПУЛӐШНӐ
3. Павел ахаль ӗҫ ҫине тата сӑваплӑ ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнӑ?
3 Павел тӑвансене питӗ хытӑ юратнӑ. Вӑл хӑй те нумай йывӑрлӑх тӳссе ирттернӗ, ҫавӑнпа хӗн-хур курнӑ христиансем мӗн туйнине питӗ лайӑх ӑнланнӑ тата вӗсене хӗрхеннӗ. Пӗррехинче укҫасӑр тӑрса юлнӑран унӑн хӑйне тата хӑйӗнпе пӗрле ҫӳрекенсене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе ӗҫлеме тивнӗ (Ап. ӗҫ. 20:34). Коринфа ҫитсен вӑл малтан Акилӑпа тата Прискиллӑпа палаткӑсем тунӑ. Шӑматкунсерен вара еврейсене тата грексене ырӑ хыпар каланӑ. Кайран, ун патне Силӑпа Тимофей килсен, вӑл «вӗрентес ӗҫе пуҫӗпех» парӑннӑ (Ап. ӗҫ. 18:2—5). Павел хӑйӗн пурнӑҫӗнчи тӗп тӗллев пирки — Иеговӑшӑн ӗҫлесси пирки — нихӑҫан та манман. Вӑл сӑваплӑ ӗҫре те хастар пулнӑ, хӑйне пурӑнмалӑх мӗн кирли пултӑр тесе те тӑрӑшса ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та унӑн сӑмахӗсем тӑвансем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултарнӑ. Павел вӗсене йывӑр килнине тата вӗсен ҫемйисемшӗн тӑрӑшмаллине ӑнланнӑ. Ҫавах та вӑл тӑвансене «мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнмалла — Иеговӑна пуҫҫапассипе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавна суйласа илмелле — тесе аса илтернӗ (Флп. 1:10).
4. Тӑвансем хӗсӗрленипе тӗл пулсан Павелпа Тимофей вӗсене мӗнле пулӑшнӑ?
4 Айтӑр Фессалоникӑра мӗн пулса тухнине аса илер. Пуху йӗркеленнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсессӗн унти христиансене вӑйлӑ хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Урса кайнӑ ҫынсем Павелпа Силӑна тупаймасӑр «хӑш-пӗр тӑвансене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ». Ҫав вӑхӑтрах халӑх: «Вӗсем... кесарь хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ»,— тесе кӑшкӑрнӑ (Ап. ӗҫ. 17:6, 7). Мӗн пулса тухни ҫӗнӗ вӗренекенсене ҫав тери хӑратса ӳкернӗ пулӗ, пӗтӗм хула вӗсене хирӗҫ тӑнӑ вӗт. Ҫавна пула вӗсен хастарлӑхӗ сӳнме пултарнӑ. Павел ҫапла пулса ан тухтӑрччӗ тенӗ. Силӑпа иккӗшӗн хуларан тухса кайма тивнӗ пулин те, вӗсем тин ҫеҫ йӗркеленнӗ пухури тӑвансене тӗреклетес тесе хӑйсенчен мӗн килнине веҫех тунӑ. Каярахпа Павел Фессалоникӑри тӑвансене ҫапла аса илтернӗ: «Тимофей тӑванӑмӑра сирӗн патӑра ятӑмӑр: эпир сире тӗреклӗлентерес, ҫирӗп ӗненме хавхалантарас терӗмӗр, ҫак асапсене пула никам та хавшаса ан ӳктӗр терӗмӗр» (1 Фес. 3:2, 3). Тимофей хӑй те хӑйӗн тӑван хулинче, Листрӑра, хӗсӗрленипе тӗл пулнӑ пулӗ. Унти тӑвансене Павел мӗнле ҫирӗплетнине вӑл курнӑ. Вӑл Иегова Павела мӗнле пулӑшнине те курса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та ҫӗнӗ вӗренекенсене вӗсен те веҫех йӗркеллӗ пулать тесе шантарма пултарнӑ (Ап. ӗҫ. 14:8, 19—22; Евр. 12:1, 2).
5. Пӗр старейшина Брайанта мӗнле пулӑшнӑ?
5 Павел тӑвансене тата мӗнле тӗреклетнӗ? Варнавӑпа пӗрле Листрӑна, Иконие тата Антиохие кайсан вӗсем кашни ушкӑнра старейшинӑсене лартнӑ (Ап. ӗҫ. 14:21—23). Ҫав арҫын тӑвансем пухури тӑвансене хавхалантарса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра та старейшинӑсем тӑвансене ҫирӗплетеҫҫӗ. Брайант хӑйӗн ҫинчен ҫапла каласа парать: «Хам 15-ре пулнӑ чухне манӑн атте килтен тухса кайрӗ, аннене вара пухуран кӑларса ячӗҫ. Эпӗ хама никама та кирлӗ мар пек туяттӑм». Брайанта ҫав йывӑр вӑхӑта чӑтса ирттерме мӗн пулӑшнӑ? Малалла вӑл ҫапла калать: «Пирӗн старейшина Тони тӗлпулусенче те, урӑх вӑхӑтра та манпа калаҫатчӗ. Вӑл мана йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр савӑнӑҫлӑ пулнӑ ҫынсем ҫинчен каласа паратчӗ. Тони мана Псалом 26:10-мӗшӗнче мӗн ҫырнине кӑтартрӗ. Тата вӑл мана час-часах Езекия ҫинчен аса илтеретчӗ. Ашшӗ япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ пулсан та, Езекия Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ». Старейшина ҫапла тӑрӑшни Брайанта мӗнле пулӑшнӑ? «Тони мана ҫирӗплетсе тӑнине пула эпӗ вӑхӑт иртсен Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫларӑм,— тет Брайант.— Ҫакӑ мана нумай савӑнӑҫ кӳрет». Старейшинӑсем, кама пулӑшу кирлӗ, камсене «ырӑ сӑмах» каламалла, ҫавсене асӑрхама тӑрӑшӑр (Ытар. 12:25).
6. Павел Туррӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен каласа парса тӑвансене мӗнле ҫирӗплетнӗ?
6 Павел тӑвансене Иегова хӑйӗн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене нумай йывӑрлӑха чӑтса ирттерме пулӑшни ҫинчен аса илтернӗ (Евр. 12:1, 2). Ҫакӑ тӑвансене вӑй кӗртессине Павел пӗлнӗ. Унсӑр пуҫне, Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем тӑвансене «чӗрӗ Туррӑн» хулине асра тытма хавхалантарма пултарнӑ (Евр. 12:22). Вӗсем пире те нумай усӑ кӳме пултараҫҫӗ. Иегова Гедеона, Варака, Давида, Самуила тата ытти ҫынсене мӗнле пулӑшни ҫинчен вулани сире тӗреклетмест-и вара? (Евр. 11:32—35). Туррӑн хальхи вӑхӑтри шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем те хавхалантараҫҫӗ. Тӑвансем тӗп управление час-часах ҫырусем ҫырса яраҫҫӗ. Унта вӗсем пӗр-пӗр биографине вуланӑ хыҫҫӑн хӑйсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленни ҫинчен каласа параҫҫӗ.
ПАВЕЛ ТӐВАНСЕНЕ ПӖР-ПӖРИНПЕ КИЛӖШТЕРСЕ ПУРӐНМА МӖНЛЕ ПУЛӐШНӐ?
7. Рим 14:19—21 сӑвӑ йӗркисенче Павел ҫырнӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
7 Эпир хамӑр сӑмахсемпе те, ӗҫсемпе те пӗрлӗхе упратпӑр пулсан, тӑвансене хавхалантарӑпӑр тата вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетӗпӗр. Эпир тӑвансемпе тӗрлӗрен шухӑшлама пултаратпӑр, ҫавах пӗр-пӗринчен сивӗнместпӗр. Библири принципсене пӑсни пирки сӑмах пымасть пулсан, эпир хамӑрӑнни ҫинче тӑмастпӑр. Айтӑр пӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. Пӗрремӗш ӗмӗрте Римри пухура еврейсем те, урӑх халӑх ҫынисем те пулнӑ. Моисей законӗ пӑрахӑҫа тухсан, апат пирки панӑ хушусене текех тытса тӑмалла пулман (Марк 7:19). Ҫавӑнпа еврей пулнӑ хӑш-пӗр христиансем кирек мӗнле апата та ҫиме юрать тесе шутланӑ. Еврей пулнӑ ытти христиансем вара вӗсемпе килӗшмен. Ҫавна пула пухура харкашусем сиксе тухнӑ. Павел пухури тӑвансене пӗр-пӗринпе килӗштерме хавхалантарас тесе ҫапла ҫырса янӑ: «Тӑванна такӑнтараканнине е илӗртсе ҫылӑха кӗртекеннине, е ӑна тӗрексӗрлентерекеннине нимӗн те ан ту; аш ҫимесессӗн, эрех ӗҫмесессӗн аван пулӗ». (Рим 14:19—21 вуласа парӑр.) Павел ҫакӑн пек харкашусем уйрӑм тӑвансене те, пӗтӗм пухӑва та сиен кӳнине ӑнланма пулӑшнӑ. Вӑл хӑй те тӑвана такӑнтарас мар тесе хӑйӗнни ҫинче тӑман (1 Кор. 9:19—22). Хамӑра килӗшнӗ пек тутарма тӑрӑшмасан, эпир те ыттисене ҫирӗплетӗпӗр тата пухури пӗрлӗхе упрӑпӑр.
8. Пухури пӗрлӗхе упраса хӑварас тесе Павел мӗн тунӑ?
8 Ҫивӗч ыйтусем пирки тӑвансем тӗрлӗрен шутланӑ чухне те Павел пӗрлӗхе упрама тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем ҫапла каланӑ: «Еврей пулман ҫынсем христиансем пулса тӑрсан, вӗсен ӳт кастармалла». Тӑвансем ҫакна еврейсем ан айӑплаччӑр тесе тутарасшӑн пулнӑ пулас (Гал. 6:12). Павел ҫакӑнпа пачах та килӗшмен, ҫапах та ыттисене вӑйпах хӑйӗн пек шухӑшлаттарасшӑн пулман. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсенчен канаш ыйтнӑ (Ап. ӗҫ. 15:1, 2). Ҫакӑ пухури савӑнӑҫпа мире упраса хӑварма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 15:30, 31).
9. Павелран тӗслӗх илес тесен мӗн тумалла?
9 Пӗр-пӗр ҫивӗч ыйту пирки тавлашу сиксе тухсан мӗн тумалла-ши? Иегова пухушӑн кама тӑрӑшма хушнӑ, ҫавсенчен канаш ыйтӑр. Библипе килӗшсе тӑракан хушусене пирӗн организаци кӑларса тӑракан публикацисенче те тупма пулать. Хамӑррӑнни ҫинче тӑрас вырӑнне Иегова панӑ канашсене итлетпӗр пулсан, эпир пухури пӗрлӗхе упрӑпӑр.
10. Пухура пӗрлӗх пултӑр тесе Павел тата мӗн тунӑ?
10 Пухура пӗрлӗх пултӑр тесе Павел тата мӗн тунӑ? Вӑл тӑвансен ҫитменлӗхӗсене мар, лайӑх енӗсене курма тӑрӑшнӑ. Тӗслӗхшӗн Павел Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырӑва илер. Ҫыру вӗҫӗнче вӑл чылай тӑвана ятран асӑнать тата вӗсенчен нумайӑшне ырласа илет. Павелран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Тӑвансене хӑйсен лайӑх енӗсемшӗн ырлама вӑтанмалла мар. Вӗсене мухтасан тата ӑшӑ сӑмах каласан пирӗн хамӑр хушӑри туслӑх ҫирӗпленет тата пухура юрату пулӗ.
11. Харкашусем сиксе тухсан мире упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?
11 Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан тӑвансем те пӗр-пӗр ыйту пирки тӗрлӗрен шухӑшлама е харкашса кайма пултараҫҫӗ. Павелпа тата унӑн ҫывӑх тусӗпе, Варнавӑпа, шӑпах ҫапла пулнӑ та. Пӗри Марка тепӗр миссионерла ҫулҫӳреве илесшӗн пулнӑ, тепри вара илесшӗн пулман. «Ҫавна пула тавлашу тухнӑ та, вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ» (Ап. ӗҫ. 15:37—39). Анчах та вӑхӑт иртсен Павел, Варнава тата Марк мирлешнӗ. Ҫапла туса вӗсем пухури пӗрлӗхе хакланине кӑтартнӑ. Каярахпа Павел хӑйӗн ҫырӑвӗсенче Варнава ҫинчен те, Марк ҫинчен те ырласа ҫырнӑ (1 Кор. 9:6; Кол. 4:10). Тӑвансемпе харкашса кайрӑмӑр пулсан, пирӗн те вӗсемпе мирлешме тӑрӑшмалла тата вӗсен лайӑх енӗсем ҫинчен шухӑшламалла. Вара эпир пухури мирпе пӗрлӗхе упраса хӑварма пултарӑпӑр (Эф. 4:2, 3).
ПАВЕЛ ТӐВАНСЕН ӖНЕНӖВНЕ ҪИРӖПЛЕТНӖ
12. Туррӑн ӗҫлекенӗсен мӗн-мӗн тӳсме тивет?
12 Тӑвансене Иеговӑна хытӑрах ӗненме пулӑшса эпир вӗсене тӗреклетӗпӗр. Вӗсен мӗн-мӗн тӳсме тивет? Хӑш-пӗрисенчен хурӑнташӗсем, пӗрле ӗҫлекенӗсем е пӗрле вӗренекенӗсем кулаҫҫӗ. Теприсен сывлӑхӗ начар е чунӗ ыратать. Тата теприсем нумай ҫул Иеговӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ тата тахҫантанпах ҫак тӗнче пӗтессе кӗтеҫҫӗ. Ҫакӑ веҫех тӑвансен ӗненӗвне хавшатма пултарать. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен те ҫавӑн евӗрлӗ йывӑрлӑхсем пулнӑ. Павел вӗсене мӗнле тӗреклетнӗ-ши?
13. Павел христиансене хӑйсен ӗненӗвне хӳтӗлеме мӗнле пулӑшнӑ?
13 Павел Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курса тӑвансен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Пӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. Еврей пулнӑ христиансен хурӑнташӗсем вӗсен тӗнне хурлама, иудей тӗнӗ пур енчен те лайӑхрах тесе калама пултарнӑ. Тен, пирӗн тӑвансем ҫакӑн ҫине мӗнле хуравламаллине пӗлмен. Ҫавӑнпа Павел Еврейсем патне янӑ ҫыру питӗ вӑхӑтра пулнӑ (Евр. 1:5, 6; 2:2, 3; 9:24, 25). Ҫав ҫырӑва пула вӗсем хӑйсенчен кулакансене мӗн хуравламаллине пӗлнӗ. Хальхи вӑхӑтра та тӑвансем хӑйсем мӗне ӗненнине ӑнлантарса пама пултарччӑр тесе вӗсене Библие ӑнлантарса паракан публикацисемпе лайӑх усӑ курма вӗрентме пулать. Сӑмахран, пирӗн ҫамрӑк тӑвансенчен шкулта вӗсем пурне те Турӑ тунине ӗненнӗшӗн кулма пултараҫҫӗ. Вӗсене хӑйсен ӗненӗвне хӳтӗлеме пулӑшакан информацие шыраса тупма пулӑшӑр. Ҫак тӗлӗшрен «Пурнӑҫа пултарнӑ-и?» тата «У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа» брошюрӑсем усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ.
14. Павел хастаррӑн ырӑ хыпар сарнӑ тата нумай вӗрентнӗ пулин те, тата мӗн тунӑ?
14 Павел тӑвансене юратнине ӗҫпе кӑтартма хавхалантарнӑ (Евр. 10:24). Вӑл ыттисене пулӑшас тесе хӑйне пӗртте шеллесе тӑман. Иудейӑра выҫлӑх пуҫлансан вӑл тӑвансене гуманитарлӑ пулӑшу илсе кайса панӑ (Ап. ӗҫ. 11:27—30). Павел хастаррӑн ырӑ хыпар сарнӑ тата нумай вӗрентнӗ пулин те, укҫа-тенкӗ ҫитменнипе нушаланнӑ тӑвансене пулӑшма яланах хатӗр пулнӑ (Гал. 2:10). Ҫавна пула тӑвансем Иегова хӑйсемшӗн яланах тӑрӑшасси пирки пӗртте иккӗленмен. Эпир те, Павел пекех, тӑвансен ӗненӗвне ҫирӗплетме пултаратпӑр. Сӑмахран, хамӑр вӑя та, вӑхӑта та шеллемесӗр ҫутҫанталӑк инкекне пула шар курнӑ тӑвансене пулӑшма пулать. Тата пирӗн пӗтӗм тӗнчери ӗҫ-хӗл валли хамӑр ирӗкпе укҫа пама май пур. Паллах, тӑвансене урӑх майпа та пулӑшма пулать. Вара вӗсем Иегова хӑйсене хӑварас ҫуккине ҫирӗп ӗненӗҫ.
15, 16. Камӑн ӗненӗвӗ хавшанӑ, ҫавсемпе хамӑра мӗнле тытмалла?
15 Павел камӑн ӗненӗвӗ хавшанӑ, ҫавсем ҫине ал сулман. Вӑл ҫавӑн пек тӑвансене хӗрхеннӗ тата вӗсемпе айӑпламасӑр, ыррӑн калаҫнӑ (Евр. 6:9; 10:39). Сӑмахран, Еврейсем патне янӑ ҫырура вӑл час-часах «пирӗн», «эпир», «пире» сӑмахсемпе усӑ курнӑ. Ҫапла каласа вӑл хӑйне вулакансенчен уйӑрманнине тата хӑйӗн те ҫав канашсене тытса тӑмаллине кӑтартнӑ (Евр. 2:1, 3). Пирӗн пирки калас пулсан, эпир те, Павел пекех, камӑн ӗненӗвӗ хавшанӑ, ҫавсем ҫине ал сулмастпӑр. Эпир вӗсемпе чунтан интересленетпӗр тата вӗсене хавхалантарма тӑрӑшатпӑр. Ҫапла майпа тӑвансем эпир хӑйсене юратнине курӗҫ. Тата эпир каланӑ сӑмахсем кӑна мар, хӑйсемпе ӑшшӑн калаҫни те вӗсене самаях ҫирӗплетме пултарӗ.
16 Павел тӑвансене Иегова вӗсен ырӑ ӗҫӗсене курать тесе шантарнӑ (Евр. 10:32—34). Камӑн ӗненӗвӗ хавшанӑ, ҫавсене пулӑшас тесе эпир те Павел тунӑ пек тума пултаратпӑр. Тӑвансене вӗсем чӑнлӑха мӗнле пӗлни ҫинчен каласа кӑтартма ыйтӑр. Е Иегова вӗсене тӗрлӗ йывӑрлӑхра мӗнле пулӑшни ҫинчен ыйтма пулать. Ҫапла туса эсир вӗсене ҫакна аса илтерӗр: Иегова вӗсем хӑйӗншӗн юратнӑран ӗҫленине манман тата вӑл вӗсене нихӑҫан та хӑвармӗ (Евр. 6:10; 13:5, 6). Ҫакӑн пек калаҫусем пирӗн хаклӑ тӑвансене хавхалантарма тата малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӑй кӗртме пултараҫҫӗ.
ПӖР-ПӖРНЕ ХАВХАЛАНТАРӐР
17. Пирӗн хӑш тӗлӗшрен лайӑхланса пымалла?
17 Ҫурт-йӗр тӑвакансем хӑйсен ӑсталӑхне ӳстернӗ евӗр, эпир те тӑвансене хавхалантарас тӗлӗшрен лайӑхланса пыма пултаратпӑр. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ ӗҫлекенсен тӗслӗхӗсене каласа парса тӑвансене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӑр. Пухура пӗрлӗх пултӑр тесе ыттисем ҫинчен ырласа калаҫӑр. Мире упраса хӑвармашкӑн хӑвӑртан мӗн килнине веҫех тӑвӑр. Харкашусем сиксе тухсан мирлешме тӑрӑшӑр. Тӑвансен ӗненӗвне ҫирӗплетӗр: вӗсемпе Библири чӑнлӑхсене сӳтсе явӑр, вӗсене ӗҫпе пулӑшӑр тата хавхалантарӑр.
18. Ҫак статья пире мӗн тума хавхалантарчӗ?
18 Патшалӑх залӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑнса тӑвансем питӗ савӑнаҫҫӗ. Тӑвансене тӗреклетни те пире нумай савӑнӑҫ кӳрет. Кирек мӗнле ҫурт та хӑҫан та пулин арканать. Эпир вӑй хуни вара ӗмӗр-ӗмӗрех усӑ парса тӑрӗ. Апла пулсан, Павел каланӑ ҫак сӑмахсене пурнӑҫласа тӑрар: «Пӗр-пӗрне хавхалантарса, тӗреклетсе тӑрӑр» (1 Фес. 5:11, ҪТ).
100-МӖШ ЮРӐ Хапӑл туса йышӑнӑр
^ Ҫак усал тӗнчере пурӑнма ҫӑмӑлах мар. Тӑвансем нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн вӗсене тӗреклетме тӑрӑшмалла. Айтӑр Павел апостол пире ҫак тӗлӗшрен мӗнле тӗслӗх кӑтартнине пӑхса тухар.
^ Ҫак сӑвӑ йӗркинчи «тӗреклетӗр» текен грек сӑмахне «туса лартӑр» тесе те куҫарма пулать.
^ 1 Фессалоника 5:11, ҪТ: «Ҫавӑнпа эсир пӗр-пӗрне хавхалантарса, тӗреклетсе тӑрӑр, эсир ӗнтӗ халӗ те ҫапла тӑватӑр-ха».
^ ӲКЕРЧӖК. Хӗрӗ хӑй мӗншӗн Раштав уявне уявламаннине ыттисене ӑнлантарса пама пултартӑр тесе ашшӗ ӑна пирӗн публикацисемпе усӑ курма вӗрентет.
^ ӲКЕРЧӖК. Ҫутҫанталӑк инкекне пула шар курнӑ тӑвансене пулӑшмашкӑн упӑшкипе арӑмӗ ҫӗршывӑн тепӗр пайне килнӗ.
^ ӲКЕРЧӖК. Старейшина ӗненӗвӗ хавшанӑ тӑван патне килет те ӑна пионер шкулӗнче пӗрле вӗреннӗ вӑхӑтри сӑнӳкерчӗке кӑтартать. Ҫав сӑнӳкерчӗк тӑванра ӑшӑ туйӑмсем вӑратать те, вӑл каллех Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухнехи савӑнӑҫа туясшӑн пулать. Вӑхӑт иртсен вӑл пухӑва таврӑнать.