Февралӗн 29 — мартӑн 6
ЭСФИРЬ 1—5
3-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (3 мин. е сахалрах)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Эсфирь Туррӑн халӑхне хӳтӗлеме тӑнӑ» (10 мин.).
[«Эсфирь кӗнекипе паллаштарни» видеоролик кӑтарт.]
Эсф 3:5—9. Аман Туррӑн халӑхне пӗтерме май шыранӑ (ia 131 с., 18, 19 абз.)
Эсф 4:11—5:2. Турра ӗненни Эсфире вилӗмрен хӑранине ҫӗнтерме пулӑшнӑ (ia 125 с., 2 абз.; 134 с., 24—26 абз.)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (8 мин.)
Эсф 2:15. Эсфирь сӑпайлӑ пулнине, хӑйне алӑра тытма пӗлнине мӗнле кӑтартнӑ? (w06-U 3/1 9 с., 8 абз.)
Эсф 3:2—4. Мардохей мӗне пула Амана ӳксе пуҫҫапман? (ia 131 с., 18 абз.)
Ку эрнере пӑхса тухнӑ Библи сыпӑкӗсенчен эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗм?
Ку эрнере пӑхса тухнӑ Библи сыпӑкӗсенчен мӗн пӗлнипе эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗнле усӑ курма пултаратӑп?
Библи вулани: Эсф 1:1—15 (4 мин. е сахалрах)
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Пӗрремӗш хут килни (2 мин. е сахалрах). «Турра итле» брошюрӑна сӗн. Тепӗр хут килме никӗс хыв.
Тепӗр хут килни (4 мин. е сахалрах). «Турра итле» брошюрӑна кама парса хӑварнӑ, ҫав ҫын патне тепӗр хут кай та 2—3-мӗш страницӑсене сӳтсе яв. Тепӗр хут килме никӗс хыв.
Библи вӗренӗвӗ (6 мин. е сахалрах). Пӗрремӗш хут килсен кама «Турра итле» брошюрӑна парса хӑварнӑ, ҫав ҫынпа «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑри 4—5-мӗш страницӑсенчи материалпа усӑ курса Библи вӗренӗвӗ ирттер (km 7/12 2—3 с., 4 абз.).
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Пухӑва мӗн кирлине шута илни (10 мин.)
Тӗлпулу халӗ мӗнле иртни тата ӗҫ тетрачӗ сана мӗнле усӑ парать? (5 мин.) Сӳтсе явни. Ҫӗнӗ улшӑнусем мӗнле усӑ пани ҫинчен итлекенсенчен ыйт. Тӗлпулу ытларах усӑ патӑр тесе пурне те лайӑх хатӗрленме хавхалантар.
Пухура Библи вӗренни: ia 10 сып., 1—11 абз., 86 с. рамка (30 мин.)
Ку тата тепӗр эрнери тӗлпулусенчи шухӑшсене кӗскен пӑхса тухни (3 мин.)
149-мӗш юрӑ тата кӗлӗ