Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иегова ҫине шанмалли виҫӗ май

Иегова ҫине шанмалли виҫӗ май

Давид Голиафа ҫӗнтернӗ, мӗншӗн тесен вӑл Иегова ҫине шаннӑ (1Патш 17:45). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хаваспах пулӑшать (2Ҫлс 16:9). Хамӑрӑн пултарулӑхпа опыт ҫине шанас вырӑнне Иегова паракан пулӑшу ҫине эпир мӗнле шанма пултаратпӑр? Акӑ виҫӗ май:

  • Час-часах кӗлту. Йӑнӑш турӑн пулсан кӗлӗре каҫару ыйт. Ҫавӑн пекех илӗртӳпе тӗл пулсанах Иеговӑна вӑй парсам тесе кӗлту (Мф 6:12, 13). Хӑв тунӑ йышӑнусене Иегова пиллетӗр тесе кӑна мар, йышӑну тӑвас умӗн те ӑслӑлӑх пар тесе кӗлту (Иак 1:5).

  • Тӑтӑшах Библие вула тата тӗпче. Библие кашни кун вула (Пс 1:2). Библири тӗслӗхсенчен мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшла тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ кур (Иак 1:23—25). Ырӑ хыпар сарма хатӗрлен, хӑвӑн опыт ҫине ан шан. Тӗлпулусенчен усӑ илес тесе пухура сӳтсе явмалли материала маларах пӑхса тух.

  • Иеговӑн организацийӗпе пӗрле ӗҫлесе тӑр. Организаци панӑ юлашки хушусене пӗлсе тӑр тата вӗсене тӳрех пурнӑҫла (Йыш 9:17). Старейшинӑсем канашсемпе хушусем парсан, вӗсене итле (Евр 13:17).

«У НАС НЕТ ПРИЧИН БОЯТЬСЯ ПРЕСЛЕДОВАНИЙ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

• Тӑвансем мӗнрен хӑранӑ?

• Хӑранине ҫӗнтерме вӗсене мӗн пулӑшнӑ?