Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче пулма вӑй хунине Иегова пиллет

Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче пулма вӑй хунине Иегова пиллет

«Ҫакна мана аса илсе тӑвӑр» (ЛУКА 22:19).

19-МӖШ ЮРӐ Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. Мӗншӗн эпир кашни ҫулах Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума пуҫтарӑнатпӑр?

 ПИРӖН ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пултӑр тесе 2 000-е ҫула яхӑн каялла Иисус пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ. Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус вӗренекенӗсене ҫӑкӑрпа тата хӗрлӗ эрехпе усӑ курса хӑйӗн вилӗмне аса илме хушса хӑварнӑ. Ҫакӑ вӗсене Иисус ҫынсене юратнӑран мӗн тунине аса илтерсе тӑмалла пулнӑ (1 Кор. 11:23—26).

2 Эпир Иисуса юрататпӑр, ҫавӑнпа та вӑл хушнине тӑватпӑр (Иоанн 14:15). Кашни ҫул Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ умӗн те, хыҫҫӑн та эпир Иисус хамӑршӑн мӗн тунишӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр: кӗлтӑватпӑр тата унӑн вилӗмӗ ҫынсене мӗн пани ҫинчен шухӑшлатпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫынсене ҫак уява чӗнес тесе эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе хаваспах ытларах хутшӑнатпӑр. Паллах, эпир хамӑр та Каҫхи апат уявне килмешкӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тӑвас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир: 1) вӗсем Иисус хӑварнӑ йӗркене тытса тӑнине, 2) Каҫхи апат уявне ыттисене чӗннине тата 3) хӑйсем те йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах ҫав уява паллӑ тума тӑрӑшнине курӑпӑр.

ИИСУС ХӐВАРНӐ ЙӖРКЕНЕ ТЫТСА ТӐРАТПӐР

4. Кашни ҫул Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче мӗнле чӑнлӑхсем ҫинчен калаҫҫӗ тата мӗншӗн пирӗн вӗсене хакламалла? (Лука 22:19, 20).

4 Кашни ҫул Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче эпир Библи тӑрӑх тунӑ доклада итлесе питӗ пӗлтерӗшлӗ ыйтусен хуравӗсене илтетпӗр. Докладра мӗншӗн пире тӳлесе илмелле пулнине тата мӗнле майпа пӗр ҫын вилнине пула нумайӑшӗн ҫылӑхӗсем каҫарӑнма пултарнине ӑнлантарса параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче хӗрлӗ эрехпе ҫӑкӑра камӑн ӗҫсе-ҫимеллине тата вӗсем мӗне пӗлтернине аса илтереҫҫӗ. (Лука 22:19, 20 вуласа парӑр.) Тата эпир ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас текенсем валли Иегова мӗнле парнесем хатӗрлесе хуни ҫинчен шухӑшлатпӑр (Ис. 35:5, 6; 65:17, 21—23). Пирӗн ҫак чӑнлӑхсене хаклама пӗлмелле. Миллиард-миллиард ҫын ҫак чӑнлӑхсене те, Иисусӑн парни мӗн тери хаклӑ пулнине те ӑнланмасть тата Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне Иисус хӑварнӑ йӗркепе ирттермест. Мӗншӗн-ши?

5. Апостолсенчен ытларахӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн мӗнле майпа ҫынсем Иисус хӑварнӑ йӗркене тытса тӑма пӑрахнӑ?

5 Апостолсенчен ытларахӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн пухӑва суя христиансем кӗнӗ (Матф. 13:24—27, 37—39). Вӗсем «вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн» илсе каяс тесе чӑнлӑха пӑсма пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 20:29, 30). Акӑ пӗр тӗслӗх. Библире «Христос... нумайӑшӗн ҫылӑхӗсене Хӑй ҫине илмешкӗн, Хӑйне Хӑй парнене пӗрре кӳнӗ» тенӗ пулин те, суя христиансем ҫак парнене пӗрмаях кӳмелле тесе вӗрентнӗ (Евр. 9:27, 28). Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ ҫак суяна ӗненет. Хӑш-пӗр тӗнсенче ҫынсем тӑтӑшах — хӑш-пӗрисем кашни кунах — литурги b текен йӑла-йӗркене тумашкӑн чиркӗве ҫӳреҫҫӗ. Ытти тӗнсенче Иисусӑн вилӗмне сайра-хутра ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Тата ҫав тӗнсене тытса тӑракансенчен ытларахӑшӗ мӗншӗн Иисусӑн ҫынсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне памалла пулнине ӑнлансах каймаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем ҫапла шутлаҫҫӗ: «Христосӑн тӳлесе илме панӑ парнине пула манӑн ҫылӑхсем чӑнах та каҫарӑнаҫҫӗ-ши?» Мӗншӗн вӗсен ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать? Мӗншӗн тесен вӗсене ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн Христосӑн парни ҫеҫ ҫителӗксӗр тесе ӗнентернӗ. Христос хыҫҫӑн пыракансем ҫынсене каҫарттаракан парнепе ҫыхӑннӑ чӑнлӑха ӑнланма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

6. 1872 ҫул тӗлнелле Библи тӗпчекенсен ушкӑнӗ мӗн ӑнланса илнӗ?

6 1870 ҫулта Чарлз Тейз Расселл Библи тӗпчекенсен ушкӑнӗпе пӗрле Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗплӗн тӗпчеме пуҫланӑ. Вӗсем Христосӑн каҫарттаракан парни мӗне пӗлтернине тата унӑн вилӗмне мӗнле аса илмеллине пӗлесшӗн пулнӑ. 1872 ҫул тӗлнелле ҫав тӗпчекенсем Иисус хӑйӗн пурнӑҫне этемлӗхшӗн панине ӑнланса илнӗ. Вара хӑйсем мӗн пӗлнине ыттисене каласа парасшӑн пулнӑ. Ҫавна вӗсем кӗнекесем, хаҫатсем тата журналсем урлӑ тунӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен вӗсем, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех, Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне ҫулталӑкра пӗрре паллӑ тума пуҫланӑ.

7. Малтанхи Библи тӗпчекенсем мӗн тӗпчесе пӗлни пире мӗнле усӑ парать?

7 Ҫав христиансем нумай ҫул каялла мӗн тӗпчесе пӗлни пирӗншӗн те усӑллӑ. Мӗншӗн? Иегова пире Христосӑн каҫарттаракан парни ҫинчен калакан чӑнлӑха тата ҫак парне пире мӗн панине ӑнланма пулӑшнӑ (1 Иоанн 2:1, 2). Унсӑр пуҫне, эпир хӑш-пӗр ҫынсем пӗлӗтре вилмесӗр, ытти миллион-миллион ҫын вара ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси ҫинчен пӗлтӗмӗр. Иегова хамӑра мӗн тери хытӑ юратни ҫинчен тата Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни шӑп хамӑра мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшланӑ май эпир Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратпӑр (1 Петр 3:18; 1 Иоанн 4:9). Ҫавӑнпа эпир, малтанхи Библи тӗпчекенсем пекех, ҫынсене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнетпӗр. Вӑл вара Христос кӑтартнӑ йӗркепе иртет.

ЫТТИСЕНЕ КАҪХИ АПАТ УЯВНЕ ЧӖНЕТПӖР

Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнмелли кампание хастаррӑн хутшӑнас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? (8—10 абзацсене пӑхӑр) f

8. Ыттисене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнес тесе Турӑ халӑхӗ мӗн-мӗн тунӑ? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

8 Иегова Свидетелӗсем ытти ҫынсене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне вун-вун ҫул хушши чӗнеҫҫӗ ӗнтӗ. 1881 ҫулта Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тӑвансем ҫав ятарлӑ тӗлпулӑва ирттермешкӗн Аллегейнири (Пенсильвани штачӗ) пӗр ҫуртра пуҫтарӑннӑ. Каярахпа Каҫхи апат уявне кашни пуху хӑй тӗллӗн ирттерме пуҫланӑ. 1940 ҫулхи мартра пухусенче хыпарҫӑсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта, чӑнлӑхпа интересленекен пур ҫынна та ҫав тӗлпулӑва чӗнме пултараҫҫӗ тесе пӗлтерӳ тунӑ пулнӑ. 1960 ҫулта пухусем пӗрремӗш хут Вефильтен пичетленӗ чӗнӳ хучӗсем илнӗ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа миллиард-миллиард чӗнӳ хутне салатнӑ. Мӗншӗн эпир ҫынсене Каҫхи апат уявне чӗнес тесе хамӑр вӑхӑта та, вӑя та шеллеместпӗр?

9, 10. Кама-кама эпир Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнетпӗр тата мӗншӗн? (Иоанн 3:16).

9 Эпир Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне пӗрремӗш хут килекенсем Иеговӑпа Иисус пирӗншӗн пуриншӗн те мӗн тунине пӗлччӗр тетпӗр. (Иоанн 3:16 вуласа парӑр.) Эпир хӑйсем тӗлпулура мӗн курнипе илтни вӗсене ытларах пӗлме тата Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма хавхалантарасса шанатпӑр. Анчах та эпир ҫав тӗлпулӑва чӑнлӑха пӗлмен ҫынсене кӑна чӗнместпӗр.

10 Каҫхи апат уявне эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене те чӗнетпӗр. Эпир вӗсене хӑйсене Иегова халӗ те юратать тесе шантарасшӑн. Чӗннисенчен нумайӑшӗ килеҫҫӗ, эпир вара вӗсене курса питӗ хӗпӗртетпӗр. Каҫхи апат уявӗ вӗсене хӑйсем Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне мӗн тери савӑнӑҫлӑ пулнине аса илтерме пултарать. Моника c тӗслӗхне пӑхса тухар. COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче вӑл каллех пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. 2021 ҫулхи Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне пухупа пӗрле паллӑ тунӑ хыҫҫӑн вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак ҫулхи Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ маншӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. 20 ҫул хушшинче пӗрремӗш хут эпӗ ырӑ хыпар сартӑм тата ҫынсене ҫак уява чӗнтӗм. Иеговӑпа Иисуса пархатарлӑ пулнӑран эпӗ ҫакна чун-чӗререн турӑм» (Псалом 102:1—4). Хамӑр чӗнекен ҫынсем килесшӗн-и, килесшӗн мар-и, эпир ҫынсене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнме пӑрахмастпӑр, мӗншӗн тесен Иегова эпир вӑй хунине хакланине пӗлетпӗр.

11. Иегова эпир ҫынсене Каҫхи апат уявне чӗнме вӑй хунине курса пире мӗнле пиллет? (Аггей 2:7).

11 Иегова эпир ҫынсене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнме вӑй хунине курать тата пире пиллет. 2021 ҫулта COVID-19 пандемие пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Каҫхи апат уявӗнче нихҫанхинчен те нумайрах ҫын — 21 367 603 ҫын — пулнӑ. Ҫакӑ пӗтӗм тӗнчери Иегова Свидетелӗсен шутӗнчен икӗ хут ҫурӑ ытларах. Паллах, Иеговӑшӑн миҫе ҫын килни пӗлтерӗшлех мар, вӑл уява килекен кашни ҫынпа интересленет (Лука 15:7; 1 Тим. 2:3, 4). Ҫавӑнпа ҫынсене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗннӗ чухне Иегова пире тӳркӑмӑллӑ ҫынсене тупма пулӑшни пирки эпир иккӗленместпӗр. (Аггей 2:7 [ҪТ] вуласа парӑр.) d

ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ ПӐХМАСӐРАХ КАҪХИ АПАТ УЯВНЕ ПАЛЛӐ ТӐВАТПӐР

Эпир Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума вӑй хунине Иегова пиллет (12-мӗш абзаца пӑхӑр) g

12. Мӗне пула Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

12 Иисус малтанах каласа хунӑ тӑрӑх, юлашки кунсенче пирӗн йывӑрлӑхсем нумай пулӗҫ. Сӑмахран, пире хӗсӗрлеме, хурӑнташсем хирӗҫ тӑма, вӑрҫӑсем, эпидемисем тата ытти инкексем сиксе тухма пултараҫҫӗ (Матф. 10:36; Марк 13:9; Лука 21:10, 11). Ҫаксене пула Каҫхи апат уявне паллӑ тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Пирӗн тӑвансем ниме пӑхмасӑрах Иисусӑн вилӗмне аса илес тесе мӗн тӑваҫҫӗ тата Иегова вӗсене мӗнле пулӑшать?

13. Артём хӑюллӑ пулнишӗн тата тӗрмере Каҫхи апат уявне ирттерме шут тытнишӗн Иегова ӑна мӗнле пилленӗ?

13 Тӗрмере ларни. Иеговӑна ӗненнӗшӗн тӗрмере ларакан пирӗн тӑвансем Иисус вилӗмне аса илес тесе хӑйсенчен мӗн килнине веҫех тӑваҫҫӗ. Акӑ Артём тӗслӗхӗ. 2020 ҫулта ҫуркунне Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче вӑл тӗрмере ларнӑ. Вӑл ларакан камера 17 тӑваткал метр пулнӑ тата унпа пӗрле тепӗр тӑватӑ ҫын ларнӑ. Тӗрмере ларнине пӑхмасӑрах вӑл Каҫхи апат уявне паллӑ тума символсем хатӗрлеме пултарнӑ тата хӑйне валли доклад туса парасшӑн пулнӑ. Анчах та унпа пӗрле ларакансем пӗрмаях чӗлӗм туртнӑ тата усал сӑмахсемпе калаҫнӑ. Вара Артём мӗн тунӑ? Вӑл вӗсене пӗр сехет те пулин усал сӑмахсемпе ятлаҫмасӑр тата туртмасӑр ларма ыйтнӑ. Тӗлӗнмелле те, вӗсем килӗшнӗ. Тата Артём вӗсем доклада итлесшӗн мар-и тесе ыйтнӑ. Лешӗсем ҫакӑ вӗсене интереслӗ мар тесе хуравланӑ. Анчах та пӗрле ларакансем пирӗн тӑван Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне ирттернине курсан тата вӑл мӗн каланине илтсен, ӑна ыйтусем пама пуҫланӑ.

14. COVID-19 пандемие пӑхмасӑрах Каҫхи апат уявне ирттерес тесе мӗн-мӗн тунӑ?

14 COVID-19 пандеми. Пандеми пуҫлансан Иегова Свидетелӗсем Каҫхи апат уявне пӗрле паллӑ тума Патшалӑх залӗсенче пуҫтарӑнайман. Ҫапах та ҫакӑ вӗсене ҫав уява ирттерме чӑрмантарман e. Интернет пур вырӑнсенче Каҫхи апат уявне видеопа ҫыхӑнса ирттернӗ. Камӑн интернет ҫук, ҫав миллион-миллион ҫын пирки вара мӗн калама пулать? Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче филиалти тӑвансем тӑрӑшнине пула ҫынсем Каҫхи апат уявӗ валли хатӗрленӗ доклада телевизорпа пӑхма е радиопа итлеме пултарнӑ. Унсӑр пуҫне, аякра пурӑнакан тӑвансем те уява паллӑ тума пултарччӑр тесе ҫак докладӑн видеоҫыртарӑвне 500 ытла чӗлхепе тунӑ, кайран тӑвансем патне ҫитернӗ.

15. Сью ятлӑ хӗрарӑмран эпир мӗне вӗренетпӗр?

15 Килтисем хирӗҫ тӑни. Хӑш-пӗрисене хурӑнташӗсем хирӗҫ тӑнине пула Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума ҫӑмӑл мар. Сью ятлӑ хӗрарӑмӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. 2021 ҫулта Каҫхи апат уявӗ умӗн вӑл хӑйӗнпе Библи вӗренекен хӗрарӑм тӑвана: «Килтисем хирӗҫ тӑнине пула уява пыраймастӑп»,— тенӗ. Хӗрарӑм тӑван ӑна Лука 22:44-мӗшне вуласа панӑ та йывӑр килнӗ чухне Иисусран тӗслӗх илмелле — Иеговӑна кӗлтумалла тата ӑна пӗтӗмпех шанмалла — тесе каланӑ. Тепӗр кунне Сью хӗрлӗ эрехпе ҫӑкӑр хатӗрленӗ те jw.org сайтра Турра пуҫҫапмалли ирхи ятарлӑ программӑна пӑхнӑ. Каҫхине вара хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе видеопа ҫыхӑнса Каҫхи апат уявӗн программине телефонпа пӑхнӑ. Ун хыҫҫӑн Сью пирӗн хӗрарӑм тӑван патне ҫапла ҫырса янӑ: «Эсӗ мана ӗнер ҫав тери хавхалантартӑн! Эпӗ тӗлпулура пулас тесе хамран мӗн килнине веҫех турӑм, ыттине вара Иегова туса ҫитерчӗ. Хам мӗн тери телейлӗ тата пархатарлӑ пулнине каласа пама сӑмах ҫитмест!» Мӗнле шутлатӑр, Иегова сире те ҫавӑн пек лару-тӑрура пулӑшӗ-и?

16. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тӑвас тесе вӑй хуратпӑр пулсан, мӗншӗн Иегова хамӑра пиллесси пирки иккӗленмелле мар? (Рим 8:31, 32).

16 Эпир Иисусӑн вилӗмне аса илме вӑй хунине Иегова хаклать. Турӑ хамӑршӑн мӗн тунишӗн пархатарлӑ пулсан вӑл пире пиллет. Ҫакӑн пирки иккӗленер мар. (Рим 8:31, 32 вуласа парӑр.) Айтӑр кӑҫалхи Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче пулас тесе пӗтӗм вӑя хурар тата ҫав тапхӑрта Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме тӑрӑшар.

18-МӖШ ЮРӐ Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ

a Ытларикун, 2023 ҫулхи апрелӗн 4-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫын Иисус Христосӑн вилӗмне аса илме пуҫтарӑнӗ. Нумайӑшӗ Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне пӗрремӗш хут килӗ. Унсӑр пуҫне, ҫав уява нумай ҫул хушши паллӑ туман Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансем те килӗҫ. Хӑш-пӗрисем хӑйсен йывӑрлӑхӗсене пӑхмасӑрах Каҫхи апат уявне паллӑ тӑвӗҫ. Сирӗн кирек мӗнле лару-тӑру пулсан та ан иккӗленӗр: Иегова эсир ҫак уява килме вӑй хунине курса питӗ савӑнӗ.

b Чиркӗве ҫӳрекенсем ҫак йӑла-йӗркене тунӑ вӑхӑтра ҫӑкӑрпа хӗрлӗ эрех Христосӑн кӗлеткипе юнӗ пулса тӑраҫҫӗ тесе ӗненеҫҫӗ. Вӗсем кам та пулин ҫак йӑла-йӗркене тунӑ чухне кашнинчех Христосӑн кӗлеткипе юнне парнене кӳрет тесе шутлаҫҫӗ.

c Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

d Аггей 2:7, ҪТ: «„Эпӗ пур халӑха чӗтрентерӗп, вара пур халӑхран та кӑмӑла каякан мулсем килӗҫ те эпӗ ҫак ҫурта мухтавпа тултарӑп“,— тет ҫӳлти ҫарсен Турри Иегова».

e jw.org сайтри «Как отпраздновали Вечерю в 2021 году» статьясене те пӑхӑр.

f ӲКЕРЧӖК. 1960-мӗш ҫулсенчен пуҫласа Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнмелли хутсем илемлӗрех те илемлӗрех пулса пыраҫҫӗ. Халӗ вӗсене хут ҫинче те пичетлеҫҫӗ, электронлӑ форматпа та кӑлараҫҫӗ.

g ӲКЕРЧӖК. Тӑвансем халӑх пӑлханнӑ чухне Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тӑваҫҫӗ (инсценировка).