Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Иегова хам тунӑ йышӑнушӑн мана нумай пиллӗх пачӗ

Иегова хам тунӑ йышӑнушӑн мана нумай пиллӗх пачӗ

1939 ҫул пыратчӗ. Ҫӗр варринче тӑрса эпир Миссури штачӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчи Джоплин (АПШ) ятлӑ пӗчӗк хулана кайрӑмӑр. Унта ҫитме сехет ытла кирлӗ пулчӗ. Тул ҫутӑласпа эпир хамӑра уйӑрса панӑ территорире ырӑ хыпар сарса пӗтертӗмӗр — сас-чӳ кӑлармасӑр алӑк айне юлашки буклет чикрӗмӗр. Унтан эпир хӑвӑрттӑн машинӑна лартӑмӑр та тепӗр ушкӑнсемпе тӗл пулас тесе палӑртнӑ вырӑна кайрӑмӑр. Мӗншӗн-ха эпир хӗвел тухичченех тӑтӑмӑр тата ҫав тери васкарӑмӑр? Кӑшт каярах эпӗ веҫех ӑнлантарса парӑп.

ЭПӖ христиансен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Аттепе анне, Фредпа Эдна Молохенсем, Библи Тӗпчекенсемччӗ (Иегова Свидетелӗсемччӗ). 1934 ҫулта эпӗ ҫуралнӑ чухне вӗсем 20 ҫул хушши ӗнтӗ Турӑшӑн хастаррӑн ӗҫленӗ. Аттепе анне мана Иеговӑна юратма вӗрентрӗҫ. Эпир Парсонсра, Канзас штачӗн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнчи пӗчӗк хулара, пурӑнаттӑмӑр. Пирӗн пухура пурте тенӗ пекех святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемччӗ. Эпир пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳреттӗмӗр тата тӑтӑшах ҫынсене Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха каласа параттӑмӑр. Шӑматкун кӑнтӑрла хыҫҫӑн эпир урамра ырӑ хыпар сарса ҫӳреттӗмӗр. Хӑш-пӗр чухне ывӑнаттӑмӑр, анчах та ырӑ хыпар сарса пӗтерсен атте пирӗн кӑмӑла ҫӗклес тесе пире яланах мороженӑй илсе паратчӗ.

Пирӗн пӗчӗк пухӑвӑн территорийӗ питӗ пысӑкчӗ, ун шутне темиҫе пысӑках мар хула тата нумай ферма кӗретчӗҫ. Фермерсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне вӗсем пире час-часах литературӑшӑн йӑран ҫинчен пахча ҫимӗҫ, чӑх айӗнченех ҫӑмартасем е чӗрӗ чӑхсем паратчӗҫ. Ҫакӑ питӗ лайӑхчӗ, мӗншӗн тесен атте салатмалли публикацисемшӗн маларах тӳлесе хуратчӗ, ҫак апат вара ҫемьене тӑрантарма пулӑшатчӗ.

ЫРӐ ХЫПАР САРМАЛЛИ КАМПАНИСЕМ

Пӗррехинче аттепе анне ырӑ хыпар сарма патефон туянчӗҫ. Эпӗ пӗчӗкчӗ, ҫавӑнпа унпа усӑ кураймастӑмччӗ. Анчах та аттепе анне ҫынсем патне тепӗр хут килнӗ чухне е кампа та пулин Библи вӗреннӗ чухне эпӗ вӗсене Рутерфордӑн доклачӗсене яма пулӑшаттӑм, ҫавӑншӑн питӗ савӑнаттӑм.

Атте-аннепе пӗрле рупорлӑ машина патӗнче

Атте пирӗн машина ҫине, 1936 ҫулта кӑларнӑ форд ҫине, рупор тытӑнтарчӗ. Ҫав машина Патшалӑх ҫинчен хыпар сарма питӗ пулӑшатчӗ. Иртен-ҫӳренсене кӑсӑклантарса ярас тесе эпир малтан кӗвӗ яраттӑмӑр, кайран — Библи ҫинче никӗсленнӗ доклада, унтан вара ҫынсене литература сӗнеттӗмӗр.

Пӗррехинче атте ҫав машинӑпа Черривейл (Канзас штачӗ) текен пӗчӗк хулари парка пырса тӑчӗ. Вырсарникунсенче унта нумай ҫын канма пыратчӗ. Полицейскисем ӑна машинӑна паркран илсе лартма хушрӗҫ, анчах та парк тулашӗнче тӑма ирӗк пачӗҫ. Атте вӗсемпе тавлашас темерӗ, вӑл машинӑна ҫывӑхри урамра тӑратрӗ. Ҫав вырӑнтан рупорпа янӑ докладсем канакан ҫынсене лайӑх илтӗнетчӗҫ. Аттепе тата Джерри пиччепе ҫапла майпа ырӑ хыпар сарни мана нумай савӑнӑҫ кӳретчӗ.

30-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче эпир тӑвансене ӑҫта хытӑ хӗсӗрленӗ, ҫав вырӑнсенче ятарлӑ кампанисем ирттереттӗмӗр. Статья пуҫламӑшӗнче каланӑ пек эпир тул ҫутӑличченех тӑрса тухаттӑмӑр, алӑксем айӗнче брошюрӑсем е буклетсем хӑвараттӑмӑр, кайран вара полици тӑвансене тытса кайнипе кайманнине тӗрӗслеме хула хыҫӗнче пуҫтарӑнаттӑмӑр.

Ҫав ҫулсенче эпир тата тепӗр интереслӗ майпа ырӑ хыпар сараттӑмӑр — информаци маршӗсене хутшӑнаттӑмӑр. Эпир хамӑр ҫине плакатсем ҫакса ярса хула тӑрӑх пӗр-пӗрин хыҫҫӑн утаттӑмӑр. Пирӗн хулара иртнӗ пӗр марша лайӑх астӑватӑп. Тӑвансем «Тӗн вӑл — таната тата ултав» тесе ҫырнӑ плакатсемпе утрӗҫ. Вӗсем пӗр ҫухрӑм ҫурӑ иртсен хӑйсем марша пуҫланӑ вырӑна — пирӗн кил патне — таврӑнчӗҫ. Телее, тӑвансене никам та чармарӗ, хӑш-пӗр ҫынсене вара Патшалӑх ҫинчен хыпар интереслентерсе ячӗ.

ПӖРРЕМӖШ КОНГРЕССЕМ

Эпир час-часах ҫемьепе пӗрле Канзасран Техаса конгрессене каяттӑмӑр. Атте Миссури —Канзас—Техас чугун ҫул ҫинче ӗҫлетчӗ, ҫавӑнпа эпир конгрессене е хурӑнташсем патне тӳлевсӗрех ҫӳреттӗмӗр. Аннен пиччӗшӗ, Фред Уисмар, тата унӑн арӑмӗ, Юлейли, Темплра (Техас штачӗ) пурӑнатчӗҫ. Фред кукка чӑнлӑха яш ача чухнех, 1900 ҫулсен пуҫламӑшӗнче, пӗлнӗ. Вӑл шыва кӗнӗ те хӑйӗн йӑмӑкӗсене, ҫав шутрах манӑн аннене те, чӑнлӑха каласа панӑ. Куккана Техасӑн вӑтаҫӗр пайӗнче лайӑх пӗлнӗ, мӗншӗн тесен вӑл унта зоналлӑ надзиратель (ун чухне район надзирателӗсене ҫапла чӗннӗ) пулса ӗҫленӗ. Вӑл ырӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынччӗ, унпа яланах интереслӗччӗ. Фред кукка чӑнлӑха питӗ юрататчӗ. Эпӗ яш ача пулнӑ чухне вӑл ман ҫине лайӑх витӗм кӳчӗ.

1941 ҫулта эпир ҫемьепе пӗрле поездпа Сент-Луиса (Миссури штачӗ) пысӑк конгреса кайрӑмӑр. Ачасене пурне те — 15 000 ачана — ятарласа уйӑрнӑ вырӑна ларма ыйтрӗҫ. Унта эпир Рутерфорд тӑванӑн «Патша ачисем» доклада итлерӗмӗр. Доклад вӗҫленсен Рутерфорд тӑванпа унӑн пулӑшаканӗсем пире кашнине кӗтмен парне — «Ачасем» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке — пачӗҫ.

1943 ҫулхи апрельте эпир пысӑках мар, анчах та паллӑ конгресра пултӑмӑр, вӑл «Вӑй хумалли вӑхӑт» ятлӑччӗ. Ҫав конгресс Коффивилра (Канзас штачӗ) иртрӗ. Унта пур пухура та Теократи ӗҫӗн шкулне ирттерме пуҫлӗҫ тесе пӗлтерӳ турӗҫ. Унсӑр пуҫне, ҫак Шкул валли ятарласа 52 урокран тӑракан брошюра кӑларнӑ. Ҫав ҫулах кӑшт каярах эпӗ пӗрремӗш хут задани турӑм. Ҫав конгресс маншӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулчӗ, мӗншӗн тесен ун чухне эпир тепӗр икӗ тӑванпа пӗрле ҫывӑхри фермӑра сивӗ пӗвере шыва кӗтӗмӗр.

МАНӐН ТӖЛЛЕВ — ВЕФИЛЬТЕ ӖҪЛЕССИ

1951 ҫулта эп шкултан вӗренсе тухрӑм. Манӑн малалла мӗн тумалли пирки йышӑну тумаллаччӗ. Эпӗ Джерри пекех Вефильте ӗҫлесшӗнччӗ, ҫавӑнпа кӑшт вӑхӑт иртсенех Бруклинри Вефильте ӗҫлеме заявлени ҫыртӑм. 1952 ҫулхи мартӑн 10-мӗшӗнче мана унта ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Вефильте ӗҫлеме йышӑну туни мана Иеговӑшӑн тата ытларах тума май пачӗ.

Манӑн литература пичетленӗ ҫӗрте вӑй хурас килетчӗ, анчах та типографире эп ӗҫлесе кураймарӑм. Малтан эпӗ официант пулса ӗҫлерӗм, кайран вара — кухньӑра. Хам туса тӑнӑ ӗҫ мана питӗ килӗшетчӗ, унта эпӗ нумай япалана вӗрентӗм. Сменӑпа ӗҫленине пула эп час-часах Вефилӗн пуян библиотекинче кӑнтӑрла шӑплӑхра хам тӗллӗн Библи вӗренме пултараттӑм. Ҫавна пула манӑн ӗненӳ те, хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусем те ҫирӗпленчӗҫ, Вефильте май ҫитнӗ таран ытларах вӑхӑт хушши ӗҫлес кӑмӑл вара вӑйлансах пычӗ. Джерри Вефильтен 1949 ҫултах куҫса кайрӗ. Вӑл Патришие качча илчӗ, вара вӗсем Бруклинра Вефильтен аякрах мар пурӑнма пуҫларӗҫ. Вефильте ӗҫлеме пуҫласан малтанхи ҫулсенче вӗсем маншӑн тӗрек пулчӗҫ.

Эпӗ Бруклина килсен кӑшт вӑхӑт иртсен вефилецсем хушшинче доклад тӑвакансене суйласа илчӗҫ. Мана та ҫав списока кӗртрӗҫ. Пирӗн ҫывӑхри пухусене те, Вефильтен 320 ҫухрӑма яхӑн аяккарах вырнаҫнӑ пухусене те ҫӳремеллеччӗ. Унта эпир доклад тӑваттӑмӑр тата пухури тӑвансемпе ырӑ хыпар сараттӑмӑр. Пӗрремӗш доклада тунӑ чухне эпӗ питӗ пӑлхантӑм. Ун чухне доклад пӗр сехет патне пынӑ. Ытларах чухне эпӗ пухусене поездпа каяттӑм. Пӗррехинче 1954 ҫулта хӗлле ҫапла пулса тухрӗ. Пуху хыҫҫӑн Нью-Йорка таврӑнас тесе эпӗ поезд ҫине лартӑм. Ҫакӑ вырсарникун кӑнтӑрла пулнӑ, каҫхине вара ман Вефильте пулмалла пулнӑ. Сасартӑк вӑйлӑ ҫил-тӑман вӗҫтерме пуҫларӗ. Замыкани пулчӗ те поезд чарӑнса ларчӗ. Ҫавна пула Нью-Йорка тунтикун ирхи пиллӗкре ҫеҫ ҫитрӗм. Эп метрона вирхӗнтӗм, кайран вара тӳрех Вефиль кухнине чупрӑм. Ун чухне кӑшт кая юлса ҫитрӗм. Поезд тапранасса ҫӗрӗпе кӗтсе ларнине пула пӗр вӑй та ҫукчӗ. Пухусене ҫӳреме ҫӑмӑл мар пулнӑ пулин те, тӑвансемпе ырӑ хыпар сарни тата ҫӗнӗ туссем тупни мана ҫав тери нумай савӑнӑҫ паратчӗ.

WBBR радиостанцире

Вефильте ӗҫленӗ малтанхи ҫулсенче эпӗ WBBR радиостанцире кашни эрнере тухакан Библи вӗренмелли программӑсене хутшӑнаттӑмччӗ. Ҫав радиостанци Колумбия-Хайтс, 124 адреспа вырнаҫнӑччӗ. Нумай ҫул хушши Вефильте ӗҫленӗ Макмиллан тӑван ҫав передачӑсене тӑтӑшах хутшӑнатчӗ. Тусӗсем ӑна Мак тесе чӗнетчӗҫ. Вӑл пире, ҫамрӑк вефилецсене, сӑваплӑ ӗҫе тӳсӗмлӗн туса тӑрас тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартатчӗ.

WBBR передачисем ҫинчен пӗлтерекен хут

1958 ҫулта мана Галаад шкулне вӗренсе пӗтернисене пулӑшма ыйтрӗҫ. Манӑн вӗсене хӑйсене янӑ ҫӗршыва кайма виза илме тата унта куҫса кайма пулӑшмаллаччӗ. Вӑл вӑхӑтра самолетсем ҫине билетсем шутсӑр хаклӑччӗ, ҫавӑнпа та миссионерсенчен сахалӑшӗ ҫеҫ самолетпа вӗҫме пултарнӑ. Ытларах чухне миссионерсен Африкӑна тата Инҫетри Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсене груз турттаракан карапсемпе кайма тиветчӗ. Коммерци авиакомпанийӗсем ӗҫлеме пуҫласан билетсен хакӗ чылай чакрӗ, вара миссионерсем нумайӑшӗ хӑйсен ҫитмелли ҫӗршывсене самолетпа кайма пуҫларӗҫ.

Галаад шкулне пӗтерекенсем валли дипломсем хатӗрлетӗп

КОНГРЕССЕНЕ КАЙНИ

1960 ҫулта мана тӑвансене 1961 ҫулхи пӗтӗм тӗнчери конгрессене ҫитме пулӑшма — АПШран Европӑна ҫитме самолетсене арендӑна илме — ыйтрӗҫ. Эпӗ ҫав конгрессенчен пӗрне, Гамбургра (Германи) иртекеннине, кайрӑм. Конгресс хыҫҫӑн эпир виҫӗ вефилецпа пӗрле арендӑна машина илсе Римри (Итали) филиала кайрӑмӑр. Унтан эпир Пиреней тӑвӗсем урлӑ Францие ҫитрӗмӗр, кайран вара — Испание. Ҫав ҫӗршывра пирӗн организацин ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ пулнӑ. Эпир Барселонӑна литературӑна парнесене чӗркенӗ пек чӗркесе илсе кайрӑмӑр. Испанири тӑвансемпе тӗл пулни питӗ хумхануллӑ самант пулчӗ! Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир Амстердама ҫул тытрӑмӑр, унтан вара каялла Нью-Йорка таврӑнтӑмӑр.

Ҫулталӑкран мана делегатсене тӗрлӗ ҫӗршывсенче иртмелли конгрессене — 1963 ҫулхи «Ӗмӗрлӗх ырӑ хыпар» ятлӑ пӗтӗм тӗнчери конгрессене — ҫитме пулӑшма ыйтрӗҫ. Делегатсен шучӗ 583 пулнӑ. Ҫак пысӑк ушкӑнӑн Европӑри, Азири, Лӑпкӑ океанӑн кӑнтӑр пайӗнчи, Гонолулури (Гавай утравӗсем), юлашкинчен вара Пасадинӑри (Калифорни штачӗ) конгрессене ҫитмелле пулнӑ. Унсӑр пуҫне, делегатсем валли Ливанра тата Иорданире Библире асӑннӑ вырӑнсем тӑрӑх экскурсисем йӗркеленӗ. Эпӗ билетсемпе визӑсене илме тата отельсенче вырӑн йышӑнса хума пулӑшакан Вефилӗн уйрӑмӗнче ӗҫлеттӗмччӗ.

ПУРНӐҪ ҪУЛӖПЕ МӐШӐРПА ПӖРЛЕ ПЫРАТПӐР

1963 ҫул маншӑн тепӗр сӑлтава пула та пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Июнӗн 29-мӗшӗнче эпӗ Лайла Роджерса качча илтӗм, вӑл ҫав вӑхӑталла Вефильте виҫӗ ҫул ӗҫленӗ ӗнтӗ. Мӑшӑрлансан пӗр эрнерен эпир ҫӳлерех асӑннӑ делегатсен ушкӑнӗ ҫумне хутшӑнтӑмӑр. Эпир вӗсемпе пӗрле Грецие, Египета тата Ливана кайрӑмӑр. Бейрутран пирӗн Иордание ҫитмеллеччӗ. Унта вара Туррӑн халӑхӗ хӑйсен ӗҫне ирӗклӗн туса тӑрайман тата ҫав патшалӑх Иегова Свидетелӗсене виза паман, ҫавӑнпа унта ҫитсен мӗн пулать-ши тесе пӑшӑрханаттӑмӑр. Пӗчӗк аэропортӑн тӑрри ҫинче алла плакат тытнӑ тӑвансене курсан эпир ҫав тери тӗлӗнтӗмӗр, ҫав плакат ҫинче «Иегова Свидетелӗсем, ырӑ сунса кӗтетпӗр!» тесе ҫырнӑ пулнӑ. Библире асӑннӑ вырӑнсенче пулма эпир питӗ хавас пултӑмӑр. Эпир патриархсем пурӑннӑ вырӑнсене, Иисуспа апостолсем ырӑ хыпар сарнӑ вырӑнсене тата христианство «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех» ӑҫтан сарӑлма пуҫланӑ, ҫав вырӑнсене кайса куртӑмӑр (Ап. ӗҫ. 13:47).

55 ҫул хушши ӗнтӗ Лайла мана кирек мӗнле ӗҫре те пулӑшса тӑрать. Испанире тата Португалире пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ пулнӑ пулсан та эпир унта темиҫе хутчен те кайса килтӗмӗр. Эпир унти тӑвансене хавхалантарма, вӗсене валли литературӑпа ытти кирлӗ япаласене илсе кайма пултартӑмӑр. Кадис хулинчи (Испани) тӗрмере ларакан тӑвансене те кайса курма май килчӗ. Вӗсен умӗнче доклад туса вӗсене хавхалантарма пултарнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнтӑм.

Патриши тата Джерри Молохенсемпе пӗрле «Ҫӗр ҫинчи мир» конгреса каятпӑр. 1969 ҫул

1963 ҫултан пуҫласа эпӗ тӑвансене пӗтӗм тӗнчери тӗрлӗ конгрессене кайса килме пулӑшаттӑм. Ҫав конгрессем Австралире, Африкӑра, Гавай утравӗсенче, Инҫетри Хӗвелтухӑҫра, Европӑра, Ҫӗнӗ Зеландире, Пуэрто-Рикора, ҫавӑн пекех Вӑтаҫӗр тата Кӑнтӑр Америкӑра иртрӗҫ. Эпир Лайлӑпа пӗрле паллӑ конгрессенчен нумайӑшӗнче пултӑмӑр, ҫав шутрах 1989 ҫулта Варшавӑра (Польша) иртнӗ конгресра та. Унта СССРтан нумай тӑван килнӗччӗ. Ҫав конгресс вӗсемшӗн пӗрремӗш пысӑк конгресс пулчӗ. СССРтан килнӗ тӑвансем хушшинче хӑйсен ӗненӗвӗшӗн нумай ҫул хушши тӗрмере ларнӑскерсем пурччӗ, эпир вӗсенчен хӑш-пӗрисемпе паллашрӑмӑр.

Унсӑр пуҫне, мана Вефиль ҫемйисем патне тата миссионерсем патне хавхалантарас тӗллевпе кайма килӗшетчӗ. Юлашки хутӗнче эпир Кӑнтӑр Корейӑри филиалта пултӑмӑр. Унта эпир Сувон тӗрминче ларакан 50 арҫын тӑванпа тӗл пултӑмӑр. Вӗсем пурте лайӑх шухӑш-кӑмӑллӑччӗ тата ирӗке тухса ырӑ хыпар сарасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетчӗҫ. Вӗсемпе тӗл пулса калаҫни пире мӗн тери вӑйлӑ хавхалантарни ҫинчен сӑмахпа каласа параяс та ҫук! (Рим 1:11, 12.)

ОРГАНИЗАЦИ ӲСНИШӖН САВӐНАТӐП

Эпӗ Иегова хӑйӗн организацине нумай ҫул хушши мӗнле пиллесе тӑнине курса тӑтӑм. 1943 ҫулта, эпӗ шыва кӗнӗ ҫул, пӗтӗм тӗнчипе 100 000-е яхӑн хыпарҫӑччӗ. Халӗ вара 240 ҫӗршывра Иеговӑшӑн 8 000 000 ытла ҫын ӗҫлет. Ырӑ хыпар сарас ӗҫре Галаад шкулне пӗтерекенсем пуринчен ытла пулӑшрӗҫ. Эпӗ хаваспах ҫав миссионерсемпе пӗрле ӗҫлеттӗм тата вӗсене куҫса кайма пулӑшаттӑм.

Ҫамрӑклах Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме йышӑну тунӑшӑн тата Вефильте ӗҫлеме заявлени ҫырнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Иегова мана питӗ нумай пиллӗх пачӗ. Унсӑр пуҫне, эпир Лайлӑпа пӗрле вун-вун ҫул хушши Бруклинри пухусемпе пӗрле ӗҫлесе нумай шанчӑклӑ тус тупрӑмӑр, эпир ҫав тӑвансемпе паян кун та питӗ туслӑ.

Эпир халӗ те Вефильте ӗҫлетпӗр. Эпӗ Лайлӑна мана пулӑшса тӑнӑшӑн питӗ пархатарлӑ. 84-ра пулсан та эпӗ Туррӑн ӗҫӗнче малалла та вӑй хуратӑп — филиалӑн корреспонденцийӗпе ӗҫлетӗп, ҫавӑншӑн питӗ савӑнатӑп.

Лайлӑпа пӗрле

Иеговӑн чаплӑ организацийӗнче пулни тата Турӑшӑн ӗҫлекенсемпе уншӑн ӗҫлемен ҫынсем хушшинчи уйрӑмлӑх пысӑкланса пынине курни мӗн тери пысӑк телей! Халӗ эпир Малахия 3:18-мӗшӗнчи ҫак сӑмахсене тата лайӑхрах ӑнланатпӑр: «Ун чухне эсир каллех тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха куратӑр». Сатанан тӗнчи хытӑрах та хытӑрах пайланса пыни, ҫынсем шанчӑка ҫухатни тата телейсӗр пулни кунран-кун уҫҫӑнрах курӑнать. Иеговӑна юратакан тата уншӑн ӗҫлекен ҫынсем вара ҫак йывӑр саманара та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ тата малашлӑха ҫирӗп шанчӑкпа пӑхаҫҫӗ. Ырӑ хыпар пӗлтересси пирӗншӗн мӗн тери пысӑк чыс! (Матф. 24:14.) Турӑ Патшалӑхӗ ҫак усал тӗнчене пӗтерсе ҫӗр ҫинче рай тӑвасса эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр, ҫав кун вара хӑвӑртах ҫитӗ. Ун чухне ҫӗр ҫинчи кашни ҫын сып-сывӑ, телейлӗ пулӗ тата ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнма пултарӗ.