Германире Иегова Свидетелӗсем Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне паллӑ тӑваҫҫӗ

«ПУРНӐҪПА СӐВАПЛӐ ӖҪ» ӖҪ ТЕТРАЧӖ 2016 март

Публикацисене сӗнмелли майсем

Ҫак уйӑхри брошюрӑна тата Каҫхи апат уявне чӗнмелли хута сӗнмелли майсем. Ҫак майсене тӗпе хурса публикацисене сӗнмелли урӑх майсем шухӑшласа кӑларӑр.

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Эсфирь Иеговӑшӑн тата унӑн халӑхӗшӗн хӑйӗн пурнӑҫне хӗрхенмен

Еврейсене пӗтересрен хӳтӗлемешкӗн Эсфирь хӑйӗн пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкернӗ тата Мардохее закон кӑларма пулӑшнӑ (Эсфирь 6—10).

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Брошюрӑна епле сӗнмеллине эсӗ хӑв мӗнле шутласа кӑларма пултаратӑн

Брошюрӑсене епле сӗнмеллине шухӑшласа кӑларас тесе илсе панӑ канашсемпе усӑ кур.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ҫынсене хапӑл туса кӗтсе илер

Каҫхи апат уявне килнӗ ҫынсем тата ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ хыпарҫӑсем хӑйсене ырӑ сунса кӗтнине туйса илччӗр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Иов тӗрӗслевсем вӑхӑтӗнче айӑпсӑр тӑрса юлнӑ

Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче Иегова чи пысӑк вырӑн йышӑннине кӑтартнӑ (Иов 1—5).

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Шанчӑклӑ Иов хӑйӗн хуйхине уҫса парать

Хуйха ӳкнине пула Иов тӗрӗс мар шухӑш патне пырса ҫитнӗ, ҫапах та вӑл Турра юратма пӑрахман (Иов 6—10).

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Иов вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ҫирӗп ӗненнӗ

Ҫӗнӗ хунав янӑ ҫу йывӑҫӗн тункатине тӗслӗх пек илсе парса Иов Турӑ ӑна чӗртсе тӑратма пултарассине ҫирӗп ӗненнине кӑтартнӑ (Иов 11—15).

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Тӳлесе илни чӗрӗлсе тӑма шанчӑк парать

Иегова панӑ тӳлесе илмелли парнене пула эпир вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр. Эпир ҫывӑх ҫынсене тек ҫухатмӑпӑр, пачах урӑхла, чӗрӗлсе тӑнисене кӗтсе илме пуҫлӑпӑр.