Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Эпир темрен те пахараххине тупрӑмӑр

Эпир темрен те пахараххине тупрӑмӑр

ЭПӖ тата Гуэн пилӗк ҫулта ташлама вӗренме пуҫланӑ. Эпир ун чухне пӗр-пӗрне пӗлмен пулин те, пирӗнтен кашни хӑйӗн пурнӑҫне балета халаллама шут тытнӑ. Анчах та пирӗн ташӑ карьери питӗ ӑнса пынӑ вӑхӑт тӗлнелле эпир пурне те хӑвартӑмӑр. Мӗншӗн?

Дейвид: Эпӗ 1945 ҫулта Шропшир (Англи) графствинче ҫуралнӑ. Манӑн аттен лӑпкӑ та илемлӗ вырӑнта ларакан ферма пулнӑ. Шкул хыҫҫӑн эпӗ чӑхсене тӑрантарма, вӗсен ҫӑмартисене пуҫтарма тата ӗнесемпе сурӑхсене пӑхма юрататтӑмччӗ. Каникулсенче эпӗ тырпул пуҫтарма пулӑшнӑ, хӑш-пӗр чухне тракторпа ҫӳренӗ.

Анчах та вӑл вӑхӑтра манӑн тепӗр чун киленӗвӗ тупӑнчӗ. Атте эпӗ пӗчӗк чухне пӗр-пӗр кӗвве илтсенех ташлама пуҫланине асӑрханӑ. Ҫавӑнпа та эпӗ пилӗк ҫул тултарсан, вӑл аннене мана чечетка ташлама вӗренмешкӗн хамӑр пурӑнакан вырӑнти ташӑ шкулне илсе кайма сӗннӗ. Учитель манӑн ташӑҫ пулма талант пур тесе шутланӑ, ҫавӑнпа та вӑл мана балета та вӗрентнӗ. Эпӗ 15 ҫулта Лондонри Король балет шкулӗнче вӗренмешкӗн стипенди илтӗм. Унта эпӗ Гуэна тӗл пултӑм, вӑл вара манӑн ташӑри партнер пулса тӑчӗ.

Гуэн: Эпӗ 1944 ҫулта пысӑк хулара, Лондонра, ҫуралнӑ. Ачаранах эпӗ Турра хытӑ ӗненнӗ. Эпӗ Библие вулама хӑтланса пӑхнӑ, анчах та ӑна ӑнланма мана йывӑр пулнӑ. Пилӗк ҫулта чухне эпӗ ташӑ класне ҫӳреме пуҫларӑм. Тепӗр ултӑ ҫултан эпӗ пӗтӗм Великобританири ҫамрӑк ташӑҫсен конкурсӗнче ҫӗнтертӗм. Ҫавӑншӑн мана Король балет шкулӗн ҫамрӑксен уйрӑмне вӗренме илчӗҫ. Ҫав шкул Уайт-Лоджра, Лондон хӗрринчи Ричмонд паркра ларакан Георг архитектура стилӗпе тунӑ керменре, вырнаҫнӑ пулнӑ. Эпӗ унта пӗлӳ илтӗм, паллӑ ӑстаҫӑсенчен балет ӑсталӑхне вӗрентӗм. Вунулттӑра эпӗ Лондон варринче вырнаҫнӑ Король балечӗн аслӑ шкулне вӗренме кӗтӗм. Унта эпӗ Дейвида тӗл пултӑм. Тепӗр темиҫе уйӑхранах эпир пӗрле Ковент-Гарденри (Лондонри район) Король опера театрӗн сцени ҫинче опера спектаклӗсене хутшӑнма пуҫларӑмӑр.

Балет ташӑҫисем пулнӑран эпир тӗрлӗ ҫӗршывра ташланӑ

Дейвид: Чӑнах та, Гуэн калашле, эпир тӗнчипе паллӑ Король опера театрӗнче, ҫавӑн пекех Лондонри Фестиваль балечӗн (халӗ Акӑлчан наци балечӗ) труппипе ташларӑмӑр. Король балетӗнчи хореографӗсенчен пӗри Вупперталь (Германи) хулинче тӗрлӗ ҫӗршыври артистсенчен труппа йӗркелесе ярсан, пире те ҫав труппӑн солисчӗсем пулма сӗнчӗ. Эпир тӗнчипех тӗрлӗ театрта ташларӑмӑр, пирӗнпе пӗр сцена ҫинче балет ҫӑлтӑрӗсем, сӑмахран, Марго Фонтейн тата Рудольф Нуриев ташларӗҫ. Чапшӑн ҫунма хӗтӗртсе тӑракан лару-тӑрӑва пула эпир хамӑра мӑнна хума, ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлама пуҫларӑмӑр, вара эпир хамӑра пӗтӗмпех хамӑр профессие халалларӑмӑр.

Гуэн: Эпӗ пӗтӗм чунпа, пӗтӗм кӗлеткепе ташша парӑнтӑм. Пирӗн Дейвидпа иксӗмӗрӗн чи лайӑххисем пулас килетчӗ. Мана автографсем пама, чечексем илме тата ҫынсем хӗпӗртесе тӑвӑллӑн аллӑ ҫупнине илтме килӗшетчӗ. Театр ҫыннисем нумайӑшӗ аскӑнланса пурӑнатчӗҫ, чӗлӗм туртатчӗҫ, ӗҫкӗпе иртӗхетчӗҫ. Хампа пӗрле ӗҫлекенсен пекех, манӑн та талисмансем пурччӗ.

ПИРӖН ПУРНӐҪ ТӖПРЕН УЛШӐНАТЬ

Пирӗн туй кунӗ

Дейвид: Нумай ҫул хушши сцена ҫинче ташласа ирттернӗ хыҫҫӑн эпӗ пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳресе ывӑнтӑм. Фермӑра ӳссе ҫитӗннӗрен эпӗ ялти ахаль пурнӑҫшӑн тунсӑхлама пуҫларӑм. Ҫавӑнпа 1967 ҫулта эпӗ хамӑн карьерӑна хӑвартӑм та аттепе аннен килӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ пысӑк фермӑра ӗҫлеме тытӑнтӑм. Эпӗ фермертан пӗчӗк ҫурт тара илсен, Гуэн патне шӑнкӑравларӑм та качча тухма ыйтрӑм. Вӑл пӗччен ташламалли ташӑсене ташланӑ, карьери унӑн ӑнса пынӑ, ҫавӑнпа та унӑн питӗ йывӑр йышӑну тумалла пулнӑ. Ҫав-ҫавах вӑл мана качча тухма килӗшрӗ. Эпир мӑшӑрлантӑмӑр, вара вӑл, ял пурнӑҫӗ ҫинчен сахал пӗлнӗ пулин те, ман пата куҫса килчӗ.

Гуэн: Чӑнах та, фермӑри пурнӑҫа хӑнӑхма йывӑр пулчӗ. Кирек мӗнле ҫанталӑкра та ӗнесене сӑвасси, сыснасемпе чӑхсене тӑрантарасси — ҫаксем пурте эпӗ унччен мӗн туса пурӑннинчен пачах урӑхлаччӗ. Дейвид хуҫалӑха тытса пымалли ҫӗнӗ меслетсене алла илес тесе ялхуҫалӑх колледжне тӑхӑр уйӑхлӑх курса вӗренме кайрӗ. Вӑл каҫа юлса килетчӗ, эпӗ вара хама питӗ пӗччен туяттӑмччӗ. Ҫавӑн чухне пирӗн пӗрремӗш хӗр, Джилли, ҫуралчӗ. Дейвид мана водитель правине илме сӗнчӗ, вара пӗррехинче ҫумри пӗчӗк хулана кайнӑ чухне эпӗ Гейла тӗл пултӑм. Эпӗ унпа вӑл ҫав вырӑнти лавккара ӗҫленӗ чухнех паллашнӑччӗ.

Пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн фермӑра иртнӗ малтанхи ҫулӗсем

Гейл мана килне чей ӗҫме чӗнчӗ. Эпир пӗр-пӗрне туйри фотографисене кӑтартрӑмӑр. Вӑл кӑтартнӑ пӗр фотографийӗнче Патшалӑх залӗ умӗнче ҫынсен ушкӑнӗ тӑратчӗ. Эпӗ унран ку мӗнле чиркӳ тесе ыйтрӑм. Вӑл эпир упӑшкапа иксӗмӗр те Иегова Свидетелӗсем тесен, эпӗ питӗ савӑнтӑм. Эпӗ хамӑн аттен пӗртӑванне аса илтӗм, мӗншӗн тесен вӑл та Свидетель. Ҫавӑн пекех эпӗ атте ун ҫине ҫилленнине тата унӑн литературине ҫӳп-ҫап ещӗкне кӑларса пӑрахнине аса илтӗм. Манӑн атте, ахаль чухне ырӑ кӑмӑллӑскер, ҫак лайӑх хӗрарӑм ҫине мӗншӗн тарӑхнине эпӗ ӑнланмастӑмччӗ.

Тинех манӑн аттен пӗртӑванӗн ӗненӗвӗ чиркӳ вӗрентӗвӗсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӗлме май пулчӗ. Гейл мана Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине кӑтартрӗ. Чиркӳ вӗрентӗвӗсем, сӑмахран, Троица е вилӗмсӗр чун ҫинчен калаканнисем, Сӑваплӑ Ҫырӑва хирӗҫленине пӗлсен эпӗ питӗ тӗлӗнтӗм (Еккл. 9:5, 10; Иоанн 14:28; 17:3). Унсӑр пуҫне эпӗ пӗрремӗш хут Библире Туррӑн ятне, Иегова ята, куртӑм (Тух. 6:3).

Дейвид: Гуэн мана хӑй мӗн пӗлнине каласа пачӗ. Ача чухне мана атте Кӗнекесен Кӗнекине вуласа тухма сӗннине аса илтӗм эпӗ. Гейлпа унӑн упӑшки, Деррик, пире Библи вӗренме сӗнсен эпир Гуэнпа иксӗмӗр килӗшрӗмӗр. Тепӗр ҫур ҫултан эпир Шропширтех вырнаҫнӑ Озуэстри хулине куҫса килтӗмӗр, мӗншӗн тесен эпир унта пысӑках мар фермӑна тара илме пултартӑмӑр. Ҫав вырӑнта пурӑнакан Дирдрей ятлӑ Иегова Свидетелӗ пирӗнпе Библи вӗренӗвне малалла ирттерчӗ. Чи малтанах пирӗн ҫитӗнӳсем пысӑках марччӗ, мӗншӗн тесен выльӑха пӑхма нумай вӑхӑт кирлӗ пулнӑран пушӑ вӑхӑт пачах юлмастчӗ. Ҫав-ҫавах чӑнлӑх пирӗн чӗрере майӗпен тымар яма пуҫларӗ.

Гуэн: Мана тӗшмӗшрен хӑтӑлма питӗ йывӑр пулчӗ. Анчах та Исаия 65:11-мӗшӗнчи сӑмахсем мана «Гад [«Ӑнӑҫлӑх турри», ҪТ] валли ӗҫме-ҫиме» хатӗрлекенсем ҫине Иегова мӗнле пӑхнине ӑнланма пулӑшрӗҫ. Сахал мар вӑхӑт иртсен тата нумай кӗлтунине пула эпӗ юлашкинчен талисмансенчен хӑтӑлтӑм. «Хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ» тенине пӗлсен, эпӗ Иеговӑна мӗнле ҫынсем юрӑхлӑ пулнине ӑнланса илтӗм (Матф. 23:12). Пире питӗ хытӑ юратнӑран хӑйӗн хаклӑ Ывӑлне панӑ Турӑшӑн ӗҫлес килчӗ манӑн. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле пирӗн иккӗмӗш хӗр ҫуралчӗ, вара мана пирӗн ҫемье ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарнине пӗлме уйрӑмах савӑнӑҫлӑ пулчӗ.

Дейвид: Пророкла сӑмахсем, тӗслӗхрен, Матфейӑн 24-мӗш сыпӑкӗнчисем тата Даниил кӗнекинчисем, тӗлӗнмелле пурнӑҫланса пынине курсан, эпӗ чӑнлӑха тупнине ӑнлантӑм. Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пуррипе ҫак тӗнчере нимӗн те танлашма пултарайманнине ӑнкарса илтӗм эпӗ. Ҫавӑнпа та вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпӗ хама ытларах кӗҫӗне хума вӗрентӗм. Ҫавӑн пекех эпӗ арӑмпа хӗрсене мӗн кирлине шута илмеллине те ӑнланса илтӗм. Филиппӑ 2:4-мӗшӗнче каланӑ сӑмахсем мана хамӑн ҫинчен кӑна тата пысӑкрах ферма илесси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлассинчен сыхланма пулӑшрӗҫ. Ҫакна та ӑнлантӑм эпӗ: Иеговӑшӑн ӗҫлесси манӑн пурнӑҫра тӗп вырӑн йышӑнмалла. Эпӗ чӗлӗм туртма пӑрахрӑм. Анчах та пирӗн килтен 10 ҫухрӑм аякра иртекен пухӑва шӑматкун каҫхине ҫӳреме ҫӑмӑлах марччӗ, мӗншӗн тесен шӑп ҫав вӑхӑтра ӗнесене сумаллаччӗ. Ҫав-ҫавах Гуэн пулӑшнине пула эпир тӗлпулусене нихӑҫан та сиктермен, ҫавӑн пекех пирӗн хамӑр хӗрсене кашни вырсарникун ирхине, ӗнесене сунӑ хыҫҫӑн, сӑваплӑ ӗҫе илсе тухма май килетчӗ.

Эпир ҫакӑн пек улшӑнусем туни пирӗн тӑван-хурӑнташсене килӗшместчӗҫ. Гуэнпа ашшӗ ултӑ ҫул калаҫмарӗ. Манӑн аттепе анне те пире Свидетельсемпе хутшӑнма чарасшӑн пулчӗҫ.

Гуэн: Иегова пире ҫав йывӑрлӑхсене пурне те ҫӗнтерме пулӑшрӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн «Озуэстри» пухури тӑвансем пирӗншӗн ҫемье пек пулса тӑчӗҫ. Вӗсем пире йывӑр вӑхӑтра юратса пулӑшрӗҫ (Лука 18:29, 30). Эпир хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалларӑмӑр та 1972 ҫулта шыва кӗтӗмӗр. Манӑн май пур таран ытларах ҫынна чӑнлӑха пӗлме пулӑшас килчӗ, ҫавӑнпа эпӗ пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм.

ТУЛЛИ ПУРНӐҪПА ПУРӐНАТПӐР

Дейвид: Фермӑра ӗҫленӗ ҫулсем ҫӑмӑл пулмарӗҫ, анчах та эпир Иеговӑна пуҫҫапас тӗлӗшрен хамӑр хӗрсене лайӑх тӗслӗх кӑтартма тӑрӑшрӑмӑр. Пӗр вӑхӑт иртсен патшалӑх фермерсене укҫа-тенкӗпе сахалрах пулӑшма пуҫларӗ, вара фермӑна пирӗн хӑварма тиврӗ. Виҫҫӗмӗш хӗрӗ ҫулталӑкра чухне килсӗр, ӗҫсӗр тӑрса юлсан, эпир Иегова пире пулӑшу патӑр тата мӗн тумаллине кӑтарттӑр тесе ӑна кӗлтума пуҫларӑмӑр. Эпир хамӑр ҫемьене тӑрантарса пурӑнас тесе хамӑр талантпа усӑ курас терӗмӗр, ҫавӑнпа та ташӑ студине уҫрӑмӑр. Иеговӑна пуҫҫапассине хамӑр пурнӑҫра мала хума тӑрӑшни пысӑк усӑ пачӗ. Пирӗн хӗрсем виҫҫӗшӗ те шкул пӗтерсенех пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӗҫ, ҫакӑ пире шутсӑр савӑнтарчӗ. Гуэн та пионер пулнӑран час-часах вӗсемпе ырӑ хыпар сарма тата вӗсене пулӑшма пултарчӗ.

Пирӗн аслӑ хӗрсем, Джиллипе Дениз, качча тухсан, эпир ташӑ студине хупрӑмӑр. Ӑҫта пулӑшу кирлине пӗлес тесе эпир филиала ҫырса ятӑмӑр. Пире Англин кӑнтӑр-хӗвел анӑҫӗнче вырнаҫнӑ пӗчӗк хуласене ячӗҫ. Ун чухне пирӗнпе Дебби, кӗҫӗн хӗр, кӑна пурӑнатчӗ, ҫавӑнпа эпӗ те пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Пилӗк ҫул иртсен пире ҫурҫӗреллерех вырнаҫнӑ пухусене пулӑшма ыйтрӗҫ. Дебби качча тухнӑ хыҫҫӑн пирӗн вунӑ ҫул хушши Зимбабвере, Молдовӑра, Венгрире тата Кот-д’Ивуарта пӗтӗм тӗнчери строительство программине хутшӑнма май килчӗ. Унтан эпир Лондонри Вефиле тума пулӑшас тесе Англине таврӑнтӑмӑр. Вӑл вӑхӑтра Вефилӗн ферма пурччӗ, эпӗ ялхуҫалӑх ӗҫне пӗлнӗрен мана ҫав фермӑра ӗҫлеме ыйтрӗҫ. Халӗ эпир Англин ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫӗнче пионер пулса ӗҫлетпӗр.

Пӗтӗм тӗнчери строительство проекчӗсене хутшӑнни пире пысӑк савӑнӑҫ пачӗ

Гуэн: Эпир хамӑра балета халаллани пире савӑнӑҫ пачӗ, анчах та ҫак савӑнӑҫ вӑхӑтлӑха кӑна тӑсӑлчӗ. Хамӑра Иеговӑна халаллани вара эпир тунӑ йышӑнусенчен чи пӗлтерӗшли пулчӗ, ҫакӑ вара пире иксӗлми савӑнӑҫ пачӗ. Эпир халӗ те партнерсем, анчах та ташӑра мар, пионер ӗҫӗнче. Пурнӑҫ паракан хаклӑ чӑнлӑхсене ҫынсене пӗлме пулӑшни пире нимӗнпе танлаштарайми телей кӳрет. Ҫак «ырлакан ҫырусем» тӗнчери кирек мӗнле чап-мухтавран та лайӑхрах (2 Кор. 3:1, 2). Эпир чӑнлӑха пӗлмен пулсан, халӗ кивӗ фотографисемпе театр афишисене пӑха-пӑха асаилӳсемпе ҫеҫ пурӑннӑ пулӑттӑмӑр.

Дейвид: Иеговӑшӑн ӗҫлесси пирӗн пурнӑҫа тӗпрен улӑштарчӗ. Ҫакӑ мана лайӑх упӑшка тата лайӑх ашшӗ пулма пулӑшрӗ. Библире Мариам, Давид патша тата ыттисем хӑйсен савӑнӑҫне ташӑпа кӑтартнӑ тесе каланӑ. Туррӑн ытти нумай ӗҫлекенӗ пекех, эпир те Иеговӑн ҫӗнӗ тӗнчинче савӑнӑҫлӑн ташлас вӑхӑта чунтан кӗтетпӗр (Тух. 15:20; 2 Патш. 6:14).