Турра тӗрӗс пуҫҫапнинче хастарлӑ пулӑр
Турра тӗрӗс пуҫҫапнинче хастарлӑ пулӑр
«Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал» (МАТФ. 9:37).
1. Васкаса тумалла тенине эсир мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр?
СИРӖН алӑра документ пур тейӗпӗр. Ҫав документ тӑрӑх кун вӗҫлениччен пӗр-пӗр ҫыннӑн шухӑшне хӑвӑртрах пӗлмелле. Эсир вара мӗн тӑватӑр? Эсир ҫак документ ҫине паллӑ лартатӑр: «Васкаса тумалла!» Е эсир питӗ кирлӗ тӗлпулӑва кайма тухнӑ, анчах та кая юлнине асӑрхарӑр. Эсир мӗн тӑвӑр? Эсир водителе калатӑр: «Тархасшӑн, хӑвӑртрах, питӗ васкатӑп!» Сирӗн пӗр-пӗр ӗҫ тумалла пулсан, анчах та вӑхӑчӗ ҫитсех каймасть пулсан эсир хумханатӑр, пӑшӑрханатӑр. Сирӗн адреналин шайӗ ӳсет, вара эсир хӑвӑр ӗҫӗре хӑвӑртрах тӑвас тесе пӗтӗм вӑя хуратӑр. Мӗншӗн тесен ӗҫе вӑраха ямалла мар!
2. Хальхи вӑхӑтра чӑн христиансемшӗн мӗнле ӗҫ — васкаса тумалли ӗҫ?
2 Чӑн христиансемшӗн паян питӗ васкаса тумалли ӗҫ вӑл — Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне пӗлтересси тата пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлесси (Матф. 24:14; 28:19, 20). Иисусӑн сӑмахӗсене каласа Марк вӗренекен ҫак ӗҫе «малтан» тумалла тесе ҫырнӑ, урӑхла каласан пӗтес вӑхӑт ҫитиччен (Марк 13:10). Ҫакӑ, паллах ӗнтӗ, ҫапла пулмалла та. Иисус каланӑ: «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал». Тырӑ-пулӑ пухас вӑхӑт кӗтсе тӑма пултараймасть, ӑна вырма вӗҫлениччен пуҫтарса пӗтермелле (Матф. 9:37).
3. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑраха ямасӑр тума кирлине кура нумайӑшӗ мӗн тунӑ?
3 Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫ пирӗншӗн ҫавӑн пек питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ пирки пирӗн ҫав ӗҫ валли хамӑр вӑхӑта, вӑй-хала тата тимлӗхе мӗн чухлӗ пама пултаратпӑр, ҫавӑн чухлӗ памалла. Христиан-тӑвансенчен нумайӑшӗ шӑп ҫапла тӑваҫҫӗ те, ку вара питӗ аван. Хӑш-пӗрисем сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑрас тесе — пионер, миссионер е Вефильте ӗҫлекен пулса ӗҫлес тесе — хӑйсен пурнӑҫне ансатлатнӑ. Вӗсен пурнӑҫӗ вӗресе кӑна тӑрать. Тен, вӗсен нумай япалана хӑварма тивнӗ тата вӗсем тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Анчах та Иегова вӗсене туллин пиллет. Эпир вӗсемшӗн питӗ савӑнатпӑр. (Лука 18:28—30 вуласа пар.) Теприсем, сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑма пултараймаҫҫӗ пулин те, ҫынсен, ҫав шутрах хамӑр ачасен, пурнӑҫне ҫӑлакан ӗҫ валли вӑй ҫитнӗ таран ытларах вӑхӑт уйӑраҫҫӗ (Сакк. аст. 6:6, 7).
4. Мӗншӗн кама та пулин Иеговӑн ӗҫне тӑрӑшса туса тӑма йывӑр пулма пултарать?
4 Мӗнле эпир куртӑмӑр, ӗҫе вӑраха ямасӑр туни вӑл ялан тенӗ пекех палӑртнӑ вӑхӑтран иртмелле маррипе, юлашки срокпа е мӗн те пулин вӗҫленессипе ҫыхӑннӑ. Эпир пӗтес вӑхӑтра пурӑнатпӑр, ҫакна нумай ҫирӗплетӳ кӑтартса парать — Библире ҫырса панисем те, историре пулса иртнисем те (Матф. 24:3, 33; 2 Тим. 3:1—5). Анчах та пӗтесси чӑннипе хӑҫан пулассине ҫынсенчен никам та пӗлмест. Ҫак «ӗмӗр вӗҫленессине» кӑтартакан «паллӑн» вак-тӗвекӗсем пирки каланӑ май Иисус палӑртнӑ: «Ҫав кун ҫинчен е ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, Ывӑлӗ те пӗлмест, Аттем ҫеҫ пӗлет» (Марк 13:32). Ҫавӑнпа та кама та пулин Иеговӑн ӗҫне ҫулсерен тӑрӑшса тума тата ҫав ӗҫе вӑраха яма кирлӗ мар ӗҫ тесе шутлама, уйрӑмах вӗсем Турӑшӑн нумай ҫул ӗҫлесе тӑраҫҫӗ пулсан, йывӑр пулма пултарать (Ытар. 13:12). Эсир хӑвӑра вӑхӑтран вӑхӑта ҫавнашкал туймастӑр-и? Иегова Турӑпа Иисус Христос пире паян тума хушса панӑ ӗҫре вӑраха ямасӑр тумалли туйӑма аталантарма тата ӑна упраса хӑварма мӗн пулӑшма пултарать?
Иисусӑн тӗслӗхӗ
5. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне вӑраха ямасӑр тумаллине ӑнланни ӑҫтан курӑнать?
5 Турӑшӑн тӑвакан сӑваплӑ ӗҫе вӑраха яма кирлӗ маррине ӑнланакансенчен чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартаканни, паллах, Иисус Христос пулнӑ. Ӑна васкаттаракан пӗр сӑлтав вӑл — унӑн виҫӗ ҫул ҫурӑ хушшинче нумай ӗҫ тумалла пулнӑ. Ҫакна пӑхмасӑрах Турра тӗрӗс пуҫҫапас енчен Иисус кирек камран та ытларах тунӑ. Вӑл хӑйӗн Ашшӗн ячӗ тата вӑл мӗн тума шутласа хуни ҫинчен пӗлтернӗ, Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне каласа ҫӳренӗ, тӗн пуҫлӑхӗсен икӗ питлӗхне тата суя вӗрентӗвӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ, ҫавӑн пекех мӗн виличчен Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнӑ. Вӑл ывӑна пӗлмесӗр ҫӗрсем тӑрӑх ҫынсене вӗрентсе, пулӑшса тата сыватса ҫӳренӗ (Матф. 9:35). Никам та нихӑҫан та ҫакӑн пек кӗске вӑхӑт хушшинче ҫавӑн пек нумай ӗҫ туман. Иисус вӑйне шеллемесӗр ӗҫленӗ (Иоан. 18:37).
6. Иисусӑн пурнӑҫӗнче чи кирли мӗн пулнӑ?
6 Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне ырми-канми туса тӑма Иисуса мӗн хавхалантарса тӑнӑ? Даниил каланӑ пророкла сӑмахсенчен, Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑт тӑрӑх, Иисус хӑйӗн ӗҫне туса ҫитерме мӗн чухлӗ вӑхӑт пуррине пӗлнӗ (Дан. 9:27). Унӑн ҫӗр ҫинче тумалли сӑваплӑ ӗҫӗ «ҫур ҫичӗҫуллӑх», е виҫӗ ҫул ҫурӑ, хыҫҫӑн вӗҫленмелле пулнӑ. Пирӗн эрӑри 33 ҫулта, ҫуркунне, Иерусалима чаплӑн пырса кӗнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иисус каланӑ: «Этем Ывӑлӗн мухтава тухас вӑхӑчӗ ҫитрӗ» (Иоан. 12:23). Иисус хӑйӗн вилӗмӗ ҫывхарса килнине пӗлнӗ пулин те вӑл ун пирки пӗрмай шухӑшламан, ҫавӑн пекех ҫакӑ вӑл мӗншӗн нумай ӗҫленине кӑтартакан тӗп сӑлтав пулман. Вӑл хӑйӗн Ашшӗн ирӗкне пурнӑҫлас тата ҫынсене юратнине кӑтартас тесе кашни майпа усӑ курма тӑрӑшнӑ. Ҫав юрату ӑна вӗренекенсене пухма тата вӗсене ырӑ хыпар пӗлтерме ярса вӗрентме хавхалантарнӑ. Вӑл ҫакна хӑй пуҫланӑ ӗҫе вӗсем малалла туччӑр тата вӑл тунӑ ӗҫсенчен те ытларах тума пултарччӑр тесе тунӑ. (Иоанн 14:12 вуласа пар.)
7, 8. Иисус храма сутуҫӑсенчен тасатни вӗренекенӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ тата мӗншӗн Иисус ҫавӑн пек тунӑ?
7 Иисусӑн пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ пӗр ӗҫ вӑл Турӑшӑн ҫав тери хастарлӑ ӗҫленине уйрӑмах уҫҫӑн кӑтартса парать. Ҫакӑ унӑн сӑваплӑ ӗҫӗн пуҫламӑшӗнче, пирӗн эрӑри 30 ҫулхи Пасха умӗн, пулса иртнӗ. Иисус вӗренекенӗсемпе Иерусалима килнӗ те храмра «вӑкӑрсем, сурӑхсем, кӑвакарчӑнсем сутнине, укҫа улӑштаракансем ларнине» курнӑ. Ҫавна курсан Иисус мӗн тунӑ тата унӑн вӗренекенӗсем ҫине ҫакӑ мӗнле витӗм кӳнӗ? (Иоанн 2:13—17 вуласа пар.)
8 Ҫавӑн чухне Иисус унта мӗн туни тата мӗн калани унӑн вӗренекенӗсене Давидӑн пӗр псаломӗнчи пророкла каланӑ сӑмахсене аса илтернӗ: «Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни [хастарлӑ пулни] асаплантарчӗ мана» (Пс. 68:10). Мӗншӗн вӗренекенӗсем шӑп ҫав сӑмахсене аса илнӗ? Ҫынна хастарлӑх хавхалантарса тӑнӑ пулсан кӑна вӑл ҫавӑн пек пысӑк хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫ тума пултарнӑ. Вӗт сутӑҫсен тупӑш парса тӑракан ӗҫӗ храмра власть тытса тӑракансен — священниксен, кӗнекеҫӗсен тата ыттисен — аллинче пулнӑ. Вӗсен ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларса тата путлантарса Иисус вӑл вӑхӑтри тӗн пуҫлӑхӗсен влаҫне хирӗҫ тӑнӑ. Вӗренекенӗсем лару-тӑрӑва тӗрӗс ӑнланнӑ: ҫакӑ Иисус Турӑ ҫурчӗшӗн ҫуннине, е Турра тӗрӗс пуҫҫапас енчен хастарлӑ пулнине кӑтартса панӑ. Анчах та хастарлӑх мӗн вӑл? Вӑраха ямалла марринчен вӑл мӗнпе уйӑрӑлса тӑрать?
Мӗн вӑл хастарлӑх?
9. Мӗн вӑл хастарлӑх?
9 Пӗр словарьте «хастарлӑх» сӑмаха «мӗне те пулин пурнӑҫламашкӑн чунтан-вартан тата хӗрӳллӗ тӑрӑшни» тесе ӑнлантарса панӑ тата ҫав сӑмахӑн синонимӗсем тӑрӑшулӑх, хӗрӳлӗх тата мӗншӗн те пулин ҫунни пулать тенӗ. Чӑнах та Иисус сӑваплӑ ӗҫе мӗнле тунине ҫав сӑмахсемпе сӑнласа пама пулать. Ҫавӑнпа та вӗренекенӗсем Иисус храмра мӗн тунине курсан Давид каланӑ сӑмахсене аса илнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Анчах та Иисус чӗрине мӗн вут хыптарнӑ тата ӑна хӑйне ҫавнашкал тытма мӗн хавхалантарнӑ?
10. Библире «хастарлӑх» сӑмаха мӗнле пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ?
10 Давид ҫырнӑ псаломри «ҫуннӑ» тесе куҫарнӑ сӑмах авалхи еврей сӑмахӗнчен — Библин ытти пайӗсенче час-часах «кӗвӗҫекен» е «кӗвӗҫӳ» тесе куҫарнӑ сӑмахран — пуҫланса кайнӑ. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» ҫав еврей сӑмахне хӑш-пӗр тӗлте «чунтан-вартан парӑнса тӑни» тесе куҫарнӑ (Тух. 20:5; 34:14; Иис.Н. 24:19). Ҫав еврей сӑмахӗпе час-часах мӑшӑрлӑ пурнӑҫри хутшӑнусем ҫинчен каланӑ чухне усӑ курнӑ. Упӑшки е арӑмӗ хӑйӗн мӑшӑрӗ ӑна кӑна парӑнса пурӑнасса кӗтме право пурри пекех, Туррӑн та хӑйӗн харпӑрлӑхӗ шутне кӗрекенсенчен хӑйне чунтан парӑнса пурӑнасса кӗтет тата ҫав правӑна хӳтӗлет. Ҫапла майпа вара хастарлӑх вӑл, Библи калӑнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ӗҫре, калӑпӑр, спортра кӑтартнӑ тӑрӑшулӑхран та, е хӗрӳлӗхрен те ирттерет. Давидӑн хастарлӑхӗ лайӑх хастарлӑх пулнӑ, урӑхла каласан, вӑл кам та пулин Иеговӑпа тупӑшнине е Ӑна ӳпкеленине чӑтма пултарайман; Давид Иеговӑн ырӑ ятне хӳтӗлес е Ӑна сиен тунине тӳрлетес тесе чунтан ҫуннӑ.
11. Иисуса хастарлӑх кӑтартма мӗн хавхалантарнӑ?
11 Иисус храмра мӗн тунине Давидӑн сӑмахӗсемпе ҫыхӑнтарса вӗренекенӗсем тӗрӗс тунӑ. Иисус пурне те вӑхӑтра туса пӗтерессишӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех хӑйӗн Ашшӗн ячӗшӗн тата Турра тӗрӗс пуҫҫапассишӗн хастарлӑ пулнӑран, е ҫуннӑран, вӑй хунӑ. Туррӑн ятне чыссӑрлатнине тата хурланине курсан унра тӗрӗс хастарлӑх, е кӗвӗҫӳ, ҫуралнӑ, вара ҫак лару-тӑрӑва тӳрлетес тесе мӗн тумаллине тунӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсем йӑваш ҫынсене пусмӑрланине е вӗсен пурлӑхне сӑптӑрнине курсан Иисуса хастарлӑхӗ ҫав ҫынсене пулӑшма, ҫавӑн пекех хаяр тӗн пуҫлӑхӗсене хыттӑн айӑплама хавхалантарнӑ (Матф. 9:36; 23:2, 4, 27, 28, 33).
Турра тӗрӗс пуҫҫапас енчен хастарлӑ пулӑр
12, 13. а) Туррӑн ячӗ; ӑ) Турӑ Патшалӑхӗ тӗлӗшӗнчен христиан тӗнчин пуҫлӑхӗсем хальхи вӑхӑтра мӗн тӑваҫҫӗ?
12 Турра пуҫҫапса пурӑнатпӑр тесе калакан ҫынсен шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем паян Иисус пурӑннӑ вӑхӑтри пекех, е, тен, япӑхрах та пулӗ. Сӑмахран, аса илӗр-ха, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн ҫинчен кӗлӗ тума вӗрентнӗ, ҫавсенчен чи пӗрремӗшӗ Туррӑн ячӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ. «Санӑн яту хисеплентӗр»,— тенӗ вӑл (Матф. 6:9). Тӗн пуҫлӑхӗсем, уйрӑмах христиан тӗнчин духовенстви, ҫынсене Турра ятран чӗнме тата унӑн ятне хисеплеме, е сӑваплӑ тума, вӗрентеҫҫӗ тесе калама пулать-и? Пачах урӑхла, вӗсем суя вӗрентӳсемпе, калӑпӑр, Троица, вилӗмсӗр чун тата ҫунакан тамӑк ҫинчен калакан вӗрентӳсемпе, Турӑ пирки тӗрӗс мар калаҫҫӗ, ҫапла вара Турӑ — пӗлсе, ӑнланса ҫитме ҫук, хаяр, ҫитменнине тата тискер Турӑ пек курӑнма пуҫлать. Ҫавӑн пекех вӗсем намӑссӑр хӑтланнипе тата хӑйсен икӗ питлӗхӗпе Турра чыссӑрлатаҫҫӗ. (Рим 2:21—24 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне тата вӗсем Туррӑн ятне никам та ан пӗлтӗр тесе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ, ҫав ята хӑйсен Библи куҫарӑвӗсенчен те кӑларса пӑрахнӑ. Ҫапла вӗсем ҫынсене Турӑ патне ҫывхарма та, унпа ҫывӑх хутшӑнусене аталантарма та памаҫҫӗ (Иак. 4:7, 8).
13 Иисус ҫавӑн пекех хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кӗлӗ тума вӗрентнӗ: «Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» (Матф. 6:10). Христиан тӗнчин тӗн пуҫлӑхӗсем ҫак кӗлле час-часах калаҫҫӗ пулин те, вӗсем ҫынсене политика тата ҫынсен организацийӗсем майлӑ тӑма чӗнеҫҫӗ. Унтан та ытла, вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерекенсене тата свидетельство паракансене мӑшкӑл тӑваҫҫӗ. Ҫавна пула хӑйсене христиансем теекенсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫмаҫҫӗ те, ӑна ӗненмеҫҫӗ те.
14. Мӗнле майпа христиансен тӗнчин пуҫлӑхӗсем Турӑ Сӑмахне пӑсаҫҫӗ?
14 Турра кӗлӗ тунӑ чухне Иисус уҫҫӑн каланӑ: «Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх» (Иоан. 17:17). Пӗлӗте таврӑнас умӗн Иисус хӑйӗн халӑхне вӑхӑтра апат — Библие ӑнлантарса паракан публикацисем — парса тӑма «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» лартатӑп тесе каланӑ (Матф. 24:45). Христиан тӗнчин пуҫлӑхӗсем ҫынсене Туррӑн Сӑмахне вӗрентетпӗр тесе калаҫҫӗ пулин те Хуҫа хушса хӑварнӑ ӗҫе вӗсем тӗрӗс туса тӑраҫҫӗ-ши? Ҫук. Вӗсем Библире мӗн ҫырни пирки юмах е халап тесе сахал мар калаҫҫӗ. Хӑйсен чиркӗвӗсене ҫӳрекенсене Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентсе йӑпату тата пӗлӳ парас вырӑнне духовенство вӗсене этем философийӗсене вӗрентсе йӑпӑлтатать. Унсӑр пуҫне вӗсем Туррӑн нравственность нормисене пӑсаҫҫӗ. Ҫавна вӗсем чиркӗве ҫӳрекенсене — Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнман, анчах та хӑйсем пирки тӗрӗс пурӑнатпӑр тесе шутлакансене — кӳрентерес мар тесе тӑваҫҫӗ (2 Тим. 4:3, 4).
15. Тӗн пуҫлӑхӗсем Туррӑн ячӗпе тунӑ ӗҫсене кура эсир мӗн туятӑр?
15 Ҫӳлерех каланӑ ӗҫсене пула — вӗсене вара Библире калакан Турӑ ячӗпе тӑватпӑр теҫҫӗ пулин те — уҫӑ чӗреллӗ нумай ҫын тӗнсене шанма пӑрахнӑ е Турӑпа Библие пачах ӗненме пӑрахнӑ. Вӗсем Сатанан тата унӑн усал тӗнчин аллине кӗрсе ӳкнӗ. Эсир куллен-кун ҫавӑн пек ӗҫсене курсан-илтсен хӑвӑра мӗнле туятӑр? Турӑ ятне калама ҫук вӑйлӑ чыссӑрлатнине е хурланине кура сирӗн, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май, тӗрӗслӗх пултӑр тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвас кӑмӑл ҫуралмасть-и? Тупӑш тӑвассишӗн тӳрӗ тата таса чӗреллӗ ҫынсене улталанине курсан хуйха ӳкнӗ чунсене сирӗн йӑпатас килмест-и? Хӑй пурӑннӑ вӑхӑтри ҫынсем «кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнине, вӑйран сулӑннине» курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ кӑна мар, вӑл «вӗсене чылай вӗрентнӗ» (Матф. 9:36; Марк 6:34). Пирӗн, Иисус пекех, Турра тӗрӗс пуҫҫапас енчен хастарлӑ пулма пур сӑлтав та пур.
16, 17. а) Хамӑр вӑя сӑваплӑ ӗҫе тума пама пире мӗн хавхалантарса тӑмалла? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
16 Эпир сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑ тӑватпӑр пулсан Павел апостолӑн 1 Тимофей 2:3, 4-мӗшӗнчи сӑмахӗсем пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ. (Вуласа пар.) Эпир Ҫӳлхуҫан ӗҫне юлашки кунсенче пурӑннине пӗлнӗрен кӑна мар, ҫавӑн пекех ҫакӑ Турӑ ирӗкӗ пулнӑран нумай тӑватпӑр. Вӑл ҫынсене чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн тата хӑйне пуҫҫапма, хӑйӗншӗн ӗҫлеме вӗрентесшӗн тата пиллӗхсем парасшӑн. Эпир вӑхӑт сахал юлнӑран кӑна мар сӑваплӑ ӗҫе пӗтӗм вӑя парса тӑвасшӑн, ҫавӑн пекех Турӑ ятне мухтава кӑларасшӑн тата ҫынсене унӑн ирӗкӗ ҫинчен пӗлме пулӑшасшӑн. Турра тӗрӗс пуҫҫапас енчен эпир хастарлӑх кӑтартатпӑр (1 Тим. 4:16).
17 Иеговӑн халӑхӗ пулнӑ май эпир Турӑ ҫынсемпе ҫӗр валли мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлетпӗр. Эпир ҫынсене телей тата пуласлӑхӑн ҫирӗп шанчӑкне тупас енчен пулӑшма пултаратпӑр. Эпир вӗсене Сатанан усал тӗнчине тӗп тунӑ чухне мӗнле ҫӑлӑнмаллине кӑтартма пултаратпӑр (2 Фес. 1:7—9). Иеговӑн кунӗ кая юлса килет пек тесе шутласа хурланса куляниччен Турра тӗрӗс пуҫҫапас енчен хастарлӑх кӑтартма вӑхӑт пурришӗн савӑнмалла (Мих. 7:7; Авв. 2:3). Мӗнле майпа эпир ҫакӑн пек хастарлӑха аталантарма пултаратпӑр? Ҫакна эпир тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр?
Эсир ӑнлантарса пама пултаратӑр-и?
• Иисуса хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне ырми-канми туса тӑма мӗн хавхалантарса тӑнӑ?
• Библи каланӑ тӑрӑх «хастарлӑх» текен сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ мӗнле?
• Паян мӗн куратпӑр, ҫавсенчен хӑшӗсем пире Турра тӗрӗс пуҫҫапас енчен хастарлӑ пулма хавхалантарса тӑмалла?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]