Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Христиансен ҫемйисем, «хатӗр тӑрӑр»

Христиансен ҫемйисем, «хатӗр тӑрӑр»

Христиансен ҫемйисем, «хатӗр тӑрӑр»

«Хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ» (ЛУКА 12:40).

1, 2. Иисус «хатӗр тӑрӑр» тесе чӗнсе каланине мӗншӗн пирӗн тимлемелле?

 «ЭТЕМ Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе... килсессӗн» ҫынсене «пӗр-пӗринчен... уйӑрӗ» — ҫавӑн чухне сирӗнпе тата сирӗн ҫемьепе мӗн пулӗ-ши? (Матф. 25:31, 32.) Ҫавӑ эпир кӗтмен сехетре пулнӑран, Иисус: «Хатӗр тӑрӑр»,— тесе чӗнсе каланине тимлени питӗ кирлӗ! (Лука 12:40.)

2 Унчченхи статьяра ҫемьере кашни хӑйӗн тивӗҫне тӗплӗн туса тӑнипе ҫемьене сыхӑ тӑма мӗнле пулӑшнине сӳтсе явнӑччӗ. Ҫемьене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшмашкӑн эпир тата мӗн-мӗн тума пултарнине пӑхса тухар.

Куҫа «таса» упрӑр

3, 4. а) Христиансен ҫемйисен мӗнрен сыхланмалла? ӑ) Куҫа «таса» упра тени мӗн вӑл?

3 Ҫемьесем Христос килессине кӗтсе илме хатӗр пуласшӑн пулсан, вӗсен Турра тӗрӗс пуҫҫапассинчен пӑрӑнас мар тесе питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Иеговӑна пуҫҫапассинчен мӗн пӑрса яма пултарать, ҫавсенчен пуринчен те вӗсен сыхланмалла. Пурлӑх пухасси сахал мар ҫемьешӗн капкӑн пулса тӑнӑран, айтӑр, куҫа «таса» упрама кирли пирки Иисус мӗн каланине пӑхса тухар. (Матфей 6:22, 23 вуласа пар.) Ҫутаткӑҫ эпир пыракан ҫула ҫутатса тӑрса пире такӑнмасӑр утма панӑ пекех, пирӗн ӑша «чӗре куҫӗ» урлӑ мӗн кӗрет, ҫавӑ пире ҫылӑха кӗрсе ӳкесрен сыхласа тӑрӗ (Эф. 1:18).

4 Ахаль куҫ сывӑ пулсан тата пӗр ҫӗре пӑхса тӑма пултарать пулсан лайӑх курать. Чӗрен куҫӗ пирки те ҫавнах калама пулать. Сӑнарлӑ куҫа таса упрани вӑл эпир пӗр-пӗр тӗллеве куҫран вӗҫертменнине пӗлтерет. Турӑпа ҫывӑхланма мӗн пулӑшать, ҫавсенчен эпир куҫа вӗҫертесшӗн мар (Матф. 6:33). Ҫакӑ вӑл эпир хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑннине тата Турӑшӑн ӗҫлессине хамӑр пурнӑҫра мала хунине пӗлтерет (Евр. 13:5).

5. Турӑшӑн ӗҫлессинчен куҫне вӗҫертменнине пӗр ҫамрӑк хӗр мӗнле кӑтартнӑ?

5 Ачасене куҫне таса упрама вӗрентеҫҫӗ пулсан, усси самаях пысӑк пулма пултарать! Ҫавна Эфиопири пӗр ҫамрӑк хӗрӗн тӗслӗхӗ кӑтартса парать. Вӑл шкулта лайӑх вӗреннӗ, ҫавӑнпа та шкул пӗтерсен малалла вӗренме пултартӑр тесе ӑна стипенди пама пулнӑ. Иеговӑшӑн ӗҫлес тӗллеве куҫран вӗҫертменрен вӑл ҫавна йышӑнман. Тепӗртакран ӑна пӗр ӗҫ сӗннӗ. Унта вӑл уйӑхне 3 000 евро илнӗ пулӗччӗ, ҫӗршыври вӑтам ӗҫ укҫине илес пулсан — самаях пысӑк укҫа. Анчах та вӑл пионер пулса ӗҫлесшӗн пулнӑ, куҫне ҫав тӗллеврен вӗҫертмен. Ҫав сӗнӗве вӑл йышӑнман. Хӗрӗ мӗн тума шут тытни ҫинчен пӗлсен ашшӗпе амӑшӗ мӗн тунӑ? Вӗсем савӑннӑ, санпа эпир мухтанатпӑр тенӗ.

6, 7. Пирӗн мӗнрен сыхланмалла?

6 Матфей 6:22, 23-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсенче ҫӑткӑнлӑхран асӑрхаттарса каланине курма пулать, мӗншӗн тесен «сывӑ мар» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ҫӑткӑн тенине те пӗлтерет. Иегова ҫӑткӑнлӑх ҫине мӗнле пӑхать? Библире каланӑ: «Сирӗн хушшӑрта аскӑнлӑхпа тӗрлӗ ирсӗрлӗх, ҫӑткӑнлӑх пирки калаҫу та ан пултӑр» (Эф. 5:3, ҪХ).

7 Тен, эпир ҫӑткӑнлӑха ыттисенче тӳрех асӑрхатпӑр, анчах та ӑна хамӑрта курма ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑнпа та Иисус панӑ канаша тӑнлатпӑр пулсан, тӗрӗс тӑватпӑр, вӗт вӑл каланӑ: «Астӑвӑр, пуянлӑха хапсӑнасран сыхланӑр» (Лука 12:15). Ҫавна тӑвас тесе пирӗн хамӑра тӗпчемелле те чӗре пире ӑҫталла туртнине ӑнланмалла. Христиан ҫемйисен канупа вӑйӑ-кулӑ валли, тӗрлӗ япала туянма мӗн чухлӗ вӑхӑт тата укҫа кайни пирки тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла.

8. Мӗн те пулин туяннӑ чухне мӗне шута илмелле?

8 Мӗн те пулин туянас тенӗ чухне пирӗн ҫавна илме укҫа ҫитӗ-ши, ҫитмӗ-ши тесе шутламалла кӑна мар. Тата ҫакна та шута илмелле: «Ҫав япалапа усӑ курма тата ӑна пӑхса усрама манӑн вӑхӑт пулӗ-ши? Унпа тӗрӗс усӑ курма вӗренме мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулӗ?» Ачасем, япаласем илме сӗнекен рекламӑсенче мӗн каланине пурне те ан ӗненӗр тата аҫу-аннӳрен хӑвӑра валли паллӑ фирмӑсен хаклӑ тумтирӗсемпе ытти япалисене илсе паччӑр тесе виҫине пӗлмесӗр ан ыйтӑр. Чаруллӑ пулӑр. Ку е вӑл япалана туянни сирӗн ҫемьене Этем Ывӑлӗ килессине кӗтсе илмешкӗн хатӗр пулма пулӑшнипе пулӑшманни ҫинчен ҫемьере кашнин шухӑшламалла. Иегова панӑ сӑмаха ӗненӗр: «Сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп» (Евр. 13:5).

Турӑ ирӗкӗпе килӗшӳллӗ тӗллевсене пурнӑҫлама вӑй хурӑр

9. Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшни ҫемьене мӗнле пулӑшӗ?

9 Ҫемьере кашнине хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетме тата пӗтӗм ҫемьене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан тепӗр май — Турӑ ирӗкӗпе килӗшӳллӗ тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫа кӗртмешкӗн тӑрӑшни. Ҫавна тунипе ҫемьесем хӑйсен пурнӑҫӗпе тата сӑваплӑ ӗҫӗпе Иеговӑна мӗн таран савӑнтарнине пӗлме, ҫавӑн пекех хӑш ӗҫ кирлӗрех пулнине курма пултараҫҫӗ. (Филиппӑ 1:10 вуласа пар.)

10, 11. Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ мӗнле тӗллевсене халӗ сирӗн ҫемье пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшать тата малашне хӑвӑр ума эсир мӗнле тӗллевсем лартасшӑн?

10 Пысӑках мар тӗллевсем лартни те, вӗсене ҫемьере кашни тенӗ пекех хӑйӗн вӑйне кура пурнӑҫлама пултарать пулсан, пысӑк усӑ пама пултарать. Сӑмахран, кулленхи Библи сӑвӑ йӗркине кашни кун сӳтсе явассине илер. Килтисем мӗнле хуравсем пани ҫемье пуҫне вӗсем Иеговӑна тата чӑнлӑха мӗн таран юратнине курма пулӑшӗ. Библие ҫемьепе пӗрле яланах вулама тӗллев лартни ачасене лайӑх вулама вӗренме, ҫавӑн пекех Библие лайӑхрах ӑнланма чаплӑ май уҫса парать (Пс. 1:1, 2). Ҫавӑн пекех пирӗн хамӑр ума кӗлӗсен пахалӑхне ӳстерес тӗллев лартмалла. Туррӑн святой сывлӑшӗн ӗҫӗсем, е ҫимӗҫӗ, шутне кӗрекен лайӑх енсене тата ытларах аталантарасси — хамӑр ума лартма пултаракан тата тепӗр чаплӑ тӗллев (Гал. 5:22, 23). Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсемпе хӗрхенӳллӗ пулас тӗллев пирки мӗн калама пулать? Ҫемьен ҫавӑн пек тӗллев пур пулсан, ҫавӑ ачасене ҫынсен хуйхи-суйхине ӑнланса хӗрхенме вӗрентӗ тата, тен, вӗсен тулли пионер е миссионер пулас кӑмӑл ҫуралма та пултарӗ.

11 Эсир хӑвӑр ума тата ҫемйӳ умне лартма шутланӑ хӑш-пӗр тӗллевсене мӗншӗн-ха пӗрле сӳтсе явас мар? Сӑваплӑ ӗҫ валли эсир пурте нумайтарах вӑхӑт уйӑрма пултаратӑр-ши? Телефонпа, урамра е ӗҫлӗ территоринче ырӑ хыпар каланӑ чухне хӑрасси пур пулсан, ҫавна ҫӗнтермешкӗн вӑй хума пултаратӑр-и? Патшалӑх хыпарҫисем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпар сарма пултаратӑр-и? Ытти халӑх ҫыннисене ырӑ хыпара пӗлтерес тесе сирӗн ҫемьере кам та пулин ют чӗлхе вӗренмӗ-ши?

12. Хӑйсен ҫемйине Турӑпа ҫывӑхланса пыма пулӑшас тесе ҫемье пуҫӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

12 Ҫемье пуҫӗн хӑйӗн ҫемйи тата мӗнле ҫитӗнӳсем тума пултарнине палӑртса хумалла. Унтан вара тӗп тӗллеве пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан ятарлӑ тӗллевсем лартма пулать. Ҫемьен лару-тӑрӑвӗпе вӑй-халне шута илсе, пурнӑҫлама май пур тӗллевсене кӑна лартмалла (Ытар. 13:12). Паллах ӗнтӗ, пысӑк тӗллеве пурнӑҫа кӗртмешкӗн вӑхӑт кирлӗ. Ҫавӑнпа та Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсем валли вӑхӑт тупӑр, калӑпӑр, телевизор сахалрах пӑхнипе (Эф. 5:15, 16). Ҫемье умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тесе вӑй хурӑр (Гал. 6:9). Ҫемье Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ тӗллевсем лартать пулсан, унӑн ҫитӗнӗвӗсем пурне те паллӑ пулӗҫ (1 Тим. 4:15).

Ҫемьепе Турра пуҫҫапассине пӗр сиктермесӗр ирттерӗр

13. Пуху тӗлпулӑвӗсен расписанийӗнче мӗнле улшӑну тунӑ тата мӗнле ыйтусем ҫинчен пирӗн шухӑшламалла?

13 Ҫемьесене Этем Ывӑлӗ килессине кӗтсе илмешкӗн хатӗр пулма пулӑшакан чаплӑ май 2009 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсен эрнери расписанине улӑштарнӑ хыҫҫӑн тупӑнчӗ. Эрнере пӗрре ирттерекен пухӑвӑн кӗнеке вӗренӗвне Теократи ӗҫӗн тӗлпулӑвӗпе тата сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗпе пӗрлештерчӗҫ. Христиансен ҫемйисене — кашни эрнере ҫемьепе Турра пуҫҫапма пӗр-пӗр каҫ уйӑрнипе — Турӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме май пултӑр тесе ҫавӑн пек улшӑну тунӑ. Ҫак ҫӗнӗ йӗркене кӗртнӗренпе пӗр вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та эпир хамӑртан ыйтма пултаратпӑр: «Эпӗ ҫав пушаннӑ вӑхӑтпа ҫемьепе Турра пуҫҫапмашкӑн е хам тӗллӗн вӗренмешкӗн усӑ куратӑп-и? Ҫав ӗҫсен мӗнле усӑ памалла, ҫавӑн пек усӑ параҫҫӗ-и мана?»

14. а) Ҫемьепе Турра пуҫҫапассине е хамӑр тӗллӗн вӗренессине пӗр сиктермесӗр ирттернин тӗп тӗллевӗ мӗнле? ӑ) Вӗренмешкӗн пӗр-пӗр каҫ уйӑрни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

14 Ҫемьепе Турра пуҫҫапассине е хамӑр тӗллӗн вӗренессине пӗр сиктермесӗр ирттернин тӗп тӗллевӗ — пире Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшасси (Иак. 4:8). Эпир Библие пӗрмай вӗренетпӗр пулсан тата Пултаракан ҫинчен нумайрах та нумайрах пӗлсе пыратпӑр пулсан, унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ. Иеговӑпа эпир мӗн чухлӗ вӑйлӑрах ҫывӑхланатпӑр, ҫавӑн чухлӗ нумайрах пирӗн ӑна «пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунран, пӗтӗм ӑс-халтан, пӗтӗм вӑй-халтан» юратма сӑлтав пулӗ (Марк 12:30, ҪХ). Эпир, паллах, Турра итлесе пурӑнасшӑн тата ун евӗрлӗ пулма тӑрӑшасшӑн (Эф. 5:1). Ҫемьепе Турра пуҫҫапассине пӗр сиктермесӗр ирттерни — хамӑр килтисене пурне те эпир кӗтсе тӑракан, малтанах каласа хунӑ «хӑрушла асапа» хатӗр пулма пулӑшакан тӗп фактор (Матф. 24:21). Ҫемьепе Турра пуҫҫапни ҫӑлӑнмашкӑн питӗ кирлӗ.

15. Ҫемьере пӗр-пӗрин хушшинче мӗнле туйӑмсем пуласси ҫине ҫемьепе Турра пуҫҫапасси мӗнле витӗм кӳме пултарать?

15 Ҫемьепе Турра пуҫҫапассин тата тепӗр тӗллев пур — килтисене пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшасси. Кашни эрнере пӗрле пухӑнса ларса Библири чӑнлӑхсене сӳтсе явни ҫемьере пӗр-пӗрин хушшинче мӗнле туйӑмсем пуласси ҫине палӑрмаллах витӗм кӳрет. Упӑшкипе арӑмне Библие пӗрле вӗренни савӑнӑҫ парать пулсан, ҫакӑ вӗсене пӗр-пӗринпе тата ытларах ҫывӑхлатать. (Екклесиаст 4:12 вуласа пар.) Турра пӗрле пуҫҫапни ашшӗ-амӑшӗпе ачисене, паллах ӗнтӗ, пӗр-пӗринпе «пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑракан» юратупа пӗрлештерӗ (Кол. 3:14, ҪХ).

16. Библи вӗренме уйӑрнӑ каҫ виҫӗ христианкӑна мӗнле усӑ парса тӑни ҫинчен каласа парӑр.

16 Библи вӗренме уйӑрнӑ каҫ виҫӗ христианкӑна мӗнле усӑ панине пӑхса тухар. Ҫав виҫӗ ватӑ тӑлӑх арӑм пӗр хулара пурӑнаҫҫӗ тата темиҫе ҫул хушши ҫывӑх туссем. Пӗр-пӗринпе ытларах пӗрле пулмашкӑн, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калаҫса ларас тесе кӑна мар, Библири чӑнлӑхсене те сӳтсе явас тесе вӗсем пӗрле пухӑнса Библи вӗренмешкӗн пӗр каҫ уйӑрма шут тытнӑ. Вӗренмешкӗн вӗсем «Основательно свидетельствуем о Царстве Бога» кӗнекене суйласа илнӗ. «Пире ҫавӑн пек вӗренсе ларма питӗ килӗшет, эпир вара час-часах сехет ытла та вӗренетпӗр,— калать вӗсенчен пӗри.— Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ пирӗн тӑвансем мӗнле лару-тӑрӑва лекнине куҫ умне тӑратма тӑрӑшатпӑр та вӗсен вырӑнӗнче эпир хамӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑмӑр-ши тесе калаҫса ларатпӑр. Унтан эпир сӳтсе явнӑ чухне мӗн вӗреннипе сӑваплӑ ӗҫре усӑ курма тӑрӑшатпӑр. Ҫавна пула ырӑ хыпар сарасси ӑнӑҫлӑрах пула пуҫларӗ тата унчченхинчен те ытларах савӑнӑҫ кӳме тытӑнчӗ». Ҫав каҫсем Библири чӑнлӑхсене лайӑхрах пӗлме кӑна мар, ҫав хӗрарӑм-тӑвансем хушшинчи туслӑха тата вӑйлӑрах ҫирӗплетнӗ. «Вӗренмешкӗн пӗрле пухӑнма май пуррине эпир питӗ хаклатпӑр»,— теҫҫӗ вӗсем.

17. Ҫемьепе Турра пуҫҫапассине ӑнӑҫлӑ ирттерме мӗн-мӗн пулӑшать?

17 Сирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Ҫемьепе Турра пуҫҫапма е хамӑр тӗллӗн вӗренме уйӑрнӑ каҫ сире мӗнле усӑ парать? Ӑна хутран-ситрен кӑна ирттерсен, усси вара хамӑр кӗтнӗ пек пулаймӗ. Ҫемьере кашнин палӑртса хунӑ вӑхӑтра вӗренме хатӗр пулмалла. Кирлӗ-кирлӗ мар ӗҫсене пула ӑна урӑх вӑхӑта хӑварма ан парӑр. Унсӑр пуҫне вӗренмелли материала суйласса та ҫемьене кулленхи ӗҫсенче усӑ пама пултаракан материала суйламалла. Ҫав вӗренӳсем кӑмӑла савӑнтарччӑр тесен мӗн тума пулать? Вӗрентмелли эффективлӑ меслетсемпе усӑ курӑр тата пӗр-пӗринпе хисеплӗ те кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшӑр (Иак. 3:18) a.

Сыхӑ тата хатӗр тӑрӑр

18, 19. Этем Ывӑлӗ кӗҫех килессине пӗлни сирӗн ҫине тата ҫемйӳ ҫине мӗнле витӗм кӳмелле?

18 Тӗнчери лару-тӑру япӑхланса пыни — хальхи вӑхӑтра ҫавӑ питӗ лайӑх палӑрса тӑрать — 1914-мӗш ҫултанпа Сатанан йӗркесӗр тӗнчин юлашки кунӗсем пуҫланнине кӑтартса парать. Армагеддон ҫил-тӑвӑлӗ инҫех мар. Этем Ывӑлӗ кӗҫех Турра пӑхӑнманнисем пирки йышӑннӑ Иеговӑн приговорне пурнӑҫа кӗртме килӗ (Пс. 36:10; Ытар. 2:21, 22). Ҫавна пӗлни сирӗн ҫине тата ҫемйӳ ҫине витӗм кӳмелле мар-и?

19 Куҫа «таса» упрӑр тесе калакан Иисусӑн канашне эсир тытса тӑратӑр-и? Ҫак тӗнчери ҫынсем пуянлӑх пухасшӑн, мухтав е власть илесшӗн ӑнтӑлма пултараҫҫӗ, анчах та сирӗн ҫемье Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшать-и? Ҫемьепе Турра пуҫҫапасси е хӑвӑр тӗллӗн вӗренни сире пулӑшу парса тӑрать-и? Ҫавӑ кирлӗ пек пулӑшу парать-и? Унчченхи статьяра сӳтсе явнӑ пек, эсир Библи сирӗн ҫине хунӑ тивӗҫсене — упӑшка, арӑм е ача тивӗҫне — туса тӑратӑр-и, ҫапла вара хӑвӑр ҫемйӳне «сыхӑ... тӑма» пулӑшатӑр-и? (1 Фес. 5:6.) Ку ҫапла пулсан, эсир Этем Ывӑлӗ килессине кӗтсе илме хатӗр пулатӑр.

[Сноска]

a Ҫемьепе Турра пуҫҫапнӑ вӑхӑтра мӗн-мӗн вӗренмелли ҫинчен тата вӑл усӑллӑ пултӑр та кӑмӑла ҫӗклетӗр тесен мӗн тумалли ҫинчен калакан шухӑшсене 2009 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналӑн 29—31-мӗш страницисенче тупма пулать.

Эсир мӗн пӗлтӗр?

• Куҫа «таса» упранипе...

Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫа кӗртнипе...

Ҫемьепе Турра пуҫҫапассине пӗр сиктермесӗр ирттернипе...

христиансен ҫемйисем «хатӗр тӑрӑр» тесе чӗнсе каланине мӗнле тытса тӑма пултарнине ӑнлантарса парӑр.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]