Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вилнисен мӗнле шанчӑк пур?

Вилнисен мӗнле шанчӑк пур?

Вилӗм пуринпе те хуҫаланать. Вилӗм пурнӑҫа яланлӑхах татать-и? Вилнисем ӗмӗрлӗхех манӑҫа тухӗҫ-ши? Вилнисен мӗнле те пулин шанчӑк пур-и?

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ?

ВИЛНИСЕМ МАНӐҪА ТУХМАН

«Тупӑкра выртакансем пурте... чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Иоанн 5:28, 29, ҪС).

Турӑ вилнисене асра тытать. Кама вӑл асра тытать, ҫавсене пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратӗ.

ВИЛНИСЕНЕ ҪӖР ҪИНЧЕ ПУРӐНМА ЧӖРТСЕ ТӐРАТӖҪ

«Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15).

Миллиард-миллиард ҫын ҫӗр ҫинче мирлӗ пурӑнма пултартӑр тесе вӗсене вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ.

ВИЛӖМРЕН ЧӖРӖЛСЕ ТӐРАССИ ЧӐННИПЕХ ПУЛАТЬ

«[Турӑ] ҫӑлтӑрсен шутне палӑртса хурать; вӗсене ят парса тухать» (Псалом 146:4).

Турӑ кашни ҫӑлтӑрӑн ятне пӗлет пулсан, ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратас текен ҫынсене аса илме пачах та йывӑр мар.