Мартӑн 20—26
ИЕРЕМИЯ 8—11
86-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (3 мин. е сахалрах)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Ҫынсем Иеговӑна итлесен ҫеҫ ӑнӑҫлӑ пулма пултараҫҫӗ» (10 мин.)
Иер 10:2—5, 14, 15. Урӑх халӑхсем пуҫҫапакан турӑсем — суя турӑсем (it-U «Огурец»)
Иер 10:6, 7, 10—13. Иегова ытти пур турӑсенчен уйрӑлса тӑрать, мӗншӗн тесен вӑл пӗртен-пӗр чӑн Турӑ (w04-U 10/1 11 с., 10 абз.)
Иер 10:21—23. Ҫынсем Иеговӑна итлемесен ӑнӑҫлӑ пулма пултараймаҫҫӗ (bp163 11 с., 1 абз.)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (8 мин.)
Иер 9:24. Мӗнпе мухтанни вырӑнлӑ? (w13 1/15 19 с., 16 абз.)
Иер 11:10. Самарие пирӗн эрӑчченхи 740 ҫулта тӗп тунӑ пулсан, мӗншӗн Иеремия хӑйӗн сӑмахӗсенче вун йӑхран тӑракан ҫурҫӗр патшалӑхне асӑнать? (it-U «Хронология», 105 абз.)
Ку эрнере пӑхса тухнӑ Библи сыпӑкӗсенчен эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗм?
Ку эрнере пӑхса тухнӑ Библи сыпӑкӗсенчен мӗн пӗлнипе эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗнле усӑ курма пултаратӑп?
Библи вулани (4 мин. е сахалрах): Иер 11:6—16
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Пӗрремӗш хут килни (2 мин. е сахалрах): «Турӑ панӑ чи пысӑк парнене эсир йышӑнӑр-ши?» брошюра (bp180) (тӗп тема). Каҫхи апат уявне чӗн. Тепӗр хут килме калаҫса татӑл.
Тепӗр хут килни (4 мин. е сахалрах): «Турӑ панӑ чи пысӑк парнене эсир йышӑнӑр-ши?» брошюра (bp180) (тӗп тема). Каҫхи апат уявне чӗн. Тепӗр хут килме калаҫса татӑл.
Библи вӗренӗвӗ (6 мин. е сахалрах): вырӑнлӑ планпа усӑ курса «Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ кӗнеке» темӑна сӳтсе яв. Ҫынна Каҫхи апат уявне чӗн.
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Пухӑва мӗн кирлине шута илни. Библи вӗренмелли плансемпе тӗрӗс усӑ курма вӗренетпӗр (15 мин.). Доклад. Филиалтан килнӗ юлашки канашсем ҫинче никӗсленнӗ. Икӗ демонстраци хатӗрле: пӗринче хыпарҫӑ Библи вӗренмелли планпа тӗрӗс мар усӑ курать, тепринче тӗрӗс усӑ курать. Демонстрацинче пӗр-пӗр видеоролик кӑтартма май пултӑр тесен вырӑнлӑ плана суйласа ил (сӑмахран, тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен).
Пухура Библи вӗренни (30 мин.): kr 3-мӗш пайӗ. Патшалӑх нормисем. Туррӑн тӳрӗлӗхне шырани, 10 сып., 1—7 абз.
Ку тата тепӗр эрнери тӗлпулусенчи шухӑшсене кӗскен пӑхса тухни (3 мин.)
115-мӗш юрӑ тата кӗлӗ