Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑна пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче канлӗх туп

Иеговӑна пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче канлӗх туп

Иеговӑна пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче канлӗх туп

«Ман ӗҫӗме йышӑнӑр... вара хӑвӑр чунӑрсем валли канлӗх тупӑр» (МАТФ. 11:29).

1. Синай тӑвӗ патӗнче Турӑ мӗнле хушу панӑ тата мӗншӗн?

 СИНАЙ тӑвӗ патӗнче панӑ Законӑн пӗр хушӗвӗнче кашни эрнерех шӑматкуна тытса пымалли хушу пулнӑ. Иегова хӑйӗн представителӗ, Моисей, урлӑ Израиль халӑхне каланӑ: «Ултӑ кун ӗҫӳсене ту, ҫиччӗмӗш кунне кан; вӑкӑру та, ашаку та канччӑр, хӑрхӑмун ывӑлӗшӗн те, ютран килнӗ ҫыншӑн та канӑҫ [е вӑй илмелли] пултӑр» (Тух. 23:12). Ҫапла майпа Иегова хӑй панӑ закона тытса тӑракансене юратса канмалли кун кӗртсе панӑ, ҫав кун унӑн халӑхӗ вӑй илме пултарнӑ.

2. Шӑматкуна тытса тӑни Израиль халӑхне мӗнле усӑ панӑ?

2 Шӑматкун нимӗн те тумалла мар кун пулнӑ-и? Ҫук, ун пек мар. Ҫак кун Израиль халӑхӗшӗн Иеговӑна пуҫҫапни шутне кӗрекен питӗ кирлӗ кун пулнӑ. Шӑматкуна тытса тӑнине пула ҫемье пуҫлӑхӗсен хӑйсен килйышӗсене «Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳреме, тӳррине тума» вӗрентме вӑхӑт пулнӑ (Пулт. 18:19). Ҫавӑн пекех, ҫак кун ҫемьесене тата туссене пӗрле пухӑнса Иеговӑн ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлама тата пӗр-пӗринпе калаҫса савӑнма май панӑ (Ис. 58:13, 14). Унтан та ытларах, шӑматкун Христосӑн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ерсте пынӑ чухне чӑн-чӑн канлӗх илсе килекен вӑхӑт пирки пророкла кӑтартса панӑ (Рим 8:21). Хальхи вӑхӑт пирки мӗн калама пулать? Иеговӑн ҫулӗсем ҫинчен шухӑшлакан чӑн христиансем ҫакӑн пек канлӗхе ӑҫта тата мӗнле тупма пултараҫҫӗ?

Пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнса канлӗх тупӑр

3. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пӗр-пӗрне мӗнле майпа пулӑшса тӑнӑ?

3 Павел апостол христиансен пухӑвне «чӑнлӑх юпи, чӑнлӑх тӗрекӗ» тесе каланӑ (1 Тим. 3:15). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пӗр-пӗрне юратса хавхалантарнинчен тата ҫирӗплетнинчен пысӑк пулӑшу илсе тӑнӑ (Еф. 4:11, 12, 16). Павел Ефесра пулнӑ чухне Коринф пухӗвӗнчи христиансем ун патне килни унӑн кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Ҫакӑн пирки вӑл акӑ мӗн каланӑ: «Стефан, Фортунат, Ахаик килнӗшӗн эпӗ савӑнтӑм... вӗсем ман чунӑма... лӑплантарчӗҫ [е канлӗх кӳчӗҫ]» (1 Кор. 16:17, 18). Ҫавӑн пекех, Тит Коринфран килсен, вӑл унта тӑвансене пулӑшас тесе ӗҫлесе тӑнӑ пулнӑ, Павел Коринфри христиансем патне ҫырса янӑ: «Эсир пурсӑр та Тит чунне пусарса савӑнтартӑр [е канлӗх кӳтӗр]» (2 Кор. 7:13). Ҫавӑн пекех, паян та Иегова Свидетелӗсем пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑннӑ чухне хавхалантаракан калаҫусенчен чӑн-чӑн канлӗх илеҫҫӗ.

4. Мӗнле майпа пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пире канлӗх параҫҫӗ?

4 Христиансен пухӑвӗсен тӗлпулӑвӗсем чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ парса тӑнине эсир хӑвӑр ҫинче те туйнӑ ӗнтӗ. Унта эпир пӗр-пӗрин ӗненӗвне ҫирӗплетсе тӑратпӑр (Рим 1:11, 12). Пухури христиан-тӑвансем пирӗншӗн вӑхӑтран-вӑхӑта тӗл пулса кӑшт-кашт калаҫкаласа илекен палланӑ ҫынсем кӑна мар. Вӗсем пирӗншӗн чӑн-чӑн туссем, эпир вӗсене юрататпӑр тата хисеплетпӗр. Вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче яланах тӗл пулни пире питӗ савӑнтарать тата йӑпатать (Флм. 7).

5. Мӗнле майпа эпир конгрессенче пӗр-пӗрне канлӗх кӳме пултаратпӑр?

5 Канлӗх парса тӑракан тепӗр май вӑл — ҫулсерен иртекен пирӗн конгрессем. Ҫак конгрессем пире Турӑ Сӑмахӗнчи, Библири, пурнӑҫ паракан чӑнлӑхсене пӗлме пулӑшаҫҫӗ кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсем пире тата ыттисемпе паллашма пулӑшаҫҫӗ (2 Кор. 6:12, 13). Анчах, кам та пулин вӑтанчӑк тата ӑна ыттисемпе паллашма йывӑр пулсан, мӗн вара? Христиан-тӑвансемпе паллашма пулӑшакан меслетсенчен пӗри вӑл — конгресра тӗрлӗ отделсенче пулӑшакан пулса ӗҫлени. Сӑмахран, пӗр хӗрарӑм-тӑван, пӗтӗм тӗнчери конгресра пулӑшса тӑнӑскер, ҫавӑн пекех тасалӑх отделӗнче ӗҫленӗскер, ҫапла ҫырнӑ: «Хамӑн ҫемьепе темиҫе туссемсӗр пуҫне эпӗ конгресра никама та пӗлмен. Анчах та, тасалӑх отделӗнче пулӑшнӑ чухне христиан-тӑвансенчен нумайӑшӗпе паллашрӑм! Ҫакӑ питӗ аван пулчӗ!»

6. Отпуск вӑхӑтӗнче канлӗх илме пулӑшакан пӗр-пӗр май ҫинчен каласа парӑр-ха.

6 Израиль халӑхӗ ҫулталӑкра виҫӗ хутчен Иерусалима Иеговӑна пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ уявсене ҫӳренӗ (Тух. 34:23). Ҫакна тума хӑш-пӗрисен хӑйсен хирӗсене, суту-илӳ лавкисене хӑварма тата темиҫе кун тусанлӑ ҫулсемпе утма тивнӗ. Ҫав-ҫавах, храма ҫитсен тата унта Иеговӑна мӗнле мухтаса тӑнине курсан, вӗсем питӗ савӑннӑ (2 Лет. 30:21). Паян та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракансенчен нумайӑшӗ хӑйсен ҫемйипе пӗрле ҫывӑхри Вефильсенчен — Иегова Свидетелӗсен филиалӗсенчен — пӗрне кайса курнипеле хӑйсем ҫинче ҫавӑн пек туйӑмсене туяҫҫӗ. Эсир те хӑвӑр ҫемьепе пӗрле ҫитес отпускра ҫывӑхри филиала кайса килме шутласа хума пултаратӑр-и?

7. а) Туссемпе пӗрле пухӑнса хутшӑнни мӗнле усӑ пама пултарать? ӑ) Ҫакӑн пек тӗлпулусем пурне те хавхалантарччӑр тата аса илме кӑмӑллӑ пулччӑр тесен мӗн тума пулать?

7 Ҫемьере пӗр-пӗринпе тата туссемпе хутшӑнни те сахал мар савӑнӑҫ пама пултарать. Ӑслӑ патша Соломон каланӑ: «Ҫыншӑн ӗҫсе ҫиессинчен, савӑнса пурӑнассинчен лайӑхраххи ҫук» (Еккл. 8:15). Туссемпе пӗрле пухӑнса хутшӑнни кӑмӑла ҫӗклет кӑна мар, ҫавӑн пекех пӗрле ӗненекенсене хытӑрах юратма пулӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсенче пирӗн вӗсем пирки ытларах пӗлме май пур. Ҫакӑн пек тӗлпулусем чӑннипех те хавхалантарччӑр тата вӗсем пирки аса илме кӑмӑллӑ пултӑр тесен, ҫав тӗлпулусене ытла нумай ҫын чӗнмелле мар, ҫавӑн пекех пурте йӗркеллӗ пултӑр тесе сӑнаса тӑмалла, уйрӑмах унта эрех-сӑрасем пулаҫҫӗ пулсан.

Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни канлӗх парать

8, 9. а) Иисус пӗлтернӗ хыпар кӗнекеҫӗсемпе фарисейсен правилисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? ӑ) Библири чӑнлӑхсене ыттисене каласа пани пире мӗнле усӑ парать?

8 Иисус сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулнӑ тата хӑйӗн вӗренекенӗсене те ҫавӑн пекех пулма хавхалантарнӑ. Ҫакӑ, вӑл каланӑ сӑмахсенчен курӑнса тӑрать: «Вырмалли нумай та, выракан сахал. Ҫавӑнпа тырӑ Хуҫине йӑлӑнӑр: вырмалли ани ҫине выракансем ятӑр Вӑл» (Матф. 9:37, 38). Иисус пӗлтерекен хыпар чӑннипех канӑҫлӑх панӑ — ҫак хыпар «Ырӑ Хыпар» пулнӑ (Матф. 4:23; 24:14). Ҫак хыпар фарисейсем ҫынсем ҫине хунӑ йывӑр ҫӗклемӗсенчен, е правилисенчен, питӗ уйрӑлса танӑ. (Матфей 23:4, 23, 24 вуласа пар.)

9 Ыттисене Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне пӗлтернӗ чухне эпир вӗсене Турӑ ӗҫне туса тӑнинчен илекен канӑҫлӑха сӗнетпӗр тата ҫав вӑхӑтрах эпир Библири хаклӑ чӑнлӑхсене хамӑр ӑстӑнпа чӗресене тарӑнрах кӗрсе ларма пулӑшатпӑр. Ҫакна псалом юрлакан сӑмахӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫана мухтӑр: хамӑр Туррӑмӑра мухтаса юрламашкӑн ырӑ... чун-чӗрене килентерет» (Пс. 146:1). Ыттисене ырӑ хыпар пӗлтерсе Иеговӑна мухтаса тӑнипе хӑвӑр савӑнӑҫа ӳстерме пултаратӑр-и эсир?

10. Эпир сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пуласси ырӑ хыпара миҫе ҫын йышӑннинчен килет-и? Ӑнлантарса парӑр.

10 Пирӗн ҫакна йышӑнмалла: ырӑ хыпара пӗр ҫӗртре лайӑх, тепӗр ҫӗртре начар итлеҫҫӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 18: 1, 5—8 вуласа пар.) Эсир пурӑнакан вырӑнта Турӑ Патшалӑх хыпарне йышӑнакансем сахал пулсан, эсир сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшӑр. Иегова ячӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑма эсир пӗрмаях вӑй хурса тӑни пушша каяс ҫукки ҫинчен асра тытӑр (1 Кор. 15:58). Унтан та ытларах, эпир ӑнӑҫлӑ пулни ырӑ хыпара миҫе ҫын йышӑннинчен килмест. Уҫӑ чӗреллӗ ҫынсене хӑйӗнпе ҫывӑхланма Иегова хӑй пулӑшса тӑнине эпир шанса тӑма пултаратпӑр, ҫавӑнпа та Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне йышӑнма вӗсен май пултӑр тесе вӑл хӑй тӑрӑшса тӑрӗ (Иоан. 6:44).

Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни канлӗх парать

11. Ашшӗ-амӑшӗсене Иегова мӗнле яваплӑх панӑ тата ҫак яваплӑха пурнӑҫласа тӑма вӗсене мӗн пулӑшать?

11 Турӑран хӑраса тӑракан ашшӗ-амӑшӗсем ҫинче хӑйсен ачисене Иегова ҫинчен тата унӑн ҫулӗсем ҫинчен вӗрентес яваплӑх выртать (Сакк. аст. 11:18, 19). Сирӗн ачасем пур пулсан, вӗсене хамӑрӑн пӗлӗтри юратакан Аттемӗр ҫинчен каласа пама вӑхӑт уйӑратӑр-и? Ҫак пысӑк яваплӑха пурнӑҫласа тӑма пулӑшмашкӑн тата ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн Иегова Библие ӑнланма пулӑшас тесе кӗнекесем, журналсем, видеофильсем тата аудиоҫырусем туллин парса тӑрать.

12, 13. а) Ҫемьепе пӗрле Библи вӗренмелли каҫ ҫемьесене мӗнле усӑ парса тӑма пултарать? ӑ) Турра ҫемьепе пӗрле пуҫҫапасси канлӗх парса тӑтӑр тесен ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

12 Ҫавӑн пекех, тӗрӗс те ырӑ ӑслӑ чура ушкӑнӗ вӗсен ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ҫав каҫ вӑл — кашни эрнерех ҫемьепе пӗрле Библи вӗренмелли вӑхӑт. Ҫавна пула ҫемьере пӗр-пӗрин хушшинче юрату тата Иеговӑпа вӗсен хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпленнине нумайӑшӗ асӑрханӑ. Анчах та ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапасси чӑнахах та ҫемьене канлӗх парса тӑтӑр тесен ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

13 Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫ кичем те тунсӑх пулмалла мар. Вӗт эпир телейлӗ Турӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр, ҫавӑнпа та вӑл пире хӑйне савӑнӑҫлӑн пуҫҫаптарасшӑн (1 Тим. 10, 11; Флп. 4:4). Библири хаклӑ чӑнлӑхсене сӳтсе явма тата тепӗр каҫ хушса пани — чӑн-чӑн пиллӗх. Ашшӗ-амӑшӗсем вӗрентмелли тӗрлӗ меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ, ҫавна вӗсем пултарулӑхпа, ӑсталӑхпа тума тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пӗр ҫемьере ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен вунӑ ҫулхи ывӑлне, Брэндона, «Мӗншӗн Сатанана Библире ҫӗлен тесе ят панӑ?» ятлӑ темӑпа хатӗрленме хушнӑ. Ҫак ыйту Брэндона пӑшӑрхантарнӑ, мӗншӗн тесен ҫӗленсем ӑна питӗ килӗшнӗ тата вӗсене Сатанапа танлаштарни ӑна хурлантарнӑ. Хӑш-пӗр ҫемьесем хӑш чухне Библирен пӗр-пӗр сыпӑксене рольсем тӑрӑх вулаҫҫӗ е Библире ҫырса панӑ событине спектакльсем лартаҫҫӗ. Ҫакӑн пек меслетсемпе усӑ курса вӗрентни, Библие вӗренессине питӗ хавхалануллӑ тӑвать кӑна мар, ачасене вӗсенче хутшӑнма пулӑшать, ҫавна пула Библи принципӗсем вӗсен чӗрисене пырса тивме пултараҫҫӗ a.

Йывӑрлатма пултаракан япаласенчен пӑрӑнӑр

14, 15. а) Йывӑрлӑхсем тата шанчӑк ҫукки юлашки кунсенче мӗншӗн нумайланса пырать? ӑ) Мӗнле ытти йывӑрлӑхсемпе эпир тӗл пулма пултаратпӑр?

14 Нимӗнле шанчӑк ҫуккипеле йывӑрлӑхсем ҫак усал тӗнчен юлашки кунӗсенче ӳссех-ӳссех пыраҫҫӗ. Ӗҫсӗрлӗх тата экономикӑри йывӑрлӑхсем миллионшар ҫыннӑн пурнӑҫне пырса тивеҫҫӗ. Ӗҫ пуррисем те хӑш чухне ӗҫлесе илнӗ укҫана шӑтӑк кӗсъене хунӑ пекех тата киле ҫитиччен нимӗн те юлман пекех туяҫҫӗ (Аггея 1:4—6 танлаштарса пӑх). Политиксемпе ытти пуҫлӑхсен терроризма тата усал ӗҫсене татса пама вӑй-хал ҫитмест пек курӑнать. Ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсем тунӑ ҫылӑхӗсенчен асапланаҫҫӗ (Пс. 37:5).

15 Сатана тӗнчинчен тухса тӑракан йывӑрлӑхсемпе асапсем чӑн христиансене те пырса тивеҫҫӗ (1 Иоан. 5:19). Хӑш-пӗр лару-тӑрусенче Христосӑн вӗренекенӗсем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе тата ытти йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ. «Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ»,— тесе каланӑ Иисус (Иоан. 15:20). Анчах та «пире хӑвалаҫҫӗ» пулсан та инкек-синкекре «Турӑ пире пӑрахмасть» (2 Кор. 4:9). Мӗншӗн ҫапла калама пулать?

16. Савӑнӑҫа сыхласа хӑварма пире мӗн пулӑшӗ?

16 Иисус каланӑ: «Асапланакансем, хӗн-хур куракансем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп [«канлӗх парӑп», ҪХ]» (Матф. 11:28). Христос тӳлесе илме панӑ парнене ҫирӗп ӗненнипе эпир, тепӗр майлӑ каласан, хамӑра Иегова аллине паратпӑр. Ҫапла майпа эпир хамӑр вӑя ирттерекен «пысӑк хӑват» илетпӗр (2 Кор. 4:7). «Лӑплантаракан [е Пулӑшакан]» — Туррӑн святой сывлӑшӗ, пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет, ҫапла вара эпир йывӑрлӑхсемпе инкексене ҫирӗп чӑтса ирттеретпӗр кӑна мар, савӑнӑҫа та упраса хӑварӑпӑр (Иоан. 14:26; Иак. 1:2—4).

17, 18. а) Мӗнле сывлӑш витӗм кӳрессинчен пирӗн хамӑра сыхламалла? ӑ) Ҫак тӗнчери киленӳсемпе интересленме пуҫлани мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?

17 Киленсе пурӑнассишӗн кӑна антӑхса пурӑнакан тӗнчен сывлӑшӗ витӗм кӳрессинчен сыхланас тесен чӑн христиансен паян асӑрхануллӑ пулмалла. (Ефес 2:2—5 вуласа пар.) Асӑрхануллӑ пулмасан, «ӳт кӗлени те, куҫ кӗлени те, пуҫа мӑнатса пурӑнни те» пирӗншӗн таната пулса тӑма пултарать (1 Иоан. 2:16). Е ӳт туртӑмӗсене ҫырлахтарса пурӑнни канлӗх парать тесе тӗрӗс мар шутлама пултаратпӑр (Рим 8:6). Сӑмахран, хӑшӗ-пӗри хӑйсен пурнӑҫне интереслӗрех тӑвас тесе наркотиксенче, эрех-сӑрара, парнографире, хӑрушӑ спорт вӑййисенче тата тӗрлӗ киревсӗр ӗҫсенче хӑйсен кӑмӑлӗсене килентерме тӑрӑшаҫҫӗ. Сатана хӑйӗн «чеелӗхӗсемпе» — канлӗх парать текен суя меслечӗсемпе — усӑ курса ҫынсене тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрса ярасшӑн (Еф. 6:11).

18 Ҫиессинче, ӗҫессинче тата Турра юрӑхлӑ вӑйӑ-кулӑсемпе виҫине пӗлсе каннинче ним япӑххи те ҫук. Анчах та эпир ҫаксене пурне те хамӑр пурнӑҫра чи кирли пулма памастпӑр. Уйрӑмах эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑннине шута илсе, пирӗн пурне те виҫине пӗлсе тумалла тата хамӑра тытса чарма пӗлмелле. Харпӑр хӑйӗн туртӑмӗсем те пирӗн пурнӑҫа йывӑрлатма пултараҫҫӗ, вара «Хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христоса пӗлни ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ» пулмӗ (2 Пет. 1:8).

19, 20. Чӑн-чӑн канлӗхе мӗнле тупма пулать?

19 Хамӑр шухӑшсене Иеговӑн законӗсемпе килӗшӳллӗ тусан ҫак тӗнче сӗнекен кирек мӗнле киленӳ те вӑхӑтлӑха пулнине ӑнланатпӑр. Ҫакна Моисей ӑнланнӑ, эпир те ӑнланатпӑр (Евр. 11:25). Нумай вӑхӑта тӑсӑлакан пысӑк савӑнӑҫ паракан тата кӑмӑла ҫырлахтаракан чӑн-чӑн канлӗхе эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗрӗн ирӗкне туса тӑнӑ чухне кӑна илме пултаратпӑр (Матф. 5:6).

20 Айтӑр, малалла та Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче канлӗх тупса тӑрар. Ҫакӑ пире телейлӗ пурнӑҫ шанчӑкӗ пурнӑҫланасса тата аслӑ Туррӑмӑрпа пире Ҫӑлакан, Иисус Христос мухтавлӑ килессине кӗтсе тӑнӑ май ирсӗр пурнӑҫа тата тӗнчери киленӳсене сирсе яма пулӑшӗ (Тит. 2:12, 13). Иисусӑн влаҫне тата вӑл мӗн тума хушнисене пӑхӑнса, айтӑр, Иисусӑн ӗҫне туса тӑма ҫирӗп шут тытар. Ҫапла майпа эпир чӑн-чӑн телей тата канлӗх тупӑпӑр!

[Сноска]

a Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапасси интереслӗ тата усӑллӑ пултӑр тесен мӗн тумалли ҫинчен ытларах пӗлес тесен 1991 ҫулхи март уйӑхӗнчи «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» (выр.) хучӗ ҫинче тупма пулать, 1-мӗш страница.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Иеговӑн халӑхӗ канлӗхе паян мӗнле тупса тӑрать?

• Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни пире тата кама ырӑ хыпар калатпӑр, ҫавсене мӗнле майпа канлӗх парать?

• Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни килтисене пурне те канлӗх патӑр тесен ҫемье пуҫлӑхӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

• Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса тӑрассине мӗн йывӑрлатма пултарать?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]