Библи мӗн калать?
Армагеддон мӗн вӑл?
Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх,
вӑл ядерлӑ вӑрҫӑ е ҫутҫанталӑк инкекӗ, ӑна пула ҫӗр ҫинчи пур чӗрӗ чун та пӗтет. Эсир мӗн шутлатӑр?
Библи мӗн калать?
Армагеддон вӑл — «Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнчи вӑрҫӑ», ҫавӑн чухне Турӑ пӗтӗм усала пӗтерӗ (Ӳлӗмхине 16:14, 16).
Библирен тата мӗн пӗлме пулать?
Турӑ ҫак вӑрҫа ҫӗре пӗтерес тесе мар, ҫӗре пӗтерекенсенчен хӑтарас тесе пуҫлӗ (Ӳлӗмхине 11:18).
Армагеддон вӑрҫӑ пур вӑрҫа та пӗтерӗ (Псалом 45:9, 10).
Армагеддонра ҫӑлӑнса юлма пулать-и?
Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?
Пулать.
Пулмасть.
Пӗлместӗп.
Библи мӗн калать?
Пур халӑхран тухнӑ «имсӗр-сумсӑр ҫын» «пысӑк асап» вӑхӑтӗнче ҫӑлӑнӗ. Армагеддон — «пысӑк асап» вӑхӑтӗнче пулакан юлашки тапхӑр (Ӳлӗмхине 7:9, 14).
Библирен тата мӗн пӗлме пулать?
Турӑ Армагеддонра май килнӗ таран нумай ҫынна ҫӑлса хӑварасшӑн. Усал ҫынсене вӑл вӗсем улшӑнасшӑн пулмасан ҫеҫ пӗтерет (Иезекииль 18:32).
Библире Армагеддонра мӗнле ҫӑлӑнса юлмаллине ӑнлантарса панӑ (Софония 2:3).