Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | БИБЛИ ВӖРЕНЕС КИЛЕТ-И СИРӖН?

Мӗншӗн Библи вӗренмелле?

Мӗншӗн Библи вӗренмелле?
  • Пурнӑҫ тӗллевӗ мӗнре-ши?

  • Мӗншӗн ҫынсем асапланаҫҫӗ тата вилеҫҫӗ?

  • Пуласлӑхра пире мӗн кӗтет?

  • Турӑ мана юратать-и?

Ҫак ыйтусем сире хӑҫан та пулин кӑсӑклантарнӑ-и? Вӗсем пӗтӗм тӗнчипех нумай ҫынна шухӑшлаттараҫҫӗ. Вӗсен хуравӗсене тупма пулать-ши?

Миллион-миллион ҫын тупнӑ та ӗнтӗ. Вӗсене кӑмӑла ҫырлахтаракан хуравсене пӗлме Библи пулӑшнӑ. Сирӗн ҫак кӗнеке мӗн ҫинчен каланине пӗлес килет-и? Ҫапла пулсан, сире Иегова Свидетелӗсемпе пӗрле Библие тӳлевсӗр вӗренме май пурри савӑнтарӗ *.

Библи ҫинчен асӑнсанах хӑшӗ-пӗрисем калаҫҫӗ: «Манӑн вӑхӑт ҫук», «Ку кӗнекене ӑнланма йывӑр», «Манӑн хам ҫине унашкал яваплӑх илес килмест». Анчах та урӑхла шухӑшлакан ҫынсем те пур. Библи мӗне вӗрентни ҫинчен пӗлме сӗнсен, вӗсем хаваспах килӗшнӗ. Акӑ темиҫе тӗслӗх:

  • «Эпӗ католиксем патне тата протестантсем патне ҫӳресе пӑхрӑм, буддистсен монастырӗнче те, сикхсен храмӗнче те пулса куртӑм, ҫавӑн пекех университетра теологи вӗрентӗм. Анчах та хамӑн ыйтусен хуравӗсене ҫав-ҫавах тупаймарӑм. Пӗррехинче ман пата киле пӗр хӗрарӑм, Иегова Свидетелӗ, килчӗ. Вӑл Библи тӑрӑх хуравлани ман чӗрене пырса тиврӗ, вара эпӗ Библи вӗренме килӗшрӗм» (Джилл, Англи).

  • «Манӑн ыйтусем нумайччӗ, анчах эпӗ ҫӳренӗ чиркӳри пастор мӗн хуравлани ман кӑмӑла ҫырлахтармарӗ. Иегова Свидетелӗ вара ман ыйтусем ҫине Библипе ҫеҫ усӑ курса хуравларӗ. Вӑл ытларах пӗлес килет-и тесе ыйтсан, эпӗ савӑнсах килӗшрӗм» (Коффи, Бенин).

  • «Ҫын вилсен унпа мӗн пулни мана яланах интереслентеретчӗ. Эпӗ вилнӗ ҫынсем чӗррисене сиен кӳме пултарнине ӗненеттӗм пулин те, манӑн ҫавӑн пирки Библире мӗн каланине те пӗлес килетчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ хамӑн туспа, Иегова Свидетелӗпе, Библи вӗренме тытӑнтӑм» (Жозе, Бразили).

  • «Эпӗ Библи вуласа пӑхрӑм, анчах нимӗн те ӑнланмарӑм. Кайран ман пата Иегова Свидетелӗсем килчӗҫ те Библири хӑш-пӗр пророкла каланисене ӑнлантарса пачӗҫ. Вара манӑн ытларах пӗлес килсе кайрӗ» (Денниз, Мексика).

  • «Турӑ мана юратмасть тесе шухӑшлама пуҫланӑччӗ эпӗ. Ҫавӑнпа эпӗ Библи Туррине кӗлтума шут тытрӑм. Тепӗр кунне манӑн алӑка Иегова Свидетелӗсем шаккарӗҫ, эпӗ вӗсемпе Библи вӗренме килӗшрӗм» (Анжу, Непал).

Ҫак ҫынсем мӗн калани Иисусӑн сӑмахӗсем тӗрӗссине ҫирӗплетсе параҫҫӗ, вӑл каланӑ: «Турӑ ҫинчен пӗлни кирлине ӑнланакансем телейлӗ» (Матфей 5:3, ҪТ). Ҫапла, кашни ҫынах Турӑ ҫинчен пӗлес туртӑмпа ҫуралать. Ҫавнашкал пӗлӗве Турӑ ҫеҫ пама пултарать. Турӑ пире хӑй ҫинчен хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ каласа парать.

Эппин, Библие мӗнле вӗренеҫҫӗ-ши? Библи вӗренни сире мӗнле усӑ пама пултарать? Ҫак ыйтусен хуравӗсене тепӗр статьяра тупма пулать.

^ 8 абз. Библи тӑрӑх, Иегова — Турӑ ячӗ.