Миҫе сехет?
МИҪЕ сехет пулнине пӗлес тенӗ чухне эсир мӗн тӑватӑр? Сехет ҫине пӑхатӑр пулӗ. Сирӗнтен «Миҫе сехет?» тесе ыйтрӗҫ пулсан вара? Эсир мӗнле хуравлани хӑвӑр ӑҫта пурӑннинчен килет.
Калӑпӑр, сирӗн кӑнтӑрла иртни пӗр сехет те вунпилӗк минут тесе каламалла. Пӗрисем 1:15 тейӗҫ, теприсем — 13:15, виҫҫӗмӗшсем вара иккӗ ҫине кайни вунпилӗк минут тейӗҫ.
Библи вуланӑ чухне эсир, тен, ҫав вӑхӑтри ҫынсем талӑка мӗнле пайлани ҫинчен шухӑшланӑ. Еврей Ҫырӑвӗсенче «каҫ», «ирхине» тата «кӑнтӑрла» текен сӑмахсем тӗл пулаҫҫӗ (Пулт. 8:11; 19:27; 43:16; Сак. аст. 28:29; 3 Патш. 18:26). Анчах та вӑхӑта тӗрӗсрех палӑртса калани те пур.
Ӗлӗк-авал хуласенче хуралҫӑсем пулнӑ. Вӗсем уйрӑмах ҫӗрле хуралта тӑнӑ. Нумай ӗмӗр хушши израильтянсем каҫа виҫӗ пая пайланӑ, вӗсене «хурал вӑхӑчӗсем» тенӗ. Тӗслӗхрен, Тухни 14:24-мӗшӗнче «ирхи хурал вӑхӑчӗ» тенӗ. Иисус ҫӗр ҫине килнӗ чухне еврейсем, грексемпе римлянсем пекех, каҫа тӑватӑ хурал вӑхӑчӗ ҫине пайлама пуҫланӑ.
«Хурал вӑхӑчӗ» текен сӑмах майлашӑвӗ Евангелисенче пӗрре ҫеҫ мар тӗл пулать. Тӗслӗхрен, Иисус кимӗре ларакан вӗренекенӗсем патне шыв тӑрӑх утнӑ чухне «ҫӗрлехи тӑваттӑмӗш хурал вӑхӑчӗ» пулнӑ (Матф. 14:25). Пӗр ытарӑшра вара Иисус ҫапла каланӑ: «Хуҫи килнӗ тӗле сыхӑ тӑракан чурасем телейлӗ... Вӑл иккӗмӗш хурал черетӗнче таврӑнсан та, виҫҫӗмӗш хурал черетӗнче таврӑнсан та чурисем ҫаплах сыхӑ тӑраҫҫӗ пулсан — ҫав чурасем телейлӗ» (Лука 12:37, 38).
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла та каланӑ: «Сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫурт хуҫи хӑҫан килессине — те каҫпа, те ҫӗр варринче, те автан авӑтнӑ вӑхӑтра, те ирхине — пӗлместӗр» (Марк 13:35). Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне вӑл каҫхи тӑватӑ хурал вӑхӑтне асӑннӑ. Вӗсенчен пӗрремӗшӗ, «каҫ», хӗвел ансан пуҫланнӑ та каҫхине тӑххӑрсенче вӗҫленнӗ. Иккӗмӗшӗ, «ҫӗр варри», тӑххӑрсенчен ҫур ҫӗрччен тӑсӑлнӑ. Виҫҫӗмӗшӗ, «автан авӑтнӑ вӑхӑт»,— ҫур ҫӗртен пуҫласа ирхи пӗр виҫҫӗччен. Иисуса тытса кайнӑ каҫ автан, тен, шӑп виҫҫӗмӗш хурал вӑхӑтӗнче авӑтнӑ (Марк 14:72). Тӑваттӑмӗш хурал вӑхӑчӗ вара, «ир», виҫҫӗсенчен пуҫласа хӗвел тухиччен пынӑ.
Ӗлӗк-авал хальхи вӑхӑтра усӑ куракан сехетсем пулман пулсассӑн та, ҫынсем миҫе ҫитнине палӑртас тесе талӑка хӑйсем майлӑ пайланӑ.