Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир, Турӑ шанакан управляющийсем!

Эсир, Турӑ шанакан управляющийсем!

«Эсир хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар» (1 КОР. 6:19).

1. «Чуралӑх» сӑмах ҫынсене мӗне аса илтерет?

 ПӖР 2 500 ҫул каялла грексен драматургӗ никам та чура пуласшӑн мар тесе каланӑ. Паян нумайӑшӗ ҫакӑнпа килӗшет. «Чуралӑх» сӑмаха илтсен, ҫынсем пусмӑр айӗнче, ирӗксӗрлӗхре пурӑнакан, хӑйсемшӗн мар, хуҫисемшӗн ӗҫлесе тӑракан арҫынсемпе хӗрарӑмсене аса илеҫҫӗ.

2, 3. а) Хӑйсен ирӗкӗпе Христосӑн чурисем, е ӗҫлекенӗсем, пулса тӑракансем мӗнле шайра тӑраҫҫӗ? ӑ) Управляющийсем тӗлӗшӗнчен эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

2 Ҫапах та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пирки вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хуракан ӗҫлекенсем, е чурасем, пулӗҫ тенӗ. Анчах та чӑн христиансем чуралӑхра пулнинче ним намӑсси те, нимле пусмӑр та ҫук. Ҫав чурасене чыс-хисеп тӑваҫҫӗ, шанаҫҫӗ. Сӑмахран, Иисус хӑй виличчен кӑшт маларах пӗр «чура» пирки мӗн каланине пӑхса тухар. Христос хӑйӗн пирки «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» ӗҫсем тума хушӑп тенӗ (Матф. 24:45—47).

3 Ҫакна та палӑртмалла, тепӗр вырӑнта ҫав чура пирки «кил-ҫуртне пӑхса тӑракан... тарҫӑ [«управляющий», ҪТ]» тенӗ. (Лука 12:42—44 вуласа пар.) Хальхи вӑхӑтра пурӑнакан христиансенчен нумайӑшӗ шанчӑклӑ управляющий класӗ шутне кӗмест. Анчах та Библи кӑтартнӑ тӑрӑх, Туррӑн ӗҫлекенӗсем пурте хӑш-пӗр енчен управляющийсем. Турӑшӑн ӗҫленӗ чухне эпир мӗнле тивӗҫсем тӑватпӑр? Ҫав тивӗҫсем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Ҫак ыйтусен хуравне пӗлес тесе авалхи вӑхӑтри управляющийсем мӗн-мӗн тунине пӑхса тухар.

УПРАВЛЯЮЩИЙСЕН ӖҪӖ-ХӖЛӖ

4, 5. Авалхи вӑхӑтра управляющийсен тивӗҫӗ шутне мӗн-мӗн кӗнӗ? Тӗслӗхсем илсе парӑр.

4 Авалхи вӑхӑтра управляющий час-часах хуҫин кил-ҫурчӗпе хуҫалӑхне тата ӗҫӗсене пӑхса тӑракан, шанӑҫа тивӗҫлӗ чура пулнӑ. Чылай чухне управляющийсен сахал мар власть пулнӑ: вӗсем пурлӑхпа, укҫа-тенкӗпе тата ытти чурасемпе хуҫаланма пултарнӑ. Ҫакна эпир Авраамӑн пысӑк хуҫалӑхне пӑхса тӑма лартнӑ Елиезер тӗслӗхӗнчен куратпӑр. Шӑп ӑна пулас, Авраам хӑйӗн ывӑлӗ Исаак валли арӑм суйласа илмешкӗн Месопотамие янӑ. Мӗн тери кирлӗ те яваплӑ ӗҫ! (Пулт. 13:2; 15:2; 24:2—4.)

5 Иосиф, Авраам мӑнукӗн ачи, Потифарӑн хуҫалӑхне пӑхса тӑнӑ (Пулт. 39:1, 2). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иосифӑн хӑйӗн те управляющий пулнӑ, ун пирки вара «Иосиф ҫурчӗн пуҫлӑхӗ» тенӗ. Ҫав управляющий Иосифӑн вунӑ пиччӗшне хапӑл туса йышӑнса хӑналаса янӑ. Иосиф хушнипе вӑл кӗмӗл куркана вӑрланӑ пек туса хунӑ. Чӑнах та, управляющийсене нумаййине шанса пани курӑнать (Пулт. 43:19—25; 44:1—12).

6. Христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем мӗнле тивӗҫсене туса тӑраҫҫӗ?

6 Темиҫе ӗмӗр иртсен, Павел апостол христиансен пухӑвӗнчи надзирательсен «ӗненекенсен ушкӑнне йӗркене кӳрсе тӑрас ҫынсем [«Туррӑн управляющийӗсем», ҪТ]» пулмалла тесе ҫырнӑ (Тит 1:7). «Туррӑн кӗтӗвне» пӑхма суйласа лартнӑ пирки надзирательсем хушусем параҫҫӗ тата пухура ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илеҫҫӗ (1 Петр 5:1, 2, ҪХ). Паллах ӗнтӗ, тивӗҫсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, старейшинӑсем нумайӑшӗ пӗр-пӗр пухура ӗҫлеҫҫӗ. Район надзирателӗсем вара нумай пухӑва пӑхса тӑраҫҫӗ. Филиал комитет членӗсем ҫӗршыври пур пухушӑн та тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та старейшинӑсенчен пуринчен те хӑйсен тивӗҫӗсене шанчӑклӑ туса тӑрасса кӗтеҫҫӗ; вӗсен пурин те Турӑ умӗнче «явап тытмалла» (Евр. 13:17).

7. Пур христианин та хӑш-пӗр енчен управляющийсем пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

7 Анчах та надзирательсем пулса ӗҫлемен шанчӑклӑ христиансем пирки мӗн калама пулать? Петр апостол пур христиансем патне янӑ ҫырура ҫырнӑ: «Сирӗнтен кашнинех Турӑ пултарулӑх панӑ. Эппин, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса, Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа [«управляющий», ҪТ] пек усӑ курӑр» (1 Петр 1:1, 2; 4:10, ҪХ). Турӑ хӑйӗн ырӑлӑхне пула пире пурне те парнесем, тивӗҫсем, пултарулӑх тата талант панӑ, ҫав ырлӑхсемпе эпир пӗрле ӗненекенсене пулӑшас тесе усӑ курма пултаратпӑр. Апла пулсан, Турӑшӑн ӗҫлекенсем пурте — управляющийсем. Турӑ пире шанать, хисеп тӑвать тата пирӗнтен вӑл хӑй пире мӗн панипе пуринпе те лайӑх усӑ курасса кӗтет.

ЭПИР — ТУРРӐН

8. Пирӗн мӗнле пӗрремӗш принципа асра тытмалла?

8 Халӗ эпир, управлящийсем пулнӑ май, хамӑршӑн кирлӗ виҫӗ принципа тимлӗн пӑхса тухӑпӑр. Пӗрремӗшӗ: Эпир пурте Туррӑн тата ун умӗнче яваплӑ. Павел ҫырнӑ: «Эсир хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар: сире пысӑк хак парса илнӗ». Ҫав хак вӑл — Христос хӑйӗн пурнӑҫне пирӗн ҫылӑхсемшӗн панӑ парне (1 Кор. 6:19, 20). Эпир — Иеговӑн, ҫавӑнпа та унӑн пурнӑҫлама йывӑр мар ӳкӗчӗсене пирӗн тытса тӑмалла (Рим 14:8; 1 Иоанн 5:3). Ҫавӑн пекех эпир Христосӑн чурисем пулса тӑтӑмӑр. Авалхи вӑхӑтри управляющийсене нумай ирӗклӗх панӑ пекех, пире те нумай ирӗклӗх панӑ — анчах та ҫав ирӗклӗх вӗҫӗ-хӗррисӗр мар. Пирӗн хамӑрӑн тивӗҫсене мӗнле кӑтартнӑ, ҫавӑн пек тумалла. Турӑ организацийӗнче пире кирек мӗнле чыслӑ тивӗҫсем шанса парсан та эпир пурпӗрех — Турӑпа Христосӑн ӗҫлекенӗсем.

9. Хуҫи хӑйӗн чуринчен мӗн кӗтнине Иисус мӗнле ӑнлантарса панӑ?

9 Иисус пире хуҫа хӑйӗн чуринчен мӗн кӗтнине ӑнланма пулӑшать. Пӗррехинче вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене кунӗпех ӗҫленӗ хыҫҫӑн килне таврӑннӑ чура ҫинчен каласа панӑ. Хуҫа чурине: «Кил часрах, сӗтел хушшине лар»,— тесе каланӑ-и? Ҫук. Вӑл каланӑ: «Ман валли каҫхи апат хатӗрле, пилӗкне ҫых та мана пӑхма пуҫла, эпӗ ӗҫсе ҫием, кайран вара ху ӗҫсе ҫи». Иисус ҫак тӗслӗхпе мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӑл ӑнлантарса панӑ: «Эсир те ҫапла, хӑвӑра хушнине пурне те туса ҫитерсен калӑр: „эпир ниме юрӑхсӑр чурасем ҫеҫ, эпир хамӑр тума тивӗҫлине анчах турӑмӑр“ тейӗр» (Лука 17:7—10).

10. Иегова эпир уншӑн ӗҫлесе тӑма вӑй хунине хакланине мӗн кӑтартать?

10 Иегова эпир уншӑн ӗҫлесе тӑма вӑй хунине хаклать паллах. Библи пире шантарса калать: «Турӑ вӑл тӗрӗслӗхлӗ, ҫавӑнпа сирӗн ӗҫӗрсене те... Унӑн ячӗпе пулӑшса юратулӑхӑра кӑтартнине те манмасть» (Евр. 6:10, ҪХ). Иегова пирӗнтен нихӑҫан та эпир тума пултарайманнине тума ыйтмасть. Ҫитменнине тата вӑл мӗн тума ыйтни пире хамӑрах усӑллӑ тата ҫавна тума йывӑр та мар. Ҫапах та Иисусӑн ытарлӑхӗ тӑрӑх, чура хӑй мӗн тӑвас тенине тумасть, хуҫин ирӗкне мала хурать. Ҫавӑн пекех эпир те, хамӑра Турра халалланипе, унӑн ирӗкне хамӑр пурнӑҫра мала хума шутласа хуратпӑр. Эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и?

ИЕГОВА ПИРӖНТЕН ПУРИНЧЕН ТЕ МӖН ТУМА ЫЙТАТЬ

11, 12. Управляющийсем пулнӑ май пирӗн мӗнле лайӑх ен кӑтартмалла тата мӗнле ӗҫсенчен пӑрӑнмалла?

11 Иккӗмӗш принцип: Управляющийсем пулнӑ май эпир пурте пӗрпек тӗп нормӑсенех тытса тӑратпӑр. Пухури хӑш-пӗр тивӗҫсене христиансенчен сахалӑшне кӑна шанса параҫҫӗ пулин те, чылай тивӗҫ пуриншӗн те пӗрех. Сӑмахран, Христосӑн вӗренекенӗсем тата Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла. Иисус юрату пирки чӑн христиансене уйӑрса илмелли паллӑ тесе каланӑ (Иоанн 13:35). Анчах та эпир христиансен тӑванлӑхне кӑна юратмастпӑр. Эпир хамӑр мӗне ӗненнипе килӗшмен ҫынсене те юратма тӑрӑшатпӑр. Ҫакна пирӗнтен кашни тума пултарать, ҫавна пирӗн тумалла та.

12 Ҫавӑн пекех пирӗн хамӑра лайӑх тытмалла. Чӑннипе каласан, Турӑ Сӑмахӗ сивлекен ӗҫсене туса пурӑнасшӑн мар эпир. Павел ҫырнӑ: «Аскӑнчӑксем те, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем те, ясар ҫынсем те, хӑйсем тӗллӗн асакансем те, арпа асакан арҫынсем те, вӑрӑсем те, сӑптӑрҫӑсем те, ӗҫке ернисем те, элекҫӗсем те, ҫаратакансем те Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» (1 Кор. 6:9, 10). Паллах, Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнас тесен вӑй хумалла. Ҫавӑн пек тӑрӑшни усӑсӑр мар, мӗншӗн тесен нумай пиллӗх кӳрет. Ҫав пиллӗхсем вӗсем — сывлӑх лайӑхланни, ыттисемпе килӗштерсе пурӑнни тата Турӑпа туслӑ пулни. (Исаия 48:17, 18 вуласа пар.)

13, 14. Турӑ христиансене пурне те мӗнле ӗҫ шанса панӑ тата пирӗн ҫав ӗҫ ҫине мӗнле пӑхмалла?

13 Ҫавӑн пекех аса илер-ха, управляющийсен хӑш-пӗр ӗҫсене тумалла пулнӑ. Пирӗн те ӗҫ пур. Эпир Турӑран питӗ хаклӑ парне илнӗ. Вӑл пире хӑйӗн ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентнӗ. Турӑ пирӗнтен ҫав пӗлӳсене ыттисене каласа пӗлтерессе кӗтет (Матф. 28:19, 20). Павел ҫырнӑ: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ пире пурте Христос хушнине тӑвакансем вырӑнне, Туррӑн вӑрттӑнлӑхӗсене упракансем [«сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӗсенӗн управляющийӗсем», ҪТ] вырӑнне хумалла» (1 Кор. 4:1). «Сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхсемшӗн», е Библири чӑнлӑхсемшӗн, яваплӑ пулнине тата вӗсене ыттисене вӗрентме кирлине Павел пӗлнӗ. Шӑп ҫавна тума хушнӑ та ӑна Хуҫи, Иисус Христос (1 Кор. 9:16).

14 Ыттисене чӑнлӑха пӗлтернипе эпир вӗсене юратнине кӑтартатпӑр. Паллах, пур христианинӑн та лару-тӑрӑвӗ пӗрешкел мар. Сӑваплӑ ӗҫе те пурте пӗр тан хутшӑнма пултараймаҫҫӗ. Иегова ҫавна ӑнланать. Чи кирли вӑл — хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӑвасси. Ҫавна тунипе эпир Турра тата ҫывӑх ҫынсене чун-чӗререн юратнине кӑтартатпӑр.

ШАНЧӐКЛӐ ПУЛНИ ПИТӖ КИРЛӖ

15—17. а) Мӗншӗн управляющийӗн шанчӑклӑ пулмалла? ӑ) Шанчӑксӑр пулни мӗн патне илсе пынине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?

15 Виҫҫӗмӗш принцип маларах каланӑ икӗ принциппа тачӑ ҫыхӑнса тӑрать: Итлесе-пӑхӑнса тӑнипе пирӗн шанчӑклӑ пулнине кӑтартмалла. Управляющийӗн нумай лайӑх ен тата пултарулӑх пулма пултарать, анчах та унӑн яваплӑх туйӑмӗ ҫук пулсан тата вӑл хуҫине шанчӑклӑ мар пулсан, ҫавсенчен ним усси те ҫук. Управляющий хӑйӗн ӗҫне лайӑх тӑвасшӑн тата хуҫине юрӑхлӑ пуласшӑн пулсан, унӑн шанчӑклӑ пулмалла. Аса илӗр-ха, Павел мӗн ҫырнине: «Ун пек ҫынсем [«управляющийсем», ҪТ] кирек хӑшӗ те шанчӑклӑ пулмалла» (1 Кор. 4:2).

16 Эпир шанчӑклӑ пулсан, пиллӗхсем илетпӗрех. Эпир шанчӑклӑ мар пулсан, Турӑ ырлама пӑрахӗ пире. Ҫак принцип Иисус талантсем ҫинчен каланӑ тӗслӗхре лайӑх курӑнать. Шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ тата хуҫин укҫине ӗҫе хывнӑ чурасене хуҫа мухтанӑ, туллин пилленӗ. Хӑйне шанса панӑ укҫапа тӗрӗс мар усӑ курнӑ чурана «усал», «кахал» тата «юрӑхсӑр» тесе каланӑ. Хӑйне панӑ таланта унран туртса илнӗ, хӑйне вара тула кӑларса пӑрахнӑ. (Матфей 25:14—18, 23, 26, 28—30 вуласа пар.)

17 Тепрехинче Иисус шанчӑксӑрлӑх мӗн патне илсе пыни ҫине тимлеттернӗ. Вӑл каланӑ: «Пӗр пуян ҫын пулнӑ; унӑн кил-ҫурт пӑхаканни [«управляющий», ҪТ] пулнӑ; ҫавӑн ҫинчен ӑна „вӑл санӑн пурлӑхна салатса пӗтерет“ тесе хыпар ҫитернӗ; хуҫи ӑна чӗнсе илнӗ те каланӑ: „сан ҫинчен мӗн илтетӗп эпӗ капла? пурлӑхӑма епле пӑхса-упраса тӑни ҫинчен тӗппипе каласа пар — текех эсӗ манӑн кил-ҫуртӑма пӑхса тӑраймастӑн“» (Лука 16:1, 2). Управляющий хуҫин пурлӑхне салатса пӗтернӗрен, лешӗ ӑна ӗҫрен кӑларса яма шутланӑ. Ӑса вӗрентекен вирлӗ тӗслӗх! Паллах ӗнтӗ, эпир хамӑра шанса панӑ ӗҫре шанчӑкран тухнӑ ҫынсем пуласшӑн мар.

ХАМӐРА ЫТТИСЕМПЕ ТАНЛАШТАРНИ ТӖРӖС-И?

18. Мӗншӗн пирӗн хамӑра ыттисемпе танлаштармалла мар?

18 Пирӗнтен кашни хӑйӗнчен ҫапла ыйтма пултарать: «Эпӗ лайӑх управляющий-и?» Хамӑра ыттисемпе танлаштаратпӑр пулсан, ҫакӑ йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерме пултарать. Библире канаш панӑ: «Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн пӑхса тухтӑр та, вара хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр, хӑйне ырламалли тупӗ» (Гал. 6:4). Хамӑр ӗҫсене ыттисен ӗҫӗсемпе танлаштарас вырӑнне хамӑр мӗн тума пултарни ҫинчен ытларах шухӑшламалла. Ҫакӑ пире мӑнкӑмӑллӑ пуласран хӳтӗлӗ, ҫавӑн пекех хуйха ӳкме памӗ. Хамӑра хак панӑ чухне лару-тӑру улшӑнса пынине ӑнланмалла. Тен, начар сывлӑха, ватӑлса пынине е тӗрлӗ яваплӑхсене пула эпир унччен тунӑ чухлӗ тума пултараймастпӑр. Е урӑхла та пулма пултарать: пире хальхи лару-тӑру, тен, хальхинчен те ытларах тума май парать. Ку ҫапла пулсан, мӗншӗн-ха сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнас мар?

19. Эпир пӗр-пӗр тивӗҫе илеймерӗмӗр пулсан, мӗншӗн ҫавӑншӑн кӳренме кирлӗ мар?

19 Ҫавӑн пекех хамӑрӑн мӗнле тивӗҫсем пур е мӗнле тивӗҫсене илесшӗн тӑрӑшатпӑр, ҫавсем ҫине мӗнле пӑхнине пирӗн тӗрӗслесе пӑхмалла. Тӗслӗхрен, арҫын тӑван пухура старейшина пулса ӗҫлесшӗн е конгрессенче докладсем тухса каласшӑн. Ҫавӑн пек чухне ҫав яваплӑ ӗҫсене илме юрӑхлӑ пулмашкӑн мӗн кирлине тума тӑрӑшмалла. Ҫав ӗҫсене илессе шансан та пире памарӗҫ пулсан, кӳренме кирлӗ мар. Эпир хальлӗхе ӑнлансах кайман сӑлтавсене пула хӑш-пӗр ӗҫсене пире хамӑр кӗтнӗ чухне мар, каярахпа пама пултараҫҫӗ. Моисее аса илер-ха, вӑл хӑйӗн пирки израильсене Египетран илсе тухма хатӗр тесе шутланӑ пулмалла, анчах та ҫавна тӑвиччен унӑн 40 ҫул кӗтмелле пулнӑ. Ҫав вӑхӑт хушшинче вӑл чӑрсӑр та пӑлхавҫӑ халӑха ертсе пыма кирлӗ лайӑх енсене аталантарнӑ (Ап. ӗҫ. 7:22—25, 30—34).

20. Ионафан тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

20 Тен, эпир нихӑҫан та хӑш-пӗр чыслӑ тивӗҫсене илеймӗпӗр. Ҫакӑн пекки Ионафанпа пулса тухнӑ. Вӑл Саулӑн ывӑлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа Израилӗн тепӗр патши пулма пултарнӑ. Анчах та патша пулма Турӑ Ионафанран чылай ҫамрӑкрах Давида суйласа илнӗ. Ионафан вара мӗн тунӑ? Вӑл Турӑ мӗн тума шутласа хунипе килӗшнӗ тата Давида пулӑшас тесе хӑйӗн пурнӑҫне те шеллемен. Ионафан ӑна каланӑ: «Эсӗ Израиль патши пулӑн, эпӗ сан хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ пулӑп» (1 Патш. 23:17). Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Ионафан ҫакӑн пек пулса тухнине хирӗҫлемен тата хӑйӗн ашшӗ ӑмсаннӑ пек, Давида ӑмсанман. Ыттисене тивӗҫсем илнӗшӗн ӑмсанас вырӑнне, эпир пурте хамӑра шанса панӑ ӗҫе лайӑхрах тӑвас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума пултаратпӑр. Ҫӗнӗ тӗнчере Иегова хӑйӗн пур ӗҫлекенӗн тӗрӗс ӗмӗчӗсене пурне те пурнӑҫласса эпир шанма пултаратпӑр.

21. Управляющийсем пулса ӗҫлесе тӑрасси ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

21 Туррӑн управляющийӗсем пулнӑ май эпир пусмӑр айӗнче куҫҫуль юхтарса пурӑнакан мӗскӗн чурасем мар — ҫакна яланах асра тытар. Ун вырӑнне пире питӗ пысӑк чыс тунӑ — ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе шанса панӑ. Кун пек ӗҫ урӑх нихӑҫан та пулмӗ. Хамӑра шанса панӑ ӗҫе мӗнле тӑвас тӗлӗшрен пире нумай ирӗклӗх панӑ. Ҫавӑнпа та шанчӑклӑ управляющийсем пулар. Иеговӑшӑн — Ҫут тӗнчере Чи Аслишӗн — ӗҫлесе тӑрасси пысӑк чыс пулнине нихӑҫан та манса каяр мар.

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]