Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сыхӑ тӑрас тӗлӗшрен Иисусран тӗслӗх илӗр

Сыхӑ тӑрас тӗлӗшрен Иисусран тӗслӗх илӗр

«Сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр» (МАТФ. 26:41, ҪХ).

1, 2. а) Иисусӑн тӗслӗхӗ пирки мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ? ӑ) Иисус кӑтартнӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр тӗслӗх ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн усӑллӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

 ТЕН, эсир Христос сыхӑ тӑнӑ пек сыхӑ тӑма май ҫук тесе шутлатӑр, мӗншӗн тесен унӑн пӗр ҫитменлӗх те пулман. «Унсӑр пуҫне вӑл хӑш-пӗр чухне пуласлӑхра мӗн пулассине — темиҫе пин ҫул малараххине те — уҫҫӑн курма пултарнӑ! — тейӗ кам та пулин.— Унӑн сыхӑ тӑмалла пулнӑ-и?» (Матф. 24:37—39; Евр. 4:15.) Иисус пек сыхӑ тӑма паянхи кун та питӗ кирлӗ пулнине курас тесе чи малтан ҫав ыйтусем ҫине хурав парар.

2 Пӗр ҫитменлӗхсӗр тӗслӗх ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн усӑллӑ пулма пултарать-ши? Пултарать, мӗншӗн тесен лайӑх учительрен тата унӑн тӗслӗхӗнчен нумайӑшне вӗренме пулать. Сӑмахран, пӗр ҫын ухӑпа пеме вӗренет тейӗпӗр. Малтанлӑха унӑн тӗл пересси пулсах каймасть, анчах та вӑл парӑнмасть, малалла пикенсе вӗренет. Вӑл тренер мӗнле ӑста пенине тимлӗ сӑнать, вӑл мӗнле тӑнине, аллисене мӗнле тытнине, пӳрнисене ухӑ кантри ҫине мӗнле хунине палӑртса хурать. Ҫав вӗренекен пикенсе тӑрӑшнине пула ухӑ кантрине мӗнле вӑйпа туртмаллине, ҫил вӗрнине мӗнле шута илмеллине майӗпен ӑнланма пуҫлать. Вӑл учитель мӗн тунине пӑхса ун хыҫҫӑн туса пырать пулсан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл ытларах та ытларах тӗл пеме пуҫлӗ. Ҫавӑн пекех Иисус мӗн тума хушнӑ пек туса тӑнипе тата унӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр тӗслӗхӗ тӑрӑх пурӑннипе эпир лайӑхрах та лайӑхрах христиансем пулса тӑма тӑрӑшатпӑр.

3. а) Хӑйӗн те сыхӑ тӑма кирлине Иисус мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Иисусӑн сыхӑ тӑмалла пулнӑ-ши? Паллах. Сӑмахран, ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн юлашки каҫӗнче Иисус шанчӑклӑ апостолӗсене ҫапла ӳкӗтленӗ: «Манпа пӗрле сыхӑ тӑрӑр» (ҪТ). Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл каланӑ: «Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр» (Матф. 26:38, 41, ҪХ). Иисус яланах сыхлануллӑ пулнӑ пулин те, ҫав йывӑр самантра вӑл уйрӑмах сыхӑ тӑрасшӑн тата хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗпе май ҫитнӗ таран ҫывӑх пуласшӑн пулнӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫавӑн пек сыхӑ тӑни кирлӗ пулнине пӗлнӗ — ун чухне кӑна мар, пуласлӑхра та. Мӗншӗн Иисус пире сыхлануллӑ пултарасшӑн тата сыхӑ тӑратасшӑн пулнине айтӑр пӑхса тухар. Ун хыҫҫӑн кулленхи пурнӑҫра сыхӑ тӑрас тӗлӗшрен эпир мӗнле виҫӗ майпа Иисус евӗрлӗ пулма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

Мӗншӗн Иисус пире сыхӑ тӑратасшӑн

4. Эпир пуласлӑх ҫинчен пурне те пӗлменни сыхӑ тӑрассипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

4 Кӗскен каласан, Иисусӑн пире сыхӑ тӑратас килни вӑл эпир мӗн пӗлнипе тата мӗн пӗлменнипе ҫыхӑннӑ. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне пуласлӑх пирки пурне те пӗлнӗ-и? Ҫук, пӗлмен, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса ҫапла каланӑ: «Ҫак кун ҫинчен е ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, Ывӑлӗ те пӗлмест, Аттем ҫеҫ пӗлет» (Марк 13:32). Вӑл вӑхӑтра Иисус, «Ывӑлӗ», ҫак йӗркесӗр тӗнче хӑҫан пӗтессине тӗп-тӗрӗс пӗлмен. Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Пуласлӑх пирки эпир пурне те пӗлетпӗр-и? Ҫук, пӗлместпӗр. Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫак йӗркесӗр тӗнчене тӗп тума хӑҫан ярассине эпир пӗлместпӗр. Эпир ҫавна пӗлнӗ пулсан, пирӗн сыхӑ тӑма кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ-ши? Иисус ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫак тӗнче пӗтесси сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен ҫитет, ҫавӑнпа та пирӗн яланах сыхӑ тӑмалла. (Матфей 24:43 вуласа пар.)

5, 6. а) Пуласлӑх тата Турӑ мӗн тума шутласа хуни ҫинчен пӗлни пире сыхӑ тӑма мӗнле хавхалантарать? ӑ) Мӗншӗн Сатана ҫинчен пӗлни пире тата ытларах сыхӑ тӑма хавхалантарать?

5 Тепӗр енчен илес пулсан, Иисус пуласлӑх ҫинчен нумай тӗлӗнмелле япаласем пӗлнӗ — ҫав чӑнлӑхсене ун таврашӗнчи нумай ҫын пачах пӗлмен. Эпир Иисус пӗлнӗ чухлӗ пӗлместпӗр, анчах та Христоса пула Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата ҫав Патшалӑх кӗҫех пуласлӑхра мӗн туса парасси ҫинчен нумай пӗлтӗмӗр. Шкулта, ӗҫре, ырӑ хыпар каламалли участоксенче тӗл пулакан ҫынсем нумайӑшӗ ҫав чаплӑ чӑнлӑхсем ҫинчен нимӗн те пӗлменнине асӑрхамастпӑр-и-ха эпир? Ҫакӑ пире сыхӑ тӑма хавхалантаракан тата тепӗр сӑлтав. Иисус пекех пирӗн яланах тимлӗ пулмалла та ыттисене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗн пӗлнине каласа парас тесе майсем шырамалла. Ҫав майсенчен кашнийӗ питӗ хаклӑ, эпир вара вӗсемпе пуринпе те усӑ курасшӑн. Сӑмах ҫынсен пурнӑҫӗ пирки пырать вӗт! (1 Тим. 4:16.)

6 Иисуса тата тепӗр япалана пӗлни сыхӑ тӑма пулӑшнӑ. Вӑл хӑйне Сатана илӗртме, хӗсӗрлеме чарӑнас ҫуккине тата айӑпсӑр ҫӳреме пӑрахтарас тесе хӑтланассине пӗлнӗ. Ҫав хаяр тӑшман Иисуса тӗрӗслес тесе тепӗр «майлӑ вӑхӑт ҫитессе» кӗтсе яланах сыхӑ тӑнӑ (Лука 4:13, ҪХ). Иисус сыхлӑха нихӑҫан та ҫухатман. Вӑл кирек мӗнле йывӑрлӑха та — илӗртӳ-и вӑл, хирӗҫ тӑни-и е хӗсӗрлени-и — хатӗр пуласшӑн пулнӑ. Эпир те ҫавнашкал лару-тӑрурах мар-и? Сатана унчченхи пекех «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳренине» эпир пӗлетпӗр. Акӑ мӗншӗн Турӑ Сӑмахӗ христиансене пурне те ҫапла чӗнсе калать: «Чаруллӑ пурӑнӑр, сыхӑ тӑрӑр» (1 Петр 5:8). Ҫавна эпир мӗнле тума пултаратпӑр?

Кӗлӗ тӑвас тӗлӗшрен мӗнле сыхӑ тӑмалла

7, 8. Кӗлӗ тӑвас тӗлӗшрен Иисус мӗнле канаш панӑ тата вӑл мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

7 Сыхӑ тӑрас тесен кӗлӗ туни питӗ кирлӗ тенӗ Библире, ҫапла вара эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене упраса хӑварма пултаратпӑр (Кол. 4:2; 1 Петр 4:7). Хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйӗнпе пӗрле сыхӑ тӑма ыйтнӑ хыҫҫӑнах Иисус каланӑ: «Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр» (Матф. 26:41, ҪХ). Хӑйӗн вӗренекенӗсене вӑл ҫав йывӑр вӑхӑтра кӑна кӗлӗ тумалла тесе каласшӑн пулнӑ-и? Ҫук, ҫав канаш вӑл — пирӗн кашни кун тытса тӑмалли принцип.

8 Кӗлӗ тӑвас тӗлӗшрен Иисус питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Пӗррехинче вӑл хӑйӗн Ашшӗне ҫӗрӗпе кӗлӗ тунине эсир, паллах, астӑватӑр. Ҫавӑ мӗнле пулса иртнине айтӑр куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшар. (Лука 6:12, 13 вуласа пар.) Иисус Капернаумран, пулӑҫсен хулинчен, инҫех мар вырӑнта. Ҫавӑнта вӑл час-часах чарӑнса тӑнӑ. Урамра ҫуркунне. Каҫалапа Иисус пӗр ту ҫине хӑпарать, ун тӑрринчен Галилея тинӗсӗ питӗ лайӑх курӑнса тӑрать. Тӗттӗмленсе пыракан тавралӑха пӑхса ҫаврӑннӑ май вӑл, тен, Капернаумри тата ҫумри ялсенчи ҫупа ҫунакан ҫутаткӑҫсен мӗлтлетекен ҫутисене курать. Анчах Иеговӑна кӗлӗ тунӑ чухне Иисус хӑйӗн кӗлли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать. Минут хыҫҫӑн минут, унтан сехет хыҫҫӑн сехет иртет. Таҫта аялта ҫутӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри мӗнле сӳннине, тӳпере уйӑх мӗнле шуса пынине тата тӗмӗсем хушшинче каҫхи чӗрчунсем апат шыраса мӗнле кӗшӗлтетнине вӑл асӑрхамасть. Вӑл хӗрӳллӗн кӗлӗ тӑвать, тен, питӗ кирлӗ йышӑну тӑвас — 12 апостола суйласа илес — тӗлӗшрен мӗн тумаллине ыйтать пулас. Ашшӗне Иисус кашни вӗренекенӗ пирки мӗн пӑшӑрхантарнине, мӗн шухӑшланине каласа парас тесе хӗрӳллӗн кӗлӗ тунине, ҫавӑн пекех мӗн тумалли тата ӑслӑлӑх пирки тархасласа ыйтнине куҫ умне тӑратма пулать.

9. Иисус ҫӗрӗпе кӗлӗ туни пире мӗне вӗрентме пултарать?

9 Иисус кӑтартнӑ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Нумай сехет хушши кӗлӗ тумаллине-и? Ҫук, апла мар. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем пирки ыррӑн ҫапла каланӑ: «Этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ хавшак» (Матф. 26:41, ҪХ). Ҫав-ҫавах эпир Иисус евӗрлӗ пулма пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир хамӑрӑн, хамӑр ҫемьерисен тата пухури тӑвансен ӗненӗвӗпе Турра чунтан парӑнса пурӑнасси ҫине витӗм кӳме пултаракан пӗр-пӗр йышӑну тӑвас умӗн ҫӳлти Аттемӗртен канаш ыйтатпӑр-и? Пирӗн кӗлӗсенче эпир пухури тӑвансем пирки шухӑшлани курӑнать-и? Эпир мӗнле кӗлӗ тӑватпӑр: чӗререн-и е яланах пӗр пек сӑмахсем каласа-и? Ҫакна та асӑрхӑр-ха: Иисус пӗччен чухне хӑйӗн чӗринчи шухӑшӗсене Ашшӗне каласа пама май пуррине питӗ хакланӑ. Канӑҫа пӗлмен хальхи тӗнчере ҫӑмӑллӑнах ӗҫсем ӑшне путма, ҫапла вара чи кирлине манса кайма пулать. Анчах та хамӑр тӗллӗн чунтан кӗлӗ тума вӑхӑт уйӑратпӑр пулсан, эпир тата хытӑрах сыхӑ тӑрӑпӑр (Матф. 6:6, 7). Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме тӑрӑшнипе тата вӗсене мӗн хавшатма пултарать, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑннипе эпир унпа ҫывӑхланнӑҫемӗн ҫывӑхланӑпӑр (Пс. 25:14, ҪТ).

Ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗнле сыхӑ тӑмалла

10. Иисус сыхӑ тӑнине тата ырӑ хыпар калама майсем шыранине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

10 Иегова хушнӑ ӗҫе тунипе Иисус сыхӑ тӑнӑ. Хӑш-пӗр ӗҫсене тунӑ чухне ӗҫсӗр пуҫне урӑххи ҫинчен те шухӑшлама май пур, ҫавӑншӑн ӗҫ пахалӑхӗ чакмасан та пултарать. Анчах нумай ӗҫре тимлӗ пулмалла тата ӗҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшламалла. Христиансен сӑваплӑ ӗҫӗ шӑп ҫавнашкал ӗҫ ӗнтӗ. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тӑнласа тунӑ та ырӑ хыпар каламалли майсем шыранӑ. Пӗррехинче, вӑл тата унӑн апостолӗсем вӑрӑм ҫул хыҫҫӑн Сихарь хулине ҫитсен, вӗренекенӗсем ҫимелли туянма кайнӑ. Кӑнтӑрла ҫитнӗ пулнӑ. Иисус канас тесе хула ҫывӑхӗнчи пусӑ патӗнче юлнӑ, анчах та, пусӑ патне шыв ӑсма пӗр Самари хӗрарӑмӗ пырсан, ырӑ хыпар каламалли мая вӑл вӗҫертмен. Иисус ҫывӑрса илме е калаҫас мар тесе сӑлтав тупма пултарнӑ. Анчах вӑл калаҫма пуҫланӑ, хӗрарӑм унӑн сӑмахӗсене тӑнланӑ, ҫавна пула ырӑ хыпара каласа пани ҫав хулари нумай ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳнӗ (Иоанн 4:4—26, 39—42). Кашни кун ҫынсене ырӑ хыпар каласа памалли майсене тӑрӑшса шыранипе Иисус кӑтартнӑ тӗслӗхе тата лайӑхрах тытса тӑма пултараймӑпӑр-ши?

11, 12. а) Иисус хӑйне ырӑ хыпар калассинчен пӑрса яма хӑтланакансене мӗн тенӗ? ӑ) Сӑваплӑ ӗҫ тӗлӗшӗнчен Иисус виҫине пӗлнине мӗнле кӑтартнӑ?

11 Хутран-ситрен хӑш-пӗрисем, ырӑ тӑвас шухӑшпах, Иисуса ырӑ хыпар калассинчен пӑрса яма хӑтланнӑ. Капернаумра Иисус тӗлӗнмелле майпа сыватнине курса халӑх шутсӑр тӗлӗннӗрен ӑна хӑйсем патӗнче хӑварасшӑн пулнӑ. Мӗншӗн вӗсем ҫавна тӑвасшӑн пулнине ӑнланма пулать. Анчах та Иисусӑн тӗп ӗҫӗ вӑл Капернаумри ҫынсене ҫеҫ мар, «Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсене» пурне те ырӑ хыпар пӗлтересси пулнӑ (Матф. 15:24). Ҫавӑнпа та вӑл ҫав ҫынсене каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ хыпар пӗлтермелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ» (Лука 4:40—44). Чӑнах та, Иисусӑн пурнӑҫӗнче чи кирли сӑваплӑ ӗҫ пулнӑ. Вӑл хӑйне ҫав ӗҫрен пӑрса яма ниме те ирӗк паман.

12 Иисус сӑваплӑ ӗҫ ҫинчен шутсӑр нумай шухӑшланӑран фанатик е аскет пулса тӑнӑ-ши? Вӑл ҫав тери ерҫӳллӗ мар пулнӑ-ши, ҫапла вара ӑна ҫемьесене мӗн кирли пӗртте интереслентермен-ши? Ҫук, Иисус виҫине пӗлес тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл пурнӑҫа та юратнӑ, вӑхӑта тусӗсемпе пӗрле ирттерме те юратнӑ. Вӑл ҫемьесене мӗн кирлине, вӗсен хуйхи-суйхине питӗ лайӑх ӑнланнине кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех ачасене юратнине кӑтартма та вӑтанман. (Марк 10:13—16 вуласа пар.)

13. Сыхӑ тӑрас тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫре виҫине пӗлес енчен эпир Иисус пек пулас тесе мӗн тума пултаратпӑр?

13 Сыхӑ тӑрас енчен Иисусран тӗслӗх илнӗ май эпир ун пек виҫине пӗлекен ҫынсем пулас тесе мӗн тума пултаратпӑр? Ҫак тӗнчене эпир хамӑра сӑваплӑ ӗҫрен пӑрса яма ирӗк памастпӑр. Туссем те, хурӑнташсем те ырӑ тӑвас тесех пире сӑваплӑ ӗҫе сахалрах тума е ҫынсем пек йӗркеллӗ пурӑн тесе ӳкӗтлеме пултараҫҫӗ. Анчах та эпир Христос пек пулма тӑрӑшатпӑр пулсан, сӑваплӑ ӗҫе туни пирӗншӗн апат пекех кирлӗ пулӗ (Иоанн 4:34). Сӑваплӑ ӗҫ пире Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшать тата телейлӗ тӑвать. Анчах эпир хамӑр пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутласа тата пурнӑҫри ырӑлӑхсене пурне те сирсе ярса виҫине пӗлмен ҫынсем пек пуласшӑн мар. Иисус пекех эпир «телейлӗ Туррӑн» савӑнӑҫлӑ та виҫине пӗлекен ӗҫлекенӗсем пуласшӑн (1 Тим. 1:11, ҪТ).

Йывӑр вӑхӑтра мӗнле сыхӑ тӑмалла

14. Йывӑр вӑхӑтра пирӗн мӗн пирки манса каймалла мар тата мӗншӗн?

14 Иисус хӑйне шутсӑр йывӑр килнӗ чухне сыхӑ тӑма тата хытӑрах ӳкӗтленине эпир куртӑмӑр ӗнтӗ. (Марк 14:37 вуласа пар.) Йывӑр вӑхӑтра унӑн тӗслӗхӗ пире уйрӑмах кирлӗ. Йывӑрлӑхсенче нумайӑшӗ питӗ кирлӗ чӑнлӑха манса каять, ҫав чӑнлӑх шутсӑр кирлӗ пулнӑран, ун ҫинчен Ытарӑшсем кӗнекинче икӗ хутчен каланӑ: «Ҫынна тӳрӗ пек туйӑнакан ҫулсем пур, анчах та вӗсенӗн вӗҫӗ — вилӗм ҫулӗ» (Ытар. 14:12; 16:25). Эпир хамӑр ӑстӑна шанатпӑр пулсан, уйрӑмах хамӑра питӗ йывӑр килнӗ чухне, эпир хамӑра та, хамӑр юратнӑ ҫынсене те хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултаратпӑр.

15. Экономика тӗлӗшӗнчен йывӑр пулнӑ чухне ҫемье пуҫне мӗнле шухӑш илӗртме пултарать?

15 Сӑмахран, ҫемье пуҫне хӑйӗн кил-йышне пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме ҫӑмӑлах мар пулма пултарать (1 Тим. 5:8). Ӑна пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктермесӗр ҫӳреме, ҫемьепе пӗрле Библи вӗренме е сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнма чаракан ӗҫе кӗрес шухӑш илӗртме пултарать. Вӑл хӑй мӗне тӗрӗс тесе шухӑшлать, ҫавна кӑна тӑвать пулсан, ҫав ӗҫе вырнаҫни уншӑн тӗрӗс пек, вырӑнлӑ пек курӑнӗ тен. Анчах та вӑл хӑйне ҫавӑн пек тытнипе Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене хавшатма, ҫитменнине тата Турра хирӗҫ те кайма пултарать. Ытарӑшсем 3:5, 6-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи канаша тытса тӑни чылай лайӑхрах! Соломон каланӑ: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан. Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ».

16. а) Хӑйӗн ӑстӑнне шанас вырӑнне, Иеговӑн ӑслӑлӑхне шаннипе Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? ӑ) Йывӑр вӑхӑтра ҫемье пуҫӗсем нумайӑшӗ мӗнле майпа Иисус пекех Иеговӑна шанса тӑраҫҫӗ?

16 Хӑйне йывӑр килнӗ чухне Иисус хӑйӗн ӑстӑнне шанма та шутламан. Шухӑшласа пӑхӑр! Ҫӗр ҫинчи ҫынсенчен чи ӑсли хӑйӗн ӑслӑлӑхне шанмӑп тесе шут тытнӑ. Сӑмахран, Сатана илӗртнӗ чухне Иисус пӗрре анчах мар: «Тесе ҫырнӑ»,— тесе хурав панӑ (Матф. 4:4, 7, 10). Илӗртӗве хирӗҫ тӑрас тесе вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса хӑйӗн Ашшӗн ӑслӑлӑхне шанса тӑнӑ. Сатанан вара хӑйне кӗҫӗне хурасси пачах пулман тата вӑл ҫав лайӑх енрен йӗрӗннӗ те. Эпир хамӑра Иисус пекех тытатпӑр-и? Иисус пекех сыхӑ тӑракан ҫемье пуҫӗ пурне те Туррӑн Сӑмахӗ тӑрӑх тума тӑрӑшать, уйрӑмах йывӑр вӑхӑтра. Пӗтӗм тӗнчипе пин-пин ҫемье пуҫӗ хӑйсене шӑп ҫапла тытать те ӗнтӗ. Ҫемьене укҫа-тенкӗ ҫитсех кайман чухне те вӗсем Турӑ Патшалӑхне тата Турра тӗрӗс пуҫҫапассине пурнӑҫра мала хураҫҫӗ. Ҫапла тунипе вӗсем хӑйсен ҫемйишӗн чӑннипех тӑрӑшнине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ҫемйине пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе вӑй хунине Иегова, хӑйӗн Сӑмахӗнче сӑмах панӑ пек, пиллесе тӑрать (Матф. 6:33).

17. Сана Иисус сыхӑ тӑнӑ пек сыхӑ тӑма мӗн хавхалантарать?

17 Паллах ӗнтӗ, Иисус сыхӑ тӑрас тӗлӗшрен чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Унӑн тӗслӗхӗ пирӗншӗн яланах усӑллӑ, ӑна тытса пынипе эпир хамӑр пурнӑҫа лайӑхлатма кӑна мар, ҫӑлма та пултаратпӑр. Асра тыт, Сатана сан тӗлӗшрен акӑ ҫакна тӑвасшӑн: Турӑпа санӑн хушӑри хутшӑнусене аркатасшӑн, санӑн ӗненӗвне хавшатасшӑн, сана сӑваплӑ ӗҫе аран-аран тутарасшӑн тата айӑпсӑр тӑратса хӑварасшӑн мар — ҫапла сана сӑнарлӑ ыйхӑпа ҫывратса ярасшӑн (1 Фес. 5:6). Ӑна ӑнӑҫлӑ пулма ан пар! Иисус сыхӑ тӑнӑ пек сыхӑ тӑр. Чун-чӗререн кӗлӗ тума вӑхӑт уйӑр, сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пул тата йывӑрлӑхсенче Иеговӑна шан. Ҫапла тунипе эсӗ халех — ҫак пӗтсе пыракан тӗнче сӗмлӗхе путнӑ вӑхӑтра та — тулли, телейлӗ, кӑмӑла ҫырлахтаракан пурнӑҫпа пурӑнӑн. Эсӗ сыхлануллӑ пулма пӑрахмастӑн пулсан, санӑн Хуҫу ҫак тӗнчене пӗтерме килсен, эсӗ унӑн Ашшӗн ирӗкне чунтан-вартан туса тӑрса сыхӑ тӑнине курӗ. Эсӗ шанчӑклӑ пулнӑшӑн Иегова сана ырӑлӑх пама мӗн тери хавас пулӗ! (Ӳлӗм. 16:15.)

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]