ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Пулас мӑшӑра тӗрӗс суйласа ил
Соломон суя турӑсене пуҫҫапнӑ хӗрарӑмсене качча илнӗ, ҫакӑ вара питӗ ӑссӑрла пулнӑ (3Патш 11:1, 2; w18.07 18 с., 7 абз.).
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Соломон хӑйӗн арӑмӗсене пула Иеговӑна шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ (3Патш 11:3—6; w19.01 15 с., 6 абз.).
Иегова Соломон ҫине питӗ ҫилленнӗ (3Патш 11:9, 10; w18.07 19 с., 9 абз.).
Библи христиансене «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» ҫеҫ мӑшӑрланма ыйтать (1Кр 7:39). Ҫын шыва кӗни вӑл саншӑн лайӑх мӑшӑр пулассине пӗлтермест. Ҫавӑнпа та хӑвӑнтан ыйт: «Ҫак ҫын мана Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑма пулӑшӗ-и? Вӑл Иеговӑшӑн мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши ӗҫлет? Вӑл Иеговӑна чун-чӗререн юратни курӑнать-и?» Мӑшӑрланма шутличчен хӑвна килӗшекен ҫынна май килнӗ таран лайӑхрах пӗлме тӑрӑш. Ҫавна тума вӑхӑта ан шелле!