Иеговӑн ырӑлӑхне пула эпир унӑн харпӑрлӑхӗ
Иеговӑн ырӑлӑхне пула эпир унӑн харпӑрлӑхӗ
«Эпир — ялан Ҫӑлаканӑн [«Иеговӑн», ҪТ]» (РИМ 14:8).
1, 2. а) Эпир мӗнле хисепе тивӗҫлӗ пулнӑ? ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?
«ЫТТИ пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм [е харпӑрлӑхӑм] пулӑр»,— тенипе Иегова Израиль халӑхне пысӑк чыс тунӑ (Тух. 19:5). Паянхи куна илес пулсан, христиансен пухӑвӗнчи ҫынсем те Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулас хисепе тивӗҫлӗ пулнӑ (1 Пет. 2:9; Апок. 7:9, 14, 15). Ҫакӑ ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пиллӗхсем парса тӑма пултарать.
2 Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулни — пысӑк чыс кӑна мар, ҫавӑн пекех яваплӑх. Кам та пулин шухӑшлама пултарать: «Иегова манран мӗн кӗтет, ҫавна тума пултарӑп-ши? Эпӗ хӑҫан та пулин ҫылӑха кӗрсен, вӑл мана юрӑхсӑр тесе сирсе ямӗ-ши? Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулнине пула эпӗ хамӑн ирӗклӗхе ҫухатмӑп-ши?» Ҫавӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшланинче ним япӑххи те ҫук. Анчах малтан тепӗр ыйтӑва пӑхса тухмалла: «Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулни ҫынна мӗнле усӑ парать?»
Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулни телей кӳрет
3. Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытни Раава мӗнле усӑ панӑ?
3 Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулни ҫынсене усӑ парать-и? Авалхи Иерихон хулинче пурӑннӑ Раав ятлӑ аскӑн хӗрарӑмӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Паллах ӗнтӗ, ӑна мӗн ачаранах, вӑл Ханаан туррисене ирсӗррӗн пуҫҫапса пурӑнтӑр тесе пӑхса ӳстернӗ. Ҫапах та Иегова Израиль халӑхне панӑ ҫӗнтерӳсем ҫинчен илтсен, Иегова — чӑн Турӑ пулнине Раав ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ суйласа илнӗ халӑхӗн ҫыннисене ҫӑлас тесе хӑйӗн пурнӑҫне те шеллемен, ҫапла вара вӑл хӑйӗн пуласлӑхне вӗсен аллине шанса панӑ. Библире каланӑ: «Аскӑн арӑм Раав ҫӗр тишкӗрсе ҫӳрекенсене хӑй ҫуртне кӗртсе, вӗсене урӑх ҫулпа кӑларса янӑ ӗҫӗпе тӳрре тухман-и вара?» (Иак. 2:25). Туррӑн таса халӑхӗ — Туррӑн Законӗ урлӑ юрату тата тӗрӗслӗх ҫулӗпе ҫӳреме вӗрентнӗ халӑхӗ — шутне кӗни ӑна мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Унчченхи пек пурӑнма пӑрахни ӑна мӗн тери пысӑк телей панӑ пулӗ! Вӑл Израиль ҫыннине качча тухнӑ, унӑн ывӑлӗ, Вооз, вара ӳссе ҫитӗнсен Туррӑн питӗ лайӑх ӗҫлекенӗ пулса тӑнӑ (Иис.Н. 6:25; Руфь 2:4—12; Матф. 1:5, 6).
4. Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытни Руфе мӗнле пиллӗхсем панӑ?
4 Моав ҫӗрӗнче пурӑнакан Руфь те Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑ. Ҫамрӑк чухне, тен, вӑл Хамос турра тата Моаври ытти турӑсене пуҫҫапса пурӑннӑ пулӗ, анчах каярахпа вӑл чӑн Турӑ, Иегова, ҫинчен пӗлнӗ те Израиль ҫыннине, Моав ҫӗрне хӳтлӗх шырама килнӗскере, качча тухнӑ. (Руфь 1:1—6 вуласа пар.) Каярахпа, Руфь тата унӑн упӑшкин пӗртӑванӗн арӑмӗ Орфа хӑйсен Ноеминь ятлӑ хунямӑшӗпе Вифлеема кайма тухнӑ. Ноеминь ҫав ҫамрӑк хӗрарӑмсене, вӗсене Израильте ҫӑмӑлах мар пулнӑ пулӗччӗ тесе, килӗсене таврӑнма ӳкӗтленӗ. Орфа хӑйӗн халӑхӗпе хӑйӗн туррисем патне таврӑннӑ, Руфь тӑрса юлнӑ. Руфь хӑй мӗнле ӗненнӗ, ҫавӑн пек тунӑ тата вӑл камӑн харпӑрлӑхӗ пулас килнине пӗлнӗ. Вӑл Ноемине каланӑ: «Сана пӑрахса хӑварса, санран уйӑрӑлса каясси ан пултӑр; эсӗ ӑҫта кайӑн, эпӗ те ҫавӑнта пырӑп; эсӗ ӑҫта пурӑнӑн, эпӗ те ҫавӑнтах пурӑнӑп; сан халӑху ман халӑх, сан Турру ман Турӑ» (Руфь 1:15, 16). Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнине пула вӑл Туррӑн Законӗнче тӑлӑх арӑмсене, чухӑнсене тата ҫӗрсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсене пулӑшма панӑ йӗркепе усӑ курнӑ. Иеговӑн хӳтлӗхӗнче вӑл телей те, хӑрушсӑрлӑх та тупнӑ.
5. Иеговӑна шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан ҫынсем пирки эсир мӗн калама пултаратӑр?
5 Эсир, тен, хӑйсене Иеговӑна халалланӑ хыҫҫӑн вуншар ҫул хушши уншӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан ҫынсене пӗлетӗр пулӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни вӗсене мӗнле пиллӗхсем пани ҫинчен ыйтса пӗлӗр. Пурин те йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ, анчах фактсем псалом юрлакан каланӑ сӑмахсем тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫана хӑйсенӗн Турри тунӑ халӑх телейлӗ» (Пс. 143:15).
Иегова пирӗнтен эпир пултарайманнине тума ыйтмасть
6. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине тума пултараймастпӑр тесе мӗншӗн хӑрама кирлӗ мар?
6 Эсир, тен, Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине тума пултарасси пирки иккӗленетӗр. Туррӑн ӗҫлекенӗ пулса унӑн законӗсене тытса пурӑнасси тата унӑн ячӗпе ырӑ хыпар каласа ҫӳресси пирӗнтен пулмасть тесе пӑшӑрханатӑр. Сӑмахран, Моисее илер. Ӑна Израиль халӑхӗ тата Египет патши патне хыпарпа ярсан, вӑл ку манран пулмасть тесе шутланӑ. Анчах Турӑ Моисейран вӑл пултарайманнине тума ыйтман. Иегова Моисее мӗн тумаллине вӗрентнӗ. (Тухни 3:11; 4:1, 10, 13—15 вуласа пар.) Моисей ҫав пулӑшӑва йышӑннӑ пирки Туррӑн ирӗкне туни ӑна савӑнӑҫ кӳнӗ. Иегова пирӗнтен те эпир пултарайманнине тума ыйтмасть. Вӑл пирӗн ҫитменлӗхсем пуррине ӑнланать тата унӑн пире пулӑшас килет (Пс. 102:14). Иисусӑн вӗренекенӗ пулса Турӑшӑн ӗҫлесе тӑни халтан ямасть, вӑй парса тӑрать, мӗншӗн тесен эпир ҫавӑн пек пурнӑҫпа пурӑнни ыттисене усӑ парать тата Иеговӑн чӗрине савӑнтарать. Иисус каланӑ: «Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп. Ман ӗҫӗме йышӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ лӑпкӑ, йӑваш кӑмӑллӑ» (Матф. 11:28, 29).
7. Мӗншӗн Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет, ҫавна тума вӑл пире пулӑшасса шанма пултаратӑр?
7 Иегова тата унӑн вӑйӗ ҫине шанса тӑнӑ чухне вӑл пире яланах пулӑшса тӑрӗ. Сӑмахран, Иеремия хитре калаҫма пултарайман пулас. Иегова ӑна хӑйӗн пророкӗ пулма лартсан, Иеремия каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа Патша Иегова! Эпӗ калаҫма пӗлместӗп вӗт, эпӗ ытла ҫамрӑк». Каярахпа вӑл: «Унӑн ячӗпе урӑх каламӑп»,— тесе те каланӑ (Иер. 1:6; 20:9, ҪТ). Ҫапах та Иегова пулӑшнине пула Иеремия 40 ҫул хушши ҫынсен кӑмӑлне кайман хыпара каласа ҫӳренӗ. Иегова ӑна пулӑшӑп тесе пӗрре анчах мар ҫакӑн пек сӑмахсемпе шантарса каланӑ: «Сана ҫӑлас тата хӑтарас тесе эпӗ санпа пӗрле» (Иер. 1:8, 19; 15:20, ҪТ).
8. Эпир Иеговӑна шанса пурӑннине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
8 Иегова Моисейпа Иеремийӑна тӗреклетсе тӑнӑ пекех, вӑл христиансене те тӗреклетме тата вӑл паян вӗсенчен мӗн тума ыйтать, ҫавна тума пулӑшма пултарать. Чи кирли вара — Турра шанни. Библире каланӑ: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан. Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ» (Ытар. 3:5, 6). Эпир Иеговӑна шанса пурӑннине вӑл пире хӑйӗн Сӑмахӗ тата пухӑвӗ урлӑ парса тӑракан пулӑшӑва йышӑннипе кӑтартатпӑр. Иеговӑна хамӑра пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ертсе пыма ирӗк паратпӑр пулсан, ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть.
Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенӗшӗн тӑрӑшать
9, 10. Мӗнле йышши хӳтлӗх ҫинчен 90-мӗш Псаломра каланӑ?
9 Хӑйне Иеговӑна халаллас-и е халаллас мар-и тесе шухӑшланӑ май хӑш-пӗрисем, тен, ҫылӑха кӗнипе Иеговӑна юрӑхсӑр пулӑп та вӑл вара мана сирсе ярӗ тесе пӑшӑрханма пултараҫҫӗ. Телее, Иегова хӑйӗнпе пирӗн хушӑмӑрти хаклӑ хутшӑнусене упраса хӑварма мӗн кирлине пурне те парса тӑрать. Ҫакӑн пирки 90-мӗш Псаломра мӗн каланине пӑхса тухар.
10 Ҫав псалом ҫапла пуҫланать: «Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗнче пурӑнаканӗ Пурне те Тума Пултараканӑн хӳттинче канлӗ тӑрать, Ҫӳлхуҫана ҫапла калать вӑл: „тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, манӑн хӳтлӗхӗм, шанса тӑракан Туррӑм!“ Вӑл сана сунарҫӑ танатинчен... хӑтарӗ» (Пс. 90:1—3). Турӑ хӑйне юратакансене тата шанса пурӑнакансене хӳтӗлеме сӑмах панине асӑрхӑр-ха. (Псалом 90:9, 14 вуласа пар.) Мӗнле йышши хӳтлӗх пирки кунта сӑмах пырать? Иегова хӑйӗн авалхи ӗҫлекенӗсене вилӗмрен хӑтарни те пулнӑ — ҫавна вӑл хӑш-пӗр чухне пама пулнӑ Мессия патне илсе пыракан ӑрӑва сыхласа хӑвармашкӑн тунӑ. Анчах та Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшне тӗрмене хупнӑ, асаплантарнӑ тата вӗлернӗ пулнӑ — вӗсем Турра шанчӑклӑ тӑрса ан юлччӑр тесе Шуйттан ҫапла хӑтланнӑ (Евр. 11:34—39). Иегова вӗсене айӑпсӑр тӑрса юлма чӑрмантаракан хӑрушлӑхсенчен хӳтӗленине пула вӗсем чӑтса ирттерме пултарнӑ. Ҫавӑнпа та 90-мӗш Псаломра каланӑ сӑмахсене Турӑпа пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусене упраса хӑварма сӑмах пани пек ӑнланмалла.
11. «Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗ» мӗн вӑл тата Турӑ унта кама хӳтӗлет?
11 Псалом юрлакан «Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗ» тени вӑл — Турӑпа пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусене хӳтӗлеме пултаракан сӑнарлӑ вырӑн. Ҫав вырӑнта, камсене Турӑ хӑйӗн хӑни тесе йышӑнать, ҫавсем хӑрушсӑрлӑхра, вара вӗсен ӗненӗвӗпе Турра юратассине пӗтерме никам та, нимӗн те пултараймасть (Пс. 14:1, 2; 120:5). Иеговӑна ӗненмен ҫынсем ҫав хӳтлӗх ҫинчен пӗлмеҫҫӗ. Иегова унта кама хӳтӗлет, ҫав ҫынсем: «Эсӗ манӑн Турӑ, эпӗ Сан ҫине шанса тӑрӑп»,— тесе калаҫҫӗ теме пулать. Эпир ҫав хӳтлӗхре тӑрса юлатпӑр пулсан, Турӑ пире ырлама пӑрахӗ тесе тата Сатанан, «сунарҫӑн», танатине лекӗпӗр тесе ытлашши пӑшӑрханма кирлӗ мар.
12. Турӑпа пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусене аркатма пултаракан мӗнле хӑрушлӑхсем пур?
12 Турӑпа пирӗн хушӑмӑрти хаклӑ хутшӑнусене аркатма пултаракан мӗнле хӑрушлӑхсем пур? Псалом юрлакан темиҫе хӑрушлӑх пирки каласа тухать, сӑмахран, «сӗмлӗхре ҫӳрекен чир» тата «кӑнтӑр варринче хирекен мур» (Пс. 90:5, 6). «Сунарҫӑ» нумай ҫынна, вӗсен никама та пӑхӑнас килмен шухӑш-кӑмӑл пуррипе усӑ курса, хӑйӗн танатине ҫаклатать (2 Кор. 11:3). Теприсем вара ҫӑткӑнлӑхӑн, мӑнкӑмӑллӑхӑн тата пурлӑха антӑхса пухассин танатине лекеҫҫӗ. Тата ыттисене вӑл патриотизм туйӑмӗпе, эволюци теорийӗпе тата суя тӗнпе усӑ курса улталать (Кол. 2:8). Аскӑн ӗҫӗн танатине лекнисем те пур. Ҫав ерекен чир пек хӑрушлӑхсене пула миллионшар ҫын Турра юратма пӑрахнӑ. (Псалом 90:7—10 вуласа пар; Матф. 24:12.)
Турра юратас кӑмӑла сыхла
13. Иегова хӑйӗнпе пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусене аркатма пултаракан хӑрушлӑхсенчен мӗнле хӳтӗлет?
13 Иегова хӑйӗнпе хӑйӗн халӑхӗ хушшинчи хутшӑнусене аркатма пултаракан хӑрушлӑхсенчен мӗнле хӳтӗлет? Псаломра каланӑ: «Вӑл Хӑйӗн Ангелӗсене сан ҫинчен пӗлтерсе хурӗ — сана пур ҫулу ҫинче те сыхлама хушӗ» (Пс. 90:11). Ырӑ хыпар калама пирӗн май пултӑр тесе пӗлӗтри ангелсем пире ертсе пыраҫҫӗ тата хӳтӗлеҫҫӗ (Апок. 14:6). Ангелсемсӗр пуҫне тата, вӗрентнӗ чухне Библире мӗн каланине ҫирӗп тытса тӑракан старейшинӑсем хӳтӗлеҫҫӗ, ҫакӑ вара пире суя шухӑшсемпе улталанма памасть. Тӗнче илӗртӗвӗсене хирӗҫ кӗрешекенсенчен кашнине старейшинӑсем пулӑшу пама пултараҫҫӗ (Тит 1:9; 1 Пет. 5:2). Эволюци ҫинчен калакан вӗрентӳсенчен, аскӑнлӑхпа ҫыхӑннӑ ирсӗр ӗҫсенчен, пуясшӑн тата паллӑ ҫын пуласшӑн ҫуннинчен тата ытти сиенлӗ шухӑшсенчен пирӗн хӳтлӗх пултӑр тесе «тӗрӗс... ырӑ ӑслӑ» чура кӑларакан Библие ӑнлантарса паракан литература парса тӑрать (Матф. 24:45). Ҫав хӑш-пӗр хӑрушлӑхсене хирӗҫ тӑма пире мӗн пулӑшать?
14. Турӑ паракан хӳтлӗхпе эпир мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?
14 Туррӑн «хӳтлӗхӗнче» тӑрса юлас тесен пирӗн мӗн тумалла? Эпир хамӑра хӑрушлӑхсенчен, сӑмахран, инкек-синкекрен, ерекен чирсенчен тата вӑрӑ-хурахран, яланах хӳтӗлесе тӑнӑ пекех, Турӑпа пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусене аркатма пултаракан хӑрушлӑхсенчен те пирӗн хамӑра пӗрмай хӳтӗлесе тӑмалла. Ҫавӑнпа та Иегова пире публикацисем, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем тата конгрессем урлӑ мӗн тумаллине кӑтартса пынине пирӗн яланах тытса тӑмалла. Эпир старейшинӑсенчен канаш ыйтатпӑр. Паллах ӗнтӗ нумай лайӑх енсем кӑтартакан пухури тӑвансемпе хутшӑнни усӑллӑ. Пухупа хутшӑнни пире ӑслӑ пулма пулӑшни пирки пӗртте иккӗленместпӗр (Ытар. 13:21; 1 Петр 4:10 вуласа пар).
15. Пире Туррӑн ырӑлӑхӗсӗр мӗн тӑратса хӑварма пултарать, ҫавсенчен пуринчен те Иегова пире хӳтӗлеме пултарнине мӗншӗн эпир шанса тӑратпӑр?
15 Пире Туррӑн ырӑлӑхӗсӗр мӗн тӑратса хӑварма пултарать, ҫавсенчен пуринчен те Иегова пире хӳтӗлеме пултараймасть тесе иккӗленме пирӗн пӗр сӑлтав та ҫук (Рим 8:38, 39). Вӑл пухӑва тӗнри тата политикӑри хӑватлӑ тӑшмансенчен хӳтӗлет — ытларах чухне вӗсем пире вӗлересшӗн мар, хамӑрӑн сӑваплӑ Турӑран уйӑрса ярасшӑн. «Сана хирӗҫ тунӑ нимӗнле хӗҫ-пӑшал та ӑнӑҫлӑ пулмӗ»,— тесе Иегова сӑмах пани тӗрӗс пулни курӑнать (Ис. 54:17, ҪТ).
Кам пире ирӗклӗх парать?
16. Мӗншӗн тӗнче пире ирӗклӗх пама пултараймасть?
16 Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулса тӑтӑмӑр пулсан, эпир хамӑрӑн ирӗклӗхе ҫухатмӑпӑр-ши? Ҫук, эпир тӗнченӗн пулнӑ пулсан, ирӗклӗхе ҫухатнӑ пулӑттӑмӑр. Ҫак тӗнче Иеговӑран ютшӑннӑ, унӑн пуҫлӑхӗ вара — ҫынсене чуралӑхра тытса тӑракан хаяр турӑ (Иоан. 14:30). Сӑмахран, Сатанан тӗнчи экономикӑпа усӑ курса хӗсӗрленипе ҫынсен ирӗклӗхне хӗссе тӑрать. (Апокалипсис 13:16, 17 танлаштарса пӑх.) Ҫылӑхӑн та ҫынсене улталама, чура тума вӑй пур (Иоан. 8:34; Евр. 3:13). Ҫавӑнпа та ӗненмен ҫынсем Иеговӑн вӗрентӗвӗсене хирӗҫ пыракан пурнӑҫпа пурӑнни ирӗклӗх парать тесе калаҫҫӗ пулин те, кам вӗсене итлет, ҫавӑ ирсӗрлетсе пыракан ҫылӑхлӑ пурнӑҫӑн чуралӑхне хӑвӑртах кӗрсе ӳкет (Рим 1:24—32).
17. Иегова пире мӗнле ирӗклӗх сӗнет?
17 Анчах та эпир хамӑра Иеговӑн аллине шанса паратпӑр пулсан, вӑл пире мӗн сиен тума пултарать, ҫавсенчен пуринчен те хӑтарма пултарать. Пирӗн лару-тӑрӑва ҫын хӑйӗн пурнӑҫне хӑйне ҫӑлма пултаракан ӑста хирург аллине шанса панипе танлаштарма пулать. Ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ пирки пирӗн пурнӑҫ хӑрушлӑхра. Христос хӑйӗн пурнӑҫне парнене панине тӗпе хурса, хамӑра Иеговӑна шанса парсан кӑна, ҫылӑх мӗнле сиен тунӑ, ҫавсенчен пуринчен те хӑтӑласса тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасса шанма пултаратпӑр (Иоан. 3:36). Хирург мӗнле ҫын пулни ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ нумайрах ӑна шанма пуҫлӑпӑр, ҫавӑн пекех Иегова ҫинчен те мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пырӑпӑр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ӑна шанма пуҫлӑпӑр. Эпир Туррӑн Сӑмахне вӗренме чарӑнмастпӑр, мӗншӗн тесен ҫак пире Иеговӑна, хамӑра ӑна халаллама мӗн хӑратса тӑрать, ҫавсене сирсе яма пултаракан юратупа юратма пулӑшӗ (1 Иоан. 4:18).
18. Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулни мӗн парать?
18 Иегова пур ҫынна та суйласа илме ирӗк парать. Унӑн Сӑмахӗнче каланӑ: «Пурӑнӑҫа суйласа ил: санӑн хӑвӑн та, санӑн тӑхӑмусен те пурӑнмалла пултӑр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратмалла... пултӑр» (Сакк. аст. 30:19, 20). Иеговӑн пире ҫакна тутарттарасшӑн — эпир хамӑр ирӗкпе уншӑн ӗҫлесе тӑрассине суйласа илнипе ӑна юратнине кӑтарттарасшӑн. Хамӑр юратнӑ Туррӑн харпӑрлӑхӗ пулнипе эпир ирӗклӗхе ҫухатмӑпӑр. Ун вырӑнне ҫакӑ пире телейлӗ пулма та, телее сыхласа хӑварма та парӗ.
19. Мӗншӗн эпир Иеговӑн ырлӑхне пула кӑна унӑн харпӑрлӑхӗ пулма пултаратпӑр?
19 Ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнӑ май эпир пӗр ҫитменлӗхсӗр Туррӑн харпӑрлӑхӗ пулма тивӗҫлӗ мар. Туррӑн ырӑлӑхне пула кӑна ҫакӑ пулма пултарать (2 Тим. 1:9). Ҫавӑнпа та Павел ҫырнӑ: «Пурӑнсан та — Ҫӑлаканшӑн [«Иеговӑшӑн», ҪТ] пурӑнатпӑр, вилсен те — Ҫӑлаканшӑн [«Иеговӑшӑн», ҪТ] вилетпӗр; ҫавӑнпа ӗнтӗ пурӑнсан та, вилсен те эпир — ялан Ҫӑлаканӑн [«Иеговӑн», ҪТ]» (Рим 14:8). Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулма шут тытнӑшӑн эпир нихӑҫан та ӳкӗнмӗпӗр.
Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?
• Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулни пире мӗнле усӑ парать?
• Мӗншӗн эпир Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине тума пултаратпӑр?
• Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле хӳтӗлет?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]