Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Йӗркесӗрлӗхе эсир кураймасӑр тӑратӑр-и?

Йӗркесӗрлӗхе эсир кураймасӑр тӑратӑр-и?

Йӗркесӗрлӗхе эсир кураймасӑр тӑратӑр-и?

«Эсӗ [Иисус]... йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн» (ЕВР. 1:9).

1. Юрату тӗлӗшӗнчен Иисус мӗн вӗрентнӗ?

 ЮРАТУ питӗ кирлине палӑртса Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Сире ҫӗнӗ ӳкӗт паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр; эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр. Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоан. 13:34, 35). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратма хушнӑ. Ҫавӑн пек юрату вӗсене уйӑрса илме пулӑшакан паллӑ пулмалла пулнӑ. Иисус вӗсене ҫакна тума та чӗнсе каланӑ: «Хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра... хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр» (Матф. 5:44).

2. Христосӑн вӗренекенӗсен мӗне курайми пулмалла?

2 Анчах та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене юратма кӑна мар, курайми пулма та вӗрентнӗ. Христос пирки ҫапла каланӑ пулнӑ: «Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе [усала] кураймастӑн» (Евр. 1:9; Пс. 44:8). Ҫакӑ пирӗн тӳрӗлӗхе юратассине ӳстерсе пынисӗр пуҫне, ҫылӑха, е йӗркесӗрлӗхе, курайми пулмаллине те кӑтартса парать. Иоанн апостол ӑнлантарса панӑ: «Ҫылӑха кӗрекен кирек кам та йӗркесӗр ӗҫ тӑвать; ҫылӑх вӑл — йӗркесӗр ӗҫ» (1 Иоан. 3:4).

3. Ҫак статьяра эпир йӗркесӗрлӗхе курайманнин хӑш-хӑш енӗсене пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫавсене пурне шута илнӗ май пур христианинӑн та хӑйне ҫакӑн пек ыйту памалла: «Йӗркесӗрлӗхе эпӗ кураймастӑп-и?» Усала курайманнине эпир мӗнле кӑтартма пултарнине пӑхса тухар. Эпир 1) эрех-сӑрапа иртӗхесси ҫине, 2) юмӑҫ ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫине, 3) аскӑнлӑх ҫине тата 4) йӗркесӗрлӗхе юратакансем ҫине мӗнле пӑхнине тӗрӗслер.

Эрех-сӑрапа иртӗхессинчен пӑрӑнӑр

4. Иисус ыттисене ӗҫкӗпе иртӗхессинчен асӑрхаттарнӑ чухне мӗншӗн ҫавна вӑл таса совеҫпе тума пултарнӑ?

4 Иисус хутран-ситрен эрех ӗҫкеленӗ, мӗншӗн тесен эрех вӑл — Турӑ панӑ парне (Пс. 103:14, 15). Анчах та вӑл ҫав парнепе, виҫине пӗлмесӗр ӗҫсе, нихӑҫан та иртӗхмен (Ытар. 23:29—33). Ҫавӑнпа та Иисус ыттисене ҫавӑн пирки асӑрхаттарнӑ чухне ҫавна таса совеҫпе тума пултарнӑ. (Лука 21:34 вуласа пар.) Эрех-сӑрапа иртӗхни пысӑк ҫылӑхсем тӑвасси патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫавӑнпа та Павел апостол ҫырнӑ: «Эрехпе ан иртӗхӗр: вӑл астарать; сирӗн ӑшӑрта Таса Сывлӑш тулли пултӑр» (Эф. 5:18). Вӑл ватӑ хӗрарӑмсене те «ӗҫке ан ярӑнччӑр» тесе асӑрхаттарнӑ (Тит 2:3).

5. Эрех-сӑра ӗҫекенсем хӑйсене мӗнле ыйтусем пама пултараҫҫӗ?

5 Эсӗ эрех-сӑра ӗҫетӗн пулсан хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Эрех-сӑрапа иртӗхесси ҫине эпӗ Иисус пӑхнӑ пекех пӑхатӑп-и? Ҫавӑн пирки кама та пулин канаш памалла пулчӗ пулсан, эпӗ ҫавна таса совеҫпе тума пултарӑп-ши? Хуйха пусарас е пӑшӑрханусене манас тесе ӗҫетӗп-и? Эрне хушшинче эпӗ мӗн чухлӗ ӗҫетӗп? Кам та пулин мана эсӗ ытлашши ӗҫетӗн терӗ пулсан, эпӗ хама мӗнле тытатӑп? Хама тӳрре кӑларма тӑрӑшатӑп-и, ҫитменнине тата ҫилленетӗп-и?» Пирӗн эрех-сӑрана ытлашши ӗҫесси пур пулсан, пире чипер шухӑшлама тата тӗрӗс йышӑнусем тума йывӑр пулать. Христосӑн вӗренекенӗсен чипер ӑстӑнлӑ тӑрса юлас тесе тӑрӑшмалла (Ытар. 3:21, 22).

Юмӑҫ ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен сыхланӑр

6, 7. а) Иисус хӑйне Сатанапа тата демонсемпе мӗнле тытнӑ? ӑ) Мӗншӗн хальхи вӑхӑтра юмӑҫ ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем питӗ анлӑ сарӑлнӑ?

6 Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Сатанапа унӑн демонӗсене хирӗҫ ҫирӗп тӑнӑ. Сатана ӑна Турра чунтан парӑнса пурӑнма пӑрахтарас тесе тӳррӗн тапӑннине Иисус сирсе янӑ (Лука 4:1—13). Иисус хӑйӗн ӑстӑнӗпе ӗҫӗсем ҫине Шуйттан сисмелле мар витӗм кӳме хӑтланса пӑхнине те асӑрханӑ та ҫавна путлантарса лартнӑ (Матф. 16:21—23). Тивӗҫлисене Иисус демонсен хаяр пусмӑрӗнчен ирӗке тухма пулӑшнӑ (Марк 5:2, 8, 12—15; 9:20, 25—27).

7 Иисус, 1914 ҫулта патшана ларсан, тӳпене Сатанапа демонсем ирсӗрлетсе тӑрассинчен тасатнӑ. Халӗ Сатана «пӗтӗм тӗнчене [е ҫӗр ҫинчи пур ҫынна та] илӗртсе» улталас тесе нихҫанхинчен те вӑйлӑрах тӑрӑшать (Ӳлӗм. 12:9, 10). Ҫавӑнпа та пур ҫӗрте те юмӑҫ ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе ытларах та ытларах интересленни тӗлӗнтермест. Эпир хамӑра мӗнле хӳтӗлеме пултаратпӑр?

8. Вӑйӑ-кулӑ суйлас тӗлӗшрен эпир хамӑра хамӑр мӗнле тӗрӗслеме пултаратпӑр?

8 Спиритизмпа ҫыхӑннӑ хӑрушлӑхсем пирки Библи пире уҫҫӑн асӑрхаттарать. (Саккуна астутарни 18:10—12 вуласа пар.) Халӗ Сатанапа демонсем ҫынсен ӑстӑнӗ ҫине юмӑҫ ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинчен калакан фильмсем, кӗнекесем тата электронлӑ вӑйӑсем урлӑ витӗм кӳреҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӑйӑ-кулӑ суйлас тӗлӗшрен пирӗнтен кашнийӗн хӑйне ҫак ыйтусене памалла: «Эпӗ юлашки уйӑхсенче леш тӗнчепе тата асамлӑ вӑйсемпе кӑшт та пулин ҫыхӑннӑ фильмсем пӑхнӑ-и, электронлӑ вӑйӑсем вылянӑ-и, кӗнекесем вуланӑ-и тата комиксем пӑхса ларнӑ-и? Юмӑҫ янипе ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен сыхланма питӗ кирлине эпӗ ӑнланатӑп-и е вӗсем хӑрушах мар тесе шутлатӑп? Вӑйӑ-кулӑ суйлани ҫине Иегова мӗнле пӑхни ҫинчен эпӗ хӑҫан та пулин шухӑшласа пӑхнӑ-и? Эпӗ Сатанана ҫавӑн пек витӗм кӳме алӑк уҫрӑм пулсан, Иеговӑна тата унӑн тӳрӗлӗх принципӗсене юратни мана ҫине тӑрса ҫав алӑка шалт хупса хума хавхалантарӗ-и?» (Ап. ӗҫ. 19:19, 20).

Иисус аскӑнлӑх тӗлӗшӗнчен асӑрхаттарса каланине тимлӗр

9. Ҫын хӑйӗн ӑшӗнче йӗркесӗрлӗхе юратассине аталантарни мӗнрен курӑнса тӑма пултарать?

9 Ар хутшӑнӑвӗ тӗлӗшӗнчен Иегова панӑ нормӑна Иисус хӳтӗленӗ. Вӑл каланӑ: «Пултаракан чи малтанах вӗсене арлӑ-арӑмлӑ пултарни ҫинчен, Вӑл: „ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗ-амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ те пӗр ӳт пулӗҫ“ тенине вуламан-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, вӗсем — пӗр ӳт. Ҫавӑнпа Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Матф. 19:4—6). Иисус ӑнланнӑ: эпир хамӑр куҫпа мӗн курни пирӗн чӗре ҫине витӗм кӳме пултарать. Ҫавӑнпа та хӑйӗн Ту ҫинче каланӑ проповедӗнче вӑл палӑртнӑ: «Эсир авалхисене „ан аскӑнлан“ тенине илтнӗ. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тунӑ» (Матф. 5:27, 28). Иисус асӑрхаттарса каланине сирсе яракансем чӑннипе вара хӑйсен ӑшӗнче йӗркесӗрлӗхе юратассине аталанма параҫҫӗ.

10. Порнографинчен хӑтӑлма пултарнине кӑтартакан тӗслӗх ҫинчен каласа парӑр.

10 Сатана аскӑнлӑха порнографипе усӑ курса сарса тӑрать. Хальхи тӗнчере порнографи пур ҫӗрте те пур. Порнографи пӑхакансем ирсӗр сӑнарсене пуҫран кӑларса пӑрахма питӗ йывӑр пулнине асӑрхаҫҫӗ. Ҫитменнине тата порнографи пӑхассине явӑҫма пулать. Акӑ мӗн пулса иртнӗ пӗр христианинпа. Вӑл каласа парать: «Эпӗ порнографие вӑрттӑн пӑхаттӑм. Эпӗ хамӑн пуҫра тӗнче шутласа кӑлартӑм, ҫав тӗнче вара, ман шутпа, эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракан тӗнчепе пӗртте ҫыхӑнса тӑмастчӗ. Ҫакӑ тӗрӗс мар пулнине эпӗ пӗлеттӗм, анчах та манӑн сӑваплӑ ӗҫ Турра пурпӗрех юрӑхлӑ тесе хама хам шантарса тӑтӑм». Ҫав арҫын-тӑвана хӑйӗн шухӑшне улӑштарма мӗн пулӑшнӑ? Вӑл калать: «Ҫавӑн пирки старейшинӑсене каласа пама ҫав тери йывӑр пулнине пӑхмасӑрах эпӗ вӗсене веҫех каласа пама шут тытрӑм». Юлашкинчен арҫын-тӑван ҫав ирсӗр йӑларан хӑтӑлнӑ. «Ҫав ҫылӑхран тасалсан,— каласа парать вӑл,— эпӗ хамӑн совесть чӑннипех таса пулнине тинех туйса илтӗм». Йӗркесӗрлӗхе курайманнисен порнографие курайми пулса ҫитме вӗренмелле.

11, 12. Кӗвӗ-юрӑ суйланӑ чухне эпир йӗркесӗрлӗхе курайманнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

11 Кӗвӗ тата юрӑсен сӑмахӗсем туйӑмсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултараҫҫӗ — эппин, сӑнарлӑ чӗре ҫине те. Кӗвӗ-юрра хӑйне илес пулсан, вӑл — Турӑ панӑ парне тата чылай вӑхӑт хушши ӗнтӗ Турра тӗрӗс пуҫҫапассинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать (Тух. 15:20, 21; Эф. 5:19). Анчах та Сатанан йӗркесӗр тӗнчинче аскӑнлӑха мухтакан юрӑсене ытларах кӑмӑллаҫҫӗ (1 Иоан. 5:19). Эсӗ итлекен кӗвӗ-юрӑ сана ирсӗрлетнипе ирсӗрлетменнине мӗнле пӗлме пулать?

12 Чи малтан хӑвӑнтан ыйтма пулать: «Ҫын вӗлерессине, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне улталанине, аскӑн ӗҫе тата Турра хурлассине мухтакан юрӑсене эпӗ итлетӗп-и? Эпӗ пӗр-пӗр юррӑн сӑмахӗсене кама та пулин вуласа патӑм пулсан, вӑл ман пирки эпӗ йӗркесӗрлӗхе курайман ҫын тесе шутлӗ-и е ҫав сӑмахсем манӑн чӗре ирсӗрленсе кайнине кӑтартса парӗҫ?» Йӗркесӗрлӗхе мухтакан юрӑсене итленӗ ҫӗртенех ӑна кураймастӑп тесе калама ҫук. Иисус каланӑ: «Ҫӑвартан тухаканни — чӗререн тухать, ҫынна ҫавӑ ирсӗрлетет, мӗншӗн тесессӗн усал шухӑшласси, ҫын вӗлересси, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, суя кӳнтелесси, хурласси чӗререн тухать» (Матф. 15:18, 19; Иаков 3:10, 11-мӗшне танлаштарса пӑх).

Йӗркесӗрлӗхе юратакансем ҫине Иисус пӑхнӑ пек пӑхӑр

13. Ҫылӑх тума пӑрахасшӑн маррисем ҫине Иисус мӗнле пӑхнӑ?

13 Иисус ҫылӑхлисене, е йӗркесӗр ӗҫсем тӑвакансене, ӳкӗнтермешкӗн чӗнме килнӗ тесе каланӑ (Лука 5:30—32). Ҫылӑх тума пӑрахасшӑн маррисем ҫине вӑл мӗнле пӑхнӑ? Иисус пире ҫавӑн пек ҫынсем витӗм кӳрессинчен асӑрханӑр тесе тӳррӗн каланӑ (Матф. 23:15, 23—26). Вӑл ҫавӑн пекех уҫҫӑн палӑртса каланӑ: «Мана: „эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр!“ тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ, унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлакан ҫеҫ кӗрейӗ. Ҫав кун [Турӑ суд тунӑ кун] Мана нумайӑшӗ калӗ: „эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир Санӑн ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-и? усалсене Санӑн ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-и? Санӑн ятупа нумай хӑват кӑтартмарӑмӑр-и?“» Анчах та ӳкӗнмен йӗркесӗр ҫынсене Иисус сирсе ярӗ. Вӑл вӗсене калӗ: «Кайӑр Ман патӑмран» (Матф. 7:21—23). Мӗншӗн вӗсем пирки ҫавӑн пек приговор йышӑннӑ? Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемпе Турра чыссӑрлатаҫҫӗ тата ҫывӑх ҫынсене сиен кӳреҫҫӗ.

14. Мӗншӗн хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынсене пухуран кӑларса яраҫҫӗ?

14 Турӑ Сӑмахӗ хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынсене пухуран кӑларса яма хушать. (1 Коринф 5:9—13 вуласа пар.) Ҫавна сахалтан та виҫӗ сӑлтава пула тумалла: 1) Иеговӑн ятне чыссӑрлатма памалла мар, 2) пухӑва пӑсӑлса каясран хӳтӗлемелле тата 3) ҫылӑх тӑвакана ӳкӗнме пулӑшмалла.

15. Эпир Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнасшӑн пулсан, пирӗн мӗнле питӗ кирлӗ ыйтусем пирки шухӑшламалла?

15 Йӗркесӗр ӗҫсене тума пӑрахасшӑн маррисем ҫине эпир Иисус пӑхнӑ пекех пӑхатпӑр-и? Пирӗн ҫакӑн пек ыйтусем пирки шухӑшласа пӑхмалла: «Христиансен пухӑвӗнчен кӑларса янӑ е пухуран хӑйсен ирӗкӗпе туннӑ ҫынсемпе эпӗ малалла та калаҫӑп-ши? Ҫавӑн пек ҫын манпа пӗрле пӗр килте пурӑнман ҫывӑх хурӑнташ пулсан, вара мӗнле пулмалла?» Ҫавӑн пек лару-тӑру эпир тӳрӗлӗхе юратнине тата Турра чунтан парӑннине питӗ лайӑх кӑтартса пама пултарать a.

16, 17. Пӗр христианка мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ тата хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнменнисене пухуран кӑларса ярас йӗркене хисеплеме ӑна мӗн пулӑшнӑ?

16 Пӗр хӗрарӑм-тӑванӑн ҫитӗнсе ҫитнӗ ывӑлӗ унччен Иеговӑна юратнӑ пулнӑ, анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн йӗркесӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ. Вӑл хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен, ҫавӑнпа та ӑна пухуран кӑларса янӑ. Пирӗн хӗрарӑм-тӑван Иеговӑна юратнӑ, анчах та вӑл хӑйӗн ывӑлне те юратнӑ, ҫавӑнпа та Библи унпа калаҫма-хутшӑнма юрамасть текен заповеде тытса тӑма ӑна питӗ йывӑр пулнӑ.

17 Ҫав хӗрарӑм-тӑвана эсӗ мӗнле канаш панӑ пулӑттӑн? Пӗр старейшина ӑна Иегова унӑн хуйхине пӗлнине тата унпа пӗрле хуйхӑрнине ӑнланма пулӑшнӑ. Арҫын-тӑван ӑна Иегова хӑйӗн пӗлӗтри ывӑлӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйне хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесен мӗн тери хурланнӑ пулас тесе шухӑшлама хавхалантарнӑ. Старейшина ӑна ҫакӑн пек сӑлтав илсе панӑ: ҫавӑн пек лару-тӑру мӗнле асаплантарма пултарнине Иегова пӗлет пулин те, хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнменнисене пухуран кӑларса яма хушать. Хӗрарӑм-тӑван ҫавнашкал аса илтернисене чӗре ӑшне хывнӑ та Турра чунтан парӑннӑран Вӑл хунӑ йӗркене хисепленине кӑтартнӑ b. Ҫавӑн пек чунтан парӑнни Иеговӑн чӗрине савӑнтарать (Ытар. 27:11).

18, 19. а) Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансемпе калаҫма-хутшӑнма пӑрахнипе эпир мӗне курайманнине кӑтартатпӑр? ӑ) Эпир Турра тата Вӑл хунӑ йӗркене шанчӑклӑ пулни мӗн пама пултарать?

18 Санпа та ҫавнашкал пулса тухрӗ пулсан, Иегова сана ӑнланса хӗрхеннине асра тыт. Пухуран кӑларса янӑ е хӑй ирӗкӗпе туннӑ ҫынпа калаҫма-хутшӑнма пӑрахнипе эсӗ ҫавӑн пек япӑх вӗҫленнӗ ӗҫсем патне илсе пыракан ӗҫсемпе шухӑшсене курайманнине кӑтартатӑн. Ҫав вӑхӑтрах эсӗ ҫылӑх тӑвакана чӑннипех юратнине кӑтартатӑн, мӗншӗн тесен эсӗ уншӑн чи лайӑххине тӑвасшӑн. Эсӗ Турра чунтан парӑннине пула наказани панӑ ҫыннӑн ӳкӗнес тата Турӑ патне каялла таврӑнас шанчӑк ӳссе пырать.

19 Пухуран кӑларса янӑ, каярахпа вара пухӑва йышӑннӑ пӗр хӗрарӑм ҫырнӑ: «Иегова хӑйӗн халӑхне хытӑ юратнӑран хӑйӗн организацийӗ таса пултӑр тесе тӑрӑшнине кура эпӗ савӑнатӑп. Пухӑва ҫӳременнисемшӗн хаяр ӗҫ пек курӑнни, чӑннипе вара, питӗ кирлӗ япала тата юрату пирки калать». Эсӗ мӗнле шутлатӑн, пухури тӑвансем, ҫав шутрах унӑн ҫемйинчисем те, ӑна пухуран кӑларса янӑ хыҫҫӑн унпа калаҫма пӑрахман пулнӑ пулсан, ҫав хӗрарӑм ҫавӑн пек шутлама пуҫланӑ пулӗччӗ-ши? Библире каланӑ ҫак йӗркене — пухуран кӑларса ярас йӗркене — тытса тӑнипе эпир тӳрӗлӗхе юратнине кӑтартатпӑр тата хамӑра мӗнле тытмаллине кӑтартакан нормӑсем пама Иеговӑн ирӗк пуррине йышӑнатпӑр.

«Усала курайми пулӑр»

20, 21. Йӗркесӗрлӗхе курайми пулма вӗренни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

20 «Чаруллӑ пурӑнӑр, сыхӑ тӑрӑр»,— тесе асӑрхаттарнӑ Петр апостол. Мӗншӗн ҫакӑ кирлӗ? Мӗншӗн тесен «сире хирӗҫ пыракан шуйттан, ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет» (1 Пет. 5:8). Эсӗ унӑн тупӑшӗ пулӑн-ши? Ҫакӑ ытларах эсӗ йӗркесӗрлӗхе курайми пулма мӗн таран вӗреннинчен килет.

21 Йӗркесӗрлӗхе курайми пулса пымашкӑн ҫӑмӑлах мар. Эпир ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ тата ӳт илӗртни хыҫҫӑн каякан тӗнчере пурӑнатпӑр (1 Иоан. 2:15—17). Анчах та Иисус Христосран тӗслӗх илсе тата Иегова Турра хытӑрах та хытӑрах юратса эпир йӗркесӗрлӗхе курайми пулса ҫитме пултаратпӑр. Иегова «Хӑйӗн сӑваплӑ [ҫыннисене]... хӑтарать» тенине пӗтӗмпех шанса усала курайми пулас тӗлӗшрен ҫирӗп шут тытар (Пс. 96:10).

[Сноскӑсем]

a Ҫак темӑна 1982 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» (выр.) журналӑн 18—23-мӗш страницӑсенче тӗплӗнрех сӳтсе явнӑ.

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

• Эрех-сӑра ҫине хамӑр мӗнле пӑхнине тӗрӗслеме пире мӗн пулӑшӗ?

• Юмӑҫ ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен хамӑра мӗнле хӳтӗлемелле?

• Порнографи мӗншӗн хӑрушӑ?

• Пирӗншӗн хаклӑ ҫынсенчен кама та пулин пухуран кӑларса ярсан, эпир йӗркесӗрлӗхе курайманни мӗнле палӑрӗ?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]