Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Иегова ман кӗлӗсене яланах итленӗ

Иегова ман кӗлӗсене яланах итленӗ

ҪӐЛТӐРЛӐ тӳпенелле пӑхрӑм та чӗркуҫленсе ларса кӗлтума пуҫларӑм. Ун чухне эпӗ 10-ра анчахчӗ, Иегова ҫинчен те нумаях пӗлмен. Ҫавах та хам мӗнрен хӑранине ӑна веҫех каласа патӑм. Ҫавӑнтанпа Иеговӑпа хам хушӑри мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех пыракан туслӑх пуҫланчӗ. Ҫулсем иртнӗ май эпӗ Иегова кӗлӗсене итлекен Турӑ пулнине пӗрре анчах мар куртӑм (Пс. 64:3). Хам тин кӑна паллашнӑ Турра мӗншӗн кӗлтӑвас тенине сире каласа парам-ха.

МАН ПУРНӐҪ УЛШӐНЧӖ

Эпӗ 1929 ҫулхи декабрӗн 22-мӗшӗнче Нови́лль хулинче ҫуралнӑ. Ҫав хула Бельгире Арде́нн тӑвӗсенче, Бастонирен аякрах мар вырнаҫнӑ. Унта тӑхӑр ферма пулнӑ. Атте-анне килӗнче ирттернӗ ачалӑха ӑшӑ туйӑмпа аса илетӗп. Эпир Раймо́н шӑллӑмпа кашни кун ӗне сунӑ тата пахча-ҫимӗҫ пуҫтарма пулӑшнӑ. Пирӗн ялти ҫынсем питӗ туслӑччӗ тата пӗр-пӗрне пулӑшатчӗҫ.

Фермӑра ҫемьепе пӗрле ӗҫлетӗп

Манӑн аттепе анне, Эми́ль тата Али́са ятлӑскерсем, хытӑ ӗненекен католиксемччӗ. Вӗсем кашни вырсарникун хӑйсен чиркӗвне кӗлтума ҫӳретчӗҫ. Анчах та 1939 ҫул тӗлнелле пирӗн яла Англирен пионерсем ҫитрӗҫ те аттене «Йӑпату» (халӗ «Вӑранӑр!») журнала ҫырӑнма сӗнчӗҫ. Атте чӑнлӑха тупнине тӳрех ӑнланса илчӗ те Библи вулама пуҫларӗ. Вӑл чиркӗве ҫӳреме пӑрахсан, пирӗн ырӑ кӑмӑллӑ кӳршӗсем питӗ улшӑнчӗҫ. Вӗсем питӗ хаяррӑн хирӗҫ тӑма пуҫларӗҫ, аттене малалла та католик тӗнне тытса тӑма ҫине тӑрсах хистетчӗҫ. Ҫавна пула тӑтӑшах хӗрӳллӗн тавлашатчӗҫ.

Кӳршӗсем аттепе хӑйсене ҫапла тытни чуна ыраттаратчӗ. Акӑ мӗншӗн эпӗ Турӑран пулӑшу ыйтас терӗм. Вара ӑна чун-чӗререн кӗлтурӑм. Шӑп ҫавӑн пирки ҫӳлерех асӑннӑччӗ ӗнтӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн кӳршӗсем хӗсӗрлеме пӑрахрӗҫ. Эпӗ ҫав тери савӑнтӑм! Иегова кӗлӗсем ҫине хуравланине хам куҫпа куртӑм.

ВӐРҪӐ ВӐХӐТӖНЧЕ

1940 ҫулхи майӑн 10-мӗшӗнче нацистла Германи Бельги ҫине тапӑннӑ. Ҫавна пула нумайӑшӗн тӑван ҫӗршывӗнчен тарма тивнӗ. Эпир ҫемьепе Кӑнтӑр Францие тартӑмӑр. Унта кайнӑ май нимӗҫ ҫарӗпе француз ҫарӗ хӗрӳллӗн ҫапӑҫнӑ вырӑнсене лекеттӗмӗр.

Хамӑр фермӑна каялла таврӑнсан, пур пурлӑха тенӗ пекех ҫаратнине куртӑмӑр. Пире хамӑр йытӑ, Бо́бби, ҫеҫ кӗтсе илчӗ. Пулса иртнине кура: «Мӗншӗн вӑрҫӑсем пыраҫҫӗ? Мӗншӗн хӗн-асап нумай?» — тесе шутлама пуҫларӑм.

Яш ача пулнӑ чухне эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхланма пуҫларӑм

Ҫавӑн чухне пирӗн пата пионер пулса ӗҫленӗ старейшина, Эми́ль Шранц a, ҫӳреме пуҫларӗ. Вӑл мана хама хумхантаракан ыйтусен хуравӗсене Библире тупма пулӑшрӗ. Эпӗ Иеговӑпа ҫывӑхлантӑм тата вӑл юрату Турри пулнине ӑнланса илтӗм.

Вӑрҫӑ пынӑ пулин те, эпир ҫемьепе пӗрле ытти Свидетельсемпе ытларах тӗл пулма пуҫларӑмӑр. 1943 ҫулхи августра пирӗн фермӑна Жозе́-Никола́ Мине́ арҫын тӑван килчӗ. Вӑл доклад турӗ те вӗҫӗнче: «Шыва кӗрес текенсем пур-и?» — тесе ыйтрӗ. Эпир аттепе ал ҫӗклерӗмӗр. Вара пире ҫывӑхри юханшывра шыва кӗртрӗҫ.

1944 ҫулхи декабрьте нимӗҫ ҫарӗ юлашки хут тапӑннӑ. Ун чухне Хӗвеланӑҫ фронтӗнче пысӑк ҫапӑҫу пулнӑ. Ӑна Арденнӑри операци тенӗ. Ҫав ҫапӑҫу эпир пурӑнакан вырӑнтан аякрах мар иртнӗ. Ҫавӑнпа пирӗн уйӑха яхӑн путвалта пытанма тиврӗ. Пӗррехинче, выльӑх ҫитерме тухсан, снарядсемпе пеме пуҫларӗҫ. Пӗри пирӗн ферма ҫине ӳксе ҫурӑлса кайрӗ те кӗлет тӑррине сӳсе пӑрахрӗ. Пирӗн витере пытаннӑ Америка салтакӗ мана: «Вырт!» — тесе кӑшкӑрчӗ. Эпӗ ун патне чупса кайса юнашар выртрӑм. Вӑл хӑйӗн каскине хыврӗ те ман пуҫа тӑхӑнтартрӗ.

ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫРАТӐП

Эпир мӑшӑрланнӑ кун

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн эпир Льеж хулинчи тӑвансемпе час-часах хутшӑнаттӑмӑр. Ҫак хула пирӗнтен 90 ҫухрӑм ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑччӗ. Вӑхӑт иртсен эпир Бастонире пысӑках мар ушкӑн йӗркелерӗмӗр. Эпӗ налог службинче ӗҫлеме пуҫларӑм, ҫав вӑхӑтрах право вӗренеттӗм. Каярахпа нотариус кантурне ӗҫе кӗтӗм. 1951 ҫулта эпир Бастонире пысӑках мар район конгресне ирттертӗмӗр. Ҫав конгреса 100 ҫын патнелле килнӗччӗ. Вӗсем хушшинче хастар пионерка, Э́лли Ро́йтер, пулнӑччӗ. Конгреса ҫитмешкӗн унӑн велосипедпа 50 ҫухрӑм каймалла пулнӑ. Эпир пӗр-пӗрне юратса пӑрахрӑмӑр та мӑшӑрланма шутларӑмӑр. Ун чухнех Эллие АПШри Галаад шкулне вӗренме чӗнчӗҫ. Вӑл тӗп управление шкулта вӗренейместӗп пуль тесе ҫырса ячӗ, мӗншӗнне те ӑнлантарса пачӗ. Ҫав вӑхӑтра Иеговӑн халӑхӗн ӗҫ-хӗлне ертсе пыракан Норр тӑван ӑна ӑшӑ ҫыру ярса пачӗ. Вӑл хӑҫан та пулин Галаад шкулӗнче вӗренме упӑшкупа пӗрле килессе шанатӑп тенӗ. 1953 ҫулхи февраль уйӑхӗнче эпир мӑшӑрлантӑмӑр.

Элли пирӗн ывӑлпа, Сержпа, пӗрле

Ҫав ҫултах эпир Эллипе пӗрле «Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнмалли халӑх» ятлӑ конгресра пултӑмӑр. Ҫав конгресс Нью-Йоркра «Янки» стадионра иртрӗ. Унта паллашнӑ пӗр арҫын тӑван мана питӗ лайӑх ӗҫ сӗнчӗ, анчах та АПШна куҫса каймалла пулать терӗ. Йышӑну тӑвас умӗн эпир Эллипе кӗлтурӑмӑр, вара АПШна куҫса каяс вырӑнне Бельгие таврӑнса Бастонири вунӑ хыпарҫӑшӑн малалла та тӑрӑшас терӗмӗр. Тепӗр ҫул пирӗн Серж ывӑл ҫуралсан, эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Анчах та вӑл ҫичӗ уйӑх тултарсан чирлесе вилчӗ. Пирӗн чӗре ҫурӑлса тухасла ырататчӗ. Час-часах кӗлтуни тата вилнисем чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк пире ҫак хуйха чӑтса ирттерме пулӑшрӗ.

ИЕГОВӐШӐН ТУЛЛИ ВӐХӐТПА ӖҪЛЕМЕ ПУҪЛАТПӐР

1961 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче эпӗ тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлеме, пионер пулма май паракан ӗҫ тупрӑм. Ҫав кунах ман пата Бельгири филиалтан арҫын тӑван шӑнкӑравларӗ. Вӑл манран: «Район старейшини пулма пултаратӑн-и?» — тесе ыйтрӗ. Эпӗ вара: «Пирӗн малтан пионер пулса ӗҫлемелле мар-ши?» — терӗм. Арҫын тӑван: «Ӗҫлесе пӑхӑр», — тесе хуравларӗ. Эпир сакӑр уйӑх пионер пулса ӗҫлерӗмӗр, вара 1962 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче район старейшини пулса тӑтӑм.

Икӗ ҫултан пире Брюссельри Вефиле чӗнчӗҫ. Эпир унта 1964 ҫулхи октябрьте ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Унта вӑй хунӑ чухне нумай савӑнӑҫ илтӗмӗр. 1965 ҫулта пирӗн Вефиле Норр тӑван килсе кайрӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен маншӑн кӗтмен япала пулса тухрӗ: мана филиалшӑн яваплӑ турӗҫ. Тата вӑхӑт иртсен пире, Эллипе иксӗмӗре, Галаад шкулӗн 41-мӗш класне вӗренме чӗнчӗҫ. Норр тӑван 13 ҫул каялла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланчӗҫ. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн эпир Бельгири Вефиле таврӑнтӑмӑр.

ИЕГОВӐН ХАЛӐХӖН ПРАВИСЕНЕ ХӲТӖЛЕТӖП

Право енӗпе ӗҫленӗ чухнехи опыт усӑллӑ пулчӗ. Нумай ҫул хушши эпӗ Европӑра тата ытти ҫӗршывсенче пурӑнакан тӑвансене Турра ирӗклӗн пуҫҫапас правӑна хӳтӗлеме пулӑшрӑм (Флп. 1:7). Эпӗ пирӗн ӗҫ-хӗле пачах е хӑш-пӗр енчен чарса лартнӑ 55 ытла ҫӗршывӑн чиновникӗсемпе тӗл пултӑм. Юрист ӗҫӗнчи хамӑн опыт пирки каласа парас вырӑнне ҫав чиновниксене хам пирки Туррӑн ӗҫлекенӗ тесе калаттӑм. Эпӗ яланах Иегова ҫине шанаттӑм, мӗншӗн тесен Библири ҫак сӑмахсене асра тытаттӑм: «Патша [е судья] чӗри Ҫӳлхуҫа аллинче юхӑм шыв пек: ӑҫталла ярас тет — Вӑл ӑна ҫавӑнталла ярать» (Ытар. 21:1).

Пӗр калаҫӑва лайӑх астуса юлтӑм. Эпӗ Европӑри пӗр парламент членне пӗрре анчах мар хампа тӗл пулма ыйтрӑм. Юлашкинчен вӑл килӗшрӗ. Кӗнӗ-кӗмен вӑл мана: «Сирӗн пилӗк минут кӑна пур», — терӗ. Эпӗ пуҫа пӗкрӗм те кӗлтума пуҫларӑм. Ҫав арҫын тарӑхса кайса: «Эсир мӗн тӑватӑр?» — тесе ыйтрӗ. Пуҫа ҫӗклерӗм те: «Турра тав турӑм, мӗншӗн тесен эсир — унӑн тарҫисенчен пӗри», — терӗм. Вӑл мана: «Эсир мӗн каласшӑн?» — терӗ. Эпӗ ӑна Рим 13:4-мӗшне кӑтартрӑм. Вӑл протестант пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫав сӑвӑ йӗркине интересленсех вуларӗ. Пӗлетӗр-и, вӑл манпа ҫур сехет калаҫрӗ. Питӗ лайӑх калаҫу пулчӗ. Вӑл Иегова Свидетелӗсене мухтаса та илчӗ, эсир питӗ лайӑх ӗҫ тӑватӑр тесе каларӗ.

Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Европӑра судра нумай кӗрешнӗ. Ҫав ӗҫсем, сӑмахран, нейтралитетпа, ачасене опекӑна илессипе тата налог тӳлеттерессипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Ҫав ӗҫсенчен нумайӑшне хутшӑнни маншӑн пысӑк чыс пулчӗ. Иегова пире ҫӗнтерме пулӑшнине пӗрре анчах мар хам куҫпа куртӑм. Европӑри ҫынсен прависем енӗпе ӗҫлекен судра Иегова Свидетелӗсем майлӑ 140 ытла ӗҫ татса панӑ!

КУБӐРА ЫТЛАРАХ ИРӖКЛӖХ ИЛЕТПӖР

1990 ҫулсенче эпӗ тӗп управленире ӗҫлекен Фи́лип Бра́мли тӑванпа тата Италири филиалта ӗҫлекен Ва́льтер Фарне́ти тӑванпа ҫума-ҫумӑн ӗҫлеттӗм. Эпир Кубӑри тӑвансем Турра ирӗклӗрех пуҫҫапма пултарччӑр тесе тӑрӑшаттӑмӑр. Эпӗ Бельгири Куба посольствине ҫырса ятӑм та пирӗн ӗҫе пӑхса тухакан дипломатпа тӗл пултӑм. Чиновниксем Иегова Свидетелӗсене ӑнланманнине пула пирӗн ӗҫ-хӗле хӑш-пӗр енчен чарса лартнӑ пулнӑ. Ҫав ыйтӑва татса парас тесе пирӗн ҫав дипломатпа пӗрре анчах мар калаҫма тиврӗ.

1990 ҫулсенче Филипп Брамли тата Вальтер Фарнети тӑвансемпе пӗрле Кубӑра

Эпир Иеговӑна хамӑра ертсе пыма ыйтаттӑмӑр. Вара влаҫсенчен Кубӑна 5 000 Библи илсе ҫитерме ирӗк пама ыйтрӑмӑр. Пире ирӗк пачӗҫ. Библисем ҫӗршыва тӗрӗс-тӗкелех ҫитрӗҫ те, вӗсене тӑвансене салатса пачӗҫ. Ҫапла эпир Иегова хамӑра пилленине куртӑмӑр. Кайран эпир тата 27 500 Библи илсе ҫитерме ирӗк пама ыйтрӑмӑр. Хальхинче те пире ирӗк пачӗҫ. Ҫавна пула кашни тӑванӑн хӑйӗн Библи пулнӑ. Тӑвансемшӗн ҫапла тӑрӑшма май килнӗшӗн эпӗ питӗ савӑнтӑм.

Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса памашкӑн эпӗ Кубӑна час-часах ҫӳреттӗм. Ун чухне хампа правительствӑри чиновниксем хушшинче лайӑх хутшӑнусем аталанчӗҫ.

РУАНДӐРИ ТӐВАНСЕНЕ ПУЛӐШАТПӐР

1994 ҫулта Руандӑра геноцид пуҫлансан, тутси халӑхӗнчи 1 000 000 ытла ҫынна тискеррӗн вӗлернӗ пулнӑ. Ун чухне хӑш-пӗр Иегова Свидетелӗсем те вилнӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен темиҫе арҫын тӑвана унта гуманитарлӑ пулӑшу илсе ҫитерме ыйтнӑ.

Тӗп хулана, Кига́ли хулине, ҫитсен эпир куҫаракансен офисӗн тата литература склачӗн стенисене пӑшалпа персе шӑтарса пӗтернине куртӑмӑр. Пире нумай тӑвана мачетепе касса вӗлерни ҫинчен каласа пачӗҫ. Тӑвансем пӗр-пӗрне юратнине мӗнле кӑтартни ҫинчен те сахал мар илтрӗмӗр. Тӗслӗхрен, эпир тутси халӑхӗнчи арҫын тӑванпа паллашрӑмӑр. Ӑна хуту халӑхӗнчи Свидетельсен ҫемйи хӑйсен килкартинче шӑтӑкра 28 кун хушши пытарса усранӑ. Тӑвансене хавхалантарас тесе эпир Кигалире тӗлпулу йӗркелерӗмӗр. Унта 900 ытла ҫын пулчӗ.

Сулахай енче: Куҫаракансен офисне пӑшалпа пенӗ чухне пуля лексе ҫурса янӑ кӗнеке

Сылтӑм енче: Гуманитарлӑ пулӑшу парас ӗҫе хутшӑнатӑп

Кайран эпир чике урлӑ каҫса Заира (халӗ Демократиллӗ Конго Республики) кайрӑмӑр. Ҫак ҫӗршыва Руандӑран нумай Свидетель тарнӑ. Вӗсем Го́ма хулинчен аякрах мар вырнаҫнӑ беженецсен лагерӗсенче пытанса пурӑннӑ. Вӗсене ниепле те тупаймарӑмӑр, ҫавӑнпа та Иеговӑна кӗлтуса пире ҫав тӑвансем патне илсе ҫитерме ыйтаттӑмӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн хамӑр пата пӗр ҫын пынине курах кайрӑмӑр. Унран вӑл Иегова Свидетелӗсенчен кама та пулин пӗлет-и тесе ыйтрӑмӑр. Вӑл: «Эпӗ хам Свидетель», — терӗ. Унтан вӑл ҫапла каларӗ: «Эпӗ сире пулӑшу паракан комитетри тӑвансем патне илсе кайма пултаратӑп». Ҫав арҫын тӑвансемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн эпир 1 600-реяхӑн беженецпа курса калаҫса вӗсене йӑпатрӑмӑр тата Иегова хӑйсене юратни пирки шантартӑмӑр. Ертсе пыракан советӑн ҫырӑвне те вуласа патӑмӑр. Ҫав ҫыру тӑвансен чӗрине пырса тиврӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Эпир яланах сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр. Иегова сире хӑварас ҫуккине пӗлсе тӑратпӑр». Ертсе пыракан советӑн сӑмахӗсем чӑн пулчӗҫ. Халӗ Руандӑра 30 000 ытла Свидетель. Вӗсем пурте Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеҫҫӗ.

ИЕГОВӐНА ШАНЧӐКЛӐ ЮЛМА ҪИРӖП ШУТ ТЫТРӐМ

2011 ҫулта манӑн хаклӑ Элли вилсе кайрӗ. Эпир 58 ҫула яхӑн пӗрле пурӑнтӑмӑр. Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн мана ҫав тери йывӑр пулчӗ. Эпӗ Иеговӑна чуна уҫса параттӑм, вӑл вара мана йӑпататчӗ. Унсӑр пуҫне, мана ыттисене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа пани вӑй кӗртетчӗ.

Эпӗ 90-ран иртрӗм ӗнтӗ, ҫапах та кашни эрнерех ырӑ хыпар саратӑп. Ҫавӑн пекех эпӗ Бельгири филиалта юристсен уйрӑмӗнче пулӑшса тӑма, ыттисене хамӑн опыт ҫинчен каласа пама тата Вефильти ҫамрӑксене хавхалантарма пултарнӑшӑн питӗ савӑнатӑп.

Иеговӑна пӗрремӗш хут кӗлтунӑранпа 84 ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Ун чухне эпӗ пурнӑҫ ҫулӗпе Иеговӑпа утма пуҫларӑм. Ҫак ҫулсем хушшинче пирӗн хушӑри туслӑх ҫирӗпленсе пычӗ. Иегова яланах манӑн кӗлӗсене итленӗ тата вӗсем ҫине хуравланӑ. Ҫавӑншӑн эпӗ ӑна ҫав тери пархатарлӑ! (Пс. 65:19) b.

a Шранц тӑванӑн биографине 1973 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» (акӑлч.) вулама пулать, 570—574 страницӑсем.

b Ҫак статьяна пичетлеме хатӗрленӗ чухне Марсе́ль Жилле́ 2023 ҫулхи февралӗн 4-мӗшӗнче вилсе кайнӑ.