Ҫамрӑксем, Иеговӑшӑн яланах пӗтӗм кӑмӑлтан ӗҫлесе тӑрӑр
Ҫамрӑксем, Иеговӑшӑн яланах пӗтӗм кӑмӑлтан ӗҫлесе тӑрӑр
«Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр» (Еккл. 12:1).
1. Мӗнле чӗнӳ Израильте ачасене те пырса тивнӗ?
ПӖР 3 500 ҫул каялла Моисей, Иеговӑн пророкӗ, Израильти священниксене тата аслӑ ҫынсене хушнӑ: «Халӑха пух, арҫынсемпе хӗрарӑмсене те, ачасене те... пуҫтар, итлеччӗр вӗсем, вӗренччӗр, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан хӑраса тӑччӑр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурнӑҫлама тӑрӑшчӑр» (Сакк. аст. 31:12). Асӑрхӑр-ха, Турра пуҫҫапма арҫынсен, хӗрарӑмсен тата ачасен пуҫтарӑнмалла пулнӑ. Ҫапла, Иегова мӗн тума хушнисене камсен итлемелле, вӗренмелле тата пурнӑҫра тытса пымалла, ҫавсен хушшинче ачасен те пулмалла пулнӑ.
2. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗнчи ҫамрӑксемшӗн Иегова мӗнле тӑрӑшнӑ?
2 Иегова пӗрремӗш ӗмӗрте те Турӑран хӑракан ҫамрӑксемшӗн тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Вӑл Павел апостола пухусене янӑ хӑш-пӗр ҫырусенче ҫамрӑксем валли ятарласа хушусем ҫырма хавхалантарнӑ. (Ефес 6:1; Колоссы 3:20 вуласа пар.) Ҫак канашсене тытса пынӑ ҫамрӑк христиансем хӑйсене юратакан ҫӳлти Ашшӗне тата ытларах хаклама пуҫланӑ та пиллӗхсем илнӗ.
3. Турӑшӑн ӗҫлеме кӑмӑл пуррине ҫамрӑксем паян мӗнле кӑтартаҫҫӗ?
3 Иеговӑна пуҫҫапма паян ҫамрӑксене чӗнеҫҫӗ-и? Ҫапла! «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар. Хӑш-хӑш ҫынсенӗн йӑлине кура, пирӗн пӗр ҫӗре пуҫтарӑнма пӑрахас мар; сут кунӗ ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе пурӑнар» тесе Павел чӗнсе каланине пӗтӗм тӗнчипе Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракан питӗ нумай ҫамрӑксем чӗререн йышӑнаҫҫӗ, ҫакна курса Туррӑн пӗтӗм халӑхӗ савӑнать (Евр. 10:24, 25). Ҫавӑн пекех, нумай ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне сарас ӗҫе хутшӑнма пултараҫҫӗ (Матф. 24:14). Иеговӑна чӗререн юратнине кӑтартса пиншер ҫамрӑк кашни ҫул шыва кӗреҫҫӗ те Христос вӗренекенӗсем пулса тӑрса пиллӗхсем илеҫҫӗ (Матф. 16:24; Марк 10:29, 30).
Чӗнӗве паянах йышӑн
4. Хӑҫан ҫамрӑксем Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма чӗнсе каланине йышӑнма пултараҫҫӗ?
4 Екклесиаст 12:1-мӗшӗнче каланӑ: «Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр». Иеговӑна пуҫҫапма тата уншӑн ӗҫлесе тӑма ҫакӑн пек чӗререн чӗнсе каланине йышӑнас тесен сирӗн, ҫамрӑксен, миҫе ҫулта пулмалла? Ҫакӑн пирки Турӑ Сӑмахӗнче ҫырса паман. Ҫавӑнпа та, Иеговӑна итлеме тата уншӑн ӗҫлесе тӑма эпӗ ҫамрӑк-ха тесе шутласа шыва кӗме тӑхтаса тӑма кирлӗ мар. Эсир кирек миҫе ҫулта пулсан та пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ҫак чӗнсе каланине йышӑнма пултаратӑр.
5. Чӑнлӑха лайӑхрах та лайӑхрах пӗлсе пыма ашшӗ-амӑшӗсем ачисене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
5 Чӑнлӑха лайӑхрах та лайӑхрах пӗлсе пыма сирӗнтен нумайӑшне аҫу-аннӳсем пулӑшаҫҫӗ. Ҫак тӗлӗшрен эсир пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ Тимофей пекех. Унӑн амӑшӗ Евника тата кукамӑшӗ Лоида ӑна мӗн ачаранах Турӑ Ҫырӑвӗпе паллаштарнӑ (2 Тим. 3:14, 15). Тен, сире те аҫу-аннӳсем вӗрентсе ӳстереҫҫӗ: сирӗнпе Библи вӗренеҫҫӗ, кӗлӗ тӑваҫҫӗ, пухӑва тата Турӑ халӑхӗн ытти тӗлпулӑвӗсене илсе ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑн пекех сирӗнпе пӗрле ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Чӑнахах та, сире Турӑ ҫулӗсемпе ҫӳреме вӗрентесси — питӗ пысӑк яваплӑх, ҫак яваплӑха сирӗн аҫу-аннӳсене Иегова хӑй панӑ. Вӗсем сире юратнине тата сирӗншӗн тӑрӑшнине эсир хаклатӑр-и? (Ытар. 23:22).
6. а) Псалом 109:3-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх мӗнле пуҫҫапни Иеговӑна савӑнтарать? ӑ) Эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
6 Ҫапах та «Туррӑн кӑмӑллӑ, пӗр ҫитмен тӗлсӗр, ырӑ ирӗкӗ» мӗнре пулнине эсир хӑвӑр, ӳссе пынӑ май, Тимофей пекех пӗлсе пырасса Иегова кӗтет (Рим 12:2). Эсир ҫакна туса пыратӑр пулсан, Турӑ ирӗкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене аҫу-аннӳ каланӑран мар, хӑвӑрӑн тӑвас килнӗрен туса тӑратӑр. Эсир Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма яланах хатӗр пулни ӑна савӑнтарать (Пс. 109:3). Иеговӑна итлеме тата вӑл мӗн тума хушнине тытса тӑрас кӑмӑла ӳстерес килнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр? Ҫакна мӗнле питӗ кирлӗ виҫӗ майпа тума пулать, ҫавсене пӑхса тухӑпӑр. Сӑмах Библи вӗренни, кӗлӗ туни тата хамӑра мӗнле тытни ҫинчен пулать. Айтӑр, вӗсенчен кашнине йӗркипе сӳтсе явар.
Иегова мӗнле Турӑ пулнине пӗлӗр
7. Турӑ Сӑмахне вӗренес тӗлӗшрен Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ тата ӑна Турӑ Сӑмахне ӑнланса пыма мӗн пулӑшнӑ?
7 Эсир Иеговӑшӑн ытларах та ытларах ӗҫлесшӗн пулнине кӑтартакан пӗрремӗш май вӑл — кашни кун Библи вулани. Куллен кун Турӑ Сӑмахне вуласа эсир Турӑ ҫинчен пӗлес килнине тивӗҫтерме тата Библири хаклӑ пӗлӳсене илме пултаратӑр (Матф. 5:3). Ҫак тӗлӗшрен Иисус тӗслӗх кӑтартнӑ. Пӗррехинче, вӑл 12 ҫулта пулнӑ чухне, ашшӗпе амӑшӗ ӑна храмра шыраса тупнӑ, вӑл унта «вӗрентекенсем хушшинче вӗсене итлесе, Хӑй те вӗсене ыйтса ларнӑ» (Лука 2:44—46). Пӗчӗк чухнех Иисусӑн Турӑ Сӑмахне питӗ пӗлес килнӗ тата вӑл ҫак Ҫырусене лайӑх ӑнланнӑ. Мӗне пула? Унӑн амӑшӗ Мария тата тӑван мар ашшӗ Иосиф тӑрӑшнине пула. Вӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ, ҫавӑнпа Иисуса мӗн ачаран Турӑ ҫинчен вӗрентсе ӳстернӗ (Матф. 1:18—20; Лука 2:41, 51).
8. а) Хӑҫан ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене Турӑ Сӑмахне юратма вӗрентме пуҫламалла? ӑ) Ачасене мӗн пӗчӗкренех вӗрентни усӑ панине ҫирӗплетсе паракан тӗслӗхе каласа парӑр.
8 Ҫавӑн пекех, паян Турӑран хӑракан ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене мӗн пӗчӗкренех Библири чӑнлӑха юратма вӗрентни питӗ кирлине ӑнланаҫҫӗ (Сакк. аст. 6:6—9). Руби ятлӑ пӗр христианка та хӑйӗн пӗрремӗш ывӑлӗ Джозеф ҫуралсан ҫакна тума пуҫланӑ. Вӑл кашни кун ӑна «Библи калавӗсен кӗнекине» вуласа панӑ. Ача кӑшт ӳссен, амӑшӗ ӑна Библири тӗрлӗ сӑвӑ йӗркисене астуса юлма пулӑшнӑ. Ҫакӑн пек вӗрентни Джозефа усӑ панӑ-и? Калаҫма вӗренсенех, вӑл Библире ҫырнӑ нумай тӗслӗхсене хӑй сӑмахӗсемпе каласа пама пултарнӑ. Пилӗк ҫула ҫитсен вара, вӑл Теократи ӗҫӗн шкулӗнче пӗрремӗш хут урок туса панӑ.
9. Мӗншӗн Библи вуламалла тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла?
9 Библири чӑнлӑха лайӑхрах та лайӑхрах пӗлсе пырас тесен сирӗн, ҫамрӑксен, кашни кун Библи вулассине йӑлана кӗртмелле, ҫакна ҫамрӑк чухне те, ҫитӗнсен те тытса тӑмалла (Пс. 70:17). Мӗншӗн Библи вулани сире чӑнлӑха тарӑнрах ӑнланса пыма пулӑшать? Иисус хӑйӗн Ашшӗне кӗлӗ тунӑ чухне мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗр чӑн Турра... пӗлни» (Иоан. 17:3). Иегова ҫинчен нумайрах пӗлсе пынӑ май эсир Вӑл мӗнле Турӑ пулнине лайӑхрах та лайӑхрах курма пуҫлатӑр, вара эсир Ӑна хытӑрах та хытӑрах юратма тытӑнатӑр (Евр. 11:27). Ҫавӑнпа та Библи вуланӑ чухне, кашнинчех, Иегова ҫинчен ытларах пӗлме май пуррипе усӑ курӑр. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Вуланӑ сыпӑкран эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлме пултаратӑп? Библири ҫак сыпӑк Турӑ мана юратнине тата маншӑн тӑрӑшнине мӗнле кӑтартса парать?» Ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрнипе эсир Иегова мӗнле шухӑшлани, унӑн мӗнле туйӑмсем пулни тата сирӗнтен мӗн тума ыйтни ҫинчен ытларах пӗлме пултаратӑр. (Ытарлӑх 2:1—5 вуласа пар.) Ҫамрӑк Тимофей пекех, эсир те Турӑ Сӑмахӗнчен мӗн пӗлсе пыни чӑн пулнине курма пуҫлатӑр, вара сирӗн Иеговӑна чун-чӗререн пуҫҫапас кӑмӑл ҫуралӗ.
Иеговӑна хытӑрах юратма кӗлӗ туни мӗнле пулӑшать
10, 11. Турӑшӑн ӗҫлес кӑмӑла вӑйлатма кӗлӗ туни мӗнле пулӑшать?
10 Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑрас кӑмӑла вӑйлатмалли иккӗмӗш май вӑл — кӗлӗ туни. Псалом 64:3-мӗшӗнче эпир вулатпӑр: «Эсӗ кӗлтунине илтетӗн; пур чӗрӗ чун Сан патна ӑнтӑлать». Израиль халӑхӗ Турӑпа килӗшӳре тӑнӑ вӑхӑтра та Иеговӑн храмӗ патне килекен ют халӑх ҫыннисем кӗлӗ туса ун патне ҫывхарма пултарнӑ (1 Патш. 8:41, 42). Турӑ ҫынсене камне кура уйӑрмасть. Кам унӑн заповечӗсене тытса тӑрать, ҫавсем Турӑ вӗсене илтессе ҫирӗп шанма пултараҫҫӗ (Ытар. 15:8). Паллах ӗнтӗ, «пур чӗрӗ чун» шутне, ҫамрӑксем, эсир те кӗретӗр.
11 Чӑн-чӑн туслӑх лайӑх хутшӑнусем ҫинче тытӑнса тӑнине эсир пӗлетӗр. Сире, тен, хӑвӑр шухӑшсене, мӗн пӑшӑрхантарнисене, туйӑмсене ҫывӑх тусна каласа пама килӗшет пулӗ. Ҫавӑн пекех эсир чӗререн тухакан кӗлӗре Аслӑ Пултараканпа калаҫатӑр (Флп. 4:6, 7). Юратакан аҫу-аннӳпе е ҫывӑх туспа мӗнле калаҫатӑр, Иеговӑпа та ҫавӑн пекех калаҫӑр. Эсир кӗлӗ мӗнле туни тата Иегова патне сирӗн мӗнле туйӑмсем пулни пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Иеговӑпа сирӗн хушӑри туслӑх ҫирӗпленсе пынӑҫемӗн сирӗн кӗлӗсем чун-чӗререн тухса тӑнине эсир асӑрхама пултаратӑр.
12. а) Мӗншӗн чун-чӗререн тухакан кӗлӗ вӑл — сӑмахсем кӑна мар? ӑ) Иегова юнашар пулнине туйма сире мӗн пулӑшӗ?
12 Анчах та ҫакна асра тытӑр, чун-чӗререн тухакан кӗлӗ вӑл — сӑмахсем кӑна мар. Чун-чӗререн тухакан кӗлӗсенче сирӗн туйӑмсем курӑнса тӑраҫҫӗ. Сирӗн кӗлӗсенче Иеговӑна хытӑ юратни, чун-чӗререн хисеплени тата пӗтӗмпех Ун ҫине шанса тӑни курӑнса тӑтӑр. Иегова сирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине курнӑ май, эсир Иегова «Хӑйне чӗнекенсемшӗн... пуриншӗн те ҫывӑх» пулнине нихӑҫанхинчен те ытларах туйса илетӗр (Пс. 144:18). Ҫапла, Шуйттана хирӗҫ тӑма сире вӑй панипе тата пурнӑҫра мӗн тӗрӗссине суйласа илме пулӑшса тӑнипе Иегова сирӗнпе ҫывӑхланӗ. (Иаков 4:7, 8 вуласа пар.)
13. а) Турӑпа туслӑ пулни пӗр ҫамрӑк христианкӑна мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Иеговӑпа туслӑ пулни сире тантӑшсем хӗсӗрленине ҫӗнтерме мӗнле пулӑшать?
13 Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулни Шери ятлӑ хӗре мӗнле майпа вӑй панине пӑхса тухӑпӑр. Шкулта аслӑ классенче вӗреннӗ чухне вӑл лайӑх вӗреннӗшӗн тата спортра ҫитӗнӳсем тунӑшӑн нумай награда илнӗ. Шкул вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна аслӑ пӗлӳ илме май паракан стипенди илме сӗннӗ. «Ҫак сӗнӳ илӗртӳллӗ пулнӑччӗ,— тет Шери,— тренерсемпе пӗрле вӗренекенсем ӑна илме питӗ хистерӗҫ». Анчах та малалла та пӗлӳ илес тенӗ пулсассӑн, хӑйӗн вӑхӑчӗ ытларах вӗренӳпе тренировкӑсем ҫине каяссине, Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма вара питӗ сахал вӑхӑт юлассине Шери ӑнланнӑ. Шери мӗн тунӑ? «Иеговӑна кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн эпӗ стипенди илес мар тесе шут тытрӑм та тулли пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм»,— тет Шери. Ҫавӑнтанпа вӑл пилӗк ҫул ӗнтӗ пионер пулса ӗҫлет. «Эпӗ ним пирки те кулянмастӑп,— тет вӑл.— Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тесе ҫакӑн пек тума шут тытнишӗн эпӗ савӑнатӑп. Чӑнахах та, Турӑ Патшалӑхне пӗрремӗш вырӑна хурсан ытти пурте пулать» (Матф. 6:33).
Эсир таса чӗреллӗ пулнине хӑвӑра лайӑх тытни кӑтартать
14. Эсир хӑвӑра лайӑх тытни Иеговӑшӑн мӗншӗн хаклӑ?
14 Иеговӑшӑн пӗтӗм кӑмӑлтан ӗҫлесе тӑнине кӑтартакан виҫҫӗмӗш май — хӑвӑра лайӑх тытни. Мораль тӗлӗшӗнчен тасалӑха упракан ҫамрӑксене Иегова пиллет. (Псалом 23:3—5 вуласа пар.) Аслӑ священник Илия ывӑлӗсем хӑйсене аскӑнла тытнӑ пулсан та ҫамрӑк Самуил хӑйне вӗсем пек тытман. Самуил хӑйне лайӑх тытнине ыттисем те асӑрханӑ. Библире каланӑ: «Ҫамрӑк Самуил ӳссех пынӑ, ытларах та ытларах Иеговӑн тата ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ» (1 Сам. 2:26).
15. Хӑвӑра лайӑх тытма хавхалантаракан хӑш-пӗр сӑлтавсене каласа тухӑр.
15 Эпир пурӑнакан тӗнчере хӑйсене юратакан, пысӑка хуракан, ашшӗ-амӑшне итлемен, пархатарсӑр, йӗркесӗр, хытӑ кӑмӑллӑ, ҫӗкленсе калаҫакан, Турра юратассинчен ытла киленсе пурӑнма юратакан ҫынсем нумай. Юлашки кунсенче ҫынсем мӗнле енсемпе паллӑ пулассине Павел кӑтартса панисенчен ҫак енсем хӑшӗ-пӗрисем кӑна-ха (2 Тим. 3:1—5). Ҫавӑнпа та йӗри-тавра йӗркесӗрлӗх нумай пирки хӑвӑра тивӗҫлӗн тытма ҫӑмӑлах мар пулӗ. Анчах та кашнинчех, хӑвӑра тӗрӗс тытнӑ чухне тата Турра юрӑхсӑр ӗҫсенчен пӑрӑннӑ чухне, Ҫут тӗнчери аслӑ влаҫпа ҫыхӑннӑ ыйтура Иегова майлӑ тӑнине кӑтартса паратӑр (Иов 2:3, 4). «Эй ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗреме савӑнтар — вара хама кӳрентерекене хуравлама пӗлӗп эпӗ» тесе Иегова чӗререн чӗнсе каланине йышӑнсан эсир тулли савӑнӑҫпа савӑнӑр (Ытар. 27:11). Ҫавӑн пекех, хӑвӑра Иегова ырланине пӗлни сире Уншӑн тата ытларах ӗҫлеме хавхалантарать.
16. Пӗр хӗрарӑм-тӑван ача чухне Иеговӑн чӗрине мӗнле савӑнтарнӑ?
16 Кэрол ятлӑ хӗрарӑм-тӑван ача чухне, шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра, Библи принципӗсене ҫирӗп тытса тӑнӑ, вӑл хӑйне лайӑх тытнине вара ыттисем те асӑрханӑ. Ҫакӑ мӗнле усӑ панӑ? Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫӗ каланине итлесе вӑл уявсенче тата политикӑпа ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесенче хутшӑнман, ҫавӑн пирки пӗрле вӗренекенсем сахал мар унран тӑрӑхласа кулнӑ. Хӑш-пӗр чухне ҫавӑн пек лару-тӑрусенче унӑн хӑй мӗне ӗненни ҫинчен каласа пама май пулнӑ. Нумай ҫул иртсен Кэрол пӗр класра вӗреннӗ тантӑшӗнчен открытка илнӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Эсӗ хӑвна шкулта чӑн-чӑн христианка пек тытнӑшӑн эпӗ тахҫанах, ҫыру ҫырса, сана тав тӑвасшӑнччӗ. Эсӗ хӑвна лайӑх тытни, ҫавӑн пекех уявсенче хутшӑнмасӑр хӑв мӗне ӗненнине ҫирӗп тытса тӑни ман чӗрене пырса тиврӗ. Эпӗ тӗл пулнӑ Иегова Свидетелӗсенчен эсӗ чи пӗрремӗшӗ пултӑн». Кэрол тӗслӗхӗ пӗр класра вӗренекен хӗрача ҫине пысӑк витӗм кӳнӗ, вара вӑл каярахпа Библи вӗренме пуҫланӑ. Кэрол патне янӑ открыткӑра вӑл 40 ҫул каяллах шыва кӗнӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑни пирки ҫырса пӗлтернӗ! Кэрол пекех эсир, ҫамрӑк христиансем, Библи принципӗсене ҫирӗп тытса тӑнипе тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене Иеговӑпа паллашма хавхалантарма пултаратӑр.
Ҫамрӑксем Иеговӑна мухтаҫҫӗ
17, 18. а) Хӑвӑр пухури ҫамрӑксем ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр? ӑ) Турӑран хӑракан ҫамрӑксене мӗнле пуласлӑх кӗтет?
17 Пиншер хастарлӑ яшсемпе хӗрсем Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапнине курса тӑни пире пурне те, пӗтӗм тӗнчери Иеговӑн организацинчисене, питӗ савӑнтарать! Кашни кун Библи вуланипе, кӗлӗ тунипе тата хӑйсене Турра юрӑхлӑ тытнипе вӗсем Иеговӑна пуҫҫапас кӑмӑла ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫакӑн пек лайӑх тӗслӗх кӑтартакан ҫамрӑксем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсене тата Иеговӑн пӗтӗм халӑхне савӑнӑҫ кӳрсе тӑраҫҫӗ (Ытар. 23:24, 25).
18 Пуласлӑхра Турра шанчӑклӑ ҫамрӑк христиансем Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчене кӗрекен темӗн чухлӗ этем хушшинче пулӗҫ (Апок. 7:9, 14). Унта вӗсем нимӗнпе те танлашма пултарайман пиллӗхсене хӑйсем ҫинче туйса илӗҫ, вӗсен Иеговӑна пархатарлӑ пуласси ӳссе пырӗ, вара вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Ӑна мухтаса тӑма пултараҫҫӗ (Пс. 148:12, 13).
Эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?
• Паян ҫамрӑксем Иеговӑна чӑнлӑхпа пуҫҫапнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?
• Библи вулани усӑ патӑр тесен, мӗн вулани ҫинчен мӗншӗн шухӑшламалла?
• Кӗлӗ туни сире Иегова патне ҫывхарма мӗнле пулӑшать?
• Христианин хӑйне лайӑх тытнипе мӗн ҫирӗплетсе парать тата ҫакӑ мӗнле пиллӗхсем парать?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]