ИЕРЕМИЯ 12—16
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ |Израиль халӑхӗ Иеговӑна маннӑ
Иеремийӑна ҫӑмӑлах мар ӗҫ хушнӑ пулнӑ, ҫак ӗҫ Иуда тата Иерусалим халӑхӗсен кутӑнлӑхне тата мӑнкӑмӑллӑхне Иегова пӗтерме ҫирӗп шут тытнине кӑтартса памалла пулнӑ.
Иеремия йӗтӗн пир «татӑкӗ [«пиҫиххи», ҪТ]» туяннӑ
13:1, 2
-
Тачӑ ҫыхнӑ пиҫиххи Иеговӑпа Израиль халӑхӗ хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулнине сӑнарласа панӑ
Иеремия пиҫиххине илнӗ те Ефрат юханшывӗ патне кайнӑ
13:3—5
-
Вӑл пиҫиххине ту ҫурӑкне пытарса хунӑ та Иерусалима таврӑннӑ
Иеремия пиҫиххине каялла илсе килес тесе каллех Ефрат патне кайнӑ
13:6, 7
-
Пиҫиххи ҫӗрсе кайнӑ
Иеремия хӑйне хушнӑ ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн Иегова ӑна мӗншӗн ҫакна тумаллине ӑнлантарса панӑ
13:8—11
-
Иеремия пӗлтерӗшлех мар пек туйӑнакан ӗҫсенче те Турра чун-чӗререн итлени Иеговӑна ҫынсене питӗ кирлӗ чӑнлӑха ӑнлантарса пама пулӑшнӑ