Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗншӗн пирӗн хамӑра Иеговӑна халалламалла?

Мӗншӗн пирӗн хамӑра Иеговӑна халалламалла?

Мӗншӗн пирӗн хамӑра Иеговӑна халалламалла?

«Мана Хӑй ирӗкӗнче тытса тӑракан... Туррӑн Ангелӗ, кӗҫӗр мана курӑнса» (АПОСТ. ӖҪ. 27:23).

1. Шыва кӗрес текенсем мӗнле утӑмсем тунӑ тата ҫакӑн пирки мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?

 «ИИСУС Христос хӑйӗн пурнӑҫне парнене панине йышӑнса хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн эсӗ ӳкӗнтӗн-и тата Турӑ ирӗкне тӑвас тесе хӑвна Иеговӑна халалларӑн-и?» Ҫакӑ шыва кӗрес ятпа тӑвакан доклад вӗҫӗнче шыва кӗрес текенсене панӑ икӗ ыйтуран пӗри. Мӗншӗн христиансен хӑйсене Иеговӑна халалламалла? Хамӑра Турра халаллани пире мӗнле усӑ парать? Мӗншӗн никам та хӑйне Турра халалламасӑр Ӑна юрӑхлӑ пуҫҫапма пултараймасть? Ҫак ыйтусем ҫине хурав париччен чи малтан халаллани мӗне пӗлтернине пӑхса тухар.

2. Хӑвна Иеговӑна халаллани мӗне пӗлтерет?

2 Хӑвна Турра халаллани мӗне пӗлтерет? Павел апостол хӑйӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене мӗнле сӑнласа панине асӑрхӑр-ха. Путма пуҫланӑ карап ҫинче нумайӑшӗ умӗнче вӑл Иегова пирки «Мана Хӑй ирӗкӗнче тытса тӑракан... Турӑ», урӑхла каласан, вӑл хӑйӗн пирки Туррӑн харпӑрлӑхӗ, тенӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 27:22—24 вуласа пар.) Чӑн христиансем пурте Иеговӑн харпӑрлӑхӗ. Ҫак тӗнчене илес пулсан, вӑл пӗтӗмпех «усал ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ]» (1 Иоан. 5:19). Ҫын кӗлӗре хӑйне Турра халалларӗ пулсан, вӑл Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулса тӑрать. Халаллани вӑл — кашни хӑй тӗллӗн тупа туса сӑмах пани. Ун хыҫҫӑн вара шыва кӗреҫҫӗ.

3. Иисус шыва кӗни мӗне пӗлтерекен символ пулнӑ тата унӑн вӗренекенӗсем унран мӗнле тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?

3 Туррӑн ирӗкне тӑвассине суйласа илнипе Иисус пире тӗслӗх кӑтартнӑ. Турра халалланӑ Израиль халӑхӗ хушшинче ҫуралнӑ пирки вӑл ҫуралсанах Турра халалланӑ ҫын пулнӑ. Апла пулсан, Иисус хӑйне Иеговӑна халаллас тесе шыва кӗмен. Вӑл каланӑ: «Эй Туррӑм... акӑ, Санӑн ирӗкне тума каятӑп» (Евр. 10:7; Лука 3:21). Ҫавӑнпа та Иисус шыва кӗни — вӑл хӑйне Турра, хӑйӗн Ашшӗн ирӗкне тума, панине пӗлтерекен символ пулнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем шыва кӗме шут тытнӑ чухне унран тӗслӗх илеҫҫӗ. Анчах та вӗсем шыва кӗни вӑл — хӑйсене уйрӑм кӗлӗре Турра халалланине пурин умӗнче кӑтартни.

Хамӑра Турра халаллани пире мӗнле усӑ парать

4. Панӑ сӑмаха пурнӑҫласси ҫинчен Давидпа Ионафан хушшинчи туслӑх пире мӗне вӗрентет?

4 Христианла халаллани — пысӑк тимлӗхпе тумалли ӗҫ. Хамӑра Турра халаллани вӑл — панӑ сӑмаха пурнӑҫласси кӑна мар. Анчах та халаллани пире мӗнле усӑ парать? Танлаштарса пӑхмашкӑн, ҫынсем пӗр-пӗрне панӑ сӑмаха пурнӑҫласси мӗнле усӑ панине пӑхса тухар. Сӑмахран, туслӑха илер. Кампа та пулин туслӑ пулас тесен, пирӗн хамӑр ҫине хӑш-пӗр яваплӑха илме хатӗр пулмалла. Туслӑ пуласси вӑл панӑ сӑмаха пурнӑҫламаллине пӗлтерет — эсӗ хӑвӑн тусушӑн тӑрӑшма кирлине туятӑн. Библире чи чаплӑ туслӑх ҫинчен ҫырса панисенчен пӗри — Давидпа Ионафан хушшинчи туслӑх. Туслӑ пулма вӗсем пӗр-пӗрне тупа туса килӗшӳ тунӑ. (1 Самуил 17:57; 18:1, 3 вуласа пар *.) Ҫавӑн пек ҫирӗп туслӑх сайра тӗл пулать, анчах ҫынсем пӗр-пӗрин умӗнче панӑ сӑмаха пурнӑҫлама кирлине ӑнланаҫҫӗ пулсан, ытларах чухне, вӗсен хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсе пырать (Ытар. 17:17; 18:24).

5. Хӑйӗн ырӑ хуҫин харпӑрлӑхӗ тӑрса юлни чурана мӗнле усӑ панӑ?

5 Турӑ Израиль халӑхне панӑ Законра ҫынсем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне сӑмах панине пурнӑҫласа тӑни мӗнле усӑ пани ҫинчен каласа панӑ. Чура ирӗке тухас вырӑнне, хӑйӗн ырӑ хуҫин харпӑрлӑхӗ пулса унӑн хӳтлӗхӗнче тӑрса юласшӑн пулнӑ пулсан, вӑл хуҫипе килӗшӳ тума пултарнӑ, килӗшӗве вара пӑрахӑҫлама юраман. Законра каланӑ: «Чури “хамӑн хуҫама, хамӑн арӑмпа ачамсене юрататӑп, ирӗке каймастӑп” тесессӗн, хуҫи ӑна турӑсем [«чӑн Турӑ», ҪТ] умне илсе пытӑр та алӑк патне е алӑк янахӗ патне тӑраттӑр, унтан хуҫи унӑн хӑлхине атпӑрипе чиксе шӑтартӑр, вара вӑл ӗмӗрлӗхе унӑн чури пулса юлӗ» (Тух. 21:5, 6).

6, 7. а) Сӑмах пани ҫынсене мӗнле усӑ парать? ӑ) Ҫакӑ пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусемпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

6 Авланнӑ е качча кайнӑ чухне ҫыннӑн панӑ сӑмаха пурнӑҫлас яваплӑх тата пысӑкрах пулать. Ҫакӑ вӑл паспорт ҫинчи штампа мар, ҫынна сӑмах пани. Икӗ ҫын пӗр-пӗринпе ҫырӑнмасӑр пурӑнаҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсем те, вӗсен ачисем те нихӑҫан та чӑн-чӑн хӳтлӗхре пулнине туйма пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен е арҫынӗ, е хӗрарӑмӗ кирек хӑҫан та пӑрахса тухса кайма пултарать. Анчах та арҫынпа хӗрарӑм пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулӑп тесе ҫырӑнса мӑшӑрланчӗҫ пулсан, Библи каланӑ тӑрӑх, вӗсен сиксе тухакан йывӑрлӑхсене юрату кӑтартса татса пама витӗмлӗ сӑлтав пур (Матф. 19:5, 6; 1 Кор. 13:7, 8; Евр. 13:4).

7 Библире калакан вӑхӑтра ҫынсем ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парас тата ӗҫе вырнаҫас тесе килӗшӳ тунӑ (Матф. 20:1, 2, 8). Паянхи кун пирки те ҫавнах калама пулать. Сӑмахран, эпир кампа та пулин пӗрлешсе хамӑр ӗҫе пуҫарса ярас умӗн е пӗр-пӗр ҫӗре ӗҫе вырнаҫас тесе килӗшӳ е контракт туни пирки хут ҫине ҫырса ҫирӗплетни усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ. Панӑ сӑмаха пурнӑҫласси туслӑхри, мӑшӑрлӑ пурнӑҫри, ӗҫри хутшӑнусене ҫирӗплетет пулсан, эсӗ чунтан парӑнса хӑвна Иеговӑна халаллани санпа Ун хушшинчи хутшӑнӑва мӗн тери пысӑк усӑ парӗ вара! Хӑйсене Иегова Турра халаллани ҫынсене ӗлӗк мӗнле усӑ панине тата мӗншӗн ҫав халаллани панӑ сӑмаха пурнӑҫласси кӑна мар пулнине пӑхса тухар.

Израиль халӑхне хӑйне Турра халаллани мӗнле усӑ панӑ

8. Израиль халӑхӗшӗн хӑйне Турра халаллани мӗне пӗлтернӗ?

8 Израиль ҫыннисем Турра тупа туса сӑмах панӑ хыҫҫӑн Иеговӑна халалланнӑ халӑх пулса тӑнӑ. Иегова вӗсене Синай тӑвӗ патне пуҫтарнӑ та каланӑ: «Эсир Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Манӑн халалӑма пурнӑҫласа пырсассӑн, ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулӑр». Халӑх пӗр шухӑшлӑ пулса хуравланӑ: «Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр» (Тух. 19:4—8). Израиль халӑхӗшӗн хӑйне Турра халаллани панӑ сӑмаха пурнӑҫласси кӑна пулман. Ҫакӑ вӑл вӗсем Иеговӑн пулса тӑнине пӗлтернӗ, Иегова вара хӑйне вӗсемпе хӑйӗн ятарлӑ «еткерлӗхӗ», е харпӑрлӑхӗ, пек тытнӑ.

9. Израиль халӑхне хӑйне Турра халаллани мӗнле усӑ панӑ?

9 Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулни Израиль халӑхне усӑ панӑ. Вӑл вӗсемпе шанчӑклӑ пулнӑ тата юратакан ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачишӗн тӑрӑшнӑ пекех, вӗсемшӗн тӑрӑшнӑ. Турӑ Израиле каланӑ: «Хӗрарӑм хӑйӗн кӑкӑр ачине манса кайма пултарать-и тата хӑйӗн варӗн ывӑлне шеллемӗ-и? Вӑл та манса кайма пултарать, анчах эпӗ сана манса каймӑп» (Ис. 49:15, ҪТ). Иегова вӗсене мӗн тумаллине кӑтартса пыма Закон, хавхалантарма пророксене, хӳтӗлеме ангелсене панӑ. Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Вӑл Хӑйӗн сӑмахне Иакова пӗлтерет, Хӑйӗн йӗркисемпе Хӑйӗн сучӗсене Израиле пӗлтерет. Ҫавна Вӑл урӑх пӗр халӑхшӑн та туман» (Пс. 147:18, 19; Псалом 33:8, 20; 47:15 вуласа пар.) Иегова хӑйӗн харпӑрлӑхӗ пулнӑ халӑхӗшӗн ӗлӗк мӗнле тӑрӑшнӑ, ҫавӑн пекех вӑл паян та камсем хӑйсене ӑна халаллаҫҫӗ, ҫавсемшӗн тӑрӑшса тӑрӗ.

Мӗншӗн пирӗн хамӑра Турра халалламалла

10, 11. Эпир Туррӑн ҫемйинче ҫуралнӑ-и? Ӑнлантарса пар.

10 Хама Турра халаллама тата шыва кӗме кирлӗ-и е кирлӗ мар-и тесе шухӑшланӑ чухне, кам та пулин калама пултарать: «Мӗншӗн эпӗ хама Турра халалламасӑр Ӑна пуҫҫапса пурӑнма пултараймастӑп?» Эпир Турӑ умӗнче халӗ мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине пӑхса тухсан, ҫав сӑлтава лайӑх ӑнланма пуҫлӑпӑр. Адам ҫылӑха кӗнине пула эпир Туррӑн ҫемйинче ҫуралман (Рим 3:23; 5:12). Пире Туррӑн ҫемйине йышӑнччӑр тесен хамӑра Турра халаллани питӗ кирлӗ. Мӗншӗн кирлине айтӑр пӑхса тухар.

11 Пирӗн никамӑн та пире чӑн-чӑн пурнӑҫ — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — пама пултаракан атте ҫук (1 Тим. 6:19). Эпир Турӑ ывӑлӗсем пулса ҫуралман, мӗншӗн тесен пӗрремӗш ҫынсем ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн этемлӗх юратакан Аттерен тата Пултараканран уйрӑлса кайнӑ. (Саккуна астутарни 32:5 танлаштарса пӑх.) Унтанпа этемлӗх Турӑран ютшӑнса Иеговӑн ҫемйинчен уйрӑм пурӑнать.

12. а) Ҫитменлӗхсем пур ҫынсене Туррӑн ҫемйине йышӑнччӑр тесен вӗсен мӗн тумалла? ӑ) Шыва кӗрес умӗн мӗнле утӑмсем тумалла?

12 Ҫапах та пирӗнтен кашни Турӑран, вӑл пире хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен ҫемйине йышӑнтӑр тесе ыйтма пултарать *. Пирӗншӗн, ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн, ҫакӑ мӗнле пулма пултарать? Павел апостол ҫырнӑ: «Эпир тӑшман пулса тӑнӑ ҫӗртен Турӑ Ывӑлӗн вилӗмӗпе Турӑпа килӗшнӗ» (Рим 5:10). Шыва кӗнипе эпир Турӑран ӑна юрӑхлӑ пулас тесе таса совесть пама ыйтатпӑр (1 Пет. 3:21). Анчах та шыва кӗрес умӗн хӑш-пӗр утӑмсем тумалла. Пирӗн Турӑ ҫинчен пӗлӳ илмелле, ӑна шанма вӗренмелле, ҫылӑхсем тунӑшӑн ӳкӗнмелле тата хамӑр пурӑнӑҫа тӳрлетмелле (Иоан. 17:3; Апост. ӗҫ. 3:19; Евр. 11:6). Анчах та пире Туррӑн ҫемйине йышӑниччен пирӗн тата хӑш-пӗр япаласене тумалла. Мӗн тумалла?

13. Мӗншӗн Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен ҫемйинчи ҫын пулас текен хӑйне Иеговӑна халаллас тесе тупа тунине вырӑнлӑ теме пулать?

13 Турӑран ютшӑннисенчен кам та пулин Туррӑн ҫемйинчи — унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен ҫемйинчи — ҫын пулас умӗн унӑн чи малтан Иеговӑна тупа туса сӑмах памалла. Мӗншӗн ҫавна тумаллине ӑнланас тесе пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗр хисеплӗ, ырӑ ят илме тивӗҫлӗ ҫын хӑйне тӑлӑх ҫамрӑкпа ыррӑн тытать тата ӑна ывӑллӑха, е усрава, илесшӗн тейӗпӗр. Ҫапах та ывӑллӑха илес умӗн вӑл ҫамрӑкран сӑмах панине илтесшӗн. Ҫавӑнпа та арҫын калать: «Сана хамӑн ывӑл тесе калас умӗн, эсӗ мана хӑвӑн аҫу вырӑнне хурса юратса тата хисеплесе пурӑнассине манӑн пӗлмелле». Ҫамрӑк сӑмах пама хатӗр пулсан кӑна, арҫын ӑна хӑйӗн ҫемйине йышӑнать. Ҫавӑн пек туни тӗрӗс мар-и? Иегова та, камсем хӑйсене ӑна халаллас тесе тупа тума хатӗр, ҫавсене кӑна хӑйӗн ҫемйине йышӑнать. Библире каланӑ: «Хӑвӑра чӗрӗ, Ӑна халалланӑ тата Ӑна валли юрӑхлӑ парне пек Турра пӗтӗмпех парӑр» (Рим 12:1, Современный русский перевод).

Юратупа ӗненӗве кӑтартакан утӑм

14. Мӗншӗн хамӑра Турра халаллани вӑл юрату кӑтартни пулать?

14 Хамӑра Турра халаллас тесе тупа тунипе эпир Иеговӑна чун-чӗререн юратнине кӑтартатпӑр. Ҫакӑ хӑш-пӗр енчен мӑшӑрланнӑ чухне пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулма тупа тунипе пӗрех. Каччӑ-христианин хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрне кирек мӗн пулсан та шанчӑклӑ тӑрса юлма сӑмах панипе юратнине кӑтартать. Ҫакӑ мӗн те пулин тӑвӑп тесе сӑмах пани кӑна мар, ҫынна шанчӑклӑ пулӑп тесе тупа туни. Пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулма тупа тумасӑр каччӑ-христианин хӑйӗн хӗрӗпе пӗрле упӑшкипе арӑмӗ пулса пурӑнма пултарайманнине ӑнланать. Ҫавӑн пекех эпир те хамӑра Турра халаллас тесе тупа тумасӑр, Иеговӑн ҫемйинчи ҫынсем пулаймӑпӑр. Ҫавӑнпа эпир хамӑра Турра халалларӑмӑр, мӗншӗн тесен хамӑр ҫылӑхлӑ пулнине пӑхмасӑрах унӑн харпӑрлӑхӗ пуласшӑн тата кирек мӗн пулсан та ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма шут тытнӑ (Матф. 22:37).

15. Мӗншӗн хамӑра Турра халалланипе ӗненӗве кӑтартатпӑр тесе калама пулать?

15 Хамӑра Турра халалланипе эпир хамӑр ӗненӗве кӑтартатпӑр. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Иеговӑна ӗненни пире — Турӑпа ҫывӑхланни пире хамӑрах усӑ парать тесе шантарса тӑрать (Пс. 72:28). Ҫак «хирӗҫекен, пӑсӑлнӑ халӑх» хушшинче пурӑннӑ май Турӑпа ҫӳреме яланах ҫӑмӑл мар пулассине пӗлетпӗр, анчах Турӑ пире пулӑшса тӑма сӑмах панине эпир шанса тӑратпӑр (Флп. 2:15; 4:13). Пирӗн ҫитменлӗхсем пуррине эпир пӗлетпӗр, ҫапах, йӑнӑшсем тусан та, Иегова пире хӗрхенессине шанатпӑр. (Пс. 102:12, 13; Рим 7:21—25 вуласа пар.) Айӑпсӑр тӑрса юлма ҫирӗп шут тытнӑшӑн Иегова пире ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса парассине эпир ӗненетпӗр (Иов 27:5).

Хамӑра Турра халаллани телей кӳрет

16, 17. Мӗншӗн хамӑра Иеговӑна халаллани телей кӳрет?

16 Хамӑра Иеговӑна халаллани телей кӳрет, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл хамӑра пама хатӗр пулнине пӗлтерет. Иисуса ҫак тӗп чӑнлӑх ҫинчен ҫапла каланӑ: «Илессинчен парасси телейлӗрех» (Апост. ӗҫ. 20:35). Ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫе тунӑ вӑхӑтра парасси мӗнле телей кӳнине Иисус хӑйӗн ҫинче туллин туйнӑ. Ҫынсене пурнӑҫ ҫулне тупма пулӑшас тесе Иисус кирлӗ чухне канмасӑр, апат ҫимесӗр, хӑйне шеллемесӗр ҫӳреме хатӗр пулнӑ (Иоан. 4:34). Хӑйӗн Ашшӗн чӗрине савӑнтарма май пурри Иисуса телей кӳрсе тӑнӑ. Иисус каланӑ: «Эпӗ кирек хӑҫан та Ун кӑмӑлне кайнине тӑватӑп» (Иоан. 8:29; Ытар. 27:11).

17 «Ман хыҫҫӑн пырас теекен хӑй ирӗкне пӑрахтӑр»,— тесе каланӑ чухне, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӑмӑла ҫырлахтаракан пурнӑҫ ҫулне кӑтартнӑ (Матф. 16:24). Ҫапла тунипе эпир Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланӑр. Унран ытларах пире юратса пирӗншӗн тӑрӑшакан урӑх кам та пулин пур-и тата унсӑр пуҫне урӑх камӑн аллине эпир хамӑра шанса пама пултаратпӑр?

18. Мӗншӗн хамӑра Иеговӑна халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнни хамӑра урӑх кама та пулин е мӗне те пулин халалланинчен те ытларах телей кӳрет?

18 Хамӑра Иеговӑна халаллатпӑр, унтан вара унӑн ирӗкне туса тӑрса халалланипе килӗшӳллӗ пурӑнатпӑр пулсан, ҫакӑ пире хамӑра урӑх кама та пулин е мӗне те пулин халалланинчен те ытларах телей кӳрсе тӑрӗ. Сӑмахран, нумай ҫын хӑйӗн ӗмӗрне пуянлӑхпа пурлӑх пухас тесе пурӑнса ирттерет, ҫав вӑхӑтрах вӗсем чӑн телей те тупаймаҫҫӗ, кӑмӑлне те ҫырлахтараймаҫҫӗ. Анчах камсем хӑйсене Иеговӑна халаллаҫҫӗ, ҫавсем чӑн-чӑн телей тупаҫҫӗ (Матф. 6:24). «Туррӑн ӗҫлекенӗсем» пулма май пурри вӗсене телейлӗ тӑвать, ҫапах та вӗсем хӑйсене ӗҫе мар, пархатарлӑ Турра халалланӑ (1 Кор. 3:9). Хӑйӗн ӗҫлекенӗсем чунне парса ӗҫленӗшӗн Турӑ пек пархатарли урӑх никам та ҫук. Хӑйӗншӗн чунтан парӑнса ӗҫлекенӗсене Вӑл ҫамрӑклӑх та тавӑрса парӗ, вара вӗсем унӑн ырӑлӑхӗпе ӗмӗр-ӗмӗрӗпе усӑ курма пултарӗҫ. (Иов 33:25; Еврейсем 6:10 вуласа пар.)

19. Хамӑра Иеговӑна халаллани мӗнле пиллӗхсем парать?

19 Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалланипе эпир Унпа ҫывӑхланнӑҫемӗн ҫывӑхланса пырӑпӑр. Библире каланӑ: «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сире ҫывӑх тӑрӗ» (Иак. 4:8; Пс. 24:14). Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулма шут тытни мӗншӗн тӗрӗс пулнине тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

[Сноскӑсем]

^ 1 Сам. 17:57; 18:1, 3, ҪТ: «Давид Филисти ҫыннине вӗлернӗ хыҫҫӑн таврӑнсан, Авенир ӑна тытнӑ та Саул патне илсе пынӑ. Давидӑн аллинче Филисти ҫыннин пуҫӗ пулнӑ. Унтан вӑл Саулпа калаҫма чарӑнсан, Ионафанӑн чунӗ Давидӑн чунне иленнӗ те Ионафан ӑна хӑйӗн чунне юратнӑ пек юратма пуҫланӑ. Ионафан вара Давидпа килӗшӳ тунӑ, мӗншӗн тесен ӑна хӑйӗн чунне юратнӑ пек юратса пӑрахнӑ».

^ Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пырасси вӗҫленсен кӑна Иисусӑн «урӑх сурӑхӗсем» Туррӑн ывӑлӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Анчах та вӗсем хӑйсене Турра халалланӑ пирки, Ӑна тивӗҫлипе «Аттемӗр» теме пултараҫҫӗ тата вӗсене Иеговӑн ҫемйине — ӑна пуҫҫапса пурӑнакансенчен тӑракан ҫемйине йышӑннӑ ҫынсем тесе шутлама пулать (Иоан. 10:16; Ис. 64:8; Матф. 6:9; Апок. 20:5).

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Хӑвна Турра халаллани мӗне пӗлтерет?

• Хамӑра Турра халаллани пире мӗнле усӑ парать?

• Мӗншӗн христиансен хӑйсене Иеговӑна халалламалла?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]