ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Эсӗ туйӑмсем хыҫҫӑн каятӑн-и?
Давид Навалран пулӑшу ыйтсан, Навал Давидпа унӑн ҫыннисене хӑртса тӑкнӑ (1Патш 25:7—11; ia 78 с., 10—12 абз.).
Тарӑхса кайнӑ Давид Навал кил-йышӗнчи пур арҫынна та вӗлерсе тухасшӑн пулнӑ (1Патш 25:13, 21, 22).
Авигейӑна пула Давид юн тӑкман (1Патш 25:25, 26, 32, 33; ia 80 с., 18 абз.).
ХӐВӐНТАН ЫЙТ: «Эпӗ тарӑхнӑ чухне, кӑмӑл пусӑрӑнчӑк чухне е лавккара мӗн те пулин туяннӑ чухне туйӑмсем хыҫҫӑн каятӑп-и? Е мӗн те пулин тӑвас умӗн эпӗ чарӑнатӑп та ҫакӑ мӗн патне илсе пырасси пирки шухӑшлатӑп?» (Ыт 15:28; 22:3).