Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Эсӗ укҫа-тенкӗ ҫитменнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пултаратӑн

Эсӗ укҫа-тенкӗ ҫитменнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пултаратӑн

Ҫак юлашки кунсенче йывӑрлӑхсем питӗ нумай. Ҫак тӗнчен вӗҫӗ ҫывхарса пынӑ май йывӑрлӑхсем татах хушӑнса пырӗҫ. Тен, хамӑра чи кирлӗ хӑш-пӗр япаласем те ҫитми пулӗҫ (Ав 3:16—18). Пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пире мӗн пулӑшӗ? Пирӗн малалла та Иегова ҫине шанса тӑмалла. Вӑл хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракансене яланах пулӑшма сӑмах панӑ. Кирек мӗнле лару-тӑрура та Иегова пирӗншӗн тӑрӑшӗ (Пс 36:18, 19; Евр 13:5, 6).

Мӗн тумалла:

  • Иегова сана ӑслӑлӑх патӑр тесе тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑштӑр тесе ӑна йӑлӑнса кӗлту (Пс 61:9).

  • Унччен туса курман кирек мӗнле ӗҫе те тума хатӗр пул (g-U 1/10 8—9 с., рамкӑсем).

  • Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене малалла та туса тӑр: кашни кун Библи вула, тӗлпулусене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑш тата хастаррӑн ырӑ хыпар сар.

«ҪИРӖП ТӐРАКАН ҪУРТ ЛАРТӐР. „МӖН ПУРРИПЕ ҪЫРЛАХӐР“» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Хӑш-пӗр ҫемьесем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

  • Пурнӑҫра мӗн пӗлтерӗшлӗрех?

  • Укҫа-тенкӗ ҫитменнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулакан тӑвансене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?