Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сӗнмелли майсем

Сӗнмелли майсем

«БИБЛИЕ ВУЛАМА ИНТЕРЕСЛӖ ПУЛТӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?» БРОШЮРА

Ыйту: Хӑшӗ-пӗрисем Библи вӑл кивелнӗ кӗнеке тесе шутлаҫҫӗ, теприсем вӑл халӗ те усӑ пама пултарать теҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр?

Сӑвӑ йӗрки: 2Тм 3:16, 17

Публикаци: Ҫак брошюрӑра Библи пире кулленхи пурнӑҫра мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен тата Библи вулама интереслӗ пултӑр тесен эсир мӗн тума пултарни ҫинчен каланӑ.

ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР

Ыйту: Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывӑх-и?

Сӑвӑ йӗрки: Мф 24:3, 7, 14

Чӑнлӑх: Библири пророкла каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, эпир юлашки кунсенче пурӑнатпӑр. Анчах та пирӗн хӑрамалла мар, мӗншӗн тесен пире лайӑх пурнӑҫ кӗтет.

«СУЩЕСТВУЕТ ЛИ ЗАБОТЛИВЫЙ ТВОРЕЦ?» КӖНЕКЕ

Ыйту: Мӗнле шутлатӑр, мӗне ӗненни тӗрӗсрех: пурнӑҫа Турӑ пултарнине-и е пурнӑҫ хӑйне хӑй пулса кайнине-и?

Публикаци: Ҫак кӗнекере Пултаракан пуррине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем илсе панӑ. Вӗсем нумай ҫынна Турра ӗненме пулӑшнӑ. Тепре килсен эпӗ сирӗнпе 5-мӗш страницӑри «Пирӗн пурнӑҫа тӗллевлӗ тума мӗн пулӑшӗ?» ыйтӑва пӑхса тухасшӑн.

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр.