ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Турӑ халӑхӗн ятне ярас мар тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?
Ҫынсем Иегова Свидетелӗсем хӑйсене мӗнле тытнине асӑрхаҫҫӗ (1Кр 4:9). Кашнийӗ хӑйӗнчен ҫапла ыйтма пултарать: «Эпӗ хамӑн сӑмахсемпе тата ӗҫсемпе Иеговӑна мухтава кӑларатӑп-и?» (1Пт 2:12). Иегова Свидетелӗсем нумай ҫул хушши хӑйсене лайӑх тытнипе ыттисем умӗнче ырӑ ят илнӗ. Эпир, паллах, ҫак ырӑ ята ярасшӑн мар (Ек 10:1).
Ҫак лару-тӑрусенче христианинӑн хӑйне мӗнле тытмаллине тата ӑна Библири мӗнле принцип пулӑшма пултарнине ҫырса хур.
-
Свидетель пулман ҫын сана хаяррӑн вӑрҫать.
-
Санӑн ҫи-пуҫ, машина е кил-ҫурт таса мар та тирпейсӗр.
-
Вырӑнти влаҫсем кӑларнӑ закон тӗрӗс мар пек е ӑна пурнӑҫлама йывӑр пек туйӑнать.
Ҫыравҫӑсен уйрӑмӗнчи тӗпчекенсен ушкӑнӗ пирӗн ырӑ ят пултӑр тесе мӗн тӑвать?
«ЫТТИСЕНЕ ЧӐНЛӐХА ХИСЕПЛЕМЕ ТАТА ХАКЛАМА ПУЛӐШАТПӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Пирӗн публикацисенчи информаци тӗп-тӗрӗс пултӑр тесе нумай вӑй хураҫҫӗ. Сана уйрӑмах мӗн килӗшрӗ?