Шыва кӗни — кам тата мӗн ячӗпе?
Шыва кӗни — кам тата мӗн ячӗпе?
«Ҫавӑнпа кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр: вӗсене Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗртӗр» (МАТФ. 28:19, ҪТ).
1, 2. а) Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта Аллӑмӗш кунхи праҫник кунӗнче Иерусалимра мӗн пулса иртнӗ? ӑ) Мӗншӗн нумайӑшӗ шыва кӗресшӗн пулнӑ?
ПИРӖН эрӑри 33-мӗш ҫулта Аллӑмӗш кунхи праҫник кунӗнче Иерусалимра питӗ нумай халӑх кӗшӗлтетнӗ. Ҫав паллӑ уява тӗрлӗ ҫӗршывран ҫынсем килнӗ. Уяв вӑхӑтӗнче темӗнле тӗлӗнмелле япала пулса иртнӗ, ун хыҫҫӑн вара Петр ҫынсем умне тухса хавхалантаракан сӑмахсем каланӑ. Ҫакӑ нумайӑшӗ ҫине тӗлӗнмелле майпа витӗм кӳнӗ. Унӑн сӑмахӗсем пӗр 3 000 еврейпе прозелит чӗрине витернӗ, вара вӗсем ӳкӗннӗ те шыва кӗнӗ. Ҫапла вӗсем анчах йӗркеленнӗ христиансен пухӑвӗпе пӗрлешнӗ (Апост. ӗҫ. 2:41). Иерусалим таврашӗнчи шыва кӗмелли вырӑнсенче ҫавӑн чухлӗ ҫын шыва кӗни сахал мар хумхантарнӑ пулӗ!
2 Мӗншӗн ҫавӑн чухлӗ нумай ҫын шыва кӗме шут тытнӑ? Ҫав кунах кӑшт маларах «вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килнӗ пек, пӗлӗт ҫинчен сасӑ сасартӑк илтӗннӗ». Пӗр ҫуртӑн ҫӳлти пӳлӗмӗнче Иисусӑн 120 вӗренекенӗ ҫине святой сывлӑш аннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Турӑран хӑракан арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫав вӗренекенсем «урӑх чӗлхесемпе калаҫа пуҫланине» илтсе тӗлӗннӗ. Петр мӗн каланине, вӑл Иисусӑн вилӗмӗ ҫинчен калакан сӑмахсене те, итлесе пӗтерсен нумайӑшӗн «кӑмӑлӗсем ҫемҫелнӗ», урӑхла каласан, ҫав сӑмахсем вӗсен чӗрине пырса тивнӗ. Вӗсен мӗн тумалла пулнӑ? Петр каланӑ: «Ӳкӗнӗр... Иисус Христос ячӗпе тӗне [шыва] кӗрӗр, вара Святой Сывлӑш тивлетне илетӗр» (Апост. ӗҫ. 2:1—4, 36—38).
3. Аллӑмӗш кунхи праҫник кунӗнче ӳкӗннӗ еврейсемпе прозелитсен мӗн тумалла пулнӑ?
3 Петр сӑмахӗсене итлесе тӑракан еврейсемпе прозелитсем мӗне-мӗне ӗненни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Вӗсем Иеговӑна хӑйсен Турри тесе шутланӑ. Еврей Ҫырӑвӗсенчен вӗсем святой сывлӑш Туррӑн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗ пулнине — унпа Турӑ пурне те пултарнӑ чухне те, ун хыҫҫӑн та усӑ курнине — пӗлнӗ. (Пулт. 1:2; Тӳресен 14:5, 6; 1 Сам. 10:6; Пс. 32:6). Анчах ҫакӑ кӑна ҫителӗклӗ пулман. Турӑ панӑ ҫӑлӑнмалли меслет вӑл — Мессия, Иисус, пулнине вӗсен ӑнланмалла тата йышӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та Петр вӗсене «Иисус Христос ячӗпе» шыва кӗмелле тенӗ. Темиҫе кун маларах вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Петра та, ыттисене те ҫынсене «Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ячӗпе» шыва кӗртме хушса хӑварнӑ (Матф. 28:19, 20, ҪТ). Шыва кӗни пӗрремӗш ӗмӗрте пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, ҫакӑ паянхи кун та ҫаплах. Унӑн пӗлтерӗшӗ мӗнле?
Ашшӗ ячӗпе
4. Иеговӑпа ҫынсем хушшинчи хутшӑнусенче мӗн улшӑннӑ?
4 Петр каланӑ сӑмахсене тимленӗ ҫынсем Иеговӑна пуҫҫапса пурӑннӑ тата вӗсемпе Турӑ хушшинче хутшӑнусем пулнӑ тесе каланӑччӗ ӗнтӗ. Вӗсем унӑн Законне тытса тӑма тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ ытти ҫӗршывсенчен Иерусалима килнӗ те (Апост. ӗҫ. 2:5—11). Анчах нумаях пулмасть Турӑ ҫынсемпе хутшӑнас тӗлӗшрен улшӑнусем тунӑ. Вӑл еврейсене, унччен Унӑн ятарлӑ халӑхӗ пулнӑскерсене, сирсе янӑ, ҫапла вара вӗсем Закона тытса тӑнипе ниепле те Турра юрӑхлӑ пулма пултарайман (Матф. 21:43; Кол. 2:14). Иегова малалла та ырласа тӑтӑр тесен, Петра итлесе тӑракансен тата темскер тумалла пулнӑ.
5, 6. Турӑпа ҫывӑхланас тесе пӗрремӗш ӗмӗрти еврейсемпе прозелитсем мӗн тунӑ?
5 Ҫакӑ, паллах, ҫынсен Иеговӑран, Пурнӑҫ Параканран, пӑрӑнса каймаллине пӗлтермен (Апост. ӗҫ. 4:24). Ун вырӑнне Петр ӑнлантарса панине тимлекенсем, Иегова ырӑ кӑмӑллӑ Атте пулнине халӗ, унчченхинчен те ытларах, курнӑ. Вӗсене ҫӑлас тесе Вӑл Мессийӑна янӑ тата Петр камсем пирки: «Пӗтӗм Израиль халӑхӗ, ӗнтӗ лайӑх пӗлсе тӑр: ҫак хӑвӑр пӑталанӑ Иисуса Турӑ Христос та, Турӑ [«Ҫӳлхуҫа», ҪТ] та туса хучӗ»,— тесе калама пултарнӑ, ҫавсене те Турӑ каҫарма хатӗр пулнӑ. Петр каланӑ сӑмахсене итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӳкӗте кӗнисен, Ашшӗне — Вӑл хӑйӗнпе ҫывӑхланас текенсемшӗн пуриншӗн те мӗн тунӑ, ҫавӑншӑн — тав тума халӗ тата ытларах сӑлтав пулнӑ! (Апостолсен ӗҫӗсем 2:30—36 вуласа пар.)
6 Ҫав еврейсемпе прозелитсем Иеговӑпа, вӑл Иисус урлӑ ҫӑлӑнӑҫ панине йышӑнмасӑр, ниепле те ҫывӑхланма май ҫуккине, паллах, курнӑ. Апла-тӑк, ҫылӑх тунӑшӑн — ҫав шутрах пӗлсе тӑрса-и, пӗлсе тӑмасӑр-и Иисуса вӗлерме тытса пама мӗнле те пулин хутшӑннӑшӑн — вӗсем мӗншӗн ӳкӗннине ӑнланма пулать. Ҫавӑн пекех мӗншӗн вӗсем каярахпа апостолсем «вӗрентнине яланах итлесе тӑнине» те ӑнланма пулать (Апост. ӗҫ. 2:42). Вӗсем «ырӑлӑхлӑ аслӑ вырӑнӗ [е престолӗ] патне хӑюллӑ пыма» та пултарнӑ, пырасшӑн та пулнӑ (Евр. 4:16).
7. Паянхи вӑхӑтра нумайӑшӗ Турӑ ҫинчен малтан епле шухӑшланине мӗнле улӑштарнӑ тата мӗншӗн вӗсем Ашшӗ ячӗпе шыва кӗнӗ?
7 Паян та тӗрлӗ ӑруран тухнӑ ҫынсем Библи вӗренсе Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлнӗ (Ис. 2:2, 3). Вӗсенчен хӑш-пӗрисем атеистсем е деистсем * пулнӑ, анчах та Пултаракан пуррине ӗненме пуҫланӑ, унпа чӑннипех ҫывӑхланма май пуррине пӗлсе ҫитнӗ. Теприсем виҫӗ сӑнлӑ турра е йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннӑ. Халӗ вӗсем Иегова кӑна пурне те тума пултаракан Турӑ пулнине пӗлнӗ те халӗ вара Ӑна ятран чӗнеҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл Иисус, хӑйӗн вӗренекенӗсем Ашшӗ ячӗпе шыва кӗрӗҫ тесе каланӑ сӑмахсемпе килӗшсе тӑрать.
8. Кам Адам ҫылӑхӗ пирки тӗрӗссине пӗлмен, ҫавӑн Ашшӗ ҫинчен мӗн ӑнланмалла пулнӑ?
8 Вӗсем Адам урлӑ ҫылӑхлӑ пулса тӑнине те пӗлсе ҫитнӗ (Рим 5:12). Ҫакӑ вӗсемшӗн темскер ҫӗнни пулнӑ, ӑна вара вӗсен чӑнлӑх тесе йышӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑн пек ҫынсене хӑйсем мӗнле чирпе чирленине пӗлмен ҫынпа танлаштарма пулать. Унӑн, тен, чирӗн хӑш-пӗр паллисем палӑрса тӑнӑ та пулӗ, калӑпӑр, вӑхӑтран-вӑхӑта ыратса килнисем пулкаланӑ. Ҫапах та диагноз, урӑхла каласан, хӑй мӗнле чирпе чирленине пӗлмесӗр, вӑл хӑйӗн сывлӑхӗ пирки аптрасах каймастӑп-ха тесе шутлама пултарнӑ. Анчах фактсем урӑххине кӑтартса панӑ. (1 Коринф 4:4 танлаштарса пӑх.) Тӗрӗс диагноз лартрӗҫ пулсан, вара мӗн калама пулать? Паллӑ, шанчӑклӑ тата усӑ паракан сипленмелли меслетсем шыраман пулӗччӗ-и вӑл тата вӗсемпе усӑ курман пулӗччӗ-и? Ҫавӑн пекех Адамран куҫнӑ ҫылӑх ҫинчен тӗрӗссине пӗлсен, нумайӑшӗ Библи лартнӑ «диагнозпа» килӗшнӗ те Турӑ мӗнле «сипленмелли меслет» панине ӑнланнӑ. Ҫапла, Ашшӗнчен ютшӑннисен пурин те хӑйсене кам «сыватма» пултарать, Ҫавӑн еннелле ҫаврӑнмалла пулнӑ (Еф. 4:17—19).
9. Иегова, ҫынсен хӑйӗнпе хутшӑнма май пултӑр тесе мӗн тунӑ?
9 Эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна Иегова Турра халалларӑн тата шыва кӗнӗ христианин пулса тӑтӑн пулсан, унпа хутшӑнма май пурри мӗн тери чаплӑ пулнине пӗлетӗн. Халӗ эсӗ хӑвӑн Аҫун, Иеговӑн, юратӑвне хаклама пултаратӑн. (Рим 5:8 вуласа пар.) Адампа Ева ӑна хирӗҫ ҫылӑх тунӑ пулин те, вӗсен ӑрӑвӗпе — ҫав шутра пирӗнпе те — хӑйӗн хушшинче лайӑх хутшӑнусем пулччӑр тесе Турӑ хӑй пӗрремӗш утӑм тунӑ. Ҫавӑн пек утӑм туни Турра питӗ хытӑ кулянтарнӑ, мӗншӗн тесен унӑн хӑйӗн хаклӑ Ывӑлӗ асапланнипе вилнине курма тивнӗ. Ҫавна пӗлни пире Туррӑн влаҫне йышӑнма тата ӑна юратнӑран унӑн заповечӗсем тӑрӑх пурӑнма пулӑшса тӑмасть-и вара? Эсӗ халӗ те ҫавна туман пулсан, санӑн хӑвна Турра халаллама, унтан вара шыва кӗме витӗмлӗ сӑлтавсем пур.
Ывӑлӗ ячӗпе
10, 11. а) Иисус умӗнче пирӗн мӗнле парӑм пур? ӑ) Тӳлесе илмешкӗн Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пани санра мӗнле туйӑмсем ҫуратать?
10 Петр нумай ҫынна мӗн калани ҫинчен каллех шухӑшласа пӑх-ха. Вӑл Иисуса йышӑнма кирли ҫинчен палӑртса каланӑ, ҫакӑ вара «Ывӑлӗ... ячӗпе» шыва кӗнипе тӳррӗн ҫыхӑнса тӑнӑ. Мӗншӗн ҫакӑ ун чухне кирлӗ пулнӑ тата мӗншӗн ҫакӑ халӗ те кирлӗ? Иисуса йышӑнни тата ун ячӗпе шыва кӗни Пултараканпа пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусенче вӑл мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине ӑнланнине пӗлтерет. Иудейсене Закон ылханӗнчен хӑтарас тесе Иисусӑн асап юпи ҫинче вилмелле пулнӑ, анчах унӑн вилӗмӗ тата нумайрах усӑ панӑ (Гал. 3:13). Вӑл тӳлесе илмешкӗн хӑйӗн пурнӑҫне парнене панӑ, мӗншӗн тесен пӗтӗм этемлӗхе ҫакӑ кирлӗ пулнӑ (Еф. 2:15, 16; Кол. 1:20; 1 Иоан. 2:1, 2). Ҫавна тӑвас тесе Иисусӑн тӗрӗсмарлӑха, мӑшкӑла, асапа тӳссе ирттерме тивнӗ, юлашкинчен вара ӑна вӗлернӗ. Вӑл панӑ парнене эсӗ мӗн таран хаклатӑн? Эсӗ, 1912-мӗш ҫулта айсбергпа ҫапӑнса путнӑ «Титаник» карап ҫинчи 12 ҫулхи арҫын ача тейӗпӗр. Эсӗ шлюпка, е кимӗ, ҫине сикесшӗн тӑратӑн, анчах та унта вырӑн ҫук. Ак, вара ҫав кимӗ ҫинче ларакан пӗр арҫын хӑйӗн арӑмне чуптӑвать те каялла палуба ҫине сиксе тухать, вара сана кимӗ ҫине лартать. Эсӗ мӗн туятӑн? Паллах ӗнтӗ, эсӗ ӑна пархатарлӑ. Пӗр арҫын ачапа чӑнах та ҫавӑн пекки пулса иртнӗ, ҫавӑнпа вӑл мӗн туйнине эсӗ ӑнланма пултаратӑн *. Анчах Иисус саншӑн чылай ытларах тунӑ. Вӑл сана пӗр вӗҫӗмсӗр пурӑнтарас тесе вилнӗ.
11 Турӑ Ывӑлӗ саншӑн мӗн тунине пӗлсен эсӗ мӗн туйрӑн? (2 Коринф 5:14, 15 вуласа пар.) Тен, санӑн чун-чӗререн тав тӑвас кӑмӑл ҫуралчӗ пулӗ. Ҫакӑ сана хӑвӑн пурнӑҫна Турра халаллама тата тек хӑвӑншӑн мар, саншӑн кам вилнӗ, ҫавӑншӑн пурӑнма хавхалантарчӗ. Ывӑлӗ ячӗпе шыва кӗни вӑл — Иисус саншӑн мӗн тунӑ, ҫавна йышӑннине тата ӑна «пурӑнӑҫ Пуҫлӑхӗ» вырӑнне хурса унӑн влаҫне хисеп тумаллине пӗлтерет (Апост. ӗҫ. 3:15; 5:31). Унччен Пултараканпа санӑн нимӗнле хутшӑну та пулман, тӗрӗссипе каласан, чӑн-чӑн шанчӑк та пулман. Анчах Иисус Христос тӑкнӑ юна ӗненнипе шыва кӗнине пула санӑн халӗ Аттемӗрпе хутшӑнусем пур (Еф. 2:12, 13). «Кӑмӑлӑрсем усал ӗҫсем енне туртнӑ пирки, эсир ӗлӗк Турӑран ютшӑнса Унӑн тӑшманӗ пулса пурӑнаттӑрччӗ,— ҫырнӑ Павел апостол,— Хӑй умне сиенсӗр, айӑпсӑр, таса халлӗн тӑратас тесе, Турӑ халӗ сире те Этем пулнӑ Ывӑлӗн [Иисусӑн] Ӳчӗпе, Унӑн вилӗмӗпе Хӑйпе килӗштернӗ» (Кол. 1:21, 22).
12, 13. а) Кӳрентерекен ҫынпа хӑвна мӗнле тытмалли ҫине Ывӑлӗ ячӗпе шыва кӗни епле витӗм кӳмелле? ӑ) Иисус ячӗпе шыва кӗнӗ христианин пулнӑ май санӑн мӗнле тивӗҫ пур?
12 Эсӗ Ывӑлӗ ячӗпе шыва кӗнӗ пулин те, кӑмӑлу сана ҫылӑх тума туртни ҫинчен эсӗ питӗ лайӑх пӗлетӗн. Ҫакна кашни кун асра тытни аван пулнӑ пулӗччӗ. Сӑмахран, сана кам та пулин кӳрентерчӗ пулсан, эсир иксӗр те ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнине асра тытатӑн-и? Сире иксӗре те Турӑ каҫарни кирлӗ, сирӗн иксӗрӗн те каҫармалла (Марк 11:25). Каҫарма кирлине палӑртас тесе Иисус тӗслӗх илсе панӑ: хуҫа хӑйӗн чурин вунӑ пин талант (60 миллион динарий) парӑмне каҫарнӑ. Каярахпа ҫав чура тепӗр чуран 100 динарий парӑмне каҫарасшӑн пулман. Унтан Иисус, кам хӑйӗн тӑванне каҫармасть, ӑна Иегова та каҫармасть тесе каланӑ (Матф. 18:23—35). Эппин, Ывӑлӗ ячӗпе шыва кӗни вӑл — Иисусӑн влаҫне йышӑннине, унӑн тӗслӗхӗпе вӗрентӗвӗсене, ыттисене каҫарма хатӗр пулмалли ҫинчен калаканнисене те, тытса тӑма тӑрӑшнине пӗлтерет (1 Пет. 2:21; 1 Иоан. 2:6).
13 Ҫитменлӗхсем пур пирки эсӗ пур енчен те Иисус пек пулма пултараймастӑн. Ҫапах та, хӑвна Турра чун-чӗререн халалланӑ пирки, эсӗ вӑй ҫитнӗ таран Иисус пек пуласшӑн. Ҫакӑ вӑл пирӗн пӗр вӗҫӗмсӗр хамӑрӑн ҫитменлӗхсемпе кӗрешмеллине — этемӗн ӗлӗкхи пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахса ҫӗнӗ ҫын пулмаллине — пӗлтерет. (Ефес 4:20—24 вуласа пар.) Тусна хисеплетӗн пулсан, эсӗ, паллах, унӑн тӗслӗхӗпе лайӑх енӗсене кура унран вӗренме тӑрӑшӑн. Ҫавӑн пекех эсӗ те Христосран вӗренесшӗн тата ун пек пуласшӑн.
14. Иисуса пӗлӗтри Патша вырӑнне хурса унӑн влаҫне йышӑннине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?
14 Ывӑлӗн ячӗпе шыва кӗнин пӗлтерӗшне ӑнланнине кӑтартма санӑн тата тепӗр май пур. Турӑ «пурне те, Унӑн [Иисусӑн] ури айне туса, Ӑна пӑхӑнтарнӑ, Ӑна пуринчен те асли, ӗненекенсенӗн [е пухӑвӑн] Пуҫӗ тунӑ» (Еф. 1:22). Апла пулсан, камсем хӑйсене Иеговӑна халалланӑ, ҫавсене Иисус мӗнле ертсе пынине санӑн хисеплемелле. Пухуна ҫӳрекенсен пурин те ҫитменлӗхсем пур, анчах Христос вӗсемпе, уйрӑмах, Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем тытса тӑракан арҫынсемпе, старейшина пулма лартнӑскерсемпе, усӑ курать. Вӗсене «таса ҫынсене ырӑлатса ҫитерме [е тӳрлетме]... Христос тӑл-пӗвне ӳстерсе пыма [е тӗреклетме]» лартнӑ (Еф. 4:11, 12). Ҫитменлӗхсем пур пирки ҫын йӑнӑш турӗ пулсан та, Иисус, пӗлӗтри Патшалӑхӑн Патши пулнӑ май, ҫавна хӑй вӑхӑтӗнче кирлӗ пек тӳрлетме пултарать. Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и?
15. Сирӗн шыва кӗме шухӑш пур пулсан, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эсир мӗнле пиллӗхсем пуласса кӗтме пултаратӑр?
15 Анчах та хӑш-пӗрисем халӗ те хӑйсене Иеговӑна халалламан, шыва та кӗмен. Эсӗ те ҫав ҫынсен шутне кӗретӗн пулсан, ҫӳлерех каланӑ сӑмахсенчен Ывӑлне йышӑнни вӑл — тӗрӗс, пархатарлӑ кӑмӑлпа тунӑ ӗҫ пулнине куратӑн-и? Ывӑлӗ ячӗпе шыва кӗни сана пысӑк пиллӗхсем кӳрӗ. (Иоанн 10:9 —11 вуласа пар.)
Святой сывлӑш ячӗпе
16, 17. Святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗни саншӑн мӗн вӑл?
16 Святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗмелле тенине мӗнле ӑнланмалла? Унччентерех палӑртнӑччӗ ӗнтӗ, Аллӑмӗш кунхи праҫникра Петра итлесе тӑракансем святой сывлӑш ҫинчен пӗлнӗ. Ҫав кун вӗсем Турӑ святой сывлӑшпа усӑ курма пӑрахманнине хӑйсен куҫӗпе курнӑ. Петр «Святой Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ... урӑх чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ» ҫынсем хушшинче пулнисенчен пӗри пулнӑ (Апост. ӗҫ. 2:4, 8). «Ячӗпе» тени вӑл сӑмах камӑн та пулин ячӗ ҫинчен пынине пӗлтермест. Паян хӑш-пӗр япаласене, калӑпӑр, «уяв ячӗпе» тӑваҫҫӗ. Анчах та уяв вӑл ҫынна пӗлтермест. «Уяв ячӗпе» тени вӑл ҫав япаласене уявшӑн тунине пӗлтерет. Ҫавӑн пекех святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗрекен святой сывлӑш ҫын та, Турӑ та мар, вӑл — Иеговӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ пулнине ӑнланать. Ҫавӑн пек шыва кӗрекен ҫын Турӑ хӑй мӗн тума шухӑшласа хунинче святой сывлӑшӑн пӗлтерӗшне ӑнланать.
17 Библие вӗреннӗ май, эсӗ святой сывлӑш ҫинчен пӗлме пуҫламарӑн-и вара? Сӑмахран, Турӑ Ҫырӑвне святой сывлӑш витӗм кӳрсе тӑнипе ҫырнине эсӗ ӑнлантӑн (2 Тим. 3:16). Библие пӗлсе пынӑҫемӗн эсӗ, тен, пӗлӗтри Атте «Хӑйӗнчен ыйтакансене (ҫав шутра сана та) Святой Сывлӑшне» панине лайӑхрах ӑнлантӑн пулӗ (Лука 11:13). Хӑвӑн пурнӑҫу ҫине святой сывлӑш витӗм кӳнине курнӑ та пуль. Ашшӗ святой сывлӑш парать тесе Иисус шантарса каланӑ. Эппин, святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗрсен эсӗ ӑна илӗн те чӑн-чӑн пиллӗхсем туянӑн.
18. Кам святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗнӗ, ҫавӑ мӗнле пиллӗхсем илсе тӑрать?
18 Иегова паян та хӑйӗн сывлӑшӗ урлӑ христиансен пухӑвне мӗн тумаллине кӑтартса тӑни тата ертсе пыни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Ҫав сывлӑшах пире кашнине хамӑрӑн кулленхи ӗҫсенче те пулӑшса тӑрать. Святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗни эпир святой сывлӑш пирӗн пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑннине ӑнланнине тата унпа хаваспах пӗрле ӗҫлесе тӑнине пӗлтерет. Анчах кам та пулин, тен, ҫапла шутлать: «Хама Иеговӑна халалланипе килӗшӳллӗ мӗнле пурӑнма пулать-ши тата ҫав енчен святой сывлӑш мӗнле пулӑшать?» Эпир ҫавна тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.
[Сноскӑсем]
^ Деизм вӗрентӗвне тытса тӑракансем Турӑ пур тесе ӗненеҫҫӗ, анчах вӑл хӑй пултарнӑ япаласемпе интересленмест тесе шутлаҫҫӗ.
^ «Пробудитесь!» (акӑл.) журнала, 1981 ҫулхи октябрӗн 22-мӗшӗнчи кӑларӑма пӑх, 3—8-мӗш страницӑсем.
Астӑватӑр-и эсир?
• Ашшӗ ячӗпе шыва кӗни — сирӗншӗн мӗн вӑл?
• Ывӑлӗ ячӗпе шыва кӗни мӗне пӗлтерет?
• Ашшӗпе Ывӑлӗ ячӗпе шыва кӗнин пӗлтерӗшне ӑнланнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?
• Святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗни мӗне пӗлтерет?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]