Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗншӗн эпир ватӑлатпӑр тата вилетпӗр?

Мӗншӗн эпир ватӑлатпӑр тата вилетпӗр?

ТУРӐ шутласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен вилмелле пулман. Пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗн, Адампа Евӑн, ӑсӗ-тӑнӗ те, кӗлетки те пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ; вӗсем паянхи кунчченех пурӑнма пултарнӑ. Ҫакӑ Иегова Эдем пахчинче ӳснӗ пӗр йывӑҫ ҫинчен Адама каланӑ сӑмахсенчен питӗ лайӑх курӑнать.

Турӑ Адама каланӑ: «Унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Пултарни 2:17). Адамӑн пурпӗрех ватӑлмалла тата вилмелле пулнӑ пулсан, ӑна ҫакӑн пек асӑрхаттарса калама кирлӗ пулман. Адам ҫав йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫисен кӑна вилӗмлӗ пулса тӑрасса пӗлнӗ.

ТУРӐ ШУТЛАСА ХУНӐ ТӐРӐХ, ҪЫНСЕН ВИЛМЕЛЛЕ ПУЛМАН

Адампа Ева ҫав йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫимесӗрех пурӑнма пултарнӑ, мӗншӗн тесен Эдем пахчинче ҫимӗҫ паракан нумай йывӑҫ ӳснӗ (Пултарни 2:9). Ҫав йывӑҫран ҫименнипе пӗрремӗш ҫынсем хӑйсене Пурнӑҫ Паракана итлесе тӑнине кӑтартнӑ пулӗччӗҫ. Унсӑр пуҫне, итлесе тӑнипе вӗсем Туррӑн вӗсене мӗн туса пурӑнмаллине калама ирӗк пуррине йышӑннине кӑтартнӑ пулӗччӗҫ.

МӖНШӖН АДАМПА ЕВА ВИЛНӖ?

Адампа Ева мӗншӗн вилнине пӗлес тесен пур ҫын ҫине те витӗм кӳнӗ калаҫура мӗн ҫинчен калаҫнине ӑнланмалла. Сатана Шуйттан сӗмсӗр суя сарас тесе ҫӗленпе усӑ курнӑ. Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ пултарнӑ хир кайӑкӗсенчен ҫӗлен пуринчен те чеерех пулнӑ. Ҫӗлен арӑма каланӑ: Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и?» (Пултарни 3:1.)

Ева ҫӗлене ҫапла хуравланӑ: «Эпир йывӑҫсен ҫимӗҫӗсене ҫиме пултаратпӑр, Турӑ: рай варринчи йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫеҫ ан ҫийӗр, терӗ, вӗсене ан тӗкӗнӗр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, терӗ». Вара ҫӗлен каланӑ: «Ҫук, вилместӗр, Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулатӑр». Ҫапла вара Сатана Иегова пирки ҫынсенчен ыррине пытарса усракан суеҫӗ тенӗ (Пултарни 3:2—5).

Ева хӑйне мӗн каланине ӗненнӗ те йывӑҫ ҫине пӑхнӑ. Ҫав йывӑҫ куҫа илӗртнӗ, пӑхма хитре пулнӑ! Ева ун ҫинчен ҫимӗҫне татса илнӗ те ҫиме пуҫланӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫавӑн хыҫҫӑн ҫимӗҫе Адама панӑ, лешӗ те ӑна ҫинӗ (Пултарни 3:6).

Турӑ Адама каланӑ: «Унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (ПУЛТАРНИ 2:17)

Турра хӑйӗн юратнӑ ачисем пӗлсе тӑрсах хӑйне итлеме пӑрахни мӗн тери хурлантарнӑ пулӗ! Вӑл мӗн тунӑ? Иегова Адама каланӑ: «Ҫӗртен пулнӑскер, эсӗ каялла ҫӗре кӗр[ӗн]... эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн» (Пултарни 3:17—19). Ҫавӑн пек пулса тухнӑ та. «Адам пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вӑтӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ» (Пултарни 5:5). Адам урӑх ҫӗрте, калӑпӑр, тӳпере малалла пурӑнма пуҫламан. Иегова ӑна ҫӗртен тӑвиччен вӑл пурӑнман. Ҫавӑнпа та вӑл вилсен, вӑл пурӑнма пӑрахнӑ та унӑн кӗлетки каллех тӑпра пулса тӑнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Питӗ шел!

ПӖР ҪИТМЕНЛӖХСӖР ПУЛМА ПӐРАХНӐ

Турра пӗлсе тӑрсах итлеменнине пула Адампа Ева пӗр ҫитменлӗхсӗр пулма пӑрахнӑ тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас мая ҫухатнӑ. Вӗсем улшӑннӑ — кӑлтӑклӑ тата ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. Адампа Ева итлеменни, вӗсен ҫылӑхӗ, вӗсем ҫине кӑна мар витӗм кӳнӗ. Адампа Ева хӑйсен ӑрӑвне ҫылӑх парса хӑварнӑ. Рим 5:12-мӗшӗнче каланӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын [Адам] урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12).

Библире ҫылӑхпа вилӗме «пур халӑхсене витсе тӑракан» тата «мӗнпур ӑру ҫинче выртакан» вителӗкпе танлаштарнӑ (Исаия 25:7). Ҫак вителӗк, наркӑмӑшлӑ тӗтре пек, пӗтӗм этемлӗхе карса илнӗ, унран ҫӑлӑнӑҫ ҫук. Чӑнах та, «Адам урлӑ пурте» вилеҫҫӗ (1 Коринф 15:22). Тен, сирӗн Павел апостол каланӑ пекех: «Ҫак вӗлерекен ӳтрен кам хӑтарӗ-ши мана?» — текен ыйту сиксе тухрӗ (Рим 7:24). Чӑнах та, кам?