Мӑшӑр порнографи пӑхать пулсан мӗн тумалла?
-
«Эпӗ упӑшка хама темиҫе хутчен те улталанӑ пек туяттӑм».
-
«Эпӗ хам упӑшкашӑн хитрех мар тесе шутлаттӑм, хама ниме тӑман, юрӑхсӑр ҫын пек туяттӑм».
-
«Эпӗ ҫакӑн ҫинчен никама та каласа пама пултараймастӑмччӗ, хам ӑшра асапланса ҫӳреттӗм».
-
«Иегова хама юратмасть пек туйӑнатчӗ».
Ҫак сӑмахсем упӑшки порнографи пӑхать пулсан арӑмӗ хытӑ асапланнине кӑтартса параҫҫӗ. Енчен те упӑшки ҫак йӑлана уйӑхсем е ҫулсем хушши пытарнӑ пулсан, арӑмне ӑна шанма йывӑр пулма пултарать. Пӗр хӗрарӑм тӑван ҫапла каланӑ: «Эпӗ хам упӑшкана пач та пӗлместӗп иккен. Вӑл манран тата мӗн пытарать-ши?»
Ҫак статьяна камӑн упӑшки порнографи пӑхать, ҫав хӗрарӑмсем валли ҫырнӑ a. Кунта илсе панӑ Библири принципсем арӑмсене йӑпатма, Иегова хӑйсене юратни, пулӑшма хатӗр пулни пирки шантарма, чунра канӑҫлӑх туйма тата Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи туслӑха упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ b.
АРӐМӖ МӖН ТУМА ПУЛТАРАТЬ?
Паллах, эсир упӑшкан кашни утӑмне тӗрӗслесе тӑма пултараймастӑр. Ҫапах та чун ыратӑвне пусарас тесе тата лӑпкӑрах пулас тесе хӑш-пӗр утӑмсем тума пулать. Акӑ темиҫе канаш.
Хӑвӑра ан айӑплӑр. Упӑшка порнографи пӑхнишӗн, тен, эсир хӑвӑра айӑплатӑр. Алиса c хӑйӗн пирки эпӗ хам упӑшкашӑн хитрех мар пулмалла тесе шутланӑ. Ӑна ҫак ыйту канӑҫ паман: «Мӗншӗн упӑшкана ман ҫине мар, урӑх хӗрарӑмсем ҫине пӑхма килӗшет?» Хӑш-пӗр арӑмсем хӑйсене урӑххишӗн айӑплаҫҫӗ: хӑйсене мӗнле тытни лару-тӑрӑва япӑхлатса ярать ҫеҫ тесе шутлаҫҫӗ. Даниэ́лла ҫапла калать: «Ҫилле тытса чарма питӗ йывӑрччӗ, ҫавӑнпа та мана ҫемьене хамах аркататӑп пек туйӑнатчӗ».
Сирӗн те ҫакӑн пек туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ пулсан, ҫакна асра тытӑр: Иегова упӑшкан ӗҫӗсемшӗн эсир яваплӑ тесе шутламасть. Иаков 1:14-мӗшӗнче: «Кашнийӗ хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнӑ, илӗртнӗ чухне тӗрӗсленет»,— тенӗ (Рим 14:12; Флп. 2:12). Иегова сире айӑпламасть. Вӑл хӑйне шанчӑклӑ пулнишӗн сире хаклать (2 Ҫулс. 16:9).
Сирӗн упӑшка порнографи пӑхать пулсан, ҫакӑ эсир япӑх пулнине пӗлтермест. Ҫак темӑна тӗпчекен экспертсем каланӑ тӑрӑх, порнографи пӑхни ирсӗр, аскӑн туртӑмсем вӑратать. Ҫав туртӑмсене вара нимӗнле хӗрарӑм та ҫырлахтарма пултараймасть.
Ытлашши пӑшӑрханасран сыхланӑр. Кэ́трин: «Упӑшка порнографи пӑхни ҫинчен эпӗ пӗрмай шухӑшласа ҫӳреттӗм»,— тенӗ. Фра́нсес вара ҫапла каланӑ: «Упӑшка ӑҫта пулнине пӗлместӗп пулсан, эпӗ пӑшӑрханма пуҫлатӑп. Ман пӗр канӑҫ та ҫук». Хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансене упӑшкин йывӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлекен христиансем хушшинче пулма аван мар. Теприсем вара хӑйсене пӗччен пек туяҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене никам та ӑнланмасть тесе шутлаҫҫӗ.
Эсир хӑвӑра ҫапла туйнинче ним япӑххи те ҫук. Анчах та эсир хӑвӑрӑн лару-тӑру ҫинчен ҫеҫ шутласа ҫӳресен, хытӑрах пӑшӑрханма пуҫлама пултаратӑр. Ытларах Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусем ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшӑр, ҫакӑ сире вӑй парӗ (Пс. 61:3; Эф. 6:10).
Библире ҫырса панӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем ҫинчен шухӑшлӑр. Вӗсем йывӑр лару-тӑрура Иеговӑна кӗлтунӑ, Иегова вара вӗсене йӑпатнӑ. Турӑ хӑш-пӗр чухне вӗсен йывӑрлӑхӗсене татса паман пулин те, чӗрере канӑҫлӑх туйма пулӑшнӑ. Аннӑна аса илер. Йывӑр туйӑмсем пусса илсен, вӑл Иеговӑна чылайччен кӗлтунӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Анна, веҫех мӗнле вӗҫленессине пӗлмен пулсан та, тек хытӑ пӑшӑрханса ҫӳремен (1 Патш. 1:10, 12, 18; 2 Кор. 1:3, 4).
Старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтӑр. Вӗсем сирӗншӗн «ҫил-тӑвӑлран, йӗпе-сапаран хӑтӑлмалли хӳтлӗх пек» пулса тӑма пултараҫҫӗ (Ис. 32:2). Вӗсем сире хӑш хӗрарӑм тӑванпа калаҫса илмеллине те сӗнме пултараҫҫӗ, вара эсир унпа чуна уҫса калаҫма тата йӑпанма пултарӑр (Ытар. 17:17).
ЭСИР УПӐШКАНА ПУЛӐШМА ПУЛТАРАТӐР-И?
Эсир хӑвӑр упӑшкана порнографи пӑхас йӑлана пӗтерме пулӑшма пултараятӑр-и? Тен, пултараятӑр та. Библире каланӑ тӑрӑх, йывӑрлӑха татса панӑ чухне тата каварлӑ тӑшманпа кӗрешнӗ чухне «пӗччен пуличчен иккӗн лайӑхрах» (Еккл. 4:9—12). Тӗпчев ӗҫӗсем ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: иккӗшӗ те упӑшкин йӑлипе кӗрешеҫҫӗ пулсан, ытларах чухне вӗсем ӑнӑҫлӑрах пулаҫҫӗ, арӑмӗ те упӑшкине каллех шанма пуҫлама пултарать.
Паллах, сирӗн упӑшкаран та нумай килет. Вӑл хӑйӗн йӑлине чӑнах та пӗтересшӗн-и, вӑй хума хатӗр-и? Вӑл ҫакӑн пирки Иеговӑна кӗлтунӑ-и? Старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ-и? (2 Кор. 4:7; Иак. 5:14, 15). Мӗн тумаллине палӑртса хунӑ-и? Сӑмахран, вӑл электронлӑ хатӗрсемпе мӗнле усӑ курмаллине шутласа хунӑ-и? Илӗртӳсенчен пӑрӑнма тӑрӑшать-и? (Ытар. 27:12). Вӑл сирӗн пулӑшӑва йышӑнма тата сирӗнпе ним пытармасӑр калаҫма хатӗр-и? Ҫапла пулсан, эсир ӑна пулӑшма пултараятӑр пулӗ.
Эсир мӗн тума пултаратӑр? Акӑ Фели́сия тӗслӗхӗ. Вӑл Итана качча кайнӑ, лешӗн вара ачаранах порнографи пӑхас йӑла пулнӑ. Фелисия упӑшкине ӑнланма тӑрӑшать. Вӑл хӑйӗнпе упӑшкине калаҫма ҫӑмӑл пултӑр тет. Ҫавӑнпа та упӑшкин порнографи пӑхма кӑмӑл ҫуралсан, вӑл Фелисийӑна ҫавӑн ҫинчен ним пытармасӑр каласа пама пултарать. И́тан акӑ мӗн калать: «Эпӗ арӑма веҫех каласа паратӑп. Вӑл мана илӗртӳсенчен сыхланма пулӑшать. Сӑмахран, эпир интернетпа усӑ курас тӗлӗшрен чикесем пӗрле лартатпӑр. Тата Фелисия ман ӗҫсем мӗнле пынине ыйтса пӗлет». Паллах, Итанӑн йӑли Фелисия чунне питӗ ыраттарать. «Анчах та хам тарӑхса кайса кӑшкӑрни ӑна ҫак йӑлана пӗтерме пулӑшмӗ,— тет Фелисия.— Ун йывӑрлӑхӗ ҫинчен пӗрле ларса калаҫнӑ хыҫҫӑн вӑл мана хамӑн чун ыратӑвне пусарма пулӑшать».
Ҫавӑн пек калаҫни упӑшкине хӑйӗн усал йӑлипе кӗрешме пулӑшать, арӑмне те усӑ парать. Мӗншӗн тесен упӑшки хӑйӗн туртӑмӗсем пирки, кун хушшинче ӑҫта тата мӗн туни пирки каласа парсан, арӑмне ӑна шанма ҫӑмӑлтарах пулать.
Эсир хӑвӑр упӑшкана ҫапла майпа пулӑшса пӑхма хатӗр-и? Хатӗр пулсан, ӑна ҫак статьяна пӗрле вуласа тухса сӳтсе явма сӗнсе пӑхӑр. Унӑн порнографи пӑхма пӑрахмашкӑн тата каллех шанӑҫа тивӗҫлӗ упӑшка пулмашкӑн тӗллев лартмалла. Эсир ҫак йывӑрлӑх ҫинчен калаҫӑва тапратсан унӑн тарӑхас вырӑнне сирӗн чун епле ыратнине ӑнланма тӑрӑшмалла. Сирӗн вара упӑшкана пулӑшса тӑмалла тата вӑл хӑйӗн йӑлине пӗтерме пултарасса шанмалла. Сирӗн иксӗрӗн те упӑшкан порнографи пӑхас йӑла мӗншӗн аталаннине тата унпа мӗнле кӗрешмеллине тӗпчемелле d.
Тен, эсир пӗр-пӗринпе лӑпкӑ калаҫаймастӑр тесе шутлатӑр. Ҫапла пулсан, иксӗр те шанакан Еккл. 7:8; 1 Кор. 13:4).
старейшинӑна чӗнӗр. Упӑшка хӑйӗн йӑлине пӗтерсен хӑвӑр ӑна шанма пуҫличчен нумай вӑхӑт кайма пултарать. Ан парӑнӑр. Хӑвӑр хушӑри хутшӑнусем кӑшт та пулин лайӑхланнине те асӑрхӑр. Тӳсӗмлӗ пулӑр тата хӑвӑрӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ каллех телейлӗ пуласса шанӑр (ЙЫВӐРЛӐХА ТАТСА ПАРАЙМАСТӐР ПУЛСАН МӖН ТУМАЛЛА?
Сирӗн упӑшка порнографи пӑхас йӑлана пӑрахнӑ хыҫҫӑн каллех пӑхрӗ пулсан, ҫакӑ вӑл нихӑҫан та ҫак йӑлана пӑрахас ҫуккине пӗлтерет-и? Татӑклӑн калама ҫук. Анчах та ҫав йӑла питӗ тарӑн тымар янӑ пулсан, унӑн унпа, тен, пурнӑҫӗ тӑршшӗпех кӗрешме тивӗ. Нумай ҫул иртсен те ҫав йӑла каялла таврӑнма пултарать. Ҫапла пулса ан тухтӑр тесен унӑн электронлӑ хатӗрсемпе усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑрах пулма тата илӗртӳсем сиксе ан тухчӑр тесе ытларах вӑй хума тивӗ пулӗ. Унсӑр пуҫне, хӑйне порнографи пӑхас йӑларан хӑтӑлнӑ пек туйӑнсан та сыхӑ тӑма пӑрахмалла мар (Ытар. 28:14; Матф. 5:29; 1 Кор. 10:12). Сирӗн упӑшкан «ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗренмелле» тата усала — порнографи пӑхассине тата ытти таса мар ӗҫсене, сӑмахран, мастурбацие — курайми пулмалла (Эф. 4:23; Пс. 96:10; Рим 12:9). Вӑл ҫакна веҫех тума хатӗр-и? Хатӗр пулсан, ӑнӑҫлӑ пулма пултарӗ e.
Енчен те сирӗн упӑшка ҫак йӑлапа кӗрешес темест пулсан, вӑхӑтран вӑхӑта сирӗн ал усӑнма пултарать. Эсир тарӑхма пултаратӑр, тен, хӑвӑра сутнӑ тесе те шутлатӑр. Ҫавӑн пек чухне Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр, хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарнине веҫех ӑна каласа парӑр. Вӑл сире чун канӑҫлӑхне парӗ (1 Петр 5:7). Турра кӗлтуса тата унӑн Сӑмахне тӗпчесе унпа ҫывӑхланса пырӑр. Вӑл та хӑвӑрпа ҫывӑхланасси пирки ан иккӗленӗр. Исаия 57:15-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, Иегова «мӗскӗнсемпе, хурлӑх тӳсекенсемпе» пӗрле пурӑнать тата вӗсене вӑй парать. Христиансен пулмалли лайӑх енсене аталантарӑр тата Иеговӑна чи лайӑххине парӑр. Старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтӑр. Унсӑр пуҫне, упӑшкан улшӑнма кӑмӑл ҫураласса шанӑр (Рим 2:4; 2 Петр 3:9).
a Ҫак статьяра эпир порнографи пӑхаканни упӑшки тетпӗр пулин те, кунта илсе панӑ принципсем порнографие арӑмӗ пӑхнӑ чухне те пулӑшма пултараҫҫӗ.
b Мӑшӑрсенчен пӗри порнографи пӑхать пулсан, вӗсен уйрӑлма Библи тӑрӑх сӑлтав ҫук (Матф. 19:9).
c Ятсене улӑштарнӑ.
d Усӑллӑ информаци jw.org сайтра тата пичетленӗ публикацисенче тупма пулать. Сӑмахран, ҫак статьясене пӑхӑр: «Порнография — угроза браку», 2014 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вы можете устоять перед искушением» статьяна, 10—12 страницӑсем, 2013 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Порнография: безобидное развлечение или отрава?» 3—7 страницӑсем.
e Порнографи пӑхасси йӑлана кӗчӗ пулсан, унран хӑтӑлма питӗ йывӑр пулнине пула хӑш-пӗр мӑшӑрсем старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтнисӗр пуҫне специалистсенчен те пулӑшу ыйтма шутлаҫҫӗ.