«Ӗненӳре ҫирӗп пулӑр»
«Ӗненӳре ҫирӗп пулӑр... вӑйлӑ пулӑр» (1 КОР. 16:13, ҪХ).
1. а) Галилея тинӗсӗнче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл ахӑрнӑ чухне Петрпа мӗн пулса иртнӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Мӗншӗн Петр путма пуҫланӑ?
ҪӖРЛЕ. Галилея тинӗсӗнче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл ахӑрать. Петр апостолпа Христосӑн ытти вӗренекенӗсем кимӗпе ишсе пыраҫҫӗ. Вӗсем вӑйлӑ ҫиле хирӗҫ кӗсменсемпе аран-аран авӑсаҫҫӗ. Сасартӑк вӗсем Иисуса тинӗс ҫийӗпе утса пынине кураҫҫӗ. Петр Иисуса чӗнет те унран хӑвӑн патна шыв ҫийӗпе пыма ирӗк парсам тесе ыйтать. Иисус Петра хӑйӗн патне пыма ыйтсан, лешӗ кимӗрен тухать те тӗлӗнмелле майпа Иисус патне хумсем ҫийӗпе утса каять. Кӗтмен ҫӗртен Петр путма пуҫлать. Мӗншӗн? Вӑл ҫил вӑйлине курать те хӑраса ӳкет. Петр Иисуса пулӑшсам мана тесе кӑшкӑрса ярать, вара лешӗ ӑна ҫавӑнтах ярса тытать те калать: «Эй сахал ӗненекен! мӗншӗн эсӗ иккӗлентӗн?» (Матф. 14:24—32.)
2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Айтӑр Петрӑн тӗслӗхне пӑхса тухар та ҫаксене сӳтсе явар: 1) чи малтан Петр хӑйне Турӑ пулӑшасса ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ, 2) мӗншӗн Петр сахалрах ӗненме пуҫланӑ тата 3) Петра каллех хытӑ ӗненме мӗн пулӑшнӑ. Ҫак шухӑшсене пӑхса тухни пире 1 Кор. 16:13, ҪХ).
«ӗненӳре ҫирӗп» пулас тесен мӗн тумаллине курма пулӑшӗ (ТУРӐ ПУЛӐШАССА ӖНЕНӖР
3. Мӗншӗн Петр кимӗрен тухнӑ тата хӑш енчен эпир те ҫавӑн пекех тунӑ теме пулать?
3 Петр хытӑ ӗненнӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Иисус ӑна хӑйӗн патне чӗнсен вӑл кимӗрен тухнӑ та шыв ҫийӗпе утса кайнӑ. Вӑл хӑйне Турӑ, Иисуса пулӑшса тӑнӑ пекех, пулӑшасса шаннӑ. Ҫавӑн пекех Иисус пире хӑйӗн хыҫҫӑн пыма чӗнсен, эпир хамӑра Турра халалларӑмӑр та шыва кӗтӗмӗр. Мӗншӗн эпир ҫавна турӑмӑр? Иеговӑпа Иисуса ӗненнӗрен тата вӗсем пире пулӑшасса шанса тӑнӑран (Иоанн 14:1; 1 Петр 2:21 вуласа пар).
4, 5. Мӗншӗн ӗненӳ пирки питӗ хаклӑ лайӑх ен теме пулать?
4 Ӗненӳ пирки питӗ хаклӑ лайӑх ен теме пулать. Ӗненӗве пула Петр шыв ҫийӗпе утма пултарнӑ. Ҫавӑн пекех эпир те ӗненӗве пула ҫынсемшӗн тума пултарайман пек туйӑнакан ӗҫсене тума пултаратпӑр (Матф. 21:21, 22). Сӑмахран, пирӗнтен нумайӑшӗ хӑйсен шухӑшӗсемпе йӑлисене тӗппипех улӑштарма пултарнӑран пире пӗлекен ҫынсем сире паллама та ҫук теҫҫӗ. Ҫак улшӑнусене эпир Иеговӑна юратнӑран тата вӑл пире ҫав улшӑнусене тума пулӑшнӑран турӑмӑр. (Колоссӑ 3:5—10 вуласа пар.) Ӗненнине пула эпир хамӑра Иеговӑна халалларӑмӑр та унӑн тусӗсем пулса тӑтӑмӑр. Ҫакна эпир вӑл пулӑшмасӑр тума пултарайман пулӑттӑмӑр (Эф. 2:8).
5 Ӗненӳ пире шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та вӑй парса тӑрать. Ӗненӗве пулах эпир Шуйттана, пирӗн хӑватлӑ тӑшмана, хирӗҫ тӑма пултаратпӑр (Эф. 6:16). Ҫавӑн пекех Иеговӑна шанса тӑни пире йывӑр вӑхӑтра ытлашши пӑшӑрханма памасть. Эпир Иеговӑна ӗненетпӗр пулсан тата унӑн Патшалӑхне хамӑр пурнӑҫра мала хуратпӑр пулсан, Иегова пире мӗн кирлине парса тӑрӑп тесе сӑмах парать (Матф. 6:30—34). Унсӑр пуҫне, ӗненнине пула эпир ҫынсенчен никам та хӑйсен вӑйӗпе илме пултарайман парнене илӗпӗр — ӗмӗрлӗх пурнӑҫа (Иоанн 3:16).
КУҪА ИЛСЕН, ӖНЕНӖВЕ ҪУХАТМА ПУЛАТЬ
6, 7. а) Петра хӑратса ӳкернӗ ҫилпе хумсене мӗнпе танлаштарма пулать? ӑ) Мӗншӗн пирӗн хамӑр ӗненӳ хавшама пултарнине асра тытмалла?
6 Петр шыв ҫийӗпе утса пынӑ чухнехи ҫилпе хумсене христиансем хальхи вӑхӑтра тӗл пулакан йывӑрлӑхсемпе тата илӗртӳсемпе танлаштарма пулать. Пире тем пек йывӑр килсен те, эпир Иегова пулӑшнипе ҫирӗп тӑма пултаратпӑр. Аса илӗр-ха, Петр вӑйлӑ ҫил е пысӑк хумсем пулнӑран мар путма пуҫланӑ. Библире каланӑ: «Ҫил вӑйлине курса хӑраса ӳкнӗ» (Матф. 14:30). Петр Иисус ҫине пӑхма пӑрахнӑ, вара унӑн ӗненӗвӗ хавшама пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех эпир хамӑр йывӑрлӑхсем ҫинчен ытлашши шутлама пуҫларӑмӑр пулсан, Иегова пире пулӑшасси пирки иккӗленме тытӑнӑпӑр.
7 Хамӑр ӗненӳ те хавшама пултарнине пирӗн асра тытмалла, мӗншӗн тесен Библире каланӑ тӑрӑх, ӗненме пӑрахни вӑл — «хамӑра [«хӑвӑртах», ҪТ] такӑнтаракан ҫылӑх» (Евр. 12:1, 2). Эпир пӑхма кирлӗ мар ҫӗре пӑхатпӑр пулсан, пирӗн ӗненӳ хӑвӑртах хавшама пултарнине Петрӑн тӗслӗхӗ кӑтартса парать. Пирӗн ӗненӳ хӑрушлӑхра пулнипе пулманнине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр? Айтӑр хамӑра тӗрӗслесе пӑхас тесе темиҫе ыйту пӑхса тухар.
8. Мӗне пула эпир Турӑ мӗн тума сӑмах панине унчченхи пек хытӑ ӗненме пӑрахма пултаратпӑр?
8 Турӑ мӗн тума сӑмах пани чӑнах та пулать тесе эпӗ халӗ те унчченхи пекех хытӑ ӗненетӗп-и? Сӑмахран, Турӑ Сатанан тӗнчине пӗтерме сӑмах панӑ. Ҫак йӗркесӗр тӗнче пире киленсе пурӑнма тӗрлӗ йышши вӑйӑ-кулӑ сӗнет. Ҫаксем пире питӗ хытӑ илӗртнине пула эпир Турӑ мӗн тума сӑмах панине сахалрах ӗненме пуҫламарӑмӑр-и? Ку ҫапла пулсан, пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулни пирки эпир иккӗленме пуҫлӑпӑр (Аввак. 2:3). Тепӗр тӗслӗх ҫинчен шухӑшласа пӑхар: тӳлесе илме панӑ парне урлӑ Турӑ пире каҫарма сӑмах парать. Анчах та эпир унччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн хамӑра халӗ те айӑплатпӑр пулсан, Иегова пирӗн пур ҫылӑха та каҫарни пирки иккӗленме пуҫлӑпӑр (Ап. ӗҫ. 3:19, 20). Ҫакна пула эпир Туррӑн сӑваплӑ ӗҫне савӑнса тума пӑрахӑпӑр тата ырӑ хыпар сарма чарӑнӑпӑр.
9. Эпир хамӑр тӗллевсене пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен ытларах шухӑшлама пуҫларӑмӑр пулсан, мӗн пулса тухма пултарать?
9 Туррӑн сӑваплӑ ӗҫне эпӗ унчченхи пекех тӑрӑшса тӑватӑп-и? Эпир Иеговӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлетпӗр пулсан, ҫакӑ пире хамӑрӑн пулас шанчӑк ҫинчен шухӑшлама пулӑшать. Анчах та эпир хамӑр тӗллевсене пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен ытларах шухӑшлама пуҫларӑмӑр пулсан, мӗн пулса тухма пултарать? Сӑмахран, эпир укҫа нумай тӳлекен, ҫав вӑхӑтрах Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантаракан ӗҫе вырнаҫма килӗшӗпӗр тен. Ҫакна пула пирӗн ӗненӳ хавшама пултарать, вара эпир «ӳркеннӗ» пирки Иеговӑшӑн мӗн тума пултарнинчен те сахалрах тума тытӑнӑпӑр (Евр. 6:10—12).
10. Ыттисене каҫарнӑ чухне эпир Иеговӑна ӗненни мӗнле курӑнса тӑрать?
10 Ыттисене каҫарма мана йывӑр-и? Ыттисем пире кӳрентернӗ чухне эпир, тен, ытларах хамӑр туйӑмсем ҫинчен шухӑшлама пуҫлӑпӑр. Вара эпир хамӑра кӳрентерекен ҫынна ун ҫинчен мӗн шутланине пурне те каласа парас теме пултарӑпӑр е унпа пачах калаҫас мар тейӗпӗр. Анчах та каҫарнипе эпир Иеговӑна ӗненнине кӑтартатпӑр. Мӗнле майпа? Эпир ҫылӑха кӗнипе Турра парӑмлӑ пулса тӑнӑ пекех, пире хирӗҫ ҫылӑх тӑвакансем те пире парӑмлӑ пулса тӑраҫҫӗ (Лука 11:3, 4). Эпир вӗсене каҫарнипе вӗсен парӑмне вӑйпа тӳлеттерес вырӑнне пире Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем кирлӗрех пулнине кӑтартатпӑр. Иисусӑн вӗренекенӗсем те ыттисене каҫармашкӑн ӗненӳ кирлӗ пулнине ӑнланнӑ. Вӑл вӗсене хӑйсене хирӗҫ нумай хутчен ҫылӑх тӑвакана та каҫармалла тесен, вӗренекенӗсем Иисуса йӑлӑннӑ: «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ» (Лука 17:1—5).
11. Библи тӑрӑх панӑ канаша йышӑнма пире мӗн чӑрмантарма пултарать?
11 Мана Библи тӑрӑх канаш панӑ чухне эпӗ тарӑхатӑп-и? Канашран ӑса вӗренес вырӑнне эпир ӑна мӗнле пани ҫинчен е канаш параканӑн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен ытларах шухӑшлама пултаратпӑр (Ытар. 19:20). Ҫапла вара эпир Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренес мая ҫухатнӑ пулӑттӑмӑр.
12. Иегова хӑйӗн халӑхне камсем урлӑ ертсе пырать, ҫавсемпе ҫын яланах кӑмӑлсӑр пулни мӗн кӑтартса парать?
12 Пухура суйласа лартнӑ арҫын тӑвансене эпӗ ӳпкелетӗп-и? Вунӑ разведчик Пама пулнӑ ҫӗр ҫинчен япӑххине каланине итленӗрен израильтянсем Моисейпе Аарона ӳпкелеме пуҫланӑ. Каярах Иегова Моисейрен ыйтнӑ: «Ҫак халӑх... хӑҫанччен... Мана шанмасӑр [«ӗненмесӗр», ҪТ] тӑрӗ?» (Йыша шутл. 14:2—4, 11.) Чӑнах та, израильтянсем ӳпкелешни Иеговӑна шансах кайманнине кӑтартнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Моисейпе Аарона суйласа лартнӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Турӑ хӑйӗн халӑхне камсем урлӑ ертсе пырать, ҫавсемпе яланах кӑмӑлсӑр пулни эпир Турра ӗненсех кайманнине кӑтартмасть-и?
13. Ӗненӳ хавшама пуҫланине асӑрхарӑмӑр пулсан, мӗншӗн пирӗн алла усма кирлӗ мар?
13 Хӑвӑра ҫав ыйтусене парса тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӗненӳ хавшама пуҫланине асӑрхарӑр пулсан, алла усма кирлӗ мар. Эпир астӑвасса Петр апостолӑн та хӑрасси, иккӗленесси пулкаланӑ. Хутран-ситрен Иисус та хӑйӗн апостолӗсене пурне те «сахал ӗненекенсем» тенӗ (Матф. 16:8). Ҫав-ҫавах эпир Петрӑн тӗслӗхӗнчен ӑса вӗренме пултаратпӑр. Вӑл иккӗленнӗ пирки тинӗсе путма пуҫланӑ хыҫҫӑн мӗн тунине айтӑр пӑхса тухар.
ИИСУС ҪИНЕ КУҪ ИЛМЕСӖР ПӐХСА ӖНЕНӖВЕ ҪИРӖПЛЕТӖР
14, 15. а) Петр путма пуҫласан мӗн тунӑ? ӑ) Мӗнле майпа эпир Иисус ҫине «куҫ илмесӗр» пӑхса тӑма пултаратпӑр?
14 Петр путма пуҫласан мӗн тунӑ? Петр лайӑх ишнӗ, ҫавӑнпа та вӑл кимӗ патне ишсе кайма пултарнӑ (Иоанн 21:7). Анчах та мӗншӗн вӑл ҫавна туман? Вӑл хӑйӗн ҫине шанман, ун вырӑнне вӑл каллех Иисус ҫине пӑхнӑ та унран пулӑшу илнӗ. Ӗненӳ хавшама пуҫланине асӑрхарӑмӑр пулсан, пирӗн Петр пек тума тӑрӑшмалла. Ҫавна мӗнле тума пулать?
15 Петр Иисусран пулӑшу ыйтнӑ пекех, пирӗн те Иисус ҫине — пирӗн «ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ» ҫине — «куҫ илмесӗр» пӑхмалла (Евр. 12:2, 3, ҪХ). Паллах ӗнтӗ, эпир Петр пек Иисуса хамӑр куҫпа курма пултараймастпӑр. Ҫав-ҫавах эпир унӑн вӗрентӗвӗсемпе ӗҫӗсене тӗпченипе, унтан вара ун пек пулас тесе пӗтӗм вӑя хунипе ун ҫине «куҫ илмесӗр» пӑхса тӑма пултаратпӑр. Иисус пек пулма пулӑшакан темиҫе канаша пӑхса тухар. Вӗсене тытса тӑнипе эпир хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетӗпӗр.
16. Мӗнле майпа Библи вӗренни ӗненӗве ҫирӗплетме пултарать?
16 Библие тата хытӑрах шанма вӗренӗр. Библи Турӑ Сӑмахӗ пулнине тата унти канашсем чи лайӑх канашсем пулнине Иисус ӗненнӗ (Иоанн 17:17). Ҫав тӗлӗшрен Иисус пек пулас тесен пирӗн Библие кашни кун вуламалла, тӗпчемелле тата мӗн вӗренни ҫинчен шухӑшламалла. Библие ҫавӑн пек вӗреннӗ чухне пирӗн тӗрлӗ ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Пирӗн вӗсене тӗплӗн тӗпчемелле. Сӑмахран, эпир юлашки кунсенче пурӑннине эсир ӗненетӗр-и? Хӑвӑр ӗненӗве Библире пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине кӑтартакан пророкла сӑмахсене тӗпченипе ҫирӗплетӗр. Эсир Турӑ пуласлӑхра мӗн тума сӑмах панине тата хытӑрах ӗненме пуҫласшӑн-и? Апла пулсан, Библире пророкла каланисем унччен мӗнле пурнӑҫланнине тӗпчесе пӑхӑр. Библи хальхи вӑхӑтра та усӑ панине эсир чӑнах та ӗненетӗр-и? Ҫакна пӗлес тесе эсир пирӗнпе пӗр пек ӗненекен тӑвансен пурнӑҫне Библи мӗнле лайӑхлатма пулӑшни ҫинчен вулама пултаратӑр (1 Фес. 2:13) *.
17. Мӗншӗн Иисус питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне те Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнӑ тата ун пек пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
17 Иегова пама пулнӑ пиллӗхсем ҫинчен шухӑшлӑр. Иисус «Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫа» яланах асра тытнӑ, ҫакна пула вӑл питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне те Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнӑ (Евр. 12:1, 2). Вӑл ҫак тӗнче мӗн сӗнни ҫине ҫаврӑнса та пӑхман (Матф. 4:8—10). Эпир Иегова мӗн тума сӑмах пани ҫинчен шухӑшланипе Иисусран тӗслӗх илетпӗр. Ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫа ӑсра ӳкерме тӑрӑшӑр. Райра хӑвӑр мӗн тӑвас килнине ҫырса е ӳкерсе хурӑр. Кама эсир вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасса уйрӑмах кӗтнине тата вӗсемпе мӗн ҫинчен калаҫасшӑн пулнине те ҫырса хурӑр. Иисус пекех, Турӑ мӗн тума сӑмах пани пӗтӗм этемлӗхпе кӑна мар, хӑвӑрпа мӗнле ҫыхӑннине те курма тӑрӑшӑр.
18. Кӗлтуни ӗненӗве ҫирӗплетме мӗнле пулӑшать?
18 Хытӑрах ӗненме пулӑшсам тесе Турра кӗлтӑвӑр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлӗре святой сывлӑш пама ыйтӑр тесе вӗрентнӗ (Лука 11:9, 13). Кӗлтунӑ чухне Иеговӑран хытӑрах ӗненме пулӑшсам тесе ыйтӑр, мӗншӗн тесен ӗненӳ вӑл — святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсенчен пӗри. Кӗлӗре хӑвӑра мӗн кирлине тӳррӗн ыйтӑр. Сӑмахран, эсир часах кӳренетӗр пулсан, Турра ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшсам тата каҫарма вӗрентсем тесе кӗлтӑвӑр.
19. Мӗнле туссене пирӗн шырамалла?
19 Хытӑ ӗненекен туссене шырӑр. Иисус туссене тӗплӗн суйланӑ. Унӑн ҫывӑх тусӗсем, апостолсем, ӗненнине тата чунтан парӑннине унӑн ӳкӗчӗсене пӑхӑнса тӑнипе кӑтартнӑ. (Иоанн 15:14, 15 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та туссене Иисуса ӗненекен тата вӑл мӗн хушнине итлекен ҫынсем хушшинче шырӑр. Чӑн-чӑн туссем пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫаҫҫӗ, кирлӗ пулсан, пӗр-пӗрне канаш та параҫҫӗ (Ытар. 27:9).
20. Ыттисен ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшни пире мӗнле усӑ парать?
20 Ыттисене ӗненӳре ҫирӗп пулма пулӑшӑр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен ӗненӗвне сӑмахпа та, ӗҫпе те ҫирӗплетнӗ (Марк 11:20—24). Пирӗн Иисус пек пулма тӑрӑшмалла, мӗншӗн тесен эпир ыттисен ӗненӗвне ҫирӗплетнипе хамӑр ӗненӗве те ҫирӗплететпӗр (Ытар. 11:25). Ырӑ хыпар сарнӑ тата вӗрентнӗ чухне Турӑ пуррине, вӑл пирӗншӗн тӑрӑшнине тата Библи Турӑ Сӑмахӗ пулнине кӑтартакан витӗмлӗ ҫирӗплетӳсем илсе парӑр. Ҫавӑн пекех пухури тӑвансен ӗненӗвне те ҫирӗплетме тӑрӑшӑр. Хӑвӑрпа пӗр пек ӗненекенсенчен кам та пулин иккӗленме пуҫларӗ пулсан, тата пухури суйласа лартнӑ арҫын тӑвансене ӳпкелеме тытӑнчӗ пулсан, унран тӳрех пӑрӑнма кирлӗ мар. Ун вырӑнне ӑна каллех хытӑ ӗненме пулӑшас тесе мӗн-мӗн тумаллине сӑпайлӑн кӑтартӑр (Иуда 22, 23). Эсир шкулта вӗренетӗр пулсан тата уроксенче эволюци теорине сӳтсе яваҫҫӗ пулсан, Турӑ пурне те пултарнине хӑвӑр ӗненнине хӑюллӑн хӳтӗлӗр. Вара, тен, сирӗн сӑмахсем ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳни сирӗншӗн кӗтмен савӑнӑҫ пулӗ.
21. Иегова пире пурсӑмӑра та мӗн тума сӑмах парать?
21 Иисус урлӑ Турӑ Петра хӑрассипе иккӗленессине ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Каярахпа вара Петр хытӑ ӗненес енчен ыттисене чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Иегова пире пурсӑмӑра та ӗненӳре ҫирӗп пулма пулӑшать. (1 Петр 5:9, 10 вуласа пар.) Айтӑр ӗненӳре ҫирӗп пулас тесе малашне те вӑй хурар, мӗншӗн тесен ӗненнине пула эпир нимпе танлаштарма ҫук пиллӗхсем илӗпӗр!
^ 16 абз. Сӑмахран, «Хурал башнин» салатмалли кӑларӑмӗнчи «Библи пурнӑҫа улӑштарать» ярӑмри статьясене пӑхса тухма пулать.