8-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр
Иегова сире малалла та ертсе пытӑр
«Эпӗ — Ҫӳлхуҫа... сана каймалли ҫулупа ертсе пыраканӗ» (ИС. 48:17).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иегова хӑйӗн халӑхне хальхи вӑхӑтра мӗнле ертсе пырать тата мӗншӗн вӑл панӑ хушусене итлемелле?
1. Мӗншӗн пирӗн Иегова хыҫҫӑн, хамӑра Ертсе Пыракан хыҫҫӑн, пымалла?
КАЛӐПӐР, эсир сӗм вӑрманта ҫухалса кайрӑр. Унта питӗ хӑрушӑ, мӗншӗн тесен йӗри-тавра тискер чӗрчунсем, наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем тата тарӑн ҫырмасем. Сирӗнпе юнашар ҫав вырӑна лайӑх пӗлекен ҫын пулнӑ пулсан эсир савӑннӑ пулӑттӑр пуль. Мӗншӗн тесен вӑл хӑрушлӑха кӗрсе ӳкес мар тесен мӗн тумаллине пӗлет. Ҫак тӗнчене ҫавӑн пек сӗм вӑрманпа танлаштарма пулать. Кунта Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха аркатма пултаракан хӑрушлӑхсем нумай. Анчах та пирӗн чи лайӑх Ертсе Пыракан — Иегова — пур. Вӑл пире ҫул ҫинче хӳтӗлет тата хамӑр тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшать — ҫӗнӗ тӗнчери ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне ертсе пырать.
2. Иегова пире мӗнле ертсе пырать?
2 Иегова пире мӗнле ертсе пырать? Тӗпрен илсен, вӑл пире хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ ертсе пырать. Унсӑр пуҫне, вӑл ҫынсемпе те, сӑмахран, «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чурапа», усӑ курать. Ҫав чура парса тӑракан сӑнарлӑ апата пула эпир тӗрӗс йышӑнусем тума пултаратпӑр (Матф. 24:45). Ҫавӑн пекех, Иегова пултаруллӑ урӑх арҫынсемпе те, сӑмахран, район е пухури старейшинӑсемпе те, усӑ курать. Вӗсем пире хавхалантараҫҫӗ тата хамӑр йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшакан канашсем параҫҫӗ. Эпир ҫак усал тӗнчен юлашки кунӗсенче илсе тӑракан хушусемшӗн питӗ пархатарлӑ. Вӗсем пире Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха упраса хӑварма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе ҫитерекен ҫулпа малалла та пыма пулӑшаҫҫӗ.
3. Эпир ҫак статьяра мӗн сӳтсе явӑпӑр?
3 Ҫав-ҫавах хӑш чухне Иегова мӗн каланине, уйрӑмах вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсем урлӑ мӗн каланине, тума ҫӑмӑл мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен хамӑр илнӗ хушусем пире килӗшмесен те пултараҫҫӗ. Е эпир вӗсем тӗрӗс мар, ҫавӑнпа та Иеговӑран пулма пултараймаҫҫӗ тесе шутлама пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне ҫав хушусем шӑпах Иеговӑран пулни пирки тата вӗсем пире усӑ кӳни пирки иккӗленмелле мар. Иеговӑна хытӑрах шанас тесе эпир ҫак ыйтусене пӑхса тухӑпӑр: 1) Турӑ хӑйӗн халӑхне ӗлӗк-авал мӗнле ертсе пынӑ? 2) Вӑл пире паян мӗнле ертсе пырать? 3) Вӑл хушнине тытса тӑни мӗнле усӑ кӳрет?
ИЕГОВА ИЗРАИЛЬ ХАЛӐХНЕ МӖНЛЕ ЕРТСЕ ПЫНӐ?
4, 5. Иегова хӑйӗн халӑхне Моисей урлӑ ертсе пынине мӗнле кӑтартнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
4 Иегова Моисея израильтянсене Египетран илсе тухма хушнӑ. Хӑй Моисей урлӑ ертсе пыни пирки халӑхӑн иккӗленӳсем ан пулччӑр тесе вӑл, тӗслӗхрен, «кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче ҫутатса пынӑ» (Тух. 13:21). Моисей ҫав юпа хыҫҫӑн кайнӑ, вара вӑл та, израильтянсем те, Хӗрлӗ тинӗс патне тухнӑ. Анчах та халӑх хӑраса ӳкнӗ, мӗншӗн тесен вӗсене капкӑна лекнӗн туйӑннӑ: умра тинӗс пулнӑ, хыҫран вара Египет ҫарӗ хӑваланӑ. Израильтянсем Моисей хӑйсене Хӗрлӗ тинӗс хӗррине илсе ҫитерсе йӑнӑш турӗ тесе шутланӑ. Анчах та вӑл йӑнӑшман. Иегова Моисей халӑха шӑп ҫав вырӑна илсе килтӗр тенӗ (Тух. 14:2). Кайран вара Иегова израильтянсене тӗлӗнмелле майпа ҫӑлнӑ (Тух. 14:26—28).
5 Иегова хӑйӗн халӑхне пушхирте тепӗр 40 ҫул хушши пӗлӗт юпапа усӑ курса ертсе пыни пирки Моисей иккӗленмен a. Пӗр вӑхӑт хушши ҫав юпа Моисейӑн чатӑрӗ тӑрринче тӑнӑ, ҫавӑнпа ӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗ курма пултарнӑ (Тух. 33:7, 9, 10). Иегова Моисейпа ҫав пӗлӗт юпа ӑшӗнчен калаҫнӑ, лешӗ вара Иеговӑн хушӑвӗсене халӑха пӗлтернӗ (Пс. 98:7). Израильтянсем Иегова хӑйсене Моисей урлӑ ертсе пынине уҫҫӑн курнӑ.
6. Иегова Моисей урлӑ ертсе пыни ҫине израильтянсем мӗнле пӑхнӑ? (Йыша шутлани 14:2, 10, 11).
6 Моисей Иеговӑн ятӗнчен калаҫни паллӑ пулнӑ пулин те, израильтянсенчен ытларахӑшӗ ҫавна йышӑнман. (Йыша шутлани 14:2, 10, 11 вуласа парӑр.) Юлашкинчен вара Турӑ ҫав ӑрӑва Пама пулнӑ ҫӗре кӗме паман (Йыш. 14:30).
7. Иегова панӑ хушусене кам итленӗ? (Йыша шутлани 14:24). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
7 Апла пулин те, хӑш-пӗр израильтянсем Иегова панӑ хушусене итленӗ. Тӗслӗхрен, Турӑ хӑйне Халев «пӗтӗмпех итлесе» тӑнӑ тенӗ. (Йыша шутлани 14:24 вуласа парӑр.) Иегова ӑна пилленӗ, Ханаанра ҫӗр суйласа илме те панӑ (Иис. Н. 14:12—14). Израильтянсен тепӗр ӑрӑвӗ те Иеговӑна итлес тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иисус Навин вӗсен ертӳҫи пулса тӑрсан, вӗсем «унран Моисейрен мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпе хӑраса пурӑннӑ пекех хӑрама пуҫланӑ» (Иис. Н. 4:14). Ҫавӑнпа та Иегова вӗсене пилленӗ те хӑй пама пулнӑ ҫӗре панӑ (Иис. Н. 21:43, 44).
8. Патшасен вӑхӑтӗнче Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле ертсе пынӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
8 Каярахпа хӑйӗн халӑхне ертсе пымашкӑн Иегова судьясем лартнӑ. Патшасем вӑхӑтӗнче вара вӑл хушусене пророксем урлӑ панӑ. Турра шанчӑклӑ патшасем пророксене итленӗ. Тӗслӗхрен, Давид патша хӑйне кӗҫӗне хурса Нафан пророк мӗн каланине итленӗ (2 Пат. 12:7, 13; 1 Ҫул. 17:3, 4). Иосафат патша Иозиил пророка шаннӑ тата Иудея ҫыннисене Туррӑн пророкӗсене ӗненме хавхалантарнӑ (2 Ҫул. 20:14, 15, 20). Езекия патша инкеке лексен Исаия пророкран пулӑшу ыйтнӑ (Ис. 37:1—6). Патшасем Иегова мӗн хушнине тунӑ чухне вӑл хӑйӗн халӑхне пилленӗ тата хӳтӗленӗ (2 Ҫул. 20:29, 30; 32:22). Иегова хӑйӗн халӑхне пророксем урлӑ ертсе пынине пурин те ӑнланмалла пулнӑ. Апла пулин те, патшасенчен ытларахӑшӗ, халӑх та, Иеговӑн пророкӗсене итлемен (Иер. 35:12—15).
ИЕГОВА ПӖРРЕМӖШ ӖМӖРТИ ХРИСТИАНСЕНЕ МӖНЛЕ ЕРТСЕ ПЫНӐ?
9. Иегова пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене мӗнле ертсе пынӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
9 Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте Иегова христиансен пухӑвне йӗркелесе янӑ. Вӑл вӗсене мӗнле ертсе пынӑ? Вӑл Иисуса пухӑвӑн пуҫӗ тунӑ (Эф. 5:23). Анчах та Иисус кашни вӗренекенне уйрӑммӑн хушусем парса тӑман. Вӑл хӑй хыҫҫӑн пыракансене Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсем урлӑ ертсе пынӑ (Ап. ӗҫ. 15:1, 2). Унсӑр пуҫне, кашни пухура старейшинӑсем пулнӑ (1 Фес. 5:12; Тит 1:5).
10. а) Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансенчен ытларахӑшӗ хӑйсене панӑ хушусем ҫине мӗнле пӑхнӑ? (Апостолсен ӗҫӗсем 15:30, 31). ӑ) Мӗншӗн ӗлӗк-авал хӑш-пӗрисем Иегова хӑйӗн халӑхне ҫынсем урлӑ ертсе пынине йышӑнасшӑн пулман? ( «Мӗншӗн хӑш-пӗрисем ҫирӗплетӳсене сирсе янӑ?» рамкӑна пӑхӑр.)
10 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем хӑйсене панӑ хушусем ҫине мӗнле пӑхнӑ? Ытларахӑшӗ вӗсене хаваспах йышӑннӑ. Тӗслӗхрен, вӗренекенсем Иерусалимри арҫын тӑвансем мӗнле йышӑну туни ҫинчен вуласан питӗ савӑннӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 15:30, 31 вуласа парӑр.) Хальхи вӑхӑтра вара Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле ертсе пырать?
ИЕГОВА ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА ПИРЕ МӖНЛЕ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ?
11. XIX ӗмӗр вӗҫӗнче тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хӑйсем ҫине яваплӑх илнӗ арҫынсене Иегова мӗнле ертсе пынӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.
11 Иегова хальхи вӑхӑтра та хӑйӗн халӑхне ертсе пырать. Вӑл ҫавна хӑйӗн Сӑмахӗ тата пуху пуҫӗ пулма лартнӑ Ывӑлӗ урлӑ туса тӑрать. Иегова хӑйӗн халӑхне ҫынсем урлӑ та ертсе пынине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем пур-и? Пур. Тӗслӗхшӗн XIX ӗмӗр вӗҫӗнче мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Чарлз Тейз Расселпа унӑн юлташӗсем 1914 ҫул Турӑ Патшалӑхӗн историйӗнче питӗ пӗлтерӗшлӗ ҫул пулассине ӑнланма пуҫланӑ (Дан. 4:22, 23). Вӗсем Библие тӗпченӗрен тата унти пророкла каланисене шаннӑран ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ. Иегова вӗсене чӑнлӑха тупма пулӑшнӑ-и? Паллах. 1914 ҫулта пулса иртнӗ пӗтӗм тӗнчери событисем Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫланине кӑтартнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ, кайран эпидемисем, ҫӗр чӗтреннисем тата выҫлӑх пулнӑ (Лука 21:10, 11). Куратпӑр ӗнтӗ, хӑйӗн халӑхне пулӑшмашкӑн Иегова ҫак тӳркӑмӑллӑ Библи тӗпчекенсемпе усӑ курнӑ.
12, 13. Ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ сарӑлтӑр тесе Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗн-мӗн тунӑ?
12 Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртнине те аса илер. Тӗп управленири арҫын тӑвансем Ӳлӗмхи 17:8-мӗшӗнче пророкла каланине тӗпченӗ. Вара Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн Армагеддон пулас ҫуккине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем вӑрҫӑ хыҫҫӑн мирлӗ вӑхӑт ҫитсен тата ытларах ҫынна ырӑ хыпар калама май уҫӑласса пӗлнӗ. Вара, вырӑнлӑ мар пек туйӑннӑ пулин те, Иеговӑн организацийӗ Галаад шкулне йӗркеленӗ. Ҫав шкулта пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сармашкӑн тата ҫынсене вӗрентмешкӗн миссионерсем хатӗрленӗ. Вӑрҫӑ пынӑ чухне те миссионерсем хӑйсене янӑ вырӑнсене кайнӑ. Унсӑр пуҫне, пур христианина та ӑста хыпарҫӑ тата вӗрентекен пулма пулӑшас тесе шанчӑклӑ чура Теократи ӗҫӗн курсне b йӗркеленӗ. Ҫакӑ веҫех Турӑ халӑхне пулас ӗҫе тума хатӗрленӗ.
13 Иегова ҫав йывӑр вӑхӑтра хӑйӗн халӑхне ертсе пынине халӗ эпир уҫҫӑн куратпӑр. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пӗтнӗ хыҫҫӑн Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нумай ҫӗршывра ирӗклӗн ырӑ хыпар сарма пултарнӑ. Ҫавна пула нумайӑшӗ Иегова ҫинчен пӗлнӗ. Халӗ вара Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар пӗтӗм тӗнчипех сарӑлать.
14. Мӗншӗн Иеговӑн организацийӗ тата старейшинӑсем паракан хушусем шанӑҫа тивӗҫлӗ? (Ӳлӗмхи 2:1). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
14 Хальхи вӑхӑтра Ертсе пыракан советри тӑвансем хӑйсене Христоса ертсе пыма параҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем парса тӑракан хушусенче Иеговӑн тата Иисусӑн шухӑшӗсем курӑнччӑр теҫҫӗ. Ертсе пыракан советри тӑвансем район тата пухури старейшинӑсем урлӑ хушусем параҫҫӗ c. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ старейшинӑсене — тӗрӗссипе каласан, пухури пур старейшинӑна та — Христос хӑйӗн «сылтӑм аллинче» тытса тӑрать. (Ӳлӗмхи 2:1 вуласа парӑр.) Паллах, ҫав арҫын тӑвансем ҫылӑхлӑ пулнӑран вӑхӑтран вӑхӑта йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ. Моисей та, Иисус Навин та, апостолсем те йӑнӑшсем тукаланӑ (Йыш. 20:12; Иис. Н. 9:14, 15; Рим 3:23). Ҫав-ҫавах Христос шанчӑклӑ чурана тата старейшинӑсене ыррӑн ертсе пырать. Ҫакна вӑл «ҫак тӗнче пӗтичченех... кашни кун» тӑвӗ (Матф. 28:20). Ҫавӑнпа та вӑл яваплӑ арҫын тӑвансем урлӑ парса тӑракан хушусене эпир пӗр иккӗленмесӗр итлетпӗр.
ИЕГОВӐН ХУШӐВӖСЕНЕ ИТЛЕНИ УСӐ КӲРЕТ
15, 16. Иеговӑн хушӑвӗсене итленӗ тӑвансен тӗслӗхӗнчен эсир мӗне вӗренетӗр?
15 Иеговӑн хушӑвӗсене итлесен эпир халех усӑ илетпӗр. Тӗслӗхрен, Эндрюпа d Ро́уз шанчӑклӑ чура панӑ канаша итлесе ансат пурнӑҫпа пурӑнма шутланӑ (Евр. 13:5). Ҫавна пула вӗсем Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тӑвас ӗҫе хутшӑнма пултарнӑ. Роуз ҫапла калать: «Хӑш чухне эпир питӗ пӗчӗк пӳлӗмре пурӑнаттӑмӑр, унта кухня та пулман. Эпӗ сӑнӳкерчӗксем тума юрататӑп. Анчах та манӑн нумай хамӑн фотокамерӑпа объектив сутма тиврӗ. Вӗсене сутнӑ чухне эпӗ макӑртӑм. Ҫав-ҫавах манӑн Авраамӑн арӑмӗ Сарра пек пулас килетчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ хам мӗн хӑварнишӗн кулянса ларас вырӑнне Иеговӑшӑн мӗн тума пултарнишӗн савӑнас терӗм» (Евр. 11:15). Хӑйсем тунӑ йышӑну ҫак ҫемьене мӗнле усӑ панӑ? «Хамӑрӑн мӗн пуррине веҫех Иеговӑна пама пултарнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр,— тет Роуз.— Турӑ хушнӑ ӗҫе туса эпир ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫ ҫине пӗр куҫпа пӑхса илтӗмӗр тейӗн». Э́ндрю унпа килӗшсе ҫапла калать: «Эпир телейлӗ, мӗншӗн тесен хамӑр вӑхӑтпа вӑя Иеговӑна паратпӑр».
16 Иеговӑн хушӑвӗсене итлени тата мӗнле усӑ кӳрет? Сӑмахран, шанчӑклӑ чура Иеговӑшӑн ытларах тума хавхалантарать. Марси́я ҫак канаша итленӗ те шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн пионер пулса тӑма шутланӑ (Матф. 6:33; Рим 12:11). Вӑл ҫапла калать: «Мана университетра тӳлевсӗр вӗренме сӗнчӗҫ. Манӑн вара чи лайӑххине Иеговӑна парас килетчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ курссенче анчах вӗренсе тухас терӗм. Вӗренсе тухсан вара Иеговӑшӑн ытларах тума май паракан ӗҫ тупрӑм. Ҫакӑ эпӗ тунӑ чи лайӑх йышӑнусенчен пӗри пулчӗ. Халӗ эпӗ тулли пионер. Унсӑр пуҫне, ӗҫре мӗн чухлӗ ӗҫлемеллине хам палӑртса хума пултарнине пула эпӗ Вефильте пулӑшма тата Иеговӑшӑн ытти майсемпе ӗҫлеме пултаратӑп».
17. Иеговӑн хушӑвӗсене итлени тата мӗнле усӑ кӳрет? (Исаия 48:17, 18).
17 Вӑхӑтран вӑхӑта эпир хамӑра хӳтӗлекен канашсене илтетпӗр. Сӑмахран, Иеговӑн организацийӗ укҫана хапсӑнасран тата Туррӑн законне пӑсма хӗтӗртекен ӗҫсене тӑвасран асӑрхаттарать. Туррӑн хушӑвӗсене итлесен пирӗн совесть те таса пулӗ, йывӑрлӑхсем те сахалрах пулӗҫ (1 Тим. 6:9, 10). Ҫавна пула эпир Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлеме пултарӑпӑр. Ҫакӑ вара чӑн-чӑн савӑнӑҫ, мир тата телей кӳрет. (Исаия 48:17, 18 вуласа парӑр.)
18. Мӗншӗн эсир Иеговӑн хушӑвӗсене яланах итлесшӗн?
18 Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче те, Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ чухне те Иегова пире ҫынсем урлӑ хушусем парасси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук (Пс. 44:17). Ҫав хушусем пире килӗшсех каймасан эпир вӗсене итлӗпӗр-ши? Иеговӑна халех итлетпӗр пулсан пире ун чухне пӑхӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Ҫавӑнпа айтӑр Иеговӑн хушӑвӗсене, ҫав шутрах вӑл суйласа лартнӑ арҫынсем паракан хушусене, яланах итлер (Ис. 32:1, 2; Евр. 13:17). Эпир хамӑра Ертсе Пыракана, Иеговӑна, пӗтӗмпех шанма пултаратпӑр. Мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗнпе хамӑр хушӑри туслӑха аркатма пултаракан ӗҫсенчен сыхланма пулӑшать тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа ертсе пырать.
ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?
-
Иегова Израиль халӑхне мӗнле ертсе пынӑ?
-
Иегова пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене мӗнле ертсе пынӑ?
-
Иегова хальхи вӑхӑтра парса тӑракан хушусене итлени мӗнле усӑ парать?
48-МӖШ ЮРӐ Кунсерен Иеговӑпа ҫӳретпӗр
a Иегова хӑйӗн халӑхне Пама пулнӑ ҫӗре илсе ҫитермешкӗн «Израиль ывӑлӗсен тапӑрӗ умӗнчен пыракан» ангела янӑ. Ҫав ангел Михаил пулнӑ пулас. Иисус ҫӗр ҫине киличчен шӑпах ҫавӑн пек ятлӑ пулнӑ (Тух. 14:19; 32:34).
b Каярахпа ӑна Теократи ӗҫӗн шкулӗ теме пуҫланӑ. Халӗ эпир ырӑ хыпар сарма эрне варринче иртекен тӗлпулура вӗренетпӗр.
c 2021 ҫулхи февраль уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Ертсе пыракан совет мӗн-мӗн тӑвать?» рамкӑна пӑхӑр, 18-мӗш страница.
d Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.