ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ҫынсене хапӑл туса кӗтсе илер
Мартӑн 23-мӗшӗнче Каҫхи апат уявне 12 миллион е ытларах ҫын килессе кӗтетпӗр эпир. Ҫав уявра Иегова тӳлесе илмелли парне пани ҫинчен тата пуласлӑхра ҫынсене мӗнле пиллӗхсем парасси ҫинчен питӗ лайӑх доклад пулӗ (Ис 11:6—9; 35:5, 6; 65:21—23; Ин 3:16). Анчах ҫак ятарлӑ уявра доклад тӑвакан ҫеҫ мар чӑнлӑх ҫинчен пӗлтерӗ. Эпир пурте хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илнипе ҫакна тума пултарӑпӑр (Рм 15:7). Акӑ темиҫе канаш.
-
Хӑвӑн валли вырӑн йышӑнса программа пуҫланасса кӗтсе ларас вырӑнне хӑнасене тата ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ хыпарҫӑсене ӑшӑ сӑмахсемпе тата йӑл кулса саламла
-
Паллах, хӑв кама чӗннӗ, ҫавсемпе эсӗ уйрӑмах тимлӗ пулӑн, анчах кампани вӑхӑтӗнче чӗнӳ хутне илнӗрен килнӗ ҫынсем пирки те манса ан кай. Вӗсем Библи тӑрӑх йӗрлесе пыма тата юрӑсем юрлама пултарччӑр тесе хӑвпа юнашар ларма сӗн
-
Доклад хыҫҫӑн ҫыннӑн ыйтусем пуррипе ҫукки пирки ыйтса пӗл. Залпа тепӗр пуху усӑ курма пултартӑр тесе сирӗн хӑвӑрт тухса каймалла пулсан, ҫынпа ҫитес кунсенче тӗл пулма калаҫса татӑл. Эсӗ унӑн адресӗпе телефон номерне пӗлместӗн пулсан, ҫапла калама пултаратӑн: «Манӑн эсир ҫак тӗлпулу ҫинчен мӗн шухӑшланине пӗлес килет. Сирӗнпе мӗнле ҫыхӑнма пулать-ши?»