ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ПӖЛӖТРЕ ПУРӐНАКАНСЕН ТӖНЧИ
Пӗлӗтре пурӑнакансене кӑтартакан курӑнусем
Библире темиҫе тӗлӗнмелле курӑну ҫинчен каласа панӑ, вӗсем вара пире пӗлӗтре пурӑнакансен тӗнчине курма май параҫҫӗ. Айтӑр вӗсене тимлӗн пӑхса тухар. Ҫав курӑнусенче мӗн кӑтартнине тӳррӗн ӑнланма кирлӗ мар пулин те, вӗсем пӗлӗтре кам-кам пурӑннине тата пӗлӗтре пурӑнакансем пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарнине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ.
ИЕГОВА — ЧИ АСЛИ
«Тӳпери престол курӑнчӗ, престол ҫинче вара Лараканӗ пур. Лараканӗ ясписпа сардис текен хаклӑ йышши чулсем евӗр йӑлтӑртатать, престол тавра изумруд пек асамат кӗперӗ» (Ӳлӗмхине 4:2, 3, ҪХ).
«Ун тавра ҫиҫсе-ялтӑраса тӑрать. Ҫав йӗри-тавра ҫиҫсе-ялтӑраса тӑни ҫумӑр вӑхӑтӗнче пӗлӗт ҫинче пулакан асамат кӗперӗ евӗрлӗччӗ. Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ курӑнчӗ» (Иезекииль 1:27—2:1).
Иоанн апостолпа Иезекииль пророк илнӗ курӑнусенче Чи Ҫӳлти Туррӑн, Иеговӑн, аслӑлӑхӗпе чаплӑлӑхне кӑтартнӑ. Ҫаксене пурне те ҫынсем ӑнланма пултаракан япаласемпе: йӑлтӑртатса тӑракан хаклӑ йышши чулсемпе, асамат кӗперӗпе тата чаплӑ престолпа — усӑ курса сӑнласа панӑ. Вӗсенче кӑтартнӑ тӑрӑх, ӑҫта Иегова, унта кӑмӑла тыткӑнлакан илемпе лӑпкӑлӑх.
Ҫавӑн пек сӑнласа пани псалом юрлаканӑн сӑмахӗсемпе килӗшсе тӑрать. Вӑл ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа аслӑ, Ӑна пурте мухтавлаҫҫӗ, Вӑл пур турӑран та хӑрушӑ. Халӑхсенӗн туррисем пурте — йӗрӗх, Ҫӳлхуҫа вара тӳпене пултарнӑ. Унӑн умӗнче — мухтавлӑх та аслӑлӑх, Унӑн сӑваплӑ Ҫуртӗнче — хӑват та чаплӑ илем» (Псалом 95:4—6).
Иегова Ҫут тӗнчере Чи Асли пулсан та, вӑл пире хӑйне кӗлтума чӗнет тата пире итлӗп тесе шантарать (Псалом 64:3). Турӑ пире хытӑ юратать тата пирӗншӗн питӗ тӑрӑшать, ҫавӑнпа та Иоанн ҫапла ҫырма пултарнӑ: «Турӑ — юрату вӑл» (1 Иоанн 4:8).
ИИСУС — ТУРРӐН СЫЛТӐМ ЕНЧЕ
«Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ Стефан [Христосӑн вӗренекенӗ] вара ҫӳлелле пӑхнӑ та Туррӑн мухтавлӑхне тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курнӑ та ҫапла каланӑ: „акӑ эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине, Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп“ тенӗ» (Апостолсен ӗҫӗсем 7:55, 56).
Стефан ҫак курӑнӑва куриччен пӗр вӑхӑт маларах, Стефанпа калаҫакан ҫынсемех — иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем — Иисус Христоса вӗлерме тытса панӑ пулнӑ. Ҫав курӑну Иисус чӗрӗ пулнине, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине тата мухтава тухнине ҫирӗплетсе панӑ. Ҫавӑн ҫинчен Павел апостол Эфес 1:20, 21).
акӑ мӗн ҫырнӑ: «[Иегова] Ӑна [Иисуса] вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тӳпере Ӑна Хӑйӗн сылтӑм енне лартнӑ, тӳпери пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран, тӗрлӗ ятран — ҫак ӗмӗрте пӗлекен ятсенчен те, пулас ӗмӗрте пӗлес ятсенчен те — пуринчен те Ӑна асла кӑларнӑ» (Библире Иисус пысӑк вырӑн йышӑнать тесе палӑртнисӗр пуҫне, вӑл, Иегова пекех, ҫынсене питӗ хытӑ юратать тесе те каланӑ. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне чирлисене сыватнӑ тата вилнисене чӗртнӗ. Хӑйӗн пурнӑҫне этемлӗхшӗн панипе вӑл Турра та, ҫынсене те хытӑ юратнине кӑтартнӑ (Эфес 2:4, 5). Халӗ Иисус Иегова Туррӑн сылтӑм енче тӑрать, кӗҫех вӑл хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курса Турра итлекен ҫынсем валли нумай ырӑлӑх туса парӗ.
АНГЕЛСЕМ ТУРӐШӐН ӖҪЛЕҪҪӖ
«Эпӗ [Даниил пророк] ҫакна куртӑм: аслӑ пукансем лартса тухнӑччӗ, Кунӗсемпе Авалхискерӗ [Иегова] аслӑ пукан ҫине ларчӗ... пинӗ-пинӗпе Уншӑн ӗҫлеҫҫӗ, тӗменӗ-тӗменӗпе [ҫӗр миллионӗшӗ] Ун умӗнче тӑраҫҫӗ» (Даниил 7:9, 10).
Ҫак курӑнура Даниил пӗр ангела анчах мар, шутласа кӑларма ҫук нумай ангела курнӑ. Чӑнах та, тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерекен курӑну! Ангелсем питӗ хӑватлӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ. Вӗсем хушшинче серафимсемпе херувимсем пур. Библире ангелсем пирки 250 хут ытла каланӑ.
Ангелсем вӗсем — унччен ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсем мар. Турӑ ангелсене ҫынсене тӑвиччен чылай маларах тунӑ. Иегова ҫӗр никӗсне хывнӑ чухне ангелсем ҫакна сӑнаса тӑнӑ тата «савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ» (Иов 38:4—7).
Шанчӑклӑ ангелсен Турӑшӑн ӗҫлемелли пӗр майӗ вӑл халӗ ҫӗр ҫинче тӑвакан чи кирлӗ ӗҫе хутшӑнасси — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарма пулӑшасси (Матфей 24:14). Ангелсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки Иоанн апостол ҫакӑн пек курӑну илнӗ: «Эпӗ тӳпе варрипе вӗҫсе пыракан тепӗр ангела куртӑм; унӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене — пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те — Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ӗмӗрлӗх Евангели пурччӗ» (Ӳлӗмхине 14:6). Хальхи вӑхӑтра ангелсем ӗлӗкхи пек ҫынсемпе калаҫмаҫҫӗ пулин те, вӗсем ырӑ хыпар саракансене тӳркӑмӑллӑ ҫынсем патне ертсе пыраҫҫӗ.
САТАНА МИЛЛИОН-МИЛЛИОН ҪЫННА УЛТАЛАТЬ
«Тӳпере вӑрҫӑ пуҫланса кайрӗ. Михаилпа [Иисус Христоспа] унӑн ангелӗсем аҫтахапа ҫапӑҫрӗҫ. Аҫтахапа унӑн ангелӗсем те ӑна хирӗҫ вӑрҫма тухрӗҫ. Анчах та вӗсем, ҫӗнтереймен пирки, тӳпери хӑйсен вырӑнне ҫухатрӗҫ. Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ» (Ӳлӗмхине 12:7—9, ҪХ).
Пӗлӗтре яланах мирлӗ пурнӑҫ пулман. Этемлӗх историйӗн пуҫламӑшӗнче влаҫшӑн ҫунакан пӗр ангел Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Ҫапла вӑл Сатана пулса тӑнӑ, ҫакӑ «хирӗҫ тӑракан» тенине пӗлтерет. Каярахпа хӑш-пӗр ангелсем ун майлӑ тӑнӑ. Вӗсене вара демонсем пек пӗле пуҫланӑ. Ҫилӗпе тулнӑскерсем, демонсем хаяррӑн Турра хирӗҫ пыраҫҫӗ. Вӗсен нумай ҫынна Иеговӑн ирӗкне хирӗҫ яма май килнӗ.
Сатанапа унӑн демонӗсем питӗ ирсӗр тата хаяр. Вӗсем — этемлӗхӗн тӑшманӗсем тата ҫынсем тӳсекен асапсенчен нумайӑшӗ вӗсене пула пулса пыраҫҫӗ. Сӑмахран, пӗррехинче Сатана Иов ятлӑ Турра шанчӑклӑ ҫыннӑн выльӑхӗпе тарҫисене вӗлерсе тухнӑ. Унтан вӑл «вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл» кӑларнӑ та Иовӑн вунӑ ачи пулнӑ ҫурта аркатнӑ. Вӗсем пурте вилнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Сатана «Иова ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех хаяр тилҫе сырса илмелле тунӑ» (Иов 1:7—19; 2:7).
Кӗҫех Сатанана чарса лартӗҫ. Ҫак усал ангела ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнӑ пирки вӑл «хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине» пӗлет (Ӳлӗмхине 12:12). Сатанана пӗтерме палӑртса хунӑ. Ҫакӑ, паллах, лайӑх хыпар!
ҪӖР ҪИНЧЕН ИЛНИСЕМ
«Эсӗ [Иисус] пире — тӗрлӗ йӑхрисене, тӗрлӗ чӗлхеллисене, тӗрлӗ халӑхсене, тӗрлӗ ӑрусене... ҫӑлса илтӗн; хамӑрӑн Туррӑмӑр валли пире патшасемпе священниксем турӑн; эпир ӗнтӗ ҫӗр ҫинче [ҫӗрпе] патша пулса тӑрӑпӑр» (Ӳлӗмхине 5:9, 10).
Хӑш-пӗрисене, Иисуса чӗртсе тӑратнӑ пекех, пӗлӗтре пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ. Вӑл хӑйӗн апостолӗсене акӑ мӗн каланӑ: «Сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп. [...] Вара сире, Хампа пӗрле пулччӑр тесе, Хам патӑма илӗп» (Иоанн 14:2, 3).
Пӗлӗте каякансем унта палӑртса хунӑ тӗллевпе каяҫҫӗ. Вӗсем Иисуспа пӗрле пӗлӗтри правительствӑна, е Патшалӑха, кӗрӗҫ. Ҫав Патшалӑх кӗҫех пӗтӗм ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑма пуҫлӗ те ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатӗ. Шӑп ҫав Патшалӑх ҫинчен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла кӗлтума вӗрентнӗ: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» (ПӖЛӖТЕ КАЯКАНСЕМ УНТА МӖН ТӐВӖҪ
«Эпӗ [Иоанн апостол] тӳперен хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл каларӗ: акӑ Турӑ пурӑнакан вырӑн — этемсем хушшинче. [...] Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ» (Ӳлӗмхине 21:3, 4).
Ҫак пророкла курӑну Иисусран тата пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑнисенчен тӑракан Турӑ Патшалӑхӗ Сатанан влаҫне тӗп тӑвас тата ҫӗре рай туса хурас вӑхӑта кӑтартса парать. Этемлӗхе хӗн-асап кӳрекен япаласем урӑх пулмӗҫ. Вилӗм те пӗтӗ.
Вилнӗ тата пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑман миллиард-миллиард ҫынпа мӗн пулӗ? Вӗсене ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ (Лука 23:43).
Ҫак курӑнусем пире Иегова Турӑпа унӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, ҫавӑн пекех шанчӑклӑ ангелсемпе ҫӗр ҫинчен илнисем пире питӗ хытӑ юратнине тата ырӑ тӑвасшӑн пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Пӗлӗтре пурӑнакансем пирки нумайрах пӗлес тесе Иегова Свидетелӗсемпе ҫыхӑнӑр.