ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР
Библи вӗренекенсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӑр
Иегова пире хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑма юрату хавхалантартӑр тет (Мф 22:37, 38). Шӑп Турра юратни Библи вӗренекенсене хӑйсен пурнӑҫӗнче улшӑнусем тума тата йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшать (1Ин 5:3). Шӑп Турра юратни вӗсене шыва кӗме хавхалантарать.
Библи вӗренекене хӑйне Иегова юратнине курма пулӑш. Ҫакӑн пек ыйтусем пар: «Ҫакӑ сана Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?» тата «Ҫакӑ Турӑ сана юратнине мӗнле кӑтартса парать?» Библи вӗренекене хӑйӗншӗн Иегова тӑрӑшнине курма пулӑш (2Ҫлс 16:9). Эсӗ Иеговӑран кӗлӗре хӑвна мӗн кирли ҫинчен тӳррӗн ыйтнӑ хыҫҫӑн, вӑл санӑн кӗлӗ ҫине мӗнле хуравлани ҫинчен каласа пар. Вӗренекене хӑйӗн кӗллисем ҫине Иегова мӗнле хуравланине асӑрхама хавхалантар. Библи вӗренекенсем хӑйсем ҫинче Иеговӑн юратӑвне туйни тата вӗсем Иеговӑпа ҫывӑхланса пыни пире питӗ савӑнтарать.
«БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНМА ПУЛӐШӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
-
Джейд мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулчӗ?
-
Нита Джейда мӗнле пулӑшрӗ?
-
Джейд ҫак йывӑрлӑха мӗнле татса пама пултарчӗ?