Астӑвӑр, вӑхӑт кӗтмест
«Сӑмаха вӗрентсе ҫӳре, ҫавна... вӑраха ямасӑр ту» (2 ТИМ. 4:2, ҪТ).
1, 2. Вӑраха ямасӑр вӗрентсе ҫӳреме хушнипе ҫыхӑннӑ мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?
ПУРНӐҪА ҫӑлас ӗҫпе ӗҫлекен ҫынсем ялан тенӗ пекех ӗҫе вӑраха ямасӑр тӑваҫҫӗ. Сӑмахран, пушар сӳнтерекенсем хӑйсене чӗнсенех тӳрех пулӑшма вирхӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫынсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулма пултарнине пӗлеҫҫӗ.
2 Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май эпир ҫынсене ҫӑлӑнма пулӑшасшӑн. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара вӗрентсе ҫӳресси пирӗншӗн питӗ кирлӗ ӗҫ. Пирӗн ӗҫ васкавлӑ пулин те, эпир ӑна ним шухӑшламасӑр лара-тӑра пӗлмесӗр тумастпӑр. Апла пулсан, Павел апостол: «Сӑмаха вӗрентсе ҫӳре, ҫавна... вӑраха ямасӑр ту»,— тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? (2 Тим. 4:2, ҪТ.) Мӗнле эпир вӑраха ямасӑр вӗрентсе ҫӳреме пултаратпӑр? Тата мӗншӗн пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — вӑраха ямасӑр тумалли ӗҫ?
Мӗншӗн сӑваплӑ ӗҫ — вӑраха ямасӑр тумалли ӗҫ?
3. Ҫынсем Патшалӑх хыпарне йышӑннипе йышӑнманни мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?
3 Эпир вӗрентсе ҫӳрени ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма пултарни ҫинчен шухӑшланӑ май эсӗ ырӑ хыпара ҫынсене каласа пама питӗ кирлӗ пулнине ӑнланатӑн пулӗ (Рим 10:13, 14). Туррӑн Сӑмахӗнче каланӑ: «Йӗркесӗр ҫынна: „вилӗмӳ ҫитӗ“, терӗм пулсассӑн, вӑл вара хӑй ҫылӑхӗнчен пӑрӑнса тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх тӑвать пулсассӑн... вӑл чӗрӗ юлӗ, вилмӗ. Унӑн унччен тунӑ ҫылӑхӗсенчен пӗрне те аса илмӗҫ» (Иез. 33:14—16). Ыттисене Патшалӑх ҫинчен вӗрентнипе «эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлӑн» тенӗ Библире (1 Тим. 4:16; Иез. 3:17—21).
4. Мӗншӗн пӗрремӗш ӗмӗрте вӑраха ямасӑр вӗрентсе ҫӳремелле пулнӑ?
4 Павел Тимофея мӗншӗн вӑраха ямасӑр вӗрентсе ҫӳреме ӳкӗтленине ӑнланас тесе тӗп сӑвӑ йӗркин контекстне пӑхса тухар. Эпир вулатпӑр: «Турӑ Сӑмахне нихӑҫан та нихӑш вӑхӑтра та вӗрентме ан чарӑн [«Сӑмаха вӗрентсе ҫӳре, ҫавна майлӑ вӑхӑтра та, майсӑр вӑхӑтра та вӑраха ямасӑр ту», ҪТ]: питле, асӑрхаттар, тем тӗрлӗ вӑрах тӳсӗмлӗ пулса ӳкӗтле. Вӑхӑт ҫитӗ: ҫынсем тӗрӗс вӗрентнине йышӑнми пулӗҫ, хӑйсенӗн еккипе, хӑйсем валли йӑпӑлти [«хӑйсенӗн хӑлхине килентерекен», ҪТ] вӗрентекенсене суйласа илӗҫ, чӑнлӑха тӑнламӗҫ» (2 Тим. 4:2—4). Чӑнлӑхран пӑрӑнса каясси пулать тесе Иисус малтанах каласа хунӑ (Матф. 13:24, 25, 38). Чӑнлӑхран пӑрӑнса каясси кӗҫех сарӑлма пуҫлассине пӗлсе Тимофейӑн, христиансене суя вӗрентӳсем илӗртсе ан улталаччӑр тесе, сӑмаха пухура та вӑраха ямасӑр вӗрентмелле пулнӑ. Сӑмах ҫынсен пурнӑҫӗ пирки пынӑ вӗт. Хальхи вӑхӑт ҫинчен вара мӗн калама пулать?
5, 6. Сӑваплӑ ӗҫре эпир анлӑ сарӑлнӑ мӗнле вӗрентӳсем ҫинчен илтме пултаратпӑр?
5 Хальхи вӑхӑтра Турра тӗрӗс пуҫҫапассинчен пӑрӑнса каясси нихӑҫанхинчен те анлӑ сарӑлнӑ (2 Фес. 2:3, 8). Хальхи ҫынсен хӑлхине мӗнле вӗрентӳсем килентереҫҫӗ? Нумай ҫӗршывра эволюци вӗрентӗвне ҫынсем хӑйсен тӗнне сарнӑ пекех хӗрӳллӗн сараҫҫӗ. Эволюци теорине наука чӗлхипе вӗрентеҫҫӗ пулин те, тӗрӗссипе каласан, вӑл тӗн пулса тӑчӗ, анчах та унта Турӑ ҫук. Ҫав теори ҫынсем Турӑ ҫине тата пӗр-пӗрин ҫине мӗнле пӑхассине витӗм кӳрсе тӑрать. Нумай ҫынна килӗшекен тепӗр вӗрентӳ вӑл — Турӑ пирӗнпе интересленмест, ҫавӑнпа та унпа интересленме кирлӗ мар тени. Мӗншӗн миллион-миллион ҫын хӑйсене Турӑпа ҫывӑхланма чаракан ҫав вӗрентӳсене итлет? Ҫав икӗ вӗрентӳре ҫапла калани пур теме пулать: «Мӗн тӑвас килнине пурне те ту, мӗншӗн тесен сана явап тыттармӗҫ». Ҫакӑ чӑннипех нумайӑшӗн хӑлхине килентерет. (Псалом 9:25 вуласа пар.)
6 Ҫынсен хӑлхине килентерекен ытти вӗрентӳсем те пур. Сӑмахран, чиркӗве ҫӳрекенсенчен хӑш-пӗрисене вӗрентекенсем: «Эсир кирек мӗн тусан та, Турӑ сире юратать»,— тесе каланине итлеме килӗшет. Священниксемпе пасторсем тӗрлӗ йӑла-йӗркесенче, уявсенче тата турӑшсенче Турӑ пиллени пур тесе каланипе чиркӗве ҫӳрекенсен хӑлхине килентереҫҫӗ. Чиркӗве ҫӳрекеннисем вара хӑйсем мӗнле хӑрушлӑхра пулнине ӑнланмаҫҫӗ те (Пс. 113:12—16). Пирӗн вӗсене сӑнарлӑ ыйхӑран вӑратма тата Библири чӑнлӑха ӑнланма пулӑшма май килсен, вӗсем Туррӑн Патшалӑхӗн пиллӗхӗсене илме пултарӗҫ.
Вӑраха ямасӑр вӗрентсе ҫӳресси мӗне пӗлтерет?
7. Эпир ӗҫе вӑраха ямасӑр тумаллине ӑнланни мӗнрен курӑнать?
7 Тӑрӑшуллӑ хирургӑн операци тунӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫавӑнтан ҫынсен пурнӑҫӗ килет. Ҫавӑн пекех эпир ырӑ хыпар сарасси ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхатпӑр пулсан — сӑмахран, хамӑр тӗл пулакан ҫынсене мӗнле темӑсем, ыйтусем тата информаци интереслентерни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан — ҫакӑ эпир ҫав ӗҫ питӗ васкавлӑ пулнине ӑнланнине кӑтартса парать. Ӗҫе вӑраха ямасӑр тумаллине ӑнланни пире хамӑр графикра мӗн те пулин улӑштарса ҫынсем патне, вӗсем итлеме хӑҫан ытларах кӑмӑл тӑваҫҫӗ, ҫавӑн чухне кайма хавхалантарӗ (Рим 1:15, 16; 1 Тим. 4:16).
8. Ӗҫе вӑраха ямасӑр тумалла тени час-часах мӗне пӗлтерет?
8 Ӗҫе вӑраха ямасӑр туни вӑл чи кирлине пуринчен малтан тумаллине те пӗлтерет. (Пултарни 19:15 вуласа пар.) Сӑмахран, тухтӑр анализсен кӑтартӑвӗсене илсен, сана хӑйӗн кабинетне чӗнет те ҫапла калать тейӗпӗр: «Сирӗн ӗҫсем шутсӑр япӑх. Эсир халӗ нимӗн те тумасан, тепӗр уйӑхран сире нимӗнпе те пулӑшаймӑн». Эсӗ кабинетран, пушар сӳнтерекен тревогӑпа ҫӗкленнӗ пек, вирхӗнсе тухман пулӑттӑн паллах. Анчах эсӗ, тен, тухтӑр мӗн-мӗн тума хушнине тимлӗ итленӗ пулӑттӑн та киле кайса мӗне пуринчен малтан тумалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшланӑ пулӑттӑн.
9. Мӗншӗн Эфесра пулнӑ чухне Павел вӑраха ямасӑр вӗрентсе ҫӳренӗ теме пулать?
9 Павел Эфесри старейшинӑсене Асийӑра тунӑ хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен мӗн каланине пӑхса тухсан, вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫ пирки питӗ васкавлӑ ӗҫ тесе шутланине курма пултарӑпӑр. (Апостолсен ӗҫӗсем 20:18—21 вуласа пар.) Павел Асийӑна килнӗ кунранпа ырӑ хыпара килтен киле каласа ҫӳреме нумай вӑхӑт уйӑрнӑ пулас. Унсӑр пуҫне вӑл икӗ ҫул хушши «кулленех Тиранн ятлӑ пӗр ҫыннӑн шкулӗнче вӗрентнӗ» (Ап. ӗҫ. 19:1, 8—10). Эппин, хӑйне хушса панӑ ӗҫе вӑраха ямасӑр тумаллине ӑнланни Павелӑн пурнӑҫ йӗрки ҫине витӗм кӳрсе тӑнӑ. Вӑраха ямасӑр вӗрентсе ҫӳреме чӗнни вӑл пурне те пӑрахмалла та сӑваплӑ ӗҫе кӑна тумалла тенине пӗлтермест. Анчах та вӗрентсе ҫӳрес ӗҫ пирӗн хамӑр пурнӑҫра пуринчен малтан тумалли ӗҫсен шутӗнче пулмалла.
10. Христиансем 100 ҫул каялла вӑраха ямасӑр вӗрентсе ҫӳреме пуҫлани мӗншӗн пире савӑнтарать?
10 Библи Тӗпчекенсен пӗчӗк ушкӑнӗ 1914 ҫулчченех ырӑ хыпара сарнӑ, вӗсен тӗслӗхӗ вара ӗҫе вӑраха ямасӑр тумалли мӗн иккенне питӗ лайӑх кӑтартса парать. Вӗсен шучӗ темиҫе пин кӑна пулнӑ пулин те, вӗсем мӗнле вӑхӑтра пурӑннине ӑнланнӑран Патшалӑх ҫинчен хастарлӑ вӗрентсе ҫӳреме пуҫланӑ. Вӗсем хӑйсен проповечӗсене ҫӗр-ҫӗр хаҫатра пичетленӗ тата «Фотодрама творения» ятлӑ тӗслӗ слайдсемпе кинокадрсенчен тӑракан программӑна кӑтартнӑ. Ҫапла вара ырӑ хыпара миллион-миллион ҫын илтнӗ. Ҫав христиансем ӗҫе вӑраха ямасӑр туман пулсан, пирӗнтен нумайӑшӗ Патшалӑх хыпарне илтме пултарайман пулӗччӗ. (Псалом 118:60 вуласа пар.)
Пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине ан манӑр
11. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем ӗҫе вӑраха ямасӑр тӑвас туйӑма ҫухатнӑ?
11 Илӗртӳсемпе чӑрмавсене пула вӗрентсе ҫӳрес ӗҫ кирлӗ пулни ҫинчен ҫын шухӑшлама пӑрахма пултарать. Сатана хӑйӗн тӗнчипе усӑ курса пире Иеговӑн ӗҫӗнчен пӑрса ярас тесе хамӑршӑн ҫеҫ пурӑнтарасшӑн тата кирлех мар япаласем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаттарасшӑн тӑрӑшать (1 Петр 5:8; 1 Иоанн 2:15—17). Унччен Иеговӑшӑн хастарлӑ ӗҫлекенсенчен хӑш-пӗрисем ӗҫе вӑраха ямасӑр тӑвас туйӑма ҫухатнӑ. Сӑмахран, Димас ятлӑ христианин Павелпа пӗрле ӗҫленӗ, анчах та каярахпа ҫак йӗркесӗр тӗнче ӑна илӗртсе илсе кайнӑ. Павела йывӑр вӑхӑтра малалла та тӗреклетсе тӑрас вырӑнне вӑл ӑна пӑрахса хӑварнӑ (Флм. 23, 24; 2 Тим. 4:10).
12. Пирӗн халӗ мӗнле май пур тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пире мӗнле майсем уҫса парӗ?
12 Ӗҫе вӑраха ямасӑр тӑвас туйӑм яланах пултӑр тетпӗр пулсан, тӗнче мӗн сӗнет, ҫавсемпе ытларах та ытларах усӑ курас илӗртӗве хирӗҫ тӑмалла. «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫа кӗрес» тесе пирӗн вӑй хумалла (1 Тим. 6:18, 19). Туррӑн Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинчи ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пирӗн валли интереслӗ ӗҫсем туса пурӑнма иксӗлми майсем уҫса парасси пирки эсир пӗртте иккӗленместӗр пулӗ. Халӗ вара пирӗн ҫынсене Армагеддона пурӑнса ирттерме пулӑшмалли май пур, ун пек май урӑх нихӑҫан та пулмӗ.
13. Ӗҫе вӑраха ямасӑр тӑвас туйӑма упраса хӑварма пире мӗн пулӑшма пултарать?
13 Пӗтӗм тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ Иеговӑна пӗлмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ӗҫе вӑраха ямасӑр тӑвас туйӑм пирӗн яланах пултӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пирӗн ҫакна аса илсех тӑмалла: унччен тахҫан эпир Турра пӗлменччӗ тата пирӗн пуласлӑх пирки нимӗнле шанчӑк та ҫукчӗ. Анчах та пире Иеговӑпа Иисус ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлме пулӑшрӗҫ, вара халӗ эпир ыттисене ҫав чӑнлӑха вӗрентес чыса тивӗҫлӗ пултӑмӑр. (Эфес 5:14 вуласа пар.) Павел ҫырнӑ: «Хӑвӑр мӗнле пурӑннине асӑрхасах тӑрӑр — ухмахсем пек ан пулӑр, ӑслисем пек пулӑр: вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр, мӗншӗн тесессӗн кунсем ултавлӑ» (Эф. 5:15, 16). Ҫак йӗркесӗр тӗнчере пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тума айтӑр вӑхӑт уйӑрар.
Эпир питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра пурӑнатпӑр
14—16. Мӗншӗн Патшалӑх ҫинчен вӗрентсе ҫӳресси халӗ нихӑҫанхинчен те ытларах кирлӗ?
14 Христиансен сӑваплӑ ӗҫӗ яланах вӑраха ямасӑр тумалли ӗҫ пулнӑ, анчах та халӗ ӑна тата васкавлӑрах тумалла. 1914-мӗш ҫултанпа нумай ӗҫсем Библире малтанах каласа хунӑ пекех пулса пыраҫҫӗ (Матф. 24:3—51). Этемлӗх пӗтес хӑрушлӑх халӗ нихӑҫанхинчен те вӑйлӑрах. Нумаях пулмасть тунӑ килӗшӳсене пӑхмасӑрах, тӗнчери чи хӑватлӑ ҫӗршывсен пурпӗр 2 000 яхӑн хатӗр тӑракан ядерлӑ боеголовка пур. Влаҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ядерлӑ материалсем «ҫухални» ҫӗр-ҫӗр хут та пулнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем террористсен аллине лекме пултарнӑ-ши? Хӑш-пӗр тишкерӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, террорист пуҫласа янӑ вӑрҫа пула этемлӗх чӑннипех пӗтме пултарать. Анчах та этемлӗхе пӗтерме пултаракан хӑрушлӑх шутне вӑрҫӑ кӑна кӗмест.
15 «Ланцет» журналпа Лондонри университет колледжӗ 2009 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ отчетра паянхи кунсем пирки ҫапла каланӑ: «Климат улшӑнса пыни — XXI ӗмӗрте сывлӑха сиен кӳрекен пӗтӗм тӗнчери чи пысӑк хӑрушлӑх». Отчетра каланӑ: «Климат улшӑнса пыни сывлӑх ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑни ҫитес вунҫуллӑхсенче чылай ҫӗршывсенче пурӑнакансем ҫинче палӑрӗ тата ҫӗр ҫинчи миллиард-миллиард ҫын пурнӑҫӗшӗн тата ырлӑх-пурлӑхӗшӗн самаях пысӑк хӑрушлӑх пулса тӑрӗ». Ҫавна пула тинӗс шайӗ хӑпарнӑран, тип ҫанталӑк тӑнӑран, шыв илнӗрен, эпидемисемпе ҫил-тӑвӑлсене пула тата иксӗлсе пыракан ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗсемшӗн вӑрҫӑ вӑрҫнӑ пирки нумай вырӑнсем пурӑнма юрӑхсӑр пулса тӑрӗҫ. Чӑнах та, вӑрҫӑсем тата инкексем — этемлӗхе пӗтерме пултаракан хӑрушлӑхсем.
16 Ядерлӑ вӑрҫӑ пуҫланас хӑрушлӑх «паллӑна» пурнӑҫланма паракан ӗҫсем патне илсе пырӗ тесе шутлаҫҫӗ хӑш-пӗрисем. Анчах ҫынсем нумайӑшӗ ҫав паллӑн чӑн пӗлтерӗшне ӑнланмаҫҫӗ. Ҫав паллӑ темиҫе вунӑ ҫул хушши ӗнтӗ пурнӑҫланса пырать, ҫакӑ Христос пӗлӗтре патшара ларнине тата Сатанан тӗнчи пӗтес вӑхӑт хӑвӑрт ҫывхарса килнине кӑтартса парать (Матф. 24:3). Ҫав паллӑн тӗрлӗ енӗсем халӗ тата лайӑхрах палӑра пуҫларӗҫ. Ҫынсен халӗ Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланса илмелле. Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ вӗсене ҫав тӗлӗшрен пулӑшма пултарать.
17, 18. а) Мӗнле вӑхӑтра пурӑннине пӗлнӗрен пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? ӑ) Мӗне пула ҫынсем Патшалӑх хыпарӗпе интересленме пултарӗҫ?
17 Иеговӑна юратнине ҫирӗплетсе пама тата вӗрентсе ҫӳрес ӗҫе, ҫак юлашки кунсенче тума хушнӑ ӗҫе, туса пӗтерме пирӗн шутсӑр сахал вӑхӑт юлнӑ. Павел Римри христиансене мӗн калани паянхи кун пире тата ытларах кирлӗ: «Хальхи вӑхӑт мӗнлине хӑвӑр та пӗлетӗр: пирӗн ыйхӑран вӑранмалли сехет ҫитрӗ ӗнтӗ. Халӗ пирӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен те ҫывӑхрах тӑрать» (Рим 13:11).
18 Юлашки кунсенче пурнӑҫланса пыракан ӗҫсем, малтанах каласа хунӑскерсем, ҫынсене Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланса илме пулӑшӗҫ тен. Правительствӑсем ӑнӑҫсӑр пулнине — вӗсем экономика кризисне, ядерлӑ хӗҫпӑшалтан килекен хӑрушлӑха, ҫутҫанталӑка вараланине чарма пултарайманнине — курса хӑш-пӗрисем этемлӗхе пулӑшу кирлине ӑнланма пуҫлаҫҫӗ. Теприсем хӑйсен ҫемйинчи йывӑрлӑхсем пирки, калӑпӑр, начар сывлӑх пулнӑран, мӑшӑрӗпе уйӑрӑлнӑран е ҫывӑх ҫын вилнӗрен Патшалӑх хыпарӗпе интересленме пуҫлаҫҫӗ. Сӑваплӑ ӗҫе хутшӑннипе эпир ҫавӑн пек ҫынсене пулӑшма пултаратпӑр.
Ӗҫе вӑраха ямасӑр тума хавхаланнӑ
19, 20. Вӑхӑт кӗтменнине ӑнланни христиансене нумайӑшне хӑйсен пурнӑҫне улӑштарма мӗнле хавхалантарнӑ?
19 Вӑхӑт кӗтменнине ӑнланни христиансене чылайӑшне сӑваплӑ ӗҫе нумайрах тума хавхалантарнӑ. Сӑмахран, Эквадорта пурӑнакан пӗр ҫамрӑк мӑшӑр 2006 ҫулта иртнӗ «Храните глаз простым» ятлӑ ятарлӑ пӗр кунлӑх конгресс программине итленӗ хыҫҫӑн хӑйсен пурнӑҫне ансатлатма шут тытнӑ. Вӗсем кирлӗ мар япаласен списокне тунӑ. Тепӗр виҫӗ уйӑхран виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттертен пӗр пӳлӗмлине куҫнӑ, хӑш-пӗр япалисене сутнӑ та парӑмсене тӳлесе татнӑ. Кӗҫех вӗсем пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, вара вӗсем район надзирателӗ хыпарҫӑсем ҫитсех кайман пухӑва куҫма ыйтсан, ҫавна тума килӗшнӗ.
20 Ҫурҫӗр Америкӑра пурӑнакан пӗр арҫын-тӑван ҫырнӑ: «Арӑмпа пӗрле 2006 ҫулта конгресра пулнӑ чухне эпир шыва кӗнӗренпе 30 ҫул иртнӗччӗ ӗнтӗ. Конгресс хыҫҫӑн киле таврӑннӑ чухне хамӑр пурнӑҫа ансатлатма пулӑшакан канаша тытса тӑрас тесе мӗн тумаллине сӳтсе яврӑмӑр (Матф. 6:19—22). Пирӗн виҫӗ ҫурт, ҫӗр участокӗ, чаплӑ машинсем, катер тата пурӑнмалли автофургон пурччӗ. Хамӑра ӑссӑр христиансем пек туйнӑран эпир хамӑр ума сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвас тӗллев лартрӑмӑр. 2008 ҫулта эпир, хамӑрӑн хӗр пекех, пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Пухури тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме мӗн тери кӑмӑллӑ! Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма май килчӗ пирӗн. Унсӑр пуҫне Иеговӑшӑн нумайрах тунипе эпир унпа ҫывӑхлантӑмӑр. Ҫынсем Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха илтсен тата ӑнлансан, вӗсен куҫӗсем ялтӑртатма пуҫланине курни вӑл — чӑн-чӑн пиллӗх».
21. Мӗнле пӗлӳ пире вӑраха ямасӑр вӗрентсе ҫӳреме хавхалантарать?
21 Ҫак йӗркесӗр тӗнчепе мӗн пулассине эпир пӗлетпӗр — кӗҫех «сут кунӗнче, ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗтес кун» ҫитӗ (2 Петр 3:7). Турӑ Сӑмахӗнчен илнӗ пӗлӳ пире ҫывхарса килекен хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫинчен тата ун хыҫҫӑнхи ҫӗнӗ тӗнче ҫинчен хастарлӑ пӗлтерсе ҫӳреме хавхалантарать. Ҫынсене чӑн-чӑн шанчӑк ҫинчен каласа парас тесе эпир ӗҫе малалла та вӑраха ямасӑр тӑватпӑр. Ҫак васкавлӑ ӗҫе хутшӑннипе эпир Турра тата ҫынсене чӑннипех юратнине кӑтартатпӑр.
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]