Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР

Тӗслӗхсемпе усӑ курӑр

Тӗслӗхсемпе усӑ курӑр

Кампа эпир Библи вӗренетпӗр тата кам патне тепӗр хут кайса ҫӳретпӗр, ҫав ҫынсене пирӗн тӗп шухӑшсене ӑнланма пулӑшмалла. Тӗслӗхсемпе усӑ курса эпир вӗсен чӗрине хускатма пултаратпӑр тата мӗн пӗлнине астуса юлма пулӑшатпӑр.

Хатӗрленнӗ чухне тӗп шухӑшсене палӑрт. Ҫак шухӑшсене ӑнланма пулӑшас тесе ансат та кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ тӗслӗхсене туп (Мф 5:14—16; Мк 2:21; Лк 14:7—11). Ҫын мӗнле ӗҫпе ӗҫленине, вӑл хӑш халӑх ҫынни пулнине шута ил (Лк 5:2—11; Ин 4:7—15). Библири чӑнлӑха ӑнланни ӑна мӗнле савӑнӑҫ панине курсан санӑн чӗре те савӑнӑҫпа тулӗ.

«ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕС ӖҪРЕ САВӐНӐҪ ТУПӐР. ӐСТАЛӐХА ӲСТЕРӖР: ТӖСЛӖХСЕМПЕ УСӐ КУРӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Мӗншӗн Библи вӗренекене Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнланма йывӑр пулма пултарать?

  • Рим 5:12-мӗшне Джейда ӑнланма пулӑшас тесе Нита мӗнле тӗслӗхпе усӑ курчӗ?

  • Лайӑх тӗслӗхсем ҫыннӑн чӗрине пырса тивеҫҫӗ

    Вырӑнлӑ тӗслӗхсемпе усӑ курни ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

  • Мӗншӗн пирӗн Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан видеороликсемпе тата ырӑ хыпар сармалли ытти хатӗрсемпе усӑ курмалла?