Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑна кӗтнӗ май савӑнӑҫлӑ пулма ан пӑрахӑр

Иеговӑна кӗтнӗ май савӑнӑҫлӑ пулма ан пӑрахӑр

ЭСИР Иегова усала пӗтерес вӑхӑта тата пӗтӗмпех ҫӗнӗ тума пуҫлас вӑхӑта кӗтетӗр-и? (Ӳлӗм. 21:1—5). Паллах, кӗтетӗр! Анчах та хӑш-пӗр чухне, уйрӑмах йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне, кӗтме ҫӑмӑл мар. Хамӑр мӗн кӗтсе тӑни нумайччен пурнӑҫланмасть пулсан вара, чун та ыратма пултарать (Ытар. 13:12).

Иегова хӑй мӗн шутласа хунине хӑҫан тумаллине палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Вӑл пире ҫав вӑхӑта тӳсӗмлӗн кӗтчӗр тет. Мӗншӗн? Кӗтнӗ май савӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумалла?

МӖНШӖН ИЕГОВА ПИРЕ ХӐЙНЕ КӖТЧӖР ТЕТ?

Библире ҫапла каланӑ: «Иегова сире хӗрхенӳ кӑтартмашкӑн тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрать, вӑл сире хӗрхенмешкӗн ҫӗкленӗ. Мӗншӗн тесен Иегова — тӗрӗслӗх Турри. Ӑна шанакансем пурте телейлӗ» (Ис. 30:18, ҪТ). Чи малтан ҫак сӑмахсене Исаия Иеговӑна итлемен еврей халӑхне каланӑ (Ис. 30:1). Анчах та вӗсем хушшинче Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракан ҫынсем те пулнӑ. Исаийӑн сӑмахӗсем вара вӗсене шанчӑк панӑ. Ҫак сӑмахсем хальхи вӑхӑтри Иеговӑн ӗҫлекенӗсене те шанчӑк параҫҫӗ.

Пирӗн тӳсӗмлӗн кӗтмелле, мӗншӗн тесен Иегова хӑй те тӳсӗмлӗн кӗтет. Вӑл усал тӗнчене пӗтерес вӑхӑта палӑртса хунӑ, ҫавӑнпа ҫав кун, ҫав сехет ҫитессе кӗтет (Матф. 24:36). Шуйттан Иеговӑна та, унӑн ӗҫлекенӗсене те суйса айӑплани ун чухне уҫҫӑн курӑнӗ. Вара Турӑ Шуйттанпа ун майлисене пӗтерӗ те пире «хӗрхенмешкӗн ҫӗкленӗ».

Шел пулин те, эпир паян тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулатпӑр. Иегова пире вӗсенчен пуринчен те хӑтармасть, ҫапах та кӗтнӗ май эпир савӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр тесе шантарать. Исаия каланӑ тӑрӑх, лайӑххине чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ чухне те эпир телейлӗ пулма пултаратпӑр (Ис. 30:18, ҪТ) a. Телейлӗ пулмашкӑн вара тӑватӑ канаш пулӑшать.

КӖТНӖ МАЙ САВӐНӐҪЛӐ ПУЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Лайӑххи ҫинчен шухӑшлӑр. Давид патша хӑйӗн пурнӑҫӗнче пусмӑр тата тӗрӗсмарлӑх чылай курнӑ (Пс. 36:35). Ҫапах та вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫана пӑхӑн, Ӑна шанса пурӑн [«тӳсӗмлӗн кӗт», ҪТ]. Ултавҫӑ ҫыннӑн ҫулӗ ӑнса пынӑшӑн ан кӗвӗҫ» (Пс. 36:7). Давид хӑй те ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ — хӑйне Иегова пулӑшасса шаннӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗншӗн Иегова мӗн-мӗн тунишӗн пархатарлӑ пулнӑ (Пс. 39:6). Япӑххи ҫинчен шухӑшласа ҫӳремесен, хамӑр лару-тӑрура лайӑххине курма тӑрӑшсан, пире те Иеговӑна кӗтме ҫӑмӑлтарах пулӗ.

Май килнӗ таран ытларах Иегова ҫинчен калаҫӑр. 70-мӗш Псалома ҫыраканӗ, Давид пулас, Иегова пирки ҫапла юрланӑ: «Эпӗ вара яланах Сана шанса [«кӗтсе», ҪТ] тӑрӑп, Сана мухтанӑҫем мухтавлӑп» (Пс. 70:14). Вӑл Иеговӑна мӗнле мухтанӑ? Ун пирки ыттисене каласа панӑ тата мухтав юррисем юрланӑ (Пс. 70:16, 23). Давид пекех, эпир те Иеговӑна кӗтнӗ май савӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр. Эпир ырӑ хыпар сарнипе, кулленхи калаҫусемпе тата юрӑсем юрланипе Иеговӑна мухтатпӑр. Тепрехинче Патшалӑх юррине юрланӑ чухне унӑн сӑмахӗсем ҫинчен тата вӗсем сире мӗнле савӑнӑҫ кӳни ҫинчен тарӑнрах шухӑшлӑр.

Пухури тӑвансемпе хутшӑнса хавхалану илӗр. Давид йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Сана шанчӑклӑ ҫынсем умӗнче санӑн ятна шаннине кӑтартӑп» (Пс. 52:9, ҪТ). Эпир те пухури тӑвансемпе хутшӑнса вӑй илме пултаратпӑр. Ҫакна эпир пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне кӑна мар, пӗрле вӑхӑта ирттернӗ чухне те тума пултаратпӑр (Рим 1:11, 12).

Хӑвӑрӑн шанчӑка ҫирӗплетӗр. Псаломра ҫапла каланӑ: «Эпӗ чӗнмесӗр Турра кӗтетӗп, мӗншӗн тесен вӑл — манӑн шанчӑкӑн ҫӑлкуҫӗ» (Пс. 62:5, ҪТ). Пире пурне те, уйрӑмах эпир ҫак тӗнче пӗтессе хамӑр шутланинчен те ытларах кӗтетпӗр пулсан, ҫирӗп шанчӑк кирлӗ. Кирек мӗн чухлӗ кӗтме тивет пулсан та, Турӑ сӑмах панисем пурте пурнӑҫланасси пирки пирӗн иккӗленмелле мар. Эпир хамӑр шанчӑка Турӑ Сӑмахне тӗпченипе ҫирӗплетме пултаратпӑр (Пс. 1:2, 3). Сӑмахран, Библире пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен, Библи кӗнекисем пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑни ҫинчен е унта Турӑ пирки мӗн калани ҫинчен шухӑшлама пулать. Унсӑр пуҫне, пирӗн малалла та «святой сывлӑшпа килӗшӳллӗн» кӗлтумалла. Ҫакӑ Иегова пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панине пурнӑҫлассине кӗтнӗ май хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха упраса хӑварма пулӑшать (Иуда 20, 21).

Эсир те, Давид патша пекех, Иегова хӑйне кӗтекенсене курса тӑни пирки ан иккӗленӗр. Турӑ ҫавӑн пек ҫынсене чунтан парӑнса юратать (Пс. 32:18, 22). Лайӑххи ҫинчен шухӑшлӑр. Турра мухтӑр. Пухури тӑвансемпе хутшӑнса хавхалану илӗр. Хӑвӑр хаклӑ шанчӑка сӳнме ан парӑр. Ҫакӑ веҫех сире тӳсӗмлӗ пулса Иеговӑна кӗтме пулӑшӗ.

a Исаия 30:18-мӗшӗнче «шанакансем» тесе куҫарнӑ сӑмаха «чӑтӑмсӑррӑн кӗтекенсем» тесе те куҫарма пулать. Ҫакӑ Иегова хамӑра ҫӑлас вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтнинче ним япӑххи те ҫуккине кӑтартса парать.