ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Храмӑн икӗ юпи пире мӗне вӗрентеҫҫӗ?
Храм алӑкӗ умне икӗ чаплӑ юпа туса лартнӑ (3Патш 7:15, 16; w13-U 12/1 13 с., 3 абз.).
Кашни юпана пӗлтерӗшлӗ ятсем панӑ: Иахин «вӑл [Иегова] ҫирӗплеттӗр» тенине пӗлтерет; Воаз, тен, «вӑйпа» тенине пӗлтерет (3Патш 7:21; it-U «Вооз, II»).
Израильтянсем Иеговӑна шаннӑ чухне вӑл вӗсене храма «ҫирӗплетме», е хӳтӗлеме, пулӑшнӑ (Пс 126:1).
Тен, Иегова сире чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшас тесе нумай йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑрас тесен пирӗн малалла та Иегова ҫине шанмалла (1Кр 16:13).
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Эпӗ Иегова ҫине шанни мӗнле ӗҫсенче курӑнса тӑрать?»