ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Пур йывӑрлӑх та пӗтӗ
Йывӑрлӑхсене пула, уйрӑмах вӗсене нумай вӑхӑт хушши тӳсме тивет пулсан, эпир хуйха ӳкме пултаратпӑр. Саула пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсем хӑҫан та пулин пӗтессе Давид пӗлнӗ тата хӑй, Иегова сӑмах панӑ пекех, патша пулса тӑрасси пирки иккӗленмен (1Патш 16:13). Ӗненӳ Давида тӳсӗмлӗ пулма тата Иеговӑна кӗтме пулӑшнӑ.
Эпир ӑслӑ-тӑнлӑ тата ӑнкаруллӑ пулсан, хамӑр лару-тӑрӑва лайӑхлатма пултаратпӑр (1Патш 21:12—14; Ыт 1:4). Анчах та эпир Библири принципсемпе килӗшӳллӗн мӗн тума пултарнине пурне те тусан, хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене татса памасан та пултаратпӑр. Ҫакӑн пек чухне тӳсӗмлӗ пулса Иеговӑна кӗтмелле. Кӗҫех вӑл пур хӗн-асапа пӗтерӗ те пирӗн куҫри «кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ» (Ӳлӗм 21:4). Эпир ҫӑмӑллӑх кирек мӗнле илсен те — Иегова хута кӗнине пула-и е урӑх сӑлтавсене пула-и — ҫакна ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр: йывӑрлӑхсем пӗтеҫҫех. Ҫак шухӑш пире йӑпатма пултарать.
«ПАЙЛАНСА КАЙНӐ ТӖНЧЕРЕ ПӖРЛӖХРЕ ТӐРАКАН ХАЛӐХ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Пӗрлешӳллӗ Штатсен кӑнтӑр енче пурӑннӑ хӑш-пӗр христиансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?
-
Вӗсем тӳсӗмлӗхпе юрату мӗнле кӑтартнӑ?
-
«Мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнма вӗсене мӗн пулӑшнӑ? (Фп 1:10).