ИОВ 11—15
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |Иов вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ҫирӗп ӗненнӗ
Иов Турӑ ӑна чӗртсе тӑратма пултарассине ҫирӗп ӗненнине кӑтартса панӑ
14:7—9, 13—15
-
Иов Турӑ ӑна чӗртсе тӑратма пултарассине ҫирӗп ӗненнине кӑтартас тесе йывӑҫа, ҫу йывӑҫне пулас, тӗслӗх пек илсе панӑ
-
Ҫу йывӑҫӗн тымарӗ ҫирӗп пулнӑран унӑн вуллине касса пӑрахсан та, вӑл хунав яма пултарать. Тымарӗсем чӗрӗ чухне ҫу йывӑҫӗ каллех ӳсме пултарать
-
Типӗ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн ҫумӑр ҫума пуҫласан, ҫу йывӑҫӗн типсе ларнӑ тункати ҫӗнӗ хунав кӑларма пултарать. Вара вӑл «ҫӗнӗрен лартнӑ йывӑҫ пек туратланать»