Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пӗр-пӗрне хавхалантарни халӗ нихҫанхинчен те кирлӗрех

Пӗр-пӗрне хавхалантарни халӗ нихҫанхинчен те кирлӗрех

«Пӗр-пӗрне... хавхалантарса пырар. ...Ҫав Кун ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе пурӑнар» (ЕВР. 10:24, 25).

ЮРӐСЕМ: 90, 87

1. Мӗншӗн Павел апостол еврей христианӗсене пӗр-пӗрне тата ытларах хавхалантарма ӳкӗтленӗ?

МӖНШӖН пирӗн ыттисене хавхалантарма вӑй хумалла? Хуравне эпир Павел апостол еврей христианӗсем патне ҫырнӑ ҫырура тупатпӑр. Вӑл ҫырнӑ: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар. Хӑш-пӗр ҫынсенӗн йӑлине кура пирӗн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахас марччӗ; ҫав Кун ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе пурӑнар» (Евр. 10:24, 25). Пилӗк ҫул та иртмен, Иерусалимра пурӑнакан еврей христианӗсем Иеговӑн кунӗ ҫывхарса килнине тата Иисус хушнӑ пек хуларан тармаллине ӑнланса илнӗ (Лука 21:20—22; Ап. ӗҫ. 2:19, 20). Иеговӑн кунӗ пирӗн эрӑри 70 ҫулта ҫитнӗ: ҫав ҫул римлянсем Иегова Иерусалим пирки йышӑннӑ приговора пурнӑҫланӑ.

2. Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне хавхалантарас тесе тата ытларах вӑй хумалла?

2 Пирӗн вӑхӑтра Иеговӑн «аслӑ та питӗ хӑрушӑ» кунӗ ҫывхарса килни пирки эпир те иккӗленместпӗр (Иоиль 2:11). Софония пророк каланӑ: «Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ кунӗ ҫывӑхрах ӗнтӗ, ҫывӑхрах, питӗ васкаса килет» (Соф. 1:14). Ҫак асӑрхаттарса калани хальхи вӑхӑтра пур ҫынна та пырса тивет. Ҫавӑнпа пирӗн Павел апостол: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар»,— тесе чӗнсе каланине тимлемелле (Евр. 10:24). Пирӗн пухури тӑвансемпе тата ытларах интересленмелле, вара кирлӗ вӑхӑтра вӗсене хавхалантарма пултарӑпӑр.

КАМА ХАВХАЛАНТАРМАЛЛА?

3. Павел апостол ыттисене хавхалантармалли пирки мӗн ҫырнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Ытарӑшсем 12:25-мӗшӗнче каланӑ: «Чӗри тӗлкӗшни этеме хавшатать, ырӑ сӑмах вара — савӑнтарать». Ҫакӑнпа пурте килӗшеҫҫӗ. Вӑхӑтран вӑхӑта пире пурсӑмӑра та ырӑ сӑмахпа хавхалантарни кирлӗ. Павел палӑртнӑ тӑрӑх, ыттисене хавхалантарма кам ҫине явап хунӑ, ҫавсене хӑйсене те тӗреклетмелле. Римри христиансем патне вӑл ҫырнӑ: «Манӑн сирӗнпе курнӑҫса Турӑ Сывлӑшӗн пархатарӗпе сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетесчӗ. Тӗл пулсассӑн эпир пӗрлехи ӗненӳ вӑйӗпе хавхаланӑттӑмӑр, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулӑттӑмӑр» (Рим 1:11, 12, ҪХ). Ыттисене ялан хавхалантарса тӑракан Павела хӑйне те хӑш-пӗр чухне тӗреклетни кирлӗ пулнӑ. (Рим 15:30—32 вуласа пар.)

4, 5. Пирӗн кама хавхалантармалла тата мӗншӗн?

4 Хӑйсене шеллемесӗр Турӑшӑн ӗҫлекен тӑвансем пурте мухтанине тивӗҫлӗ. Тӗслӗхрен, пионерсем. Вӗсенчен нумайӑшӗ пионер пулса ӗҫлеме пуҫлас тесе йывӑрлӑхсем тӳсме хатӗр пулнӑ. Миссионерсем, вефилецсем, район надзирателӗсемпе вӗсен арӑмӗсем пирки тата куҫаракансен аякри офисӗсенче ӗҫлекенсем пирки те ҫавнах калама пулать. Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе вӗсен пурин те хӑйсен пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем тума тивнӗ. Мӗншӗн-ха вӗсене ҫавӑншӑн мухтас мар? Хӑш-пӗр тӑвансем вара хӑйсен лару-тӑрӑвне пула унчченхи пекех Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеймеҫҫӗ. Ҫак тӑвансене те ырӑ сӑмах калани вӗсен чунне ӑшӑтать.

5 Унсӑр пуҫне, «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» кӑна мӑшӑрланма юрать текен хушӑва пӑсас мар тесе ҫемье ҫавӑрмасӑр пурӑнакан тӑвансене те хавхалантармалла (1 Кор. 7:39). Арӑмӗ те упӑшки ӑна ӗҫчен пулнӑшӑн ырласан питӗ савӑнать (Ытар. 31:28, 31). Хӗсӗрленине е чирленине пӑхмасӑрах Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракан христиансене те хавхалантаракан сӑмахсем питӗ кирлӗ (2 Фес. 1:3—5). Иегова та, Христос та ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенсене пурне те йӑпатаҫҫӗ. (2 Фессалоника 2:16, 17 вуласа пар.)

СТАРЕЙШИНӐСЕН ЫТТИСЕНЕ ХАВХАЛАНТАРМАЛЛА

6. Исаия 32:1, 2 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ тӑрӑх, старейшинӑсен мӗн тумалла?

6 Исаия 32:1, 2 вуласа пар. Ҫак йывӑр вӑхӑтра ҫӑмӑллӑнах хуйха ӳкме пулать. Иисус Христос пире хавхалантарас тесе святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑванӗсемпе тата «аслӑ ҫынсемпе», урӑхла каласан, урӑх сурӑхсем хушшинчи старейшинӑсемпе, усӑ курать. Пухури старейшинӑсем пирӗн ӗненӳпе хуҫаланасшӑн мар, вӗсем пире Турӑшӑн савӑнӑҫпа тата шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшасшӑн (2 Кор. 1:24).

7, 8. Старейшинӑсем ыттисене сӑмахпа тата ӗҫпе мӗнле хавхалантарма пултараҫҫӗ?

7 Ыттисене мӗнле хавхалантармаллине старейшинӑсем Павел апостолтан вӗренме пултараҫҫӗ. Хӗсӗрленине тӳсекен Фессалоникӑри христиансем патне вӑл акӑ мӗн ҫырнӑ: «Сирӗншӗн ҫапла тӑрӑшса, сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне ҫеҫ пӗлтерме мар, хамӑр чунӑмӑра та пама хатӗр пултӑмӑр — эсир пирӗншӗн ҫапла хаклӑ пулса тӑтӑр» (1 Фес. 2:8).

8 Старейшинӑсем ӑшӑ сӑмах калани ыттисене питӗ хавхалантарма пултарать. Анчах та ҫакӑ яланах ҫителӗклӗ-ши? Павел Эфесри старейшинӑсене каланӑ: «Ҫапла тӑрӑшса эпӗ халсӑррисене пулӑшса тӑмаллине, Иисус Ҫӳлхуҫамӑр сӑмахне асра тытса тӑма кирлине сире пур ӗҫпе те кӑтартса патӑм — Вӑл Хӑй ҫапла: „илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать“ тенӗ» (Ап. ӗҫ. 20:35). Павел ҫав тӑвансемшӗн тӑкакланма хатӗр пулнӑ, хӑйне пӗртте хӗрхенмен. Вӗсемшӗн тем тума та хатӗр пулнине вӑл ӗҫпе кӑтартнӑ (2 Кор. 12:15). Старейшинӑсен те тӑвансене сӑмахпа ҫеҫ хавхалантармалла мар, вӗсене ӗҫпе те пулӑшмалла (1 Кор. 14:3).

9. Канаш памалла чухне старейшинӑсен тӑвана хавхалантарас тесен мӗн тумалла?

9 Тӑвансене пулӑшас тесе хӑш-пӗр чухне старейшинӑсен канаш памалла. Анчах та ун пек чухне те вӗсен тӑвана хавхалантарма тӑрӑшмалла. Ҫапла тума вӗренме вӗсене Библири тӗслӗхсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Иисус Христос старейшинӑсене лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн унӑн Кӗҫӗн Азири хӑш-пӗр пухусене хытӑ асӑрхаттарса канаш пама тивнӗ. Вӑл ҫавна мӗнле тунӑ-ха? Эфесри, Пергамри тата Фиатирӑри пухусене канаш парас умӗн Иисус малтан вӗсене мухтанӑ (Ӳлӗм. 2:1—5, 12, 13, 18, 19). Лаодикири пухӑва вара вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн» (Ӳлӗм. 3:19). Канаш памалла чухне старейшинӑсем Иисусран тӗслӗх илме тӑрӑшаҫҫӗ.

СТАРЕЙШИНӐСЕН КӐНА ХАВХАЛАНТАРМАЛЛА МАР

Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир хӑвӑр ачасене ыттисене хавхалантарма вӗрентетӗр-и? (10-мӗш абзаца пӑхӑр.)

10. Эпир пурсӑмӑр та пӗр-пӗрне мӗнле тӗреклетме пултаратпӑр?

10 Тӑвансене хавхалантарасси старейшинӑсен ӗҫӗ кӑна мар. Павел христиансене пурне те: «Сирӗн чӗлхе-ҫӑвартан... ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах анчах тухтӑр: итлесе тӑракансене вӑл ырӑлӑх кӳтӗр»,— тесе чӗнсе каланӑ (Эф. 4:29). Пирӗн пурсӑмӑрӑн та ыттисене хӑш енчен пулӑшу кирлине асӑрхама тӑрӑшмалла. Еврей христианӗсем патне Павел ҫырнӑ: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ лапсӑрах кайнӑ аллӑрсене ҫӗклӗр, вӑйсӑрланнӑ чӗркуҫҫийӗрсене тӗреклӗлетӗр, тӳрӗ ҫулпа ҫӳрӗр — уксахлакан ура пӑрӑнса ан кайтӑр, тӳрлентӗр» (Евр. 12:12, 13). Эпир пурте, ҫав шутрах ачасем те, ыттисен вӑйсӑрланнӑ аллисемпе чӗркуҫҫийӗсене тӗреклетме пултаратпӑр.

11. Депрессипе асапланнӑ вӑхӑтра Мартӑна мӗн пулӑшнӑ?

11 Марта * ятлӑ пӗр хӗрарӑм тӑван, пӗр вӑхӑт депрессипе асапланнӑскер, акӑ мӗн ҫырнӑ: «Пӗррехинче эпӗ мана хавхалантаракан кам та пулин тупӑнтӑрччӗ тесе кӗлтурӑм. Ҫав кунах эпӗ кӗтмен ҫӗртен пӗр ватӑ хӗрарӑм тӑвана тӗл пултӑм. Вӑл манпа ырӑ кӑмӑллӑ пулчӗ, манӑн туйӑмсене ӑнланма тӑрӑшрӗ. Ҫавӑн чухне мана шӑпах ҫакӑ кирлӗччӗ. Тата вӑл хӑй те ҫакнашкал йывӑрлӑха тӳссе курни ҫинчен каласа пачӗ. Унпа калаҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ хама унчченхи пекех пӗчченӗн туймастӑп». Тен, ҫав ватӑ тӑван хӑй мӗн калани Марта ҫине мӗнле витӗм кӳнине пӗлмен те.

12, 13. Филиппӑ 2:1—4 сӑвӑ йӗркисенчи канашпа мӗнле усӑ курма пулать?

12 Павел Филиппӑри христиансене пурне те ҫапла канаш панӑ: «Эсир ӗнтӗ Христос вӗрентнӗ пек пӗр-пӗрне лӑплантаратӑр пулсан, пӗр-пӗрне юратнипе савӑнса пурӑнатӑр пулсан, пӗр-пӗринпе чун-чӗререн хутшӑнатӑр пулсан, сирӗн ҫынна хӗрхенесси, ҫыншӑн хуйхӑрасси пулсан, манӑн савӑнӑҫӑма тата туллирех тӑвӑсӑрччӗ: сирӗн шухӑшӑрсем пӗр пулччӑр, пӗр-пӗрне юратӑр, пӗр чунлӑ, пӗр шухӑшлӑ пулӑр; нимӗне те тупӑшса е мухтанса ан тӑвӑр, йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр. Кашнийӗ пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те тӑрӑштӑр» (Флп. 2:1—4).

13 Ҫапла, пухури тӑвансене хавхалантарас тесен пирӗн пурин те вӗсене хӗрхенмелле, йӑпатмалла, юратмалла тата вӗсемшӗн тӑрӑшмалла.

ХАВХАЛАНТАРМАЛЛИ МАЙСЕМ

14. Иеговӑн ӗҫлекенӗсене мӗн хавхалантарма пултарать?

14 Эпир кама чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшнӑ, ҫав ҫынсем Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнине пӗлни питӗ хавхалантарать. Иоанн апостолӑн та ҫакнашкал туйӑмсем пулнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «„Манӑн ачамсем чӑнлӑхпа пурӑнаҫҫӗ“ теекен хыпартан савӑнӑҫлӑрах хыпар ҫук маншӑн» (3 Иоанн 4). Пионерсенчен нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсем кама Библи вӗренме пулӑшнӑ, ҫавсем нумай ҫул хушши Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнине, хӑшӗ-пӗрисем вара пионерсем пулса ӗҫленине курса питӗ савӑнаҫҫӗ. Пионер хуйха ӳкнӗ пулсан, эпир ӑна унччен вӑл мӗн чухлӗ ырӑ ӗҫ туни ҫинчен аса илтерсе унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерсе яма пултаратпӑр.

15. Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене мӗнле хавхалантарма пулать?

15 Район надзирателӗсем нумайӑшӗ каласа панӑ тӑрӑх, пӗр-пӗр пухӑва килсен тӑвансем тав сӑмахӗсене ҫырса пӗчӗк открыткӑсем парнелени вӗсене тата вӗсен арӑмӗсене те хавхалантарсах ярать. Ҫавӑн пекех старейшинӑсене, миссионерсене, пионерсене тата вефилецсене йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑшӑн мухтамалла. Ҫапла майпа эпир вӗсене хамӑр кӗтнинчен те ытларах хавхалантарма пултаратпӑр.

КАШНИЕХ ЫТТИСЕНЕ ХАВХАЛАНТАРМА ПУЛТАРАТЬ

16. Кама та пулин хавхалантарас тесен мӗн тума пулать?

16 Пире ыттисемпе хутшӑнма ҫӑмӑлах мар пулсан, никама та хавхалантарма пултараймастӑп тесе шутламалла мар. Тӗрӗссипе вара ҫакна тума йывӑрах мар — хӑш-пӗр чухне ӑшшӑн йӑл кулни те ҫителӗклӗ. Ҫын пире хирӗҫ йӑл кулмарӗ пулсан, тен, унӑн мӗнле те пулин йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Ун пек чухне эсир ӑна тимлӗ итленипе те йӑпатма пултаратӑр (Иак. 1:19).

17. Питӗ куляннӑ вӑхӑтра пӗр ҫамрӑк тӑвана мӗн пулӑшнӑ?

17 Анри ятлӑ пӗр ҫамрӑк христианина хӑйӗн ҫывӑх тӑванӗсем, ҫав шутрах старейшина пулса ӗҫленӗ ашшӗ те, чӑнлӑха хӑварни питӗ кулянтарнӑ. Район надзирателӗ ҫавна асӑрханӑ та ӑна кафене чӗннӗ. Анри хӑйӗн чӗрине уҫса панӑ чухне вӑл тимлӗ итленӗ. Ҫав калаҫу хыҫҫӑн Анри хӑй Турра шанчӑклӑ тӑрса юлсан кӑна хӑйӗн тӑванӗсене пухӑва каялла таврӑнма пулӑшма пултарассине ӑнланса илнӗ. Унсӑр пуҫне, 45-мӗш псалома, Софония 3:17 тата Марк 10:29, 30 сӑвӑ йӗркисене вулани те унӑн чунне лӑплантарнӑ.

Эпир пурте пӗр-пӗрне тӗреклетме тата хавхалантарма пултаратпӑр (18-мӗш абзаца пӑхӑр.)

18. а) Соломон патша ыттисене хавхалантармалли пирки мӗн ҫырнӑ? ӑ) Павел апостол христиансене мӗнле канаш панӑ?

18 Мартӑпа Анри тӗслӗхӗсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? Эпир пурте хуйха ӳкнӗ тӑвансене хавхалантарма тата йӑпатма пултаратпӑр. Соломон патша ҫырнӑ: «Вӑхӑтра каланӑ сӑмах мӗн тери лайӑх! Савӑк куҫ чуна савӑнтарать, ырӑ хыпар шӑмма-шакка тӗреклӗлетет» (Ытар. 15:23, 30). Унсӑр пуҫне, хуйхӑракан тӑвансене пирӗн публикацисенчен мӗн те пулин вуласа пама пулать. Павел каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, Патшалӑх юррисене пӗрле юрлани те кӑмӑла ҫӗклеме пултарать. Вӑл ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫана аслӑласа ырӑ кӑмӑлпа чунтан-вартан псаломсем, мухтав юррисем юрласа вӗрентсе, пӗрне-пӗри ӑса кӳртӗр [«хавхалантарӑр», ҪТ]» (Кол. 3:16; Ап. ӗҫ. 16:25).

19. Мӗншӗн халӗ пӗр-пӗрне хавхалантарни питӗ кирлӗ тата ҫав тӗлӗшрен пирӗн мӗн тумалла?

19 Иеговӑн кунӗ ҫывхарса килнӗҫемӗн пирӗн пӗр-пӗрне нихҫанхинчен те ытларах хавхалантармалла (Евр. 10:25). Ҫавӑнпа та Павел панӑ канаша тытса тӑрар: «Пӗр-пӗрне хавхалантарса, тӗреклетсе тӑрӑр» (1 Фес. 5:11, ҪТ).

^ 11 абз. Ятсене улӑштарнӑ.