Пурнӑҫпа мир илес тесе сывлӑшпа пурӑнӑр
Пурнӑҫпа мир илес тесе сывлӑшпа пурӑнӑр
«Ӳтшӗн мар, Сывлӑшпа [пурӑнӑр]» (РИМ 8:3, 4).
1, 2. а) Водитель машинӑна тимлӗ тытса пымасть пулсан, мӗн пулса тухма пултарать? ӑ) Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусенче тимлӗ пулманни мӗншӗн хӑрушӑ?
«КАШНИ ҫул водительсем хӑйсене ҫул ҫинче шутсӑр тимсӗр тытаҫҫӗ, ҫакӑ вара эпидеми пек анлӑ сарӑлса пырать». Ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи транспорт министрӗ. Тӗрлӗ хатӗрсем, сӑмахран, сотовӑй телефонсем водительсене хӑйсен ӗҫӗнче — машина тытса пынӑ чухне — тимлӗ пулма памаҫҫӗ. Халӑх шухӑшне пӗлес тесе ыйтнӑ ҫынсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ ытла каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫине водитель сотовӑй телефонпа калаҫнӑран машинипе пырса ҫапӑннӑ е чутах ҫапӑнайман. Руль тытса пынӑ чухне, вӑхӑта сая ярас мар тесе, ытти ӗҫсене туни вырӑнлӑ пек туйӑнать, тен, анчах та ҫакӑ пысӑк инкекпе вӗҫленме пултарать.
2 Турӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнупа та ҫавӑн пекки пулма пултарать. Водитель тимлӗ пулманран час-часах хӑрушлӑха асӑрхаман пекех, Турӑран пӑрса яракан япаласем ҫине пӑхакан ҫын та ҫӑмӑллӑнах инкеке лекме пултарать. Эпир хамӑра христиан ҫулӗнчен тата теократи ӗҫӗсенчен пӑрӑнма патӑмӑр пулсан, пирӗн ӗненӳ карап путнӑ пек путланса ларма пултарать (1 Тим. 1:18, 19, ҪХ). Ҫав хӑрушлӑх ҫинчен Павел апостол Римри христиансене асӑрхаттарнӑ: «Ӳт шухӑшӗ вилӗм кӳрет, Сывлӑш шухӑшӗ чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх [«пурнӑҫпа мир», ҪТ] парать» (Рим 8:6). Ҫак сӑмахсемпе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ? «Ӳт шухӑшӗнчен» пӑрӑнас та «Сывлӑш шухӑшне» илме тӑрӑшас тесен пирӗн мӗн тумалла?
Вӗсенӗн «нимӗн айӑпӗ те ҫук»
3, 4. а) Мӗнле кӗрешӳ ҫинчен ҫырнӑ Павел? ӑ) Мӗншӗн Павел мӗн ҫинчен ҫырни пире интереслентермелле?
3 Римсем патне янӑ ҫырӑвӗнче Павел хӑйӗн кӗрешӗвӗ — ӳтпе ӑстӑн хушшинчи кӗрешӳ — ҫинчен ҫырнӑ. (Рим 7:21—23 вуласа пар.) Павел хӑйне ҫылӑх ӑшне путнӑ ҫын пек кӑтартса хампа эпӗ нимӗн те тума пултараймастӑп тесе тӑман, ҫавӑнпа вӑл хӑйне тӳрре кӑларас е шеллес темен. Вӗт Турӑпа унӑн ҫывӑх хутшӑнусем пулнӑ, ҫавӑн пекех вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ, «суя тӗнлисен апостолӗ» пулма чӗнсе илнӗ христианин пулнӑ (Рим 1:1; 11:13). Апла пулсан, мӗншӗн-ха Павел хӑйӗн кӗрешӗвӗ пирки ҫырнӑ?
4 Павел хӑйӗн вӑйӗпе кӑна Туррӑн ирӗкне хӑй тӑвас тенӗ чухлӗ тума пултарайманни ҫинчен тӳррӗн каланӑ. Мӗншӗн пултарайман? Вӑл каланӑ: «Пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ» (Рим 3:23). Адамӑн ӑрӑвӗнчен тухнӑ ҫын пулнӑран Павелӑн ҫитменлӗхсем тата тӗрӗс маррине тума хӗтӗртекен шухӑшсем пулнӑ. Вӑл мӗн ҫинчен каланине ӑнланатпӑр, мӗншӗн тесен пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур тата эпир кашни кун ҫавӑн пек кӗрешетпӗр. Унсӑр пуҫне пире тимлӗ пулма чӑрмантаракан тата пурнӑҫ патне илсе пыракан ансӑр ҫулран пӑрса яракан япаласем нумай (Матф. 7:14). Анчах та Павелӑн пӗр шанчӑк та тӑрса юлман мар. Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать.
5. Пулӑшупа ҫӑмӑллӑха Павел ӑҫтан илсе тӑнӑ?
5 Павел ҫырнӑ: «Кам хӑтарӗ-ши мана? Туррӑмӑра Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ тав тӑватӑп» (Рим 7:24, 25). Унтан вӑл хӑйӗн сӑмахне «Иисус Христоспа пӗрлешнисене» — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене — каланӑ. (Рим 8:1, 2 вуласа пар.) Иегова вӗсене святой сывлӑш урлӑ ывӑллӑха илет те «Христоспа пӗрле... пая кӗрессисем» тӑвать (Рим 8:14—17). Туррӑн сывлӑшне пула, ҫавӑн пекех Христосӑн парнине ӗненнипе вӗсем Павел каланӑ кӗрешӳре ҫӗнтерӳҫӗсем пулма пултараҫҫӗ. Эппин, вӗсенӗн «нимӗн айӑпӗ те ҫук». Вӗсем «ҫылӑхпа вилӗм саккунӗнчен» хӑтӑлнӑ.
6. Мӗншӗн Туррӑн пур ӗҫлекенӗн те Павелӑн сӑмахӗсене тимлемелле?
6 Павел хӑйӗн сӑмахӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене каланӑ пулин те, вӑл Туррӑн сывлӑшӗпе Христосӑн каҫарттаракан парни ҫинчен калани Иеговӑн пур ӗҫлекенӗшӗн те, вӗсен мӗнле шанчӑк пулнине пӑхмасӑрах, усӑллӑ пулма пултарать. Турӑ Павела святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене ҫавӑн пек канаш пама хавхалантарнӑ, ҫавӑнпа та Туррӑн пур ӗҫлекенне те вӑл мӗн ҫинчен ҫырнине ӑнланни тата унӑн сӑмахӗсенчен усӑ илсе тӑни питӗ кирлӗ.
Турӑ «ҫылӑх вӑйне» мӗнле пӗтернӗ
7, 8. а) Саккун «ӳте пула вӑйсӑрланнӑ» тенине мӗнле ӑнланмалла? ӑ) Хӑйӗн сывлӑшне тата каҫарттаракан парнине пула Турӑ мӗн туса ҫитернӗ?
7 Римсем патне янӑ Ҫырӑвӑн 7-мӗш сыпӑкӗнче Павел ҫитменлӗхлӗ ӳте тытса тӑракан ҫылӑхӑн влаҫӗ ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Вӑл 8-мӗш сыпӑкра святой сывлӑшӑн хӑвачӗ ҫинчен каланӑ. Туррӑн сывлӑшӗ пулӑшнипе христиансем ҫылӑхӑн влаҫӗпе ӑнӑҫлӑ кӗрешме, Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пурӑнма тата вӑл ырланине илме пултараҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑ апостол. Турӑ, хӑйӗн сывлӑшӗпе тата Ывӑлӗн каҫарттаракан парнийӗпе усӑ курса, Моисей саккунӗ тума пултарайманнине тума пултарнӑ тесе палӑртнӑ Павел.
8 Саккун ҫылӑхлисене айӑпланӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем унти заповедьсене пурне те пурнӑҫласа тӑма пултараймаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Израильти аслӑ священниксен, Саккун тӑрӑх сӑваплӑ ӗҫ туса тӑракансен, ҫитменлӗхсем пулнӑ тата вӗсем пӗтӗм ҫылӑха каҫарттаракан парне кӳме пултарайман. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Саккун «ӳте пула вӑйсӑрланнӑ». Анчах та «Хӑйӗн Ывӑлне ҫылӑхлӑ ӳт евӗрлӗ ӳтпе» янипе тата ӑна тӳлесе илме панипе, Турӑ «ҫылӑх вӑйне» пӗтернӗ, ҫапла вара вӑл «саккун тума пултарайманнине» тунӑ. Ҫавна пула святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем Иисусӑн каҫарттаракан парнине ӗненнӗ тӑрӑх тӳрре тухнӑ. Вӗсене «ӳтшӗн мар, Сывлӑшпа» пурӑнма ӳкӗтлеҫҫӗ. (Рим 8:3, 4 вуласа пар.) «Пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне» илес тесен, ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленичченех вӗсен шанчӑклӑ тӑрса юлмалла (Ӳлӗм. 2:10, ҪХ).
9. Рим 8:2-мӗшӗнче «саккун» тесе усӑ курнӑ сӑмах мӗне пӗлтерет?
9 «[Моисей] саккунӗ» ҫинчен каланисӗр пуҫне, Павел, ҫавӑн пекех «Сывлӑшпа пурӑнмалли саккун» тата «ҫылӑхпа вилӗм саккунӗ» ҫинчен те каланӑ (Рим 8:2). Мӗнле саккунсем вӗсем? Ҫакӑнта «саккун» тенӗ сӑмах ятарлӑ правилӑсене, калӑпӑр, Моисей саккунӗнче ҫырса хунисене, пӗлтермест. Пӗр справочникре ҫакӑн пек шухӑш пур: «Ҫакӑнта саккун тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ӑшра мӗн те пулин тума — е лайӑххине, е япӑххине тума — хӗтӗртекен, саккун пекех пӗр вӗҫӗмсӗр витӗм кӳрсе тӑракан принципа пӗлтерет. Ҫав сӑмах ҫын суйласа илекен пурнӑҫ нормине те пӗлтерет».
10. Мӗншӗн эпир ҫылӑхпа вилӗм саккунне пӑхӑнса тӑратпӑр?
10 Павел апостол ҫырнӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12). Адамӑн ӑрӑвӗнчен тухнӑ ҫынсем пулнӑран эпир пурте ҫылӑхпа вилӗмӗн саккунне пӑхӑнса тӑратпӑр. Пирӗн ҫылӑхлӑ ӳт пире пӗр вӗҫӗмсӗр Турра юрӑхсӑр ӗҫсем тума хистесе тӑрать, ҫавӑ вара пире вилӗм патне кӑна илсе пырать. Галатсем патне янӑ Ҫырӑвӗнче Павел ҫавӑн пек ӗҫсене, ҫавӑн пекех япӑххине тӑвас килни пирки «ӳт ӗҫӗсем» тенӗ. Унтан вӑл каланӑ: «Ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» (Гал. 5:19—21). Ҫавӑн пек ҫынсем пирки ӳтшӗн пурӑнаҫҫӗ теме пулать (Рим 8:3, 4). «Ӑшра мӗн те пулин тума хӗтӗртекен принципӗнче» вӗсен тата вӗсем суйласа илнӗ «пурнӑҫ нормийӗнче» ӳтшӗн пурӑнни кӑна курӑнса тӑрать. Анчах та йывӑр ҫылӑхсем тӑвакансем, сӑмахран, аскӑн ӗҫ тӑвакансем, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем тата асам ӗҫӗсене хутшӑнакансем, пирки кӑна-и ӳтшӗн пурӑнакансем теме пулать? Ҫук, мӗншӗн тесен ӳт ӗҫӗсем шутне хӑш-пӗрисем ахаль ҫитменлӗхсем тесе шутлакан япаласем те кӗреҫҫӗ — кӗвӗҫни, ҫилленни, тавлашни, ӑмсанни тата ытти те. Пӗтӗмпех ӳтшӗн пурӑнма пӑрахрӑм тесе кам калайӗ?
11, 12. Пире ҫылӑхпа вилӗм влаҫӗнчен хӑтӑлма пулӑшас тесе Иегова мӗн тунӑ тата Турӑ пире ырлатӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?
11 Иеговӑна пула ҫылӑхпа вилӗм влаҫӗнчен хӑтӑлма пултарни шутсӑр савӑнтарать! Иисус каланӑ: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ». Туррӑн юратӑвне йышӑннипе тата Иисус Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненнипе эпир хамӑр ҫине куҫнӑ ҫылӑх кӳрекен айӑпран хӑтӑлма пултаратпӑр (Иоанн 3:16—18). Ҫавӑнпа та пирӗн Павелпа пӗрле: «Туррӑма Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ тав тӑватӑп»,— тесе савӑнса кӑшкӑрас килет.
12 Пире йывӑр чиртен сипленекен ҫынсемпе танлаштарма пулать. Пӗтӗмпех сывалса ҫитес килет пулсан, тухтӑр мӗн тума каланине пирӗн итлемелле. Тӳлесе илнине ӗненнине пула эпир ҫылӑхпа вилӗм влаҫӗнчен хӑтӑлма пултаратпӑр пулин те, пирӗн унчченхи пекех ҫитменлӗхсем тата ҫылӑхсем пур. Турӑпа хамӑр хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тесен, ҫавӑн пекех Турӑ пире ырлатӑр та пиллетӗр тесен, пирӗн тата темскер тумалла. «Саккун тӗрӗс хушнине» пурнӑҫласси ҫинчен каланӑ май Павел сывлӑшпа пурӑнмалла тесе палӑртнӑ.
Сывлӑшпа пурӑнни тенине мӗнле ӑнланмалла?
13. Сывлӑшпа пурӑнни тенине мӗнле ӑнланмалла?
13 Сывлӑшпа пурӑнас тесен чӑнлӑхра пирӗн ҫитӗнӳсем тумалла (1 Тим. 4:15). Ҫавна пӗр кӑлтӑксӑр тума пултараймастпӑр пулин те, пирӗн кашни кун сывлӑш ертсе пыни тӑрӑх пурӑнас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума тӑрӑшмалла. Сывлӑшпа пурӑнатпӑр пулсан, Турӑ пире ырласа тӑрӗ (Гал. 5:16).
14. «Ӳтпе пурӑнакансем» мӗнпе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ?
14 Римсем патне янӑ Ҫырӑвӗнче Павел малалла хире-хирӗҫле шухӑшлакан ҫынсен икӗ ушкӑнӗ ҫинчен калать. (Рим 8:5 вуласа пар.) Кунта «ӳт» тени ҫын кӗлеткине кӑна пӗлтермест. Библире «ӳт» текен сӑмах хӑш-пӗр чухне пирӗн ҫитменлӗхсене пӗлтерет. Павел каларӑшле ҫав ҫитменлӗхсене пула ӗнтӗ ӳтпе ӑстӑн хушшинче кӗрешӳ пырать. Павел «ӳтпе», урӑхла каласан, ҫитменлӗхӗсемпе кӗрешнӗ. Анчах та хальхи вӑхӑтра ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсен тӗрӗс мар шухӑш-ӗмӗчӗсемпе кӗрешмеҫҫӗ те, ҫавӑнпа вӗсем «ӳтпе пурӑнакансем». Турӑ мӗн тума ыйтни ҫинчен пӗлес тата вӑл паракан пулӑшӑва йышӑнас вырӑнне вӗсем «ӳтӗнни ҫинчен... шухӑшлаҫҫӗ» ҫеҫ. Час-часах вӗсен хӑтлӑ пурӑнас тата хӑйсене мӗн кирлине ҫырлахтарас шухӑш кӑна. Сывлӑшпа пурӑнакансем вара «Сывлӑшӑнни ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ» — Иегова хӑйӗнпе ҫывӑхланмашкӑн тата сӑваплӑ ӗҫе тума мӗн парса тӑрать, ҫавӑн ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ.
15, 16. а) Ҫын пӗр-пӗр япала ҫинчен кӑна шухӑшлани унӑн шухӑшӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? ӑ) Хальхи ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ ҫинчен мӗн калама пулать?
15 Рим 8:6 вуласа пар. Мӗн те пулин тӑвас умӗн — лайӑххине-и е япӑххине — ҫыннӑн ҫавӑн ҫинчен шухӑшламалла. Ҫынсем пӗр вӗҫӗмсӗр ӳтӗнни ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ пулсан, юлашкинчен вӗсен ӳт ӗҫӗсене тӑвас килсех тӑрӗ. Вӗсем ялан тенӗ пекех ҫав ӗҫсем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ, вӗсемпе интересленеҫҫӗ тата вӗсене ҫав ӗҫсем патне кӑмӑлӗ туртать.
16 Хальхи ҫынсене нумайӑшне мӗн интереслентерет? Иоанн апостол ҫырнӑ: «Тӗнчере мӗн пурри пурте — ӳт кӗлени те, куҫ кӗлени те, пуянлӑхпа мӑнаҫланни те — Атте Турӑран килмест, ҫак тӗнчеренех тухать» (1 Иоанн 2:16). Ҫаксем шутне аскӑнланса пурӑнни, ятлӑ-сумлӑ пуласшӑн тата пуясшӑн ҫунни кӗрет. Хальхи вӑхӑтра кӗнекесенче, журналсенче, хаҫатсенче, фильмсенче, телекӑларӑмсенче тата Интернетра ҫавӑн пек материалсем шутсӑр нумай, мӗншӗн тесен ҫынсем нумайӑшӗ, тӗпрен илсен, ҫавӑн ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ, ҫавӑншӑн ҫунаҫҫӗ. Анчах та «ӳт шухӑшӗ вилӗм кӳрет», урӑхла каласан, халӗ Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнӑва аркатма пултарать, пуласлӑхра пурнӑҫа та татать. Мӗншӗн? «Мӗншӗн тесессӗн ӳт шухӑшӗ-ӗмӗчӗ — Турра хирӗҫ: вӑл Турӑ саккунне пӑхӑнмасть, пӑхӑнма та пултараймасть. Ҫавӑнпа ӳтшӗн пурӑнакансем Турра юрама пултараймаҫҫӗ» (Рим 8:7, 8).
17, 18. Сывлӑшӑнни ҫинчен ялан шухӑшлас тесен пирӗн мӗн тумалла тата ҫавӑ мӗн парӗ?
17 Ӳт шухӑшӗ вилӗм кӳрет пулсан, «сывлӑш шухӑшӗ пурнӑҫпа мир парать» — урӑхла каласан, пуласлӑхра ӗмӗрлӗх пурнӑҫ, халӗ чун канӑҫлӑхӗпе Турӑпа мирлӗ пурӑнассине. «Сывлӑш шухӑшӗ» пирӗнте пултӑр тесен, пирӗн мӗн тумалла? Эпир яланах Турӑ мӗн тума хушни тата святой сывлӑш ертсе пыни тӑрӑх пурӑнатпӑр пулсан, пирӗн шухӑшсем Туррӑн шухӑшӗсем пекех пулса пырӗҫ те «Турӑ саккунне пӑхӑнса» тӑрӗҫ. Ҫавӑнпа та илӗртӳ сиксе тухсан, эпир хамӑра мӗнле тытмалли пирки иккӗленсе тӑмӑпӑр. Эпир тӗрӗссине суйласа илесшӗн пулӑпӑр — Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе килӗшӳллине.
18 Ҫавӑнпа та сывлӑшӑнни ҫинчен шухӑшлани питӗ кирлӗ. Ҫавна эпир «ӑсӑн пилӗкне ҫыхса сыхӑ тӑнипе» тата христиансем тӑвакан ӗҫсене, калӑпӑр, ялан кӗлӗ тӑвассине, Библие вуласа тӗпчессине, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрессине тата христиансен сӑваплӑ ӗҫне тӑвассине хамӑр пурнӑҫра мала хунипе тӑватпӑр (1 Петр 1:13). Ӳт ӗҫӗсем хамӑра тимлӗ пулма ан чӑрмантарччӑр тетпӗр пулсан, айтӑр, сывлӑшӑнни ҫинчен ялан шухӑшлар. Ҫапла эпир малалла та сывлӑшпа пурӑнӑпӑр. Ҫавна туни пире пиллӗх кӳрӗ, мӗншӗн тесен сывлӑшӑнни ҫинчен шухӑшлани пурнӑҫпа мир парать (Гал. 6:7, 8).
Ӑнлантарса пама пултаратӑр-и эсир?
• «Саккун тума пултарайманни» тенине мӗнле ӑнланмалла тата Турӑ ӑна мӗнле ҫӗнтернӗ?
• «Ҫылӑхпа вилӗм саккунӗ» мӗн вӑл тата унран эпир мӗнле хӑтӑлма пултаратпӑр?
• «Сывлӑш шухӑшӗ» ҫинчен кӑна шухӑшлас тесен пирӗн мӗн тумалла?
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]