Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

11-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Шыва кӗме мӗнле хатӗрленмелле?

Шыва кӗме мӗнле хатӗрленмелле?

«Акӑ шыв, тӗне кӗме мана мӗн чарать?» (АП. ӖҪ. 8:36).

50-МӖШ ЮРӐ Хама Турра халалласа кӗлтуни

ҪАК СТАТЬЯРА a

Пӗтӗм тӗнчипех ҫамрӑккисем те, ваттисем те чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туса шыва кӗреҫҫӗ (1, 2 абзацсене пӑхӑр)

1, 2. Хӑвӑр хальлӗхе шыва кӗме хатӗр мар пулсан, мӗншӗн кулянмалла мар? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

 ЭСИР шыва кӗресшӗн-и? Ку питӗ лайӑх тӗллев! Хӑвӑр ҫав утӑма тума хатӗр тесе шутлатӑр пулсан тата старейшинӑсем хирӗҫ мар пулсан, май килсенех шыва кӗрӗр. Иеговӑшӑн ӗҫлеме тытӑнсан эсир телейлӗ те интереслӗ пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлӑр.

2 Шыва кӗриччен сирӗн улшӑнмалла терӗҫ пулсан е эсир хӑвӑр ҫавна ӑнланса илтӗр пулсан, мӗн тумалла-ши? Ан кулянӑр. Эсир кирек миҫе ҫулта пулсан та, улшӑнусем туса ҫак кирлӗ утӑма тума пултараятӑр.

«ТӖНЕ КӖМЕ МАНА МӖН ЧАРАТЬ?»

3. Эфиопи ҫынни Филипран мӗн ыйтнӑ, анчах та мӗнле ыйту сиксе тухать? (Ап. ӗҫ. 8:36).

3 Апостолсен ӗҫӗсем 8:36, 38 вуласа парӑр. Эфиопи ҫынни ырӑ хыпар саракан Филипран: «Тӗне кӗме мана мӗн чарать?» — тесе ыйтнӑ. Ҫав ҫын питӗ шыва кӗресшӗн пулнӑ пулин те, вӑл ҫавна тума хатӗр пулнӑ-ши?

Эфиопи ҫынни Иегова ҫинчен ытларах пӗлесшӗн пулнӑ (4-мӗш абзаца пӑхӑр)

4. Эфиопи ҫынни ытларах пӗлесшӗн пулни ӑҫтан курӑнать?

4 Эфиопи ҫынни «Иерусалима Турра пуҫҫапма» пынӑ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 8:27). Вӑл прозелит — иудаизм тӗнне йышӑннӑ ҫын — пулнӑ пулас. Паллах, вӑл Иегова ҫинчен Еврей Ҫырӑвӗсенчен пӗлнӗ. Ҫапах та унӑн ытларах пӗлес килнӗ. Филипп унпа тӗл пулнӑ чухне вӑл мӗн тунине астӑватӑр-и? Исаия пророкӑн кӗнекине вуласа пынӑ! (Ап. ӗҫ. 8:28). Ҫакӑ вӑл хытӑ ҫимӗҫ пулнӑ. Ҫав ҫын Библин тӗп вӗрентӗвӗсемпе ҫеҫ ҫырлахман. Вӑл ытларах пӗлесшӗн пулнӑ.

5. Эфиопи ҫынни хӑй мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнни ӑҫтан курӑнать?

5 Ҫав ҫын канда́ки — Эфиопи хӗрарӑм патши — ҫумӗнче ӗҫлесе тӑнӑ, унӑн «пӗтӗм пуянлӑхне пӑхса тӑраканӗ пулнӑ» (Ап. ӗҫ. 8:27). Вӑл питӗ ӗҫлӗ ҫын пулнӑ пулӗ. Апла пулин те вӑл Иеговӑна пуҫҫапма та вӑхӑт уйӑрнӑ. Эфиопи ҫынни чӑнлӑха пӗлесшӗн пулнӑ кӑна мар, хӑй мӗн пӗлсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑннӑ та. Ҫавӑнпа та Иерусалимри храмра Иеговӑна пуҫҫапас тесе вӑрӑм ҫула тухнӑ. Ҫавӑн пек инҫе кайма укҫи те, вӑхӑчӗ те самаях кирлӗ пулнӑ пулас. Анчах та ҫав ҫын Иеговӑна пуҫҫапас тесе нимӗн те шеллемен.

6, 7. Мӗне пула Эфиопи ҫынни Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратнӑ тата ҫав юрату ӑна мӗн тума хавхалантарнӑ?

6 Эфиопи ҫынни Филипран питӗ пӗлтерӗшлӗ чӑнлӑхсене, ҫав шутрах Иисус Мессия пулнине, пӗлнӗ (Ап. ӗҫ. 8:34, 35). Хӑйӗншӗн Иисус мӗн тунине пӗлсен вӑл питӗ савӑннӑ. Вара вӑл мӗн тунӑ-ши? Ҫав ҫын ним улӑштармасӑр ҫаплипех ятлӑ-сумлӑ иудей прозеличӗ тӑрса юлма пултарнӑ. Анчах та Филиппа калаҫнӑ хыҫҫӑн вӑл Иеговӑпа Иисуса тата хытӑрах юратма пуҫланӑ. Ҫав юрату ӑна пӗлтерӗшлӗ йышӑну тума — шыва кӗрсе Иисус Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма — хавхалантарнӑ. Филипп Эфиопи ҫынни ҫавна тума хатӗр пулнине курсан ӑна шыва кӗртнӗ.

7 Эсир те Эфиопи ҫыннинчен тӗслӗх илсен шыва кӗме хатӗрленсе ҫитме пултаратӑр. Вара ҫав ҫын пекех ҫирӗппӗн: «Шыва кӗме мана мӗн чарать?» — тейӗр. Эфиопи ҫынни пӗлӳ илсе пынӑ, хӑй мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑннӑ тата Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратнӑ. Айтӑр ҫак виҫӗ утӑма мӗнле тумаллине пӑхса тухар.

ПӖЛӲ ИЛСЕ ПЫРӐР

8. Иоанн 17:3-мӗшӗнчи сӑмахсем сире мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?

8 Иоанн 17:3 вуласа парӑр. Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене илтнӗ хыҫҫӑн пирӗнтен нумайӑшӗн Библи вӗренес кӑмӑл ҫуралнӑ пулӗ. Анчах та асӑрхӑр-ха: ҫак сӑвӑ йӗркинчех пирӗн малалла та пӗлӳ илсе пымалла тенӗ. Эпир «пӗртен-пӗр чӑн Турра» пӗлсе пыма нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр (Еккл. 3:11). Ӗмӗр-ӗмӗрех ун ҫинчен пӗлсе пырӑпӑр. Пӗлӳ илнӗ май вара эпир Иеговӑпа ҫывӑхлансах пырӑпӑр (Пс. 72:28).

9. Библири тӗп вӗрентӳсене пӗлнӗ хыҫҫӑн пирӗн мӗн тумалла?

9 Иегова ҫинчен пӗлсе пыма эпир Библири тӗп вӗрентӳсенчен пуҫлатпӑр. Еврейсем патне янӑ ҫырура Павел апостол ҫав вӗрентӳсем пирки «чи малтан мӗн пӗлни» тесе ҫырнӑ пулин те, вӗсем пӗлтерӗшлех мар тесшӗн пулман. Вӑл ҫав чӑнлӑхсене кӑкӑр ачине тӑрантаракан сӗтпе танлаштарнӑ (Евр. 5:12; 6:1). Ҫав вӑхӑтрах вӑл христиансене Турӑ Сӑмахӗнчи тарӑн чӑнлӑхсене пӗлме хавхалантарнӑ. Эсир тарӑн чӑнлӑхсене пӗлес кӑмӑла аталантартӑр-и? Малалла та Иегова ҫинчен тата вӑл мӗн шутласа хуни ҫинчен пӗлсе пырасшӑн-и?

10. Мӗншӗн хӑш-пӗрисене вӗренме ҫӑмӑл мар?

10 Пирӗнтен нумайӑшне вӗренме ҫӑмӑл мар. Сирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Шкулта эсир лайӑх вулама тата тӗпчеме вӗрентӗр-и? Сире вӗренме тата ҫӗннине пӗлсе пыма килӗшетчӗ-и? Е сире кӗнеке вулама килӗшсех кайман-и? Ҫапла пулсан ан кулянӑр, сирӗн пек ҫынсем сахал мар. Иегова сире пулӑшма пултарать. Вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр тата чи лайӑх Вӗрентекен.

11. Мӗншӗн Иегова пирки пирӗн Вӗрентекен теме пулать?

11 Иегова хӑйне пирӗн «Вӗрентекен» тет (Ис. 30:20, 21). Вӑл тӳсӗмлӗ, ырӑ та ӑнланакан Вӗрентекен. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсенче лайӑххине шырать (Пс. 129:3). Тата пирӗнтен хамӑр тума пултарайманнине тӑвасса нихӑҫан та кӗтмест. Иегова пирӗн пуҫ мимине тунӑ, ку вӑл — чаплӑ парне (Пс. 138:14). Пурнӑҫ Паракан пире вӗренес кӑмӑл панӑ. Вӑл пире ӗмӗр-ӗмӗр ҫӗннине пӗлсе пыччӑр тата ҫавӑ пире савӑнӑҫ кӳтӗр тет. Ҫавӑнпа та пирӗн халех Библири чӑнлӑха пӗлес кӑмӑла аталантармалла (1 Петр 2:2). Хӑвӑр пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем лартӑр, унсӑр пуҫне, Библи вуламалли тата тӗпчемелли графика тытса тӑрӑр (Иис. Н. 1:8). Иегова пулӑшнипе сире ун ҫинчен вуласа пӗлме ытларах та ытларах килӗшӗ.

12. Мӗншӗн пирӗн Иисусӑн пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен тӗпчемелле?

12 Иисусӑн пурнӑҫӗ тата сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен шухӑшламашкӑн тӑтӑшах вӑхӑт уйӑрӑр. Иисусран тӗслӗх илме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшни пире ҫак йывӑр кунсенче Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшӗ (1 Петр 2:21). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулӗҫ тесе тӳррӗн каланӑ (Лука 14:27, 28). Ҫапах та вӑл хӑйӗн чӑн вӗренекенӗсем хӑйӗн пекех пӗтӗмпех тӳссе ирттерме пултарасси пирки иккӗленмен (Иоанн 16:33). Иисусӑн пурнӑҫӗ ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшӑр тата кулленхи пурнӑҫра вӑл тунӑ пек тума тӗллев лартӑр.

13. Иеговӑран мӗн ыйтмалла тата мӗншӗн?

13 Пӗлӳ илессе вара ӑна Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе пымашкӑн тата юратупа ӗненӳ аталантармашкӑн илсе пымалла (1 Кор. 8:1—3). Ҫавӑнпа Иеговӑран хытӑрах ӗненме пулӑшсам тесе ыйтӑр (Лука 17:5). Вӑл ҫавӑн пек кӗлӗсем ҫине хаваспах хуравлать (Иак. 2:26). Турӑ пирки калакан тӗрӗс пӗлӳ ҫинче никӗсленнӗ чӑн-чӑн ӗненӳ пире хамӑр мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма пулӑшӗ.

ХӐВӐР МӖН ПӖЛНИПЕ КИЛӖШӲЛЛӖН ПУРӐНӐР

Ҫӗре шыв илес умӗн Нойпа унӑн ҫемйи хӑйсем мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн хӑйсене тытнӑ (14-мӗш абзаца пӑхӑр)

14. Хамӑр илнӗ пӗлӳпе килӗшӳллӗн пурӑнмаллине Пётр апостол мӗнле палӑртнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр).

14 Пётр апостол Христос хыҫҫӑн пыракансен хӑйсем илнӗ пӗлӳпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла тесе палӑртнӑ. Тӗслӗхшӗн вӑл Библире Ной пирки мӗн ҫырнине илсе панӑ. Иегова Ноя усал ҫынсене шыв илтерсе пӗтерӗп тесе каланӑ. Нойпа унӑн ҫемйи пӗтӗм ҫӗре шыв илессине пӗлнипе кӑна ҫӑлӑнса юлайман пулӗччӗҫ. Асӑрхӑр-ха, Пётр апостол ҫав вӑхӑта Ной «карап тунӑ вӑхӑт» тенӗ (1 Петр 3:19, 20). Чӑнах та, Нойпа унӑн ҫемйи Турӑран мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑннӑ (Евр. 11:7). Вӗсем ковчег — пысӑк карап — тунӑ. Малалла Пётр Ной мӗн тунине шыва кӗнипе танлаштарса «халӗ... эпир тӗне кӗрсе ҫӑлӑнатпӑр» тесе ҫырнӑ (1 Петр 3:21). Эппин, эсир шыва кӗме хатӗрленнине Нойпа унӑн ҫемйи тунӑ ӗҫпе, ковчег тунипе, танлаштарма пулать. Шыва кӗме хатӗр пулас тесен сирӗн мӗн тумалла?

15. Чун-чӗререн ӳкӗнни мӗне пӗлтерет?

15 Шыва кӗрес тесен пирӗн хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗнмелле (Ап. ӗҫ. 2:37, 38). Чӑннипех те ӳкӗнсен вара эпир чӑннипех улшӑнӑпӑр. Эсир Иегова ырламан ӗҫсене тума пӑрахнӑ-и? Сӑмахран, аскӑнланса пурӑнма, чӗлӗм туртма, киревсӗр сӑмахсемпе калаҫма е ыттисене хӑртма пӑрахнӑ-и? (1 Кор. 6:9, 10; 2 Кор. 7:1; Эф. 4:29). Эсир хальлӗхе ҫавна туман пулсан, улшӑнас тесе малалла та вӑй хурӑр. Хӑвӑрпа пӗрле Библи вӗренекен тӑванран е пухури старейшинӑсенчен канаш ыйтӑр. Эсир ҫамрӑк тата аҫу-аннӳпе пӗрле пурӑнатӑр пулсан вара шыва кӗме чӑрмантаракан япӑх йӑласене пӗтермешкӗн вӗсенчен пулӑшу ыйтӑр.

16. Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсем шутне мӗн-мӗн кӗрет?

16 Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене те туса тӑмалла. Ҫав ӗҫсем шутне тӗлпулусене ҫӳрени тата вӗсенче хутшӑнни кӗрет (Евр. 10:24, 25). Эсир пухури тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ пулсан, ҫакӑ сирӗн йӑлана кӗтӗр тесе тӑрӑшӑр. Мӗн чухлӗ ытларах эсир ырӑ хыпар сарма ҫӳрӗр, ҫавӑн чухлӗ ытларах ҫав ӗҫ сире килӗшӗ (2 Тим. 4:5). Енчен те эсир ҫамрӑк тата аҫу-аннӳпе пӗрле пурӑнатӑр пулсан, хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Аттепе аннен мана тӗлпулӑва е ырӑ хыпар сарма кайма аса илтерсе тӑма тивет-и? Е эпӗ ҫавна тумаллине хамах астӑватӑп-и?» Тӗлпулусене ҫӳренипе тата ырӑ хыпар сарнипе эсир Иеговӑна ӗненнине, юратнине тата пархатарлӑ пулнине кӑтартатӑр (2 Петр 3:11; Евр. 13:15). Ҫак ӗҫсем вӗсем — эсир Иеговӑна паракан парнесем, вӗсем эсир ӑна шанчӑклӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ. Пӗтӗм кӑмӑлтан паракан парнесем вара пирӗн Турра питӗ савӑнтараҫҫӗ. (2 Коринф 9:7 танлаштарӑр). Пире Иеговӑна чи лайӑххине пама килӗшет, ҫавӑнпа та эпир ҫак ӗҫсене хутшӑнатпӑр.

ИЕГОВӐНА ХЫТӐРАХ ТА ХЫТӐРАХ ЮРАТСА ПЫРӐР

17, 18. Шыва кӗме хатӗрленмешкӗн сире мӗнле лайӑх ен пулӑшӗ тата мӗншӗн? (Ытарӑшсем 3:3—6).

17 Шыва кӗрес текенсен йывӑрлӑхсемсӗр пулмасть. Сӑмахран, хӑвӑр мӗне ӗненнине пула сирӗнтен мӑшкӑлласа кулма е хирӗҫ тӑма та пултараҫҫӗ (2 Тим. 3:12). Е, тен, эсир пӗр-пӗр япӑх йӑлапа кӗрешетӗр, анчах та вӑхӑтран вӑхӑта вӑл сире парӑнтарать. Е хӑвӑр лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама ҫук пек туйӑннӑ чухне сирӗн чӑтӑмлӑх пӗтет те эсир кулянса ӳкетӗр. Веҫех чӑтса ирттерме сире питӗ кирлӗ лайӑх ен — Иеговӑна юратни — пулӑшӗ.

18 Иеговӑна юратни сирӗн мӗнпур лайӑх енсенчен чи пахи. (Матфей 22:37 вуласа парӑр.) Иеговӑна хытӑ юратни сире пур йывӑрлӑха чӑтса ирттерме пулӑшӗ. Юратас тӗлӗшрен Турӑ лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чунтан парӑнса юратать тесе Библире час-часах каланӑ. Ҫавӑн пек юрату Туррӑн хӑйӗн ӗҫлекенӗсем патне чунӗ туртӑннине тата вӑл вӗсене нихӑҫан та хӑварас ҫуккине пӗлтерет (Пс. 99:5). Сире вара Турӑ евӗрлӗ тунӑ (Пулт. 1:26). Юрату тӗлӗшӗнчен унран тӗслӗх илес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

Эсир Иеговӑна кашни кун тав тума пултаратӑр (19-мӗш абзаца пӑхӑр) b

19. Иегова хӑвӑршӑн мӗн-мӗн тунишӗн пархатарлӑ пулма вӗренес тесен мӗн тумалла? (Галати 2:20).

19 Чи малтан пархатарлӑ пулма вӗренӗр (1 Фес. 5:18). Кашни кун хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Иегова мана юратнине паян мӗнле кӑтартрӗ?» Кайран вара ҫавӑншӑн Иеговӑна кӗлӗре тав тума ан манӑр. Павел апостол пекех, Турӑ хӑйӗн ӗҫӗсемпе шӑпах хӑвӑра юратнине мӗнле кӑтартнине асӑрхама тӑрӑшӑр. (Галати 2:20 вуласа парӑр.) Хӑвӑртан ыйтӑр: «Манӑн Иеговӑна хам ӑна юратнине кӑтартас килет-и?» Иеговӑна юратни сире илӗртӳ хыҫҫӑн каясран сыхлӗ тата тӗрлӗ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл сире Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тума тата ҫӳлти Аттене юратнине кашни кун кӑтартма хавхалантарӗ.

20. Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллас тесен мӗн тумалла тата мӗншӗн ҫак йышӑну питӗ пӗлтерӗшлӗ?

20 Вӑхӑт иртсен Иеговӑна юратни сире ятарлӑ кӗлӗре хӑвӑр пурнӑҫа ӑна халаллама хавхалантарӗ. Ҫакна асра тытӑр: Иеговӑна хӑвӑра халалласан, сирӗн умра чаплӑ май уҫӑлӗ — эсир ӗмӗр-ӗмӗрех Иеговӑн пулӑр. Веҫех лайӑх чухне кӑна мар, йывӑр килнӗ чухне те хамӑр сӑмаха тытмалла. Пурнӑҫа Иеговӑна пӗрре анчах халаллама пулать. Ҫак йышӑну — чи пӗлтерӗшлӗ йышӑну. Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха: сирӗн пурнӑҫра тата нумай йышӑну тума тивӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем питӗ лайӑх пулӗҫ, анчах та нихӑшӗ те пурнӑҫа Иеговӑна халалланипе танлашаймӗ (Пс. 49:14). Шуйттан сире Турӑран пӑрса ярасшӑн. Ҫавӑнпа та вӑл сире ҫӳлти Аттене юратма пӑрахтарма хӑтланӗ. Шуйттана хӑвӑра ҫӗнтерме ан парӑр (Иов 27:5). Иеговӑна хытӑ юратни сире хӑвӑр пурнӑҫа ӑна халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнма тата ҫӳлти Аттепе ҫывӑхлансах пыма пулӑшӗ.

21. Мӗншӗн шыва кӗни пуҫламӑшӗ кӑна-ха теме пулать?

21 Пурнӑҫа Иеговӑна халалланӑ хыҫҫӑн хӑвӑр пухури старейшинӑсемпе тепӗр утӑм пирки — шыва кӗресси пирки — калаҫса пӑхӑр. Ан манӑр: шыва кӗни вӑл — вӗҫӗ мар, пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Ҫак утӑма туса эсир Турӑшӑн пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлеме пуҫлатӑр. Ҫавӑнпа та хӑвӑр ҫӳлти Аҫӑра хытӑрах та хытӑрах юратас тесе халех вӑй хурӑр. Тата ҫавна тума пулӑшакан тӗллевсем лартӑр. Ҫакӑ сире шыва кӗме хавхалантарӗ. Ҫав кун питӗ савӑнӑҫлӑ пулӗ, анчах ҫакӑ пуҫламӑшӗ ҫеҫ-ха. Иеговӑпа унӑн Ывӑлне сирӗн ӗмӗр-ӗмӗрех хытӑрах та хытӑрах юратмалла пултӑр!

135-МӖШ ЮРӐ Иегова чӗререн чӗнет: «Ывӑлӑм, ӑслӑ пул»

a Шыва кӗрес текенсен тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ пулмалла. Унсӑр пуҫне, мӗн тӗрӗс, ҫавна тумалла. Айтӑр Эфиопи ҫыннин тӗслӗхне пӑхса тухар та Библи вӗренекенӗн шыва кӗрес умӗн мӗнле утӑмсем тумаллине сӳтсе явар.

b ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван Иеговӑна кӗлӗре вӑл панӑ парнесемшӗн тав тӑвать.