Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сирӗн пурнӑҫра чи кирли кам?

Сирӗн пурнӑҫра чи кирли кам?

Сирӗн пурнӑҫра чи кирли кам?

«Пӗтӗм ҫӗр ҫинче Эсӗ анчах Ҫӳлти Турӑ» (ПС. 82:19).

1, 2. Ҫӑлӑнмашкӑн Иеговӑн ятне пӗлни кӑна мӗншӗн ҫителӗклӗ мар?

 ТЕН, эсир Туррӑн ят пуррине сире хӑвӑрӑн Библирен кӑтартсан тин пӗлтӗр пуль. Хӑшӗ-пӗрисем ҫав ята Тухни 15:3-мӗш сӑвӑ йӗркине вуласан курнӑ, унта каланӑ: «Ҫӳлхуҫа — вӑрҫӑ арӗ, Яхве [Иегова] Унӑн ячӗ». Ҫавӑн хыҫҫӑн эсир, паллах, ытти ҫынсене пирӗн юратакан Турра, Иеговӑна, пӗлме пулӑшас тесе ҫав тата ытти сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курма пуҫларӑр (Рим 10:12, 13).

2 Ҫынсене Туррӑн ятне пӗлни кирлӗ пулин те, ҫакӑ пурпӗр ҫителӗклӗ мар. Псалом юрлакан ҫӑлӑнма пулӑшакан тата тепӗр чӑнлӑх пирки мӗнле палӑртнине асӑрхӑр-ха. Вӑл каланӑ: «Пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлти Турӑ» (Пс. 82:19). Ҫапла, Иегова — Ҫут тӗнчере чи Асли. Пурне те Пултаракан пулнӑ май хӑй пултарнисене пурне те хӑйне пур тӗлӗшрен те пӑхӑнса тӑмалла тесе калама ирӗк пур унӑн (Ӳлӗм. 4:11). Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑртан ыйтмалла: «Манӑн пурнӑҫра чи кирли кам?» Ҫак ыйту ҫине эпир мӗнле хуравлани ҫинчен пирӗн тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла.

Эдем пахчинче кӑларса тӑратнӑ ыйту

3, 4. Сатана Евӑна мӗнле улталасшӑн пулнӑ тата унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ-и?

3 Ҫав ыйтӑвӑн пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк пулни Эдем пахчинче пулса иртнӗ ӗҫсенчен уҫҫӑн курӑнать. Пӑлхавҫӑ ангел, каярахпа ӑна Сатана Шуйттан теекен ятпа пӗле пуҫланӑ, пӗрремӗш хӗрарӑма, Евӑна, Иегова пӗр йывӑҫӑн ҫимӗҫне ан ҫийӗр тесе хушнине итличчен, хӑйӗн кӑмӑлне ытларах ҫырлахтарма чеен илӗртнӗ (Пулт. 2:17; 2 Кор. 11:3). Ева ҫав илӗртмӗш хыҫҫӑн кайнӑ, ҫапла вара вӑл Иеговӑн аслӑ влаҫне хисеплесех кайманнине кӑтартнӑ. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче Иеговӑна чи кирли тесе шутламан Ева. Анчах та Сатанан мӗнле майпа Евӑна улталама май килнӗ?

4 Евӑпа калаҫнӑ чухне Сатана темиҫе чеелӗхпе усӑ курнӑ. (Пултарни 3:1—5 вуласа пар a.) Пӗрремӗшӗнчен, Иеговӑн ячӗпе усӑ курман Сатана. Вӑл «Турӑ» тенӗ кӑна. Унпа танлаштарсан, Пултарни кӗнекен авторӗ ҫав ӗҫсем ҫинчен калакан сыпӑкӑн пӗрремӗш сӑвӑ йӗркинчех Иеговӑн ячӗпе усӑ курнӑ, ҫапла вара Туррӑн ячӗ питӗ кирлӗ пулнине кӑтартнӑ. Туррӑн ячӗпе усӑ курманнипе Сатана Евӑна хӑйӗнпе Ашшӗ, Иегова, хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен шухӑшлаттарас мар тесе тӑрӑшнӑ пулмалла. Иккӗмӗшӗнчен, Евӑна ыйту панӑ чухне Сатана: «Турӑ чӑнах та... каларӗ-и? тенӗ». Ҫавӑн пек чеен хӑтланнипе Сатана Турӑ мӗн тума хушнине итлеме кирлех мар тесе кӑтартасшӑн пулнӑ пулас. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Евӑпа кӑна калаҫнӑ пулин те, вӑл Евӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинчен кӑна мар, Адампа ҫыхӑннисем ҫинчен те калаҫнӑ. Ҫапла тунипе вӑл Евӑра мӑнкӑмӑллӑх вӑратма тӑрӑшнӑ пулас, ҫапла вара Ева хӑйне питӗ кирлӗ ҫын пек — хӑйӗн ячӗпе те, упӑшкин ячӗпе те калаҫма пултаракан ҫын пек — туйтӑр тенӗ пулмалла. Ҫакӑнтан мӗн пулса тухнӑ? Ева ҫӗлене: «Эпир йывӑҫсен ҫимӗҫӗсене ҫиме пултаратпӑр»,— тенипе хӑйӗншӗн те, упӑшкишӗн те хуравлас тенӗ пулас.

5. а) Евӑна мӗн ҫинчен шухӑшлаттарма май килнӗ Сатанан? ӑ) Ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫинипе Ева мӗн кӑтартнӑ?

5 Сатана фактсене те пӑсса кӑтартнӑ. Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, Адампа Евӑран «райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр» тесе ыйтнипе Турӑ хӑйне тӗрӗс мар тытать иккен. Унтан Евӑна «турӑсем [«Турӑ», ҪТ] пек» пулӑн тенипе Сатана ӑна хӑйӗн ҫинчен тата хӑйӗн пурнӑҫне мӗнле лайӑхлатма пултарни ҫинчен шухӑшлаттарма тӑрӑшнӑ. Юлашкинчен вара Сатанан Евӑна хӑйне пурне те паракан Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен мар, йывӑҫпа унӑн ҫимӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлаттарма май килнӗ. (Пултарни 3:6 вуласа пар.) Шел пулин те, ҫимӗҫе ҫинипе Ева хӑйӗн пурнӑҫӗнче Иегова чи кирли пулманнине кӑтартнӑ.

Иов вӑхӑтӗнче кӑларса тӑратнӑ ыйту

6. Иовӑн айӑпсӑрлӑхӗ пирки Сатана мӗнле иккӗлентернӗ тата ҫав тӗлӗшрен Иова мӗнле май панӑ пулнӑ?

6 Тепӗр темиҫе ӗмӗр иртсен Иов ятлӑ шанчӑклӑ ҫыннӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче кам чи кирли пулнине кӑтартма май пулнӑ. Иегова Иовӑн айӑпсӑрлӑхӗ пирки Сатанана каласан, Сатана хирӗҫ каланӑ: «Иов вӑл Турӑран ахальтен хӑраса пурӑнать-им?» (Иов 1:7—10 вуласа пар.) Иов Турра итлесе пурӑнман тесе каламан Сатана. Вӑл Иов ӗҫе мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа туни пирки иккӗлентернӗ. Сатана Иова, вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлессе те юратнӑран мар, мӗн те пулин илесшӗн ӗҫлет тесе айӑпланӑ. Ҫавӑн пек айӑплани суя пулнине Иов кӑна ҫирӗплетсе пама пултарнӑ, ӑна вара ҫавна тума май панӑ.

7, 8. Иовӑн мӗнле-мӗнле йывӑрлӑхсем курма тивнӗ тата шанчӑклӑ та чӑтӑмлӑ пулнипе вӑл мӗн кӑтартнӑ?

7 Сатанана Иов ҫине пӗр инкек хыҫҫӑн теприне ярса тӑма ирӗк панӑ Иегова (Иов 1:12—19). Хӑйӗн пурнӑҫӗ тӗпрен улшӑнсан Иов хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл «ним ҫылӑха та кӗмен, Турӑ ҫинчен пӗр ӑссӑр сӑмах та каламан» тенӗ Библире (Иов 1:22). Анчах та Сатана кунпа ҫырлахман-ха. Вӑл малалла айӑпланӑ: «Тиршӗн — тир хакӗ, пурӑнас кунҫулӗшӗн вара этем хӑйӗн мӗн пуррине те пама хатӗр» b (Иов 2:4). Иов хӑй хӗн-асап курсан, Иегова уншӑн пурнӑҫра чи кирли пулма пӑрахнӑ пулӗччӗ тенӗ Сатана.

8 Хаяр чир Иовӑн ӳт-пӗвне нӗрсӗрлетсе янӑ, унтан вара арӑмӗ ӑна Турра хурла та вилсе вырт пӗрех хут тенӗ. Каярахпа виҫӗ суя йӑпатмӑш ӑна хӑвна тӗрӗс мар тытнӑ тесе айӑпланӑ (Иов 2:11—13; 8:2—6; 22:2, 3). Анчах ҫав пур йывӑрлӑх витӗр тухсан та Иов айӑпсӑр тӑрса юлнӑ. (Иов 2:9, 10 вуласа пар.) Шанчӑклӑ та чӑтӑмлӑ пулнипе вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче Иегова чи кирли пулнине кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Иов ҫакна та ҫирӗплетсе панӑ: ҫитменлӗхлӗ ҫын Шуйттан суйса айӑплани ҫине, туллин мар пулин те, хурав пама пултарать. (Ытарӑшсем 27:11 танлаштарса пӑх.)

Иисус татӑклӑн хурав пани

9. а) Иисусӑн апат ҫиес килнине кура Сатана ӑна мӗнле илӗртнӗ? ӑ) Ҫавӑн пек илӗртнӗ чухне Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ?

9 Иисус эгоистла хӑтлантӑр тесе тата унӑн пурнӑҫӗнче Иегова чи кирли пулма пӑрахтӑр тесе Сатана ӑна шыва кӗнӗ хыҫҫӑнах илӗртме пуҫланӑ. Шуйттан Иисуса виҫӗ хутчен илӗртнӗ. Пӗрремӗш хутӗнче вӑл Иисуса, унӑн апат ҫиес килнине кура, чулсене ҫӑкӑр тума хӗтӗртнӗ (Матф. 4:2, 3). Ҫавӑнччен Иисус 40 кун хушши типӗ тытнӑ пулнӑ та выҫсах ҫитнӗ. Ҫавӑнпа Шуйттан ӑна, апат ҫимешкӗн, тӗлӗнмелле хӑватсем тумалли вӑйпа тӗрӗс мар усӑ курма хистенӗ. Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ? Турӑ мӗн тума хушнине итлемен Евӑпа танлаштарсан, Иисус Иеговӑн Сӑмахӗ ҫинчен кӑна шухӑшланӑ та илӗртӗве тӳрех сирсе янӑ. (Матфей 4:4 вуласа пар.)

10. Мӗншӗн Сатана Иисуса храм тавра туса лартнӑ хӳме ҫинчен сикме хӗтӗртнӗ?

10 Ҫавӑн пекех Сатана Иисуса эгоистла хӑтланма хистенӗ. Вӑл Иисуса храм тавра туса лартнӑ хӳме ҫинчен сикме хӗтӗртнӗ (Матф. 4:5, 6). Сатана ҫавна мӗн шухӑшпа тунӑ? Сатана каланӑ тӑрӑх, Иисус аялалла сиксен аманмарӗ пулсан, вӑл «Турӑ Ывӑлӗ» пулнине ҫирӗплетсе панӑ пулӗччӗ. Иисуса ыттисем ун пирки мӗн шутлани ҫав тери пӑшӑрхантарма пуҫлатӑр та вӑл хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма тытӑнтӑр тенӗ пулас Шуйттан. Мӑнкӑмӑллӑх хӗтӗртнӗрен тата ыттисем умӗнче ята ярас мар тесе ҫын вилӗмпе выляма пултарнине Сатана пӗлнӗ. Сатана Сӑваплӑ Ҫырури сӑвӑ йӗркипе тӗрӗс мар усӑ курнӑ, анчах та Иисус Иеговӑн Сӑмахне пӗтӗмпех ӑнланнине палӑртнӑ. (Матфей 4:7 вуласа пар.) Ҫавӑн пек хӗтӗртнине сирсе янипе Иисус хӑйӗн пурнӑҫӗнче Иегова чи кирли пулнине каллех кӑтартнӑ.

11. Сатана тӗнчери мӗнпур патшалӑха сӗнсен Иисус ҫавна мӗншӗн йышӑнман?

11 Юлашкинчен Сатана, ниҫта кайса кӗрейменрен, Иисуса тӗнчери мӗнпур патшалӑха сӗннӗ (Матф. 4:8, 9). Ҫав сӗнӗве Иисус тӳрех сирсе янӑ. Иисус ҫакна ӑнланнӑ: ҫав сӗнӗве йышӑнни вӑл Туррӑн аслӑ влаҫне — Иеговӑн Ҫӳлти Турӑ пулса ертсе пырас право пуррине — сирсе янине пӗлтернӗ пулӗччӗ. (Матфей 4:10 вуласа пар.) Сатанана хурав панӑ чухне кашнинчех Иисус Сӑваплӑ Ҫырури сӑвӑ йӗркисемпе — Иегова ячӗ пуррисемпе — усӑ курнӑ.

12. Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленсе пынӑ май Иисусӑн мӗнле питӗ йывӑр йышӑну тумалла пулнӑ тата вӑл хӑйне мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

12 Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленсе пынӑ май Иисусӑн питӗ йывӑр йышӑну тумалла пулнӑ. Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне туса тӑнӑ чухне тӑршшӗпех вӑл хӑйӗн пурнӑҫне парнене пама хатӗр пулни пирки каланӑ (Матф. 20:17—19, 28; Лука 12:50; Иоанн 16:28). Анчах та Иисус хӑйне суйса айӑпласса, иудейсен саккунӗ тӑрӑх суд тӑвасса тата Турра хурлакан ҫын вырӑнне хурса вӗлерессе пӗлнӗ. Ҫавӑ ӑна питӗ кулянтарнӑ. Вӑл кӗлӗ тунӑ: «Эй Аттем! юрать пулсассӑн, ҫак курка Манран иртинччӗ»,— унтан тӳрех каланӑ: «Анчах Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр» (Матф. 26:39). Иисус мӗн виличчен Турра чунтан парӑнса пурӑнни унӑн пурнӑҫӗнче кам чи кирли пулнине питӗ лайӑх кӑтартса панӑ!

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

13. Евӑпа пулса иртнинчен, ҫавӑн пекех Иовпа Иисус Христосӑн тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне-мӗне вӗренме пултаратпӑр?

13 Ҫӳлерех каланисенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Евӑпа пулса иртни ҫакна уҫса парать: эгоистла шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайнипе е хӑйне ытлашши мӑнна хунипе ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗнче Иегова уншӑн чи кирли пулманнине кӑтартать. Иовӑн айӑпсӑрлӑхӗнчен эпир ҫитменлӗхлӗ ҫынсем те инкек-синкеке — мӗншӗн сиксе тухнине пӗтӗмпех ӑнланмаҫҫӗ пулсан та — шанчӑклӑ чӑтса ирттернипе Иеговӑна хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хунине кӑтартма пултарнине куратпӑр (Иак. 5:11). Юлашкинчен вара Иисусӑн тӗслӗхӗ пире мӑшкӑла тӳссе ирттерме хатӗр пулма тата ытти ҫынсем пирӗн ҫинчен мӗн шутлани пирки ытлашши пӑшӑрханма кирлӗ маррине вӗрентет (Евр. 12:2). Халӗ мӗн вӗреннипе эпир мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?

14, 15. Иисус илӗртӳ ҫине мӗнле пӑхни Евӑннинчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ тата эпир хамӑра Иисус пек тытас тесе мӗн тума пултаратпӑр?

14 Илӗртӳсене пула Иеговӑна сирӗн манса каймалла ан пултӑр. Илӗртӳ сиксе тухсан Ева хӑйне ҫавӑн ҫинчен шухӑшлама чарас тесе тӑрӑшман. «Йывӑҫӗ апат валли те лайӑх... куҫпа пӑхма та хитре» пулнине вӑл курнӑ (Пулт. 3:6). Сатана виҫӗ хутчен илӗртнӗ чухне Иисус хӑйне пачах урӑхла тытнӑ! Кашнинчех Иисус илӗртӳ хыҫӗнче мӗн тӑнине курнӑ тата хӑйӗн ӗҫӗсем мӗнпе вӗҫленме пултарни ҫинчен шухӑшланӑ. Вӑл Турӑ Сӑмахне шаннӑ, ҫавӑн пекех Иеговӑн ячӗпе усӑ курнӑ.

15 Иегова ырламан пӗр-пӗр ӗҫ тӑвас илӗртӳ сиксе тухсан, пуринчен ытла эпир мӗн ҫинчен шухӑшлатпӑр? Мӗн чухлӗ нумайрах илӗртӳ ҫинчен шухӑшлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах тӗрӗс мар ӗҫе тӑвас килсех тӑрӗ (Иак. 1:14, 15). Ирсӗр шухӑша тӑпӑлтарса кӑларма пулӑшакан ӗҫсене тӳрех тума пуҫламалла — тен, ҫавна тума, калӑпӑр, ӳт-пӗвӗн пӗр-пӗр пайне ампутаци тунӑ чухнехи пек калама ҫук йывӑр пулма пултарать пулсан та (Матф. 5:29, 30). Иисус пекех пирӗн хамӑр ӗҫсем мӗнпе вӗҫленме пултарни ҫинчен — Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен — шухӑшламалла. Унӑн Сӑмахӗнче, Библире, мӗн каланине пирӗн асра тытмалла. Ҫапла кӑна эпир Иегова пирӗн пурнӑҫра чи кирли пулнине кӑтартӑпӑр.

16—18. а) Мӗне пула эпир хуйха ӳкме пултаратпӑр? ӑ) Йывӑр вӑхӑтсене пурӑнса ирттерме пире мӗн пулӑшӗ?

16 Инкеке лексен Иегова ҫине ан тарӑхӑр (Ытар. 19:3). Ҫак йӗркесӗр тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса килнӗҫемӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ инкек-синкек курать. Турӑ хальхи вӑхӑтра тӗлӗнмелле майпа ҫӑлӑнӑҫ парасса эпир кӗтместпӗр. Анчах та эпир Иов пекех ҫывӑх ҫынсем вилсен е хамӑра йывӑр килнӗ чухне хуйха ӳкме пултаратпӑр.

17 Мӗншӗн Иегова хӑш-пӗр япаласене пулма панине Иов ӑнланман, ҫавӑн пекех эпир те хушӑран мӗншӗн япӑххи пулнине ӑнланмасан та пултаратпӑр. Тен, эпир шанчӑклӑ тӑвансем ҫӗр чӗтреннӗ чухне, калӑпӑр, Гаитире пулнӑ пек, е ытти ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула вилни ҫинчен илтнӗ. Эпир, тен, пусмӑр курма тивнӗ е хӑрушӑ аварие лексе вилнӗ шанчӑклӑ христианина пӗлетпӗр. Хамӑр та пӗр-пӗр йывӑрлӑха кӗрсе ӳкме е тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулма пултаратпӑр. Пирӗн асапланса пӗтнӗ чӗресем, тен, йӑлӑнӗҫ: «Мӗншӗн, Иегова? Мӗншӗн эпӗ? Мӗн япӑххи турӑм эпӗ?» (Аввак. 1:2, 3.) Ҫавӑн пек вӑхӑтсене пурӑнса ирттерме пире мӗн пулӑшӗ?

18 Ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем Иегова пирӗнпе кӑмӑлсӑр пулнине кӑтартса параҫҫӗ тесе шутлассинчен пирӗн асӑрханмалла. Ҫавна Иисус хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра пулса иртнӗ икӗ инкек ҫинчен каласа панӑ чухне палӑртнӑ. (Лука 13:1—5 вуласа пар.) Инкексем пуласси чылай чухне «вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет» (Еккл. 9:11). Анчах сӑлтавӗ кирек мӗнле пулсан та, «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ» еннелле пулӑшу илмешкӗн ҫаврӑнатпӑр пулсан, эпир йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултаратпӑр. Вӑл пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлмашкӑн ҫителӗклӗ вӑй парӗ (2 Кор. 1:3—6).

19, 20. Иисуса хӑртса-мӑшкӑлланине чӑтса ирттерме мӗн пулӑшнӑ тата хамӑра ҫавӑн пек тытма пире мӗн пулӑшӗ?

19 Нихӑҫан та хӑвӑра мӑнкӑмӑллӑ пулма ан парӑр е мӑшкӑл курасран ан хӑрӑр. Иисус хӑйне кӗҫӗне хунипе нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлма тата чура евӗрлӗ пулма пултарнӑ (Флп. 2:5—8). Хӑйне тем чухлӗ хӑртса-мӑшкӑлласа пӗтернине вӑл чӑтса ирттерме пултарнӑ, мӗншӗн тесен Иеговӑна шанса тӑнӑ (1 Петр 2:23, 24). Хӑйне ҫавӑн пек тытнипе Иисус Иеговӑн ирӗкне мала хунӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑна асла кӑларнӑ (Флп. 2:9). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене, вӗсен те ҫав ҫулпах пымаллине кӑтартнӑ (Матф. 23:11, 12; Лука 9:26).

20 Пирӗн ӗненӳ хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене пула тӗрӗсленнӗ чухне эпир хушӑран хамӑра мӗскӗн ҫын пек туйма пултаратпӑр. Ҫапах та пирӗн, Павел апостол пекех, ҫирӗп шухӑшлӑ пулмалла. Вӑл каланӑ: «Эпӗ ҫавӑнпа ҫапла асапланатӑп та. Анчах эпӗ вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесессӗн хам Кама ӗненнине пӗлетӗп; тата хама шанса панине Вӑл ҫав кун ҫитиччен шанчӑклӑ упрасса шансах тӑратӑп» (2 Тим. 1:12).

21. Ҫак тӗнчери ҫынсем эгоистла шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине пӑхмасӑрах, эсир хӑвӑра мӗнле тытма шут тытнӑ?

21 Хальхи вӑхӑтра «ҫынсем хӑйсене юратакан» пулӗҫ тесе Библире малтанах каласа хунӑ (2 Тим. 3:2). Ҫавӑнпа та пирӗн тавра пурӑнакан ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсене кӑна юратни тӗлӗнтермест. Нихӑҫан та хамӑра ҫавӑн пек эгоистла шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайма парар мар! Ун вырӑнне, илӗртӳсемпе инкек-синкек сиксе тухсан е пире хӑртса мӑшкӑл тума хӑтланнӑ чухне, айтӑр Иегова пирӗн пурнӑҫра чи кирли пулнине кӑтартар!

[Сноскӑсем]

a Ҫак статьяра усӑ куракан Библи сӑвӑ йӗркисенче «Ҫӳлхуҫа» тӑрать пулсан, ӑна «Иегова» тесе вуламалла.

b Хӑш-пӗр библеистсем «тиршӗн — тир хакӗ» тени вӑл Иов хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлмашкӑн хӑйӗн ачисен тата выльӑхӗн тирне, е пурнӑҫне, пама хатӗр пулнине пӗлтерме пултарать тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем вара ҫав сӑмах ҫаврӑнӑшӗ ҫын хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлмашкӑн асап тӳсме те хатӗр пулнине палӑртать теҫҫӗ. Сӑмахран, хӑйне пуҫран ҫапнӑ чухне ҫын хӳтӗленмешкӗн алне ҫӗклеме пултарать, ҫапла вара вӑл, сурансемпе шӑйӑрӑлчӑксене пӑхмасӑрах, чӗрӗ юлать. Кирек мӗнле пулсан та, ҫав идиома Иов хӑйӗн пурнӑҫне сыхласа хӑварас тесе пурне те хаваспах парӗ тенине пӗлтерет пулас.

Мӗне эпир вӗренетпӗр...

• Сатана Евӑна мӗнле майпа улталанинчен?

• Иов хӑйӗнпе пулса иртнӗ инкексем ҫине мӗнле пӑхнинчен?

• Иисусшӑн мӗн чи кирли пулнинчен?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]