Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

48-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова сире йывӑр вӑхӑтсенче пулӑшӗ

Иегова сире йывӑр вӑхӑтсенче пулӑшӗ

«Хӑюллӑ пул... Эпӗ сирӗнпе, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа» (АГГЕЙ 2:4).

118-МӖШ ЮРӐ «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. а) Хальхи вӑхӑтри христиансен лару-тӑрӑвӗпе Иерусалима таврӑннӑ еврейсен лару-тӑрӑвӗ хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пур? ӑ) Еврейсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? (« Аггей, Захария тата Ездра вӑхӑчӗ» схемӑна пӑхӑр.)

 ЭСИР хушӑран пуласлӑх пирки пӑшӑрханатӑр-и? Тен, эсир ӗҫ ҫухатнӑ та ҫемьене мӗнле тӑрантармаллине пӗлместӗр. Е, тен, политика тӗлӗшӗнчи йывӑрлӑхсене, е ырӑ хыпар сарассине хирӗҫ тӑнине пула эсир хӑвӑр килтисемшӗн пӑшӑрханатӑр. Ҫапла пулсан, Иегова израильтянсене ҫавӑн пекрех йывӑрлӑхсенче мӗнле пулӑшнине пӑхса тухни лайӑх пулӗ.

2 Вавилонран Иерусалима таврӑнакан еврейсен ӗненӗвӗ ҫирӗп пулмалла пулнӑ. Мӗншӗн тесен вӗсен хӑйсен хӑтлӑ пурнӑҫне хӑварса урӑх ҫӗршыва куҫса каймалла пулнӑ. Тен, вӗсенчен нумайӑшӗ Иерусалим пирки пӗлсех кайман. Унта ҫитсенех вӗсен йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Сӑмахран, хӑйсен ҫемйисемшӗн тӑрӑшмашкӑн укҫи ҫитсех кайман тата Перси империйӗнче лӑпкӑ пулман. Кӳршӗ халӑхсем те еврейсене юратсах кайман. Ҫаксене пула хӑш-пӗрисене чи кирлӗ ӗҫе — храма тӑвассине — малти вырӑна хума йывӑр пулнӑ. Акӑ мӗншӗн пирӗн эрӑчченхи 520 ҫул тӗлнелле Иегова вӗсем патне Аггейпа Захария пророксене янӑ. Ҫав пророксен халӑха Иеговӑшӑн ӗҫлеме хавхалантармалла пулнӑ (Аггей 1:1; Зах. 1:1). Вӗсем чӑнах та халӑха хавхалантарнӑ. Анчах та 50 ҫула яхӑн иртсен еврейсен хастарлӑхӗ каллех сӳнме пуҫланӑ. Вара Иерусалима Вавилонран закона ӑста куҫарса ҫыракан Ездра ҫитнӗ. Вӑл хӑйӗн халӑхӗнчи ҫынсене каллех вӑй илме тата Иеговӑна пуҫҫапассине пурнӑҫра малти вырӑна хума пулӑшнӑ (Езд. 7:1, 6).

3. Эпир мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр? (Ытарӑшсем 22:19).

3 Кӳршӗ халӑхсем хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах израильтянсем Аггейпа Захария пулӑшнине пула Иеговӑна шанса тӑнӑ. Ҫак пророксен сӑмахӗсем Иегова пире те кирек мӗнле йывӑр вӑхӑтра та пулӑшассине шантараҫҫӗ. (Ытарӑшсем 22:19 вуласа парӑр.) Эпир Аггейпа Захарийӑн пророкла каланисене тата Ездрӑн тӗслӗхне пӑхса тухӑпӑр та ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлӗпӗр: Иерусалима таврӑннӑ еврейсен мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ? мӗншӗн йывӑр лару-тӑрура та пирӗн Иеговӑн ирӗкне тӑвассине малти вырӑна хумалла? тата йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне Иеговӑна хытӑрах шанас тесен мӗн тумалла?

ИЕРУСАЛИМА ТАВРӐННӐ ЕВРЕЙСЕН МӖНЛЕ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ ПУЛНӐ?

4, 5. Мӗншӗн храм тӑвакансен хастарлӑхӗ часах сӳнме пуҫланӑ?

4 Иерусалима таврӑнсан еврейсен нумай ӗҫлемелле пулнӑ. Вӗсем хӑвӑртах Иеговӑн парне вырӑнне тунӑ тата храм никӗсне хунӑ (Езд. 3:1—3, 10). Анчах та вӗсен хастарлӑхӗ часах сӳнме пуҫланӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен храма тунисӗр пуҫне вӗсен хӑйсене пурӑнмашкӑн ҫуртсем тумалла, уйсем акмалла тата килтисене тӑрантармалла пулнӑ (Езд. 2:68, 70). Унтан та ытларах, тӑшмансем вӗсене храма ҫӗнӗрен туса лартма чӑрмантарнӑ (Езд. 4:1—5).

5 Экономика тата политика тӗлӗшӗнчен йывӑр лару-тӑрӑва пула та тыткӑнран таврӑннӑ израильтянсен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Вӗсен ҫӗршывӗ Перси империне кӗнӗ. Пирӗн эрӑчченхи 530 ҫулта II Кир вилнӗ хыҫҫӑн ун вырӑнне II Камби́з ертсе пыма пуҫланӑ. Вӑл Египета вӑрҫӑпа кайсан унӑн ҫарӗ Израиль ҫӗрӗ витӗр тухнӑ. Тен, ҫар ҫыннисем ҫав ҫӗрте пурӑнакансене хӑйсене шывпа апат тата ҫӗр каҫмалли вырӑн пама хушнӑ. Ҫапла пулнӑ пулсан, израильтянсене питӗ йывӑр килнӗ. II Камбиз хыҫҫӑн I Дарий патшана ларнӑ. Вӑл ертсе пынӑ чухне те империре лӑпкӑ пулман, тӗрлӗ-тӗрлӗ вырӑнта халӑх пӑлханнӑ. Ҫав лару-тӑрӑва пула Израиле таврӑннӑ еврейсем ҫемьесемшӗн мӗнле тӑрӑшмалла-ши тесе пӑшӑрханнӑ паллах. Ҫак сӑлтавсене пула хӑш-пӗрисем Иеговӑн храмне тума вӑхӑт ҫитмен-ха тесе шутланӑ (Аггей 1:2).

6. Еврейсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тата Захария вӗсене мӗн пирки шантарнӑ? (Захария 4:6, 7).

6 Захария 4:6, 7 вуласа парӑр. Экономика тата политика тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑхсем пулнисӗр пуҫне еврейсем хӗсӗрленипе те тӗл пулнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 522 ҫулта тӑшмансем хирӗҫ тӑнине пула Иеговӑн храмне тума чарнӑ. Анчах та Захария халӑха Иегова хӑйӗн хӑватлӑ сывлӑшӗпе пур чӑрмава та пӗтерӗ тесе шантарнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 520 ҫулта Дарий патша храма малалла тума ирӗк панӑ. Унсӑр пуҫне, ҫавна тумашкӑн вӑл укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ тата вырӑнти пуҫлӑхсене еврейсене пулӑшса тӑма хушнӑ (Езд. 6:1, 6—10).

7. Еврейсем Туррӑн ӗҫне мала хурсан Иегова вӗсене мӗнле пилленӗ?

 7 Аггейпа Захария урлӑ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене вӗсем храм тума пуҫласан вӗсемпе пӗрле пулӗ тесе шантарнӑ (Аггей 1:8, 13, 14; Зах. 1:3, 16). Пророксем хавхалантарнине пула пирӗн эрӑчченхи 520 ҫулта еврейсем каллех храма тума пикеннӗ. Вара пилӗк ҫул та иртмен — храма туса та лартнӑ. Халӑх йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑн ӗҫне мала хунине пула Иегова вӗсене пурӑнмалӑх мӗн кирлине парса тӑнӑ тата хӑйӗнпе ҫывӑх пулма пулӑшнӑ. Ҫавна пула еврейсем Иеговӑшӑн савӑнсах ӗҫленӗ (Езд. 6:14—16, 22).

ИЕГОВӐН ИРӖКНЕ ТӐВАССИНЕ ЯЛАН МАЛТИ ВЫРӐНА ХУРӐР

8. Аггей 2:4-мӗшӗнчи сӑмахсем Туррӑн ирӗкне тӑвассине малти вырӑна хума мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

8 Кӗҫ-вӗҫ пысӑк хӗн-асап пуҫланӗ, ҫавӑнпа та тӑхтаса тӑмасӑр ҫынсене ырӑ хыпара пӗлтермелле (Марк 13:10). Анчах та пирӗн пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ ҫитсех каймасть пулсан е ыттисем пире хирӗҫ тӑраҫҫӗ пулсан, ырӑ хыпар сарас ӗҫе малти вырӑна хума йывӑр пулма пултарать. Турӑ Патшалӑхӗ пирӗн пурнӑҫра чи пӗлтерӗшли пултӑр тесен мӗн тумалла-ши? «Саваоф Ҫӳлхуҫа» b пирӗн майлӑ пулни пирки ан иккӗленӗр. Иегова хушса панӑ ӗҫ пирӗншӗн хамӑр ӗҫсенчен те пӗлтерӗшлӗрех пулсан, вӑл пире пулӑшатех. Ҫавӑнпа та пирӗн нимӗнрен не хӑрамалла мар. (Аггей 2:4 вуласа парӑр.)

9, 10. Пӗр мӑшӑр Матфей 6:33-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсем чӑн пулнине мӗнле ӑнланса илнӗ?

9 Айтӑр пӗр мӑшӑрӑн, Олегпа Ирина c пионерсен, тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсем ырӑ хыпар сармашкӑн урӑх вырӑна куҫса кайнӑ. Ҫӗршывра экономика тӗлӗшӗнчен лару-тӑру япӑхланса пынӑран вӗсем ҫулталӑка яхӑн ӗҫ тупайман. Ҫапах та ҫав мӑшӑр ал усман. Вӗсене мӗн пулӑшнӑ-ши? Вӗсем хӑйсене Иегова пулӑшнине туйса тӑнӑ. Тӑвансем те вӗсене пулӑшусӑр хӑварман. Олег, малтанах хуйха ӳкнӗскер, ҫапла калать: «Эпир май килнӗ таран ытларах ырӑ хыпар сарма тӑрӑшаттӑмӑр. Ҫакӑ пире пурнӑҫра чи кирлине туса тӑма пулӑшрӗ». Вӗсем хастаррӑн ырӑ хыпар сарнӑ, ҫав вӑхӑтрах ӗҫ те шыранӑ.

10 Пӗррехинче Олегпа Ирина ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн киле таврӑнсан алӑк умӗнче апат-ҫимӗҫ тултарнӑ икӗ хутаҫ тӑнине курнӑ. Ҫав парнене вӗсене 160 ҫухрӑм аякра пурӑнакан тусӗ илсе килсе панӑ иккен. «Ҫав кун эпир Иеговӑпа пухури тӑвансем пире питӗ хытӑ юратнине туйса илтӗмӗр,— тет Олег.— Эпир кирек мӗнле йывӑр лару-тӑрура та Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑварманнине хамӑр куҫпа куртӑмӑр» (Матф. 6:33).

11. Туррӑн ирӗкне тӑвассине малти вырӑна хурсан, эпир мӗне шанма пултаратпӑр?

11 Иегова пире чи кирлине тума — вӗренекенсене хатӗрлеме — нимӗн те ан чӑрмантартӑр тет. Ҫак ӗҫ ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлать вӗт.  7-мӗш абзацра каларӑмӑр ӗнтӗ, Аггей Иеговӑн ӗҫлекенӗсене ҫӗнӗ вӑйпа храма тума хавхалантарнӑ. Турӑ еврейсене, вӗсем ҫапла тусан, пиллеме сӑмах панӑ (Аггей 2:18, 19). Пирӗн те иккӗленмелле мар: эпир Иеговӑн ӗҫне чун-чӗререн туса тӑратпӑр пулсан вӑл пире пиллетех.

ИЕГОВӐНА ЫТЛАРАХ ШАНАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

12. Мӗншӗн Ездрӑпа ытти еврейсене ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ пулнӑ?

12 Пирӗн эрӑчченхи 468 ҫулта Ездра еврейсен иккӗмӗш ушкӑнӗпе Вавилонран Иерусалима кайнӑ. Ҫула тухмашкӑн вӗсене ҫирӗп ӗненӳ кирлӗ пулнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсемпе пӗрле храм тумашкӑн панӑ ылтӑнпа кӗмӗл илсе кайнӑ. Ҫул ҫинче вара вӗсем ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнма пултарнӑ (Езд. 7:12—16; 8:31). Унсӑр пуҫне, Иерусалим та хӳтӗ вырӑн пулнӑ тесе калаймӑн. Унта пурӑнакансем те сахал пулнӑ, унӑн хӳмипе хапхисене те юсамалла пулнӑ. Анчах та Ездра Иеговӑна шаннӑ. Пирӗн те Иеговӑна шанма вӗренес тесен мӗн тумалла?

13. Ездрӑна Иеговӑна хытӑрах шанма мӗн пулӑшнӑ? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

13 Ездра Иегова хӑйӗн халӑхне йывӑр вӑхӑтра ҫӑлнине унччен те курнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 484 ҫулта Артаксеркс патша Перси империйӗнче пурӑнакан еврейсене тӗп тума хушу кӑларнӑ. Ун чухне Ездра Вавилонра пурӑннӑ пулас (Эсф. 3:7, 13—15). Вӑл хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Патша кӑларнӑ хушӑва илтсен тӗрлӗ провинцири еврейсем макӑрнӑ тата типӗ тытнӑ. Вӗсем Иеговӑна кӗлтуса хӑйсене хӳтӗлеме те ыйтнӑ пулӗ (Эсф. 4:3). Кайран вара лару-тӑру тӗпрен улшӑннӑ. Еврейсене пӗтерес вырӑнне вӗсене вӗлерес текенсене хӑйсене вӗлернӗ (Эсф. 9:1, 2). Ҫавӑн хыҫҫӑн Ездрӑпа ытти еврейсем мӗн туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ездра мӗн тӳссе ирттерни ӑна пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленме тата Иегова хӑйӗн халӑхне ҫӑлма пултарнине хытӑрах ӗненме пулӑшнӑ d.

14. Пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйне йывӑр вӑхӑтра Иегова пулӑшнине курсан мӗне вӗреннӗ?

14 Иегова хамӑра йывӑрлӑхсенче мӗнле пулӑшса тӑнине курсан эпир ӑна хытӑрах шанма пуҫлатпӑр. Акӑ Хӗвелтухӑҫ Европӑра пурӑнакан Анастасия тӗслӗхӗ. Нейтралитет тытса тӑрас тесе унӑн ӗҫрен тухса кайма тивнӗ. Анастасия: «Укҫасӑр тӑрса юлни манӑн унччен нихӑҫан та пулманччӗ»,— тенӗ. Вӑл тата ҫапла хушса каланӑ: «Эпӗ хамӑн йывӑрлӑха Иеговӑна шанса патӑм та вӑл хамшӑн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнине туйрӑм. Эпӗ хӑҫан та пулин каллех ӗҫсӗр тӑрса юлсан хӑраса ӳкмӗп. Хамӑн ҫӳлти Атте маншӑн паян тӑрӑшать пулсан, ыран та тӑрӑшӗ».

15. Мӗне пула Ездра Иеговӑна хытӑ шаннӑ? (Ездра 7:27, 28).

15 Ездра хӑйне Иегова пулӑшнине туйса тӑнӑ. Ездра хӑйне Иегова нумай пулӑшни ҫинчен шухӑшланине пула ӑна хытӑ шаннӑ. Асӑрхӑр-ха, вӑл: «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн алли ман ҫинче пулчӗ»,— тенӗ. (Ездра 7:27, 28 вуласа парӑр.) Ездра хӑй ҫырнӑ кӗнекере ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе ултӑ хутчен усӑ курнӑ (Езд. 7:6, 9; 8:18, 23, 31).

Турӑ хамӑра пулӑшнине эпир хӑш лару-тӑрусенче уҫҫӑн курма пултаратпӑр? (16-мӗш абзаца пӑхӑр) e

16. Турӑ хамӑра пулӑшнине эпир хӑш лару-тӑрусенче уҫҫӑн курма пултаратпӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

16 Иегова пире ҫӑмӑл мар лару-тӑрура пулӑшма пултарать. Тен, пирӗн конгреса каймашкӑн ӗҫрен ыйтса каймалла. Е тӗлпулусене ҫӳремешкӗн ӗҫ графикне улӑштарма ыйтмалла. Хамӑртан мӗн килнине тусан эпир Иеговӑна хамӑра пулӑшма май паратпӑр. Иегова хамӑр кӗтнинчен те ытларах тума пултарӗ. Вара эпир ӑна тата хытӑрах шанма пуҫлӑпӑр.

Ездра, израильтянсен ҫылӑхӗсемшӗн хуйха ӳкнӗскер, храмра макӑрса кӗлтӑвать. Таврари халӑх та макӑрать. Шехания Ездрӑна йӑпатса ҫапла шантарать: «Израилӗн шанчӑк сӳнмен-ха. ...Эпир вара — санпа пӗрле» (Езд. 10:2, 4) (17-мӗш абзаца пӑхӑр)

17. Ездра йывӑр вӑхӑтсенче хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

17 Ездра хӑйне кӗҫӗне хурса Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Хушӑран Ездра пысӑк яваплӑх туйнӑран хытӑ пӑшӑрханнӑ. Анчах та кашнинчех хӑйне кӗҫӗне хурса Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ (Езд. 8:21—23; 9:3—5). Ҫынсем Ездра Иеговӑна шаннине курса тӑнӑ. Ҫакӑ вӗсене те ӑна пулӑшма тата Турра ун пекех хытӑ ӗненме хавхалантарнӑ (Езд. 10:1—4). Эсир хурӑнташсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тата ҫемьене мӗнле тӑрантармалла-ши тесе ытла та хытӑ пӑшӑрханатӑр пулсан, пӗр вӑтанмасӑр веҫех Иеговӑна каласа парӑр.

18. Иеговӑна тата хытӑрах шанма пире мӗн пулӑшӗ?

18 Эпир хамӑра кӗҫӗне хурса Иеговӑран пулӑшу ыйтатпӑр тата унӑн ӗҫлекенӗсенчен пулӑшу йышӑнатпӑр пулсан, Турра хытӑрах шанма пуҫлатпӑр. Акӑ виҫӗ ачаллӑ Э́рика ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл нумай хуйхӑ курнӑ. Кӗске вӑхӑт хушшинче унӑн ҫуралман ачи тата юратнӑ упӑшки вилсе кайнӑ. Анчах та вӑл хӑйӗншӗн Иегова тӑрӑшасси пирки нихӑҫан та иккӗленмен. Пулни-иртнине аса илсе вӑл ҫапла калать: «Иегова мӗн тӑвассине маларах пӗлме ҫук. Вӑл мана пӗрмаях тӗлӗнтеретчӗ. Вӑл манӑн кӗлӗсем ҫине час-часах пухури тӑвансем урлӑ хуравлатчӗ. Вӗсем шӑп мана кирлине тӑватчӗҫ е калатчӗҫ. Туссенчен нимӗн те пытармалла мар. Вара вӗсем мӗнле пулӑшмаллине пӗлӗҫ».

ИЕГОВӐНА ШАНМА АН ПӐРАХӐР

19, 20. Иерусалима таврӑнайман еврейсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

19 Иерусалима таврӑнайман еврейсенчен эпир нумай япалана вӗренме пултаратпӑр. Хӑш-пӗрисем ватӑлнине, чирленине е ҫемьери тивӗҫсене пула Вавилонрах юлнӑ. Ҫапах та вӗсем Ездрӑна тата унпа пӗрле каякансене храм валли мӗн кирлине парса хаваспах пулӑшнӑ (Езд. 1:5, 6). Вӗсем пӗрре анчах мар ҫапла майпа пулӑшнӑ пулас. Сӑмахран, еврейсен пӗрремӗш ушкӑнӗ Иерусалима таврӑннӑ хыҫҫӑн 19 ҫул иртсен Вавилонра юлнисем Иерусалима парнесем янӑ (Зах. 6:10).

20 Эпир Иеговӑн ӗҫӗнче хамӑр тӑвас тенӗ чухлӗ тӑваймастпӑр пулсан кулянмалла мар. Вӑл эпир ӑна савӑнтарас тесе чун-чӗререн тӑрӑшнине курать тата хаклать. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Захария пурӑннӑ вӑхӑтра Иегова ӑна Вавилонра юлнӑ еврейсем панӑ ылтӑнпа кӗмӗлрен пуҫкӑшӑль тума хушнӑ (Зах. 6:11). Ҫав пуҫкӑшӑль вӗсем панӑ парнесем ҫинчен аса илтерсе тӑмалла пулнӑ (Зах. 6:14). Иегова эпир хӑйӗншӗн лӑпкӑ мар вӑхӑтра ӗҫлеме вӑй хунине те нихӑҫан та манмӗ (Евр. 6:10).

21. Пуласлӑхшӑн ытлашши пӑшӑрханас мар тесен мӗн тумалла?

21 Эпир юлашки кунсенче пурӑнатпӑр. Ҫавӑнпа та пурнӑҫ лайӑхланӗ тесе шутламалла мар. Пачах урӑхла, малашне лару-тӑру тата та япӑхланса кайма пултарать (2 Тим. 3:1, 13). Ҫапах та пирӗн сехӗрленсе ӳкмелле мар. Иегова Аггей вӑхӑтӗнче хӑйӗн халӑхне мӗн каланине асра тытӑр: «Эпӗ сирӗнпе... ...Ан хӑрӑр!» (Аггей 2:4, 5). Эпир Иеговӑн ирӗкне чун-чӗререн тума тӑрӑшатпӑр пулсан, вӑл пирӗнпе пулӗ. Ҫак статьяра эпир Аггейпа Захария пророксен тата Ездрӑн тӗслӗхне пӑхса тухрӑмӑр. Айтӑр мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курар. Ҫакӑ пире пуласлӑхшӑн ытлашши хытӑ пӑшӑрханасран сыхлӗ тата кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Иеговӑна шанма пулӑшӗ.

122-МӖШ ЮРӐ Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!

a Хальхи вӑхӑтра эпир нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулма пултаратпӑр. Тен, пирӗн укҫа-тенкӗ ҫитсех каймасть. Е, тен, пирӗн ҫӗршывра политика тӗлӗшӗнчен лару-тӑру ҫӑмӑл мар. Унсӑр пуҫне, пире ырӑ хыпар сарма чарма пултараҫҫӗ. Ҫак статья пире кирек мӗнле лару-тӑрура та Иеговӑна шанма пулӑшӗ.

b «Саваоф Ҫӳлхуҫа» тени Аггей кӗнекинче 14 хутчен тӗл пулать. Ҫакӑ еврейсене Иеговӑн вӑйӗ иксӗлми пулнине тата уншӑн ангелсен калама ҫук пысӑк ҫарӗ ӗҫлесе тӑнине аса илтернӗ. Ҫак сӑмахсем пире те ҫавнах аса илтереҫҫӗ (Пс. 102:20, 21).

c Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

d Ездра закона ӑста ҫырса илекенӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл Иерусалима кайичченех ҫакӑн пирки пӗртте иккӗленмен: Иегова хӑй пророкла каланисене яланах пурнӑҫлать (2 Ҫулс. 36:22, 23; Езд. 7:6, 9, 10; Иер. 29:14).

e ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван ӗҫрен конгреса ыйтса каймашкӑн начальникпа калаҫать, лешӗ ӑна итлесшӗн мар. Вара арҫын тӑван Турӑран кӗлтуса пулӑшу ыйтать те каллех кайса калаҫма хатӗрленет. Вӑл конгреса каймалли хута начальника кӑтартать те Библирен илнӗ пӗлӳ мӗншӗн кирлине ӑнлантарса парать. Ҫакӑ начальник ҫине вӑйлӑ витӗм кӳрет, вара вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштарать.