Пирӗн мӗнле пулмалла!
Пирӗн мӗнле пулмалла!
«Ҫаксем пурте ҫапла пӗтмелле пулсан, сирӗн... Турра хисеплесе мӗн тери таса пурӑнас пулать?» (2 ПЕТ. 3:11, 12).
1. Мӗншӗн Петрӑн иккӗмӗш ҫырӑвӗнче чӗнсе калани пӗрремӗш ӗмӗрти христиансемшӗн вӑхӑтлӑ пулнӑ?
ПЕТР апостол Турӑ пӗлтернипе хӑйӗн иккӗмӗш ҫырӑвне ҫырнӑ вӑхӑталла христиансен пухӑвӗн нумай хӗсӗрленисене чӑтса ирттерме тивнӗ. Анчах та ҫак йывӑрлӑхсем пухури тӑвансен хастарлӑхне сӳнтереймен тата пухусем малалла та ӳссе пынӑ. Ҫавӑнпа та Шуйттан темиҫе хут та ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑ хӑйӗн урӑх меслечӗпе усӑ курма шут тытнӑ. Павел каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, «куҫӗсем... ясарлӑхпа ҫунса тӑракан» тата «ҫӑткӑн чунлӑскер» суя вӗрентӳҫӗсемпе усӑ курса Сатана Туррӑн халӑхне ирсӗрлетсе ярасшӑн (2 Пет. 2:1—3, 14, Ҫ Х; Иуда 4). Ҫавна пула Петр христиансене Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма чун-чӗререн хавхалантарас тесе хӑйӗн иккӗмӗш ҫырӑвне ҫырнӑ.
2. Петр ҫырнӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗнчи виҫҫӗмӗш сыпӑкӗ пире мӗн ҫине тимлеттерет тата мӗнле ыйтусем пирки пирӗн шухӑшласа пӑхмалла?
2 Петр ҫырнӑ: «Ҫак ӳт-ҫуртӑмра [е ӳтлӗ кӗлеткере] пурӑннӑ чух, манӑн сире астутарса хускатсах тӑма кирлӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ; эпӗ пӗлетӗп, ӳт-ҫуртӑма [е ӳтлӗ кӗлеткене] манӑн час пӑрахса каймалла... Ҫавна эсир, эпӗ сирӗн патӑртан кайсан та (вилсен те), ялан асра тытса тӑмалла пултӑр тесе, эпӗ тата та тӑрӑшӑп» (2 Пет. 1:13—15). Ҫапла, Петр хӑйӗн вилӗмӗ ҫывхарса килессине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та вӑхӑтра панӑ хӑйӗн асӑрхаттарӑвӗсене мантарасшӑн пулман. Чӑннипех те, вӗсем Библи пайӗ пулса тӑнӑ тата эпир пурте вӗсене паян вулама пултаратпӑр. Уйрӑмах пире Петр янӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗн 3-мӗш сыпӑкӗ интереслентерет, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн вӑхӑтри усал тӗнчен «юлашки кунӗсем» ҫине тата сӑнарлӑ пӗлӗтпе ҫӗре пӗтерни ҫине тимлеттерет (2 Пет. 3:3, 7, 10). Петр пире мӗн пирки асӑрхаттарса калать? Унӑн канашне тытса пыни мӗнле майпа пире Иегова ырланине илме пулӑшӗ?
3, 4. а) Петр мӗн тума хавхалантарнӑ тата мӗнрен вӑл асӑрхаттарнӑ? ӑ) Халӗ эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Сатана тӗнчи пӗтесси пирки кӑтартса Петр каланӑ: «Сирӗн... Турра хисеплесе мӗн тери таса пурӑнас пулать?» (2 Пет. 3:11, 12). Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлакансем тата Турра юрӑхлӑ енсене кӑтартакансем кӑна ҫывхарса килекен «тавӑру кунӗнче» ҫӑлӑнса юлассине Петр пӗлнӗ (Ис. 61:2). Ҫавӑнпа та апостол хушса каланӑ: «Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫакӑн ҫинчен хӑвӑра малтанах систерсе хунӑ тӑрӑх, эсир сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем [е суяна вӗрентекенсем] аташнӑ хыҫҫӑн кайса, хӑвӑра вӗрентнине пӑрахмалла ан пултӑр» (2 Пет. 3:17).
4 Ҫакна пӗлнипе, Петр, айӑпсӑрлӑха сыхласа хӑварас тесен христиансен юлашки кунсенче уйрӑмах сыхӑ тӑма кирлине ӑнланнӑ. Мӗншӗн сыхӑ тӑма кирлине Иоанн апостол каярахпа лайӑх ӑнлантарса панӑ. Вӑл Сатанана пӗлӗтрен хӑваласа антарӗҫ тата Сатана хӑйӗн «хаяр ҫиллине» «Турӑ хушнине, Иисус Христос каласа вӗрентнине тытса тӑракансем» ҫине ярӗ тесе пророкла каласа хунӑ (Апок. 12:9, 12, 17). Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ Турра чунтан-вартан парӑннӑ христиансем хӑйсен шанчӑклӑ юлташӗсемпе, «урӑх сурӑхсемпе», пӗрле ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тухӗҫ (Иоан. 10:16). Пирӗнтен кашнийӗн пирки уйрӑммӑн мӗн калама пулать вара? Эпир хамӑр айӑпсӑрлӑха сыхласа хӑварӑпӑр-ши? Иеговӑран пулӑшу илес тесен ҫаксене тумалла: 1) Турра юрӑхлӑ енсене аталантармалла, 2) мораль тӗлӗшӗнчен тата Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен таса та пӗр айӑпсӑр юлмалла тата 3) йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхмалла. Айтӑр, ҫаксене пӑхса тухар.
Турра юрӑхлӑ енсене аталантарӑр
5, 6. Мӗнле енсене пирӗн аталантарма тӑрӑшмалла тата мӗншӗн ҫакна тума «пӗтӗм вӑя» хумалла?
5 Петр хӑйӗн иккӗмӗш ҫырӑвӗн пуҫламӑшӗнче ҫырнӑ: «Пӗтӗм вӑйпа тӑрӑшса, хӑвӑр ӗненнине ырӑ ӗҫ туса кӑтартса тӑрӑр, ырӑ ӗҫӗрте тӗплӗ шухӑшлине, тӗплӗ шухӑшӑрта чаруллине, чарулӑхӑрта тӳсӗмлине, тӳсӗмлӗхӗрте Турра юратнине, Турра юратнинче тӑвана юратнине, тӑвана юратнинче пурне те юратнине кӑтартса тӑрӑр. Сирӗн ҫавсем пурте пулсан, вӗсем хӑватлӑланса пырсан, эсир хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христоса пӗлни ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ пулӗ» (2 Пет. 1:5—8).
6 Турра юрӑхлӑ енсене аталантарма пулӑшакан ӗҫсенче хутшӑнас тесе «пӗтӗм вӑя» хуни питӗ кирлӗ. Сӑмахран, христиансен пухӑвӗн пур тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме, кашни кун Библи вулама тата хамӑр тӗллӗн Библи вӗренмелли графике тытса пыма пӗтӗм вӑя хумалла. Ҫавӑн пекех, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫа яланах ирттерес тесен тата вӑл килтисене пурне те усӑллӑ та кӑмӑллӑ пултӑр тесен нумай вӑй хуни тата тӗплӗн шутласа хуни кирлӗ пулма пултарать. Ҫапах та, ҫаксене тытса пырасси йӑлана кӗрсен, Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли вӑхӑт уйӑрма ҫӑмӑлтарах пулӗ, уйрӑмах вӗсем пире усӑ панине кура пуҫлатпӑр пулсан.
7, 8. а) Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫ пирки пухури хӑш-пӗр тӑвансем мӗн калаҫҫӗ? ӑ) Ҫемьпе пӗрле Турра пуҫҫапни сире мӗнле усӑ парать?
7 Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапасси пирки пӗр хӗрарӑм-тӑван ҫырать: «Ҫакна пула эпир питӗ нумай пӗлсе пыратпӑр». Тепӗр хӗрарӑм-тӑван калать: «Тӗрӗссипе каласан, кӗнеке вӗренӗвне ирттерессине улӑштарнишӗн эпӗ питӗ кулянтӑм. Вӑл манӑн юратнӑ тӗлпулу пулнӑ. Халӗ вара, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫ пулнине пула пире мӗн кирлине тата ҫавна хӑҫан памаллине Иегова пӗлнине эпӗ ӑнланса илтӗм». Авланнӑ пӗр арҫын-тӑван каласа парать: «Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни пире питӗ пулӑшать. Арӑмпа иксӗмӗре мӗн кирлине тивӗҫтерме пулӑшакан тӗлпулу тупӑнни питӗ аван! Святой сывлӑшӑн ҫимӗҫне кӑтартма ҫӑмӑлтарах пулнине хамӑр ҫинче туйса илтӗмӗр тата сӑваплӑ ӗҫре ытларах савӑнӑҫ тупа пуҫларӑмӑр». Тепӗр ҫемье пуҫлӑхӗ калать: «Ачасем хӑйсем тӗллӗн тӗпчеҫҫӗ, нумай пӗлӳсем илеҫҫӗ тата ҫакӑ вӗсене килӗшет. Иегова пирӗн пӑшӑрханусем пирки пӗлнине тата пирӗн кӗлӗсем ҫине хурав панине тата ытларах курма пуҫларӑмӑр». Ҫӳлерех мӗн каласа панисем Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ҫак каҫ ҫине эсир мӗнле пӑхнине кӑтартса параҫҫӗ-и?
8 Кирлех мар ӗҫсене ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапассине ирттерме чӑрмантарма ан парӑр. Пӗр ҫемье ҫакна асӑрханӑ: «Юлашки тӑватӑ эрнере кашни кӗҫнерникун вӗренӗве ирттерме чӑрмантаракан ӗҫсем пирӗн ҫемьере туха-туха ларчӗҫ, анчах та эпир парӑнмарӑмӑр». Паллах ӗнтӗ, хӑш-пӗр чухне хамӑр графикре улшӑнусем тума тивет. Анчах та ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫа ирттермесӗр пӗр эрне те ан хӑварӑр!
9. Иегова Иеремияна мӗнле пулӑшнӑ тата пророкӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
9 Иеремия пророк пире питӗ лайӑх тӗслӗх парать. Вӑл Иеговӑран хӑйне питӗ кирлӗ пулӑшу илнӗ тата ҫакӑншӑн чунтан пархатарлӑ пулнӑ. Ҫакӑн пек пулӑшу ӑна вӑл калакан хыпара илтесшӗн пулман халӑха ҫав хыпара малалла та хӑюллӑн пӗлтерме пулӑшнӑ. Вӑл каланӑ: «Унӑн [Турӑ] сӑмахӗ манӑн шӑмӑсем ӑшне хупса лартнӑ вут ҫулӑмӗ пек пулчӗ» (Иер. 20:8, 9). Ҫакӑ ӑна Иерусалима аркатассипе пулакан йывӑр вӑхӑтсене те чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. Пирӗн паян пӗтӗмпех ҫырнӑ Турӑ Сӑмахӗ пур. Эпир Библие яланах вӗренетпӗр пулсан тата Турӑ пекех шухӑшлама пуҫлатпӑр пулсан, Иеремия пекех, сӑваплӑ ӗҫре хӑюллӑ тата савӑнӑҫлӑ пулӑпӑр, йывӑрлӑхсенче Турра шанчӑклӑ тӑрса юлӑпӑр, ҫавӑн пекех мораль тӗлӗшӗнчен тата Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен тасалӑха упраса хӑварӑпӑр (Иак. 5:10).
«Ирсӗрленмен... пӗр айӑпсӑр» тӑрса юлӑр
10, 11. Мӗншӗн пирӗн «ирсӗрленмен... пӗр айӑпсӑр» тӑрса юлас тесен мӗн тума пултарнине пурне те тумалла тата ҫакна тӑвас тесен мӗн туни кирлӗ?
10 Христиансем пулнӑ май эпир юлашки кунсенче пурӑннине пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та тӗнче Турӑ курайман ҫӑткӑнлӑхпа, ирсӗрлӗхпе тата хаярлӑхпа тулни пире тӗлӗнтермест. Апокалипсис 2:13, 14-мӗш сӑвӑ йӗркисемпе килӗшӳллӗн Сатана тапӑннисем пирки ҫапла калама пулать: «Турӑшӑн ӗҫлекенсене хӑратма ҫук пулсан, вӗсене ирсӗрлетсе яма хӑтланса пӑхмалла». Ҫавӑнпа та юратса панӑ Петрӑн канашӗсене итлени питӗ кирлӗ: «Ун [Турӑ] умне ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн, лӑпланса пырса тӑма тӑрӑшӑр [е мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр]» (2 Пет. 3:14).
11 Мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр тени Петр «пӗтӗм вӑя» хурӑр тесе каланӑ сӑмахсене аса илтерет. Паллах ӗнтӗ, Иегова, Петра ҫак сӑмахсене ҫырма хавхалантарнӑскер, Сатана тӗнчинче «ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн» тӑрса юлас тесен пирӗн вӑй хумаллине пӗлет. Ҫакна тӑвас тесен хамӑр чӗрере тӗрӗс мар кӑмӑл-туйӑмсем ан аталанччӑр тесе ӑна хӳтӗлесе тӑмалла. (Ытарлӑх 4:23; Иаков 1:14, 15 вуласа пар.) Ҫавӑн пекех ҫакӑ, эпир христиансен пурнӑҫӗпе пурӑннинчен кам тӗлӗнет тата кам пире «хӑртать», ҫавсене хирӗҫ ҫирӗп тӑрассине пӗлтерет (1 Пет. 4:4).
12. Лука 11:13-мӗшӗнче мӗн пирки шантарса каланӑ?
12 Ҫылӑхлӑ пулнине пула хамӑра тӗрӗс тытма пире йывӑр (Рим 7:21—25). Эпир Иеговӑран — хӑйӗн святой сывлӑшне унран чун-чӗререн ыйтакансене туллин параканран — пулӑшу ыйтатпӑр пулсан кӑна ӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр (Лука 11:13). Ҫак сывлӑш пирӗнре Турра юрӑхлӑ енсене аталантарать, ҫак енсем пире илӗртӳсене сирсе яма кӑна мар, Иегова кунӗ ҫывхарса килнӗҫемӗн пирӗн пурнӑҫра нумайланса пыма пултаракан йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттерме пулӑшаҫҫӗ.
Йывӑрлӑхсене хӑвӑра ҫирӗплетме парӑр
13. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан Турра шанчӑклӑ юлма пире мӗн пулӑшӗ?
13 Ҫак кивелнӗ тӗнчере пурӑннӑ вӑхӑтра эпир ҫав-ҫавах тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулӑпӑр. Хуйха ӳкес вырӑнне мӗншӗн-ха ҫак йывӑрлӑхсем ҫине Турра юратнине кӑтартса пама, ҫавӑн пекех ӑна тата унӑн Сӑмахне хытӑрах ӗненме пулӑшакан май тесе пӑхас мар? Иаков вӗренекен ҫырнӑ: «Эй тӑванӑмсем, кирек мӗнле асапа ҫаклансан та эсир хытӑ савӑнӑр; хӑвӑр ӗненнине сӑнани сире тӳсӗмлӗ тунине пӗлсе тӑрӑр» (Иак. 1:2—4). Ҫавӑн пекех, «тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине» Иегова пӗлнине манса каяр мар (2 Пет. 2:9, Ҫ Х).
14. Иосиф тӗслӗхӗ пире мӗнле хавхалантарма пултарать?
14 Тӑван пиччӗшӗсем чуралӑха сутса янӑ Иосифӑн, Иаков ывӑлӗн, тӗслӗхне пӑхса тухар (Пулт. 37:23—28; 42:21). Вӗсем ҫакӑн пек усал ӗҫ тунӑшӑн Иосифӑн ӗненӗвӗ хавшама пуҫланӑ-и? Турӑ ҫакна пулма ирӗк панишӗн вӑл ун ҫине ҫилленнӗ-и? Турӑ Сӑмахӗнче ҫырса панинчен вӑл ҫилленменни уҫҫӑн курӑнать! Ҫавӑн пекех тата Иосифӑн йывӑрлӑхӗсем ҫакӑнпа пӗтмен. Каярахпа ӑна вӑл пусмӑрласа мӑшкӑл тӑвасшӑн пулнӑ тесе суйса айӑпланӑ та тӗрмене хуптарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн та вӑл Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ (Пулт. 39:9—21). Пачах урӑхла, вӑл ҫак йывӑрлӑхсене хӑйне ҫирӗплетме панӑ тата ҫакӑншӑн нумай пиллӗх илнӗ.
15. Ноеминь тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
15 Паллах ӗнтӗ, йывӑрлӑхсем пире кулянтарма тата хуйха ӳкерме те пултараҫҫӗ. Тен, Иосиф та вӑхӑтран-вӑхӑта хурланнӑ пулӗ. Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракансенчен ыттисен те ҫакӑн пек туйӑмсем пулкаланӑ. Сӑмахран, хӑйӗн упӑшкине тата икӗ ывӑлне ҫухатнӑ Ноеминь каланӑ: «Ноеммин тесе ан чӗнӗр ӗнтӗ... эсир мана Мара тесе чӗнӗр (Мара тени: хурлӑхлӑ тени пулать). Пурне те тытса тӑракан Турӑ пысӑк хурлӑх ячӗ ман ҫие» (Руфь 1:20, 21). Ноеминӗн ҫынсен пулакан туйӑмсемех пулнӑ тата вӗсене ӑнланма та пулать. Анчах та, Иосифпа мӗн пулса тухнӑ пекех, Ноеминь ҫак йывӑрлӑхсене пула хӑйӗн ӗненӗвне тата Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене ҫухатман е Турра итлеме пӑрахман. Ҫакӑншӑн Ноеминь Иеговӑран пысӑк пиллӗх илнӗ (Руфь 4:13—17, 22). Пуласлӑхра ҫӗр ҫинчи Райра вара Сатанапа унӑн усал тӗнчи кӳнӗ пур сиене те Иегова пӗтерӗ. «Ӗлӗкхи ҫинчен урӑх аса илмӗҫ, ҫакӑ чӗре ӑшне те кӗмӗ» (Ис. 65:17, ҪТ).
16. Кӗлӗ тӑвасси ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла тата мӗншӗн?
16 Пирӗн пурнӑҫра кирек мӗнле йывӑрлӑхсем пулсан та Турӑ пире юратнине пӗлни пире пулӑшу парса тӑрӗ. (Рим 8:38, 39 вуласа пар.) Сатана пире хуҫас тесе малалла тӑрӑшсан та эпир ӑслӑ-тӑнлӑ пулса кӗлӗ туса сыхӑ тӑрсан, вӑл нимӗн те тӑваймӗ (1 Пет. 4:7). Иисус каланӑ: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр [«хӗрӳллӗн кӗлтӑвӑр», ҪТ]: ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса, Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр» (Лука 21:36). Пире хӗрӳллӗн кӗлӗ тума хавхалантарнипе Иисус, ун умӗнче тата унӑн Ашшӗ умӗнче паянах ҫирӗп тӑмаллине палӑртнӑ. Вӗсем кама ырлаҫҫӗ, ҫавсем кӑна Иеговӑн кунӗнче ҫӑлӑнса юлма пултараҫҫӗ.
Турӑшӑн хастарлӑ ӗҫлесе тӑрӑр
17. Хӑвӑр территоринче ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме йывӑр пулсан, авалхи пророксен тӗслӗхӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать?
17 Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче хутшӑнни пирӗн кӑмӑла ҫӗклет. Петр ҫырнӑ: «Сирӗн... Турра хисеплесе мӗн тери таса пурӑнас пулать?» (2 Пет. 3:11, 12). Эпир Турра хисепленине, е чунтан-вартан парӑннине, кӑтартакан ӗҫсенчен чи кирли вӑл — ырӑ хыпар сарас ӗҫ (Матф. 24:14). Хӑш-пӗр вырӑнсенче ҫынсем ырӑ хыпара йышӑнманнине, хӗсӗрленине е ҫынсем кулленхи ӗҫӗсемшӗн ытлашши тӑрӑшнине пула ырӑ хыпара пӗлтерме питӗ йывӑр. Ӗлӗк-авал Туррӑн ӗҫлекенӗсен те ҫакӑн пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивнӗ. Анчах та вӗсем нихӑҫан та парӑнман, Туррӑн хыпарне пӗлтерес тесе вӗсем патне ҫине-ҫинех кайса тӑнӑ. (2 Летопись 36:15 вуласа пар a; Иер. 7:24—26.) Мӗншӗн вӗсем парӑнман? Вӗсем Иегова шанса панӑ ӗҫ ҫине тӗнчен куҫӗсемпе мар, Иеговӑн куҫӗсемпе пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем Турӑ ячӗпе ҫӳрессине питӗ пысӑк чыс тесе шутланӑ (Иер. 15:16).
18. Паян туса тӑракан ӗҫ — Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне сарас ӗҫ — мӗнле майпа Туррӑн ятне пуласлӑхра мухтава кӑларӗ?
18 Пире те Иеговӑн ячӗ ҫинчен тата вӑл мӗн тума шутласа хуни ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреме чыс тунӑ. Эпир ырӑ хыпар сарса ҫӳренине пула Туррӑн тӑшманӗсен Иеговӑн аслӑ кунӗнче унӑн умне пырса тӑрсан тӳрре тухма пултарайманни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсем, ӗлӗк-авал пурӑннӑ фараон пекех, вӗсене хирӗҫ Иегова тухнине пӗлӗҫ (Тух. 8:1, 20; 14:25). Ҫав вӑхӑтрах Иегова хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑраканӗсене, вӗсем унӑн представителӗсем пулнине уҫҫӑн кӑтартса чыс тӑвӗ. (Иезекииль 2:5; 33:33 вуласа пар.)
19. Иеговӑн тӳсӗмлӗхӗ ҫине тӗрӗс пӑхасшӑн пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
19 Хӑйӗн иккӗмӗш ҫырӑвӗн вӗҫӗнче Петр пӗрле ӗненекенсем патне ҫырнӑ: «Туррӑмӑр вӑрах тӳснине ҫӑлӑнмалли вӑхӑт тесе хисеплӗр» (2 Пет. 3:15). Айтӑр, Иеговӑн тӳсӗмлӗхӗ ҫине малалла та тӗрӗс пӑхар. Ҫакна тӑвас тесен мӗн тумалла? Ӑна юрӑхлӑ енсене аталантармалла, «ирсӗрленмен... пӗр айӑпсӑр» тӑрса юлмалла, йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхмалла. Ҫавӑн пекех сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни те питӗ кирлӗ. Ҫавӑн пек туса тӑрсан, эпир «ҫӗнӗ пӗлӗтпе ҫӗнӗ ҫӗр» пирки каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланассипе ҫыхӑннӑ иксӗлми пиллӗхсем илме пултарӑпӑр (2 Пет. 3:13).
[Сноска]
a 2 Летопись 36:15, ҪТ: «Иегова, вӗсен аслашшӗсен Турри, вӗсене асӑрхаттарас тесе вӗсем патне ҫине-ҫинех хӑйӗн хыпарҫисене янӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн халӑхне тата хӑйӗн кил-ҫутрне шелленӗ».
Астӑватӑр-и эсир?
• Турра юрӑхлӑ енсене эпир мӗнле аталантарма пултаратпӑр?
• Мӗнле майпа эпир «ирсӗрленмен... пӗр айӑпсӑр» тӑрса юлма пултаратпӑр?
• Иосифран тата Ноеминрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
• Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни мӗншӗн пысӑк чыс?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]