Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Мӗншӗн шыва кӗмелле?

Мӗншӗн шыва кӗмелле?

«Эсир пурсӑр та Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗрӗр» (АП. ӖҪ. 2:38).

34-МӖШ ЮРӐ Эпӗ айӑпсӑр ҫӳрем

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. Ыттисем шыва кӗнӗ чухне эпир час-часах мӗн куратпӑр тата пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?

 ШЫВА кӗме хатӗрленнӗ ҫынсене куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Эсир вӗсем доклад тӑвакан арҫын тӑван панӑ икӗ ыйту ҫине ҫирӗппӗн хуравланине итлесе тӑратӑр. Вӗсен юлташӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем вӗсемпе питӗ мухтанаҫҫӗ. Ҫӗнӗ тӑвансем шывран тухсан эсир ыттисем алӑ ҫупнине илтетӗр тата вӗсен пит-куҫӗ савӑннӑран ҫиҫсе тӑнине куратӑр. Вӑтамран илсен кашни эрнере пин-пин ҫын ҫак утӑма туса Иегова Туррӑн шыва кӗнӗ ӗҫлекенӗ пулса тӑрать.

2 Сирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Эсир шыва кӗме шутлатӑр пулсан, ҫак усал тӗнчере ыттисенчен хытӑ уйрӑлса тӑратӑр. Мӗншӗн тесен эсир «Турра шыракан ҫын» (Пс. 13:1, 2). Хӑвӑр кирек миҫере пулсан та, ҫак статья сире валли. Анчах шыва кӗнисем те Иеговӑшӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлесе тӑрас кӑмӑла ҫирӗплетсех тӑрасшӑн. Ҫавӑнпа та айтӑр халӗ пурте пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма хавхалантаракан сӑлтавсенчен виҫҫӗшне пӑхса тухар.

ЧӐНЛӐХПА ТӲРӖЛӖХЕ ЮРАТНИ

Шуйттан пин-пин ҫул хушши ӗнтӗ Иегова ҫинчен элек сарса унӑн ырӑ ятне хурлать (3, 4 абзацсене пӑхӑр)

3. Мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсем чӑнлӑхпа тӳрӗлӗхе юратаҫҫӗ? (Псалом 118:128, 163).

3 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чӑнлӑха юратма хушнӑ (Зах. 8:19). Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене тӳрӗлӗхшӗн ҫунма хавхалантарнӑ (Матф. 5:6). Апла пулсан пирӗн тӗрӗссине тӑвас тата Турӑ умӗнче таса пулас кӑмӑл питӗ вӑйлӑ пулмалла. Эсир вара чӑнлӑхпа тӳрӗлӗхе юрататӑр-и? Юратни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Эсир суяран та, кирек мӗнле усал ӗҫрен те йӗрӗнетӗр. (Псалом 118:128, 163 вуласа парӑр.) Суяна юратакансем ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ, Шуйттан, пек хӑйсене тытаҫҫӗ (Иоанн 8:44; 12:31). Унӑн тӗллевӗсенчен пӗри — Иегова ҫинчен элек сарса унӑн сӑваплӑ ятне вараласси. Шуйттан Эдем пахчинче пӑлхав ҫӗкленӗренпех пирӗн Турӑ ҫинчен суя сарать. Вӑл Иегова хӑй ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакан, тӳрӗ мар тата ҫынсенчен темскер лайӑххине пытаракан пуҫлӑх тет (Пулт. 3:1, 4, 5). Шуйттан Иегова пирки саракан суя паянхи кун та ҫынсен ӑс-тӑнӗпе чӗрине пӑсать. Ҫынсем чӑнлӑх вырӑнне суяна суйласа илсен, Шуйттан вӗсене тӗрлӗ усал ӗҫсене тума хӗтӗртет (Рим 1:25—31).

4. Иегова хӑй «чӑнлӑх Турри» пулнине мӗнле ҫирӗплетсе панӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

4 Иегова — «чӑнлӑх Турри», вӑл хӑйне юратакансенчен тӗрӗссине нихӑҫан та пытармасть (Псалом 30:6, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫулхи кӑларӑм). Ҫапла туса вӑл вӗсене Шуйттан саракан суяран хӳтӗлет. Унсӑр пуҫне, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене улталамасӑр пурӑнма, тӳрӗ пурӑнма вӗрентет. Ҫавна пула вӗсем хӑйсене хисеплеҫҫӗ тата чӗрере канӑҫлӑх туяҫҫӗ (Ытар. 13:5, 6). Сирӗнпе те ҫапла пулнӑ пулӗ. Библи вӗреннӗ чухне Иегова сире Шуйттанӑн суйине кӑтартнӑ тата лӑпкӑлӑх панӑ. Эсир Иеговӑн законӗсемпе принципӗсем пӗтӗм этемлӗхе те, хӑвӑра та нумай усӑ панине пӗлнӗ (Пс. 76:14). Ҫавӑн хыҫҫӑн сирӗн Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнма кӑмӑл ҫуралнӑ (Матф. 6:33). Сирӗн чӑнлӑха хӳтӗлес тата Шуйттан Иегова пирки суя сарнине ҫирӗплетсе парас килсе кайнӑ. Ҫавна мӗнле тумалла-ши?

5. Чӑнлӑхпа тӳрӗлӗхе суйласа илнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

5 Хӑвӑр пурнӑҫпа эсир ҫапла калама пултаратӑр: «Эпӗ Шуйттан суйине сирсе яратӑп та чӑнлӑх майлӑ тӑратӑп. Эпӗ Иеговӑна хамӑн Пуҫлӑх пулма суйласа илтӗм тата вӑл мӗн тӗрӗс тет, ҫавна тӑвасшӑн». Ҫапла пурӑнас тесен мӗн тумалла? Малтан сирӗн хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалламалла. Урӑхла каласан, ӑна ятарлӑ майпа кӗлтуса уншӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлеме сӑмах памалла. Кайран вара шыва кӗмелле. Чӑнлӑхпа тӳрӗлӗхе юратни шыва кӗме хавхалантарма пултаракан хӑватлӑ вӑй.

ИИСУС ХРИСТОСА ЮРАТНИ

6. Псалом 44:5-мӗшӗнче Иисуса юратмалли мӗнле сӑлтавсем пур?

6 Мӗншӗн эсир Иисус Христоса юрататӑр? Псалом 44:5-мӗшӗнче (вуласа парӑр) ӑна юратмалли темиҫе сӑлтав ҫырса панӑ. Иисус чӑнлӑха, йӑвашлӑха, тӳрӗлӗхе юратать. Эсир чӑнлӑхпа тӳрӗлӗхе юрататӑр пулсан, паллах, Иисус Христоса та юрататӑр. Вӑл чӑнлӑхпа тӳрӗлӗхе мӗн тери хӑюллӑн хӳтӗлени ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха (Иоанн 18:37). Унсӑр пуҫне, вӑл пире йӑваш пулма, е, хамӑра кӗҫӗне хума, вӗрентет. Вӑл ҫакна мӗнле тӑвать?

7. Мӗншӗн сире Иисус хӑйне кӗҫӗне хуни килӗшет?

7 Иисус хӑйне кӗҫӗне хурса пире тӗслӗх кӑтартать. Вӑл хӑйне мар, хӑйӗн ашшӗне мухтава кӑларать (Марк 10:17, 18; Иоанн 5:19). Ҫакӑ сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Паллах, ҫакӑ сире Турӑ Ывӑлне юратма тата унран тӗслӗх илме хавхалантарать. Мӗншӗн-ши Иисус хӑйне кӗҫӗне хурать? Вӑл хӑйне кӗҫӗне хуракан Ашшӗне юратать тата пур тӗлӗшрен те хӑйне ун пек тытать (Пс. 17:36; Евр. 1:3). Ҫакӑ сире Иисуса юратма хавхалантармасть-и?

8. Мӗншӗн эпир хамӑр Патшана, Иисуса, юрататпӑр?

8 Эпир хамӑр Патшана, Иисуса, юрататпӑр, мӗншӗн тесен вӑл чи лайӑх пуҫлӑх. Иегова хӑй ӑна вӗрентсе пуҫ пулма лартнӑ (Ис. 50:4, 5). Унсӑр пуҫне, Турӑ Ывӑлӗ пире мӗн таран хытӑ юратни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Иоанн 13:1). Патша пулнӑ май Иисус хӑйне чунтан-вартан юратнине тивӗҫлӗ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ӑна чӑннипех юратакансем хӑйсен юратӑвне ӗҫсемпе — унӑн заповечӗсем тӑрӑх пурӑннипе — кӑтартаҫҫӗ (Иоанн 14:15; 15:14, 15). Ҫавӑн пек ҫынсене Иисус хӑйӗн тусӗсем тет. Иегова Ывӑлӗн тусӗ пулни мӗн тери пысӑк чыс!

9. Христиансем шыва кӗнипе Иисус шыва кӗни хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?

9 Иисус панӑ заповедьсенчен пӗринче шыва кӗмелле тенӗ (Матф. 28:19, 20). Вӑл хӑй те шыва кӗнӗ. Иисус шыва кӗни унӑн вӗренекенӗсем шыва кӗнинчен хӑш-пӗр енчен уйрӑлса тӑрать. (« Иисус тата унӑн вӗренекенӗсем шыва кӗни. Уйрӑмлӑхсем» рамкӑна пӑхӑр). Анчах та пӗрпеклӗхсем те пур. Шыва кӗрсе Иисус Ашшӗн ирӗкне пурнӑҫлама хӑйӗн пурнӑҫне панӑ (Евр. 10:7). Христосӑн вӗренекенӗсем те шыва кӗнипе Иегова Турӑшӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлесе тӑма сӑмах панине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсемшӗн хӑйсен ирӗкӗ мар, Турӑ ирӗкӗ чи пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать. Ҫапла майпа вӗсем хӑйӗн Ҫӳлхуҫинчен тӗслӗх илеҫҫӗ.

10. Иисуса юратма мӗнле сӑлтавсем пур тата ҫав юрату сире мӗн тума хавхалантарать?

10 Эсир Иисус Иеговӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пулнине тата ӑна Патша пулса хамӑра ертсе пыма лартнине йышӑнатӑр. Эсир Иисус хӑйне кӗҫӗне хунине тата пур тӗлӗшрен те хӑйӗн Ашшӗ пек пулнине куртӑр. Тата эсир вӑл выҫӑ ҫынсене тӑрантарнине, хуйхӑракансене йӑпатнине тата чирлисене сыватнине пӗлтӗр (Матф. 14:14—21). Вӑл хальхи вӑхӑтра пухӑва мӗнле ертсе пынине куратӑр (Матф. 23:10). Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулнӑ май вӑл пуласлӑхра мӗн тӑвассине те пӗлетӗр. Ӑна юратнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр? Унран тӗслӗх илнипе (Иоанн 14:21). Ҫавна тӑвас тесен чи малтан Иеговӑна пурнӑҫа халалламалла та шыва кӗмелле.

ИЕГОВА ТУРРА ЮРАТНИ

11. Шыва кӗмелли тӗп сӑлтав хӑшӗ? Ӑнлантарса парӑр.

11 Шыва кӗмелли тӗп сӑлтав хӑшӗ? Иисус каланӑ тӑрӑх, Туррӑн заповечӗсенчен чи пӗлтерӗшли — «Хӑвӑн Иегова Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» (Марк 12:30). Эсир Турра ҫапла юрататӑр-и?

Сирӗн мӗнпур ырӑлӑх тата пулас ырӑлӑхсем пурте Иеговӑран (12, 13 абзацсене пӑхӑр)

12. Мӗншӗн эсир Иеговӑна юрататӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр).

12 Иеговӑна юратмалли пур сӑлтава каласа пӗтереес те ҫук. Сӑмахран, эсир вӑл «чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ» пулнине тата «мӗн аванни те, чӑн ырӑлӑх та» веҫех унран пулнине пӗлтӗр (Пс. 35:10; Иак. 1:17). Сирӗн мӗн пур ырӑ япалана уҫӑ кӑмӑллӑ та юратакан Турӑ панӑ.

13. Мӗншӗн тӳлесе илме панӑ парне Турӑ панӑ хаклӑран та хаклӑ парне?

13 Иегова панӑ хаклӑран та хаклӑ парне вӑл — тӳлесе илме панӑ парне. Мӗншӗн эпир ҫапла калама пултаратпӑр? Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ хушшинчи туслӑх мӗн тери ҫирӗп пулни ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха. Иисус «Атте мана юратать» тата «эпӗ Аттене» юрататӑп тенӗ (Иоанн 10:17; 14:31). Миллиард-миллиард ҫул хушшинче вӗсен туслӑхӗ ҫирӗпленсех пынӑ (Ытар. 8:22, 23, 30). Хӑйӗн Ывӑлӗ асапланса вилнӗ чухне Туррӑн чунӗ мӗн тери хытӑ ыратни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Анчах та Иегова пӗтӗм этемлӗхе, ҫав шутрах сире те, питӗ вӑйлӑ юратнӑран хӑйӗн хаклӑ Ывӑлне вилӗме панӑ. Вӑл сирӗн те, ыттисен те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пултӑр тенӗ (Иоанн 3:16; Гал. 2:20). Ҫак тӗп сӑлтава пула эпир Турра питӗ юрататпӑр.

14. Мӗнле пурнӑҫ тӗллевӗ пирки чи лайӑххи теме пулать?

14 Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе пынӑҫемӗн эсир ӑна хытӑрах юратса пынӑ. Паллах, эсир унпа халӗ те, ҫӗнӗ тӗнчере те ҫывӑхлансах пырасшӑн. Эсир ҫавна тума пултараятӑр. Вӑл сире хӑйӗн чӗрине савӑнтарма ыррӑн хавхалантарать (Ытар. 23:15, 16). Эсир ҫавна сӑмахсемпе кӑна мар, ӗҫсемпе те тума пултаратӑр. Хӑвӑр мӗнле пурӑннипе эсир Иеговӑна чӑннипех те юратнине кӑтартӑр (1 Иоанн 5:3). Турра савӑнтарни — ҫыншӑн чи лайӑх пурнӑҫ тӗллевӗ.

15. Иеговӑна юратнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

15 Эсир Иеговӑна юратнине мӗнле кӑтартма пултаратӑр? Пӗрремӗшӗнчен, ятарлӑ кӗлӗ каласа хӑвӑрӑн пурнӑҫа ӑна халаллама сӑмах памалла (Пс. 39:9). Иккӗмӗшӗнчен, шыва кӗмелле — Турра хӑвӑр сӑмах панине ыттисем умӗнче кӑтартмалла. Шыва кӗни вӑл — пӗлтерӗшлӗ те савӑнӑҫлӑ самант. Сирӗн ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланать. Эсир хӑвӑршӑн мар, Иеговӑшӑн пурӑнма пуҫлатӑр (Рим 14:8; 1 Петр 4:1, 2). Шыва кӗресси пысӑк пӗлтерӗшлӗ утӑм пек туйӑнма пултарать, ҫакӑ чӑнах та ҫапла. Ҫавах та ҫак утӑма тунӑ хыҫҫӑн эсир чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратӑр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?

16. Псалом 40:13-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова хӑйӗншӗн ӗҫлеме шут тытнисене мӗнле пиллӗ?

16 Иегова пек уҫӑ кӑмӑлли урӑх никам та ҫук. Эсир ӑна кирек мӗн чухлӗ парсан та, вӑл сире ялан ытларах тавӑрса парӗ (Марк 10:29, 30). Вӑл сире халех, ҫак пӗтекен тӗнчерех, телейлӗ те тӗллевлӗ пурнӑҫ парнелӗ. Ҫакӑ пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Шыва кӗни хыҫҫӑнхи пурнӑҫ нихӑҫан та вӗҫленмӗ. Эсир ӗмӗр-ӗмӗрех хӑвӑр юратнӑ Аҫӑршӑн ӗҫлесе тӑма пултарӑр. Сирӗн хушӑри юрату ӳссех пырӗ. Тата эсир Иегова мӗн чухлӗ пурӑнать, ҫавӑн чухлех, ӗмӗр-ӗмӗрех, пурӑнӑр. (Псалом 40:13 вуласа парӑр.)

17. Эпир Иеговӑна унӑн ҫук япалана пама пултаратпӑр-и? Ӑнлантарса парӑр.

17 Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эсир ҫӳлти Аттене темскер питӗ хаклине пама пултаратӑр. Паллах ӗнтӗ, кашни савӑнӑҫлӑ самант, хамӑрӑн пурнӑҫри ырӑ япаласем — пӗтӗмпех унран. Эпир вара ҫӗрпе тӳпе Хуҫине унӑн мӗн ҫуккине пама пултаратпӑр — уншӑн шанчӑклӑн, чун-чӗререн ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр (Иов 1:8; 41:3; Ытар. 27:11). Пурнӑҫа кунран та лайӑхрах пурӑнса ирттерме пулать-ши вара? Иеговӑна юратни — шыва кӗмелли чи лайӑх сӑлтав тесе ҫирӗппӗн калама пулать.

ШЫВА КӖМЕ СИРЕ МӖН ЧАРАТЬ?

18. Эсир хӑвӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратӑр?

18 «Шыва кӗретӗн-и?» текен ыйту ҫине эсир халӗ мӗнле хуравлӑр? Сирӗншӗн никам та хурав параймӗ. Ыйту ҫине хуравлама ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: «Шыва кӗме мана мӗн чарать?» (Ап. ӗҫ. 8:36). Шыва кӗмелли виҫӗ сӑлтава аса илӗр. Пӗрремӗшӗ: эсир чӑнлӑха тата тӳрӗлӗхе юрататӑр. Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Манӑн пурте чӑннине калас тата тӗрӗссине тӑвас куна курас килет-и?» Иккӗмӗшӗ: эсир Иисус Христоса юрататӑр. Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйту парӑр: «Эпӗ Турӑ Ывӑлне хамӑн Патша тӑвасшӑн-и тата унран тӗслӗх илесшӗн-и?» Виҫҫӗмӗш тата чи пӗлтерӗшлӗ сӑлтав: эсир Иеговӑна юрататӑр. Ҫак ыйту ҫине хуравлӑр: «Манӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесе унӑн чӗрине савӑнтарас килет-и?» Пур ыйту ҫине те «ҫапла» тесе хуравларӑр пулсан, шыва кӗме вӑрахласа тӑмаллах-ши? (Ап. ӗҫ. 16:33).

19. Мӗншӗн шыва кӗме вӑрахласа тӑмалла мар? Тӗслӗх илсе парӑр (Иоанн 4:34).

19 Шыва кӗме иккӗленсе тӑратӑр пулсан, Иисус илсе панӑ танлаштару пирки шухӑшласа пӑхӑр. (Иоанн 4:34 вуласа парӑр.) Вӑл Ашшӗн ирӗкне пурнӑҫлассине апатпа танлаштарнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен апат пире усӑ парать. Иегова пире мӗн те пулин тума ыйтсан, ҫакӑ пире усӑ ҫеҫ парассине Иисус пӗлнӗ. Иегова сире шыва кӗме ыйтать-и? Ыйтать, ҫакӑ унӑн ирӗкӗ (Ап. ӗҫ. 2:38). Апла пулсан, шыва кӗни сире усӑ кӳрӗ. Чи лайӑх повар пӗҫернӗ апатпа киленме май пур ҫӗртенех эсир ӑна ҫисе пӑхмасӑр юлмӑр пулӗ. Мӗншӗн-ха вара шыва кӗрсе савӑнӑҫ илес мар?

20. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

20 Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем шыва кӗме васкамаҫҫӗ? Кам та кам «эпӗ хатӗр мар» тет. Чӑн та, хамӑра Иеговӑна халалласа шыва кӗресси вӑл — хамӑр пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ йышӑну. Ун ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар. Шыва кӗме хатӗрленме вӑхӑт кирлӗ, вӑй та хумалла. Анчах та сирӗн чӑннипех те шыва кӗрес килет пулсан, мӗнле хатӗрленме пулать? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

28-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тусӗсем пулар

a Шыва кӗни Библи вӗренекен ҫыншӑн чи пӗлтерӗшлӗ утӑм. Ҫак утӑма тума ӑна мӗн хавхалантарма пултарать? Пӗр сӑмахпа калас пулсан — юрату. Анчах та мӗне тата кама юратни-ши? Ку статьяра эпир ҫак ыйтусен хуравӗсене тупӑпӑр тата шыва кӗнӗ христианина мӗнле пурнӑҫ кӗтнине сӳтсе явӑпӑр.